Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +3.3 °C
Ҫурхи кун кӗр тӑрантарать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Шупашкарта Ухсай палӑкӗ пулӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
jakut8 27.10.2011 08:02 | 1688 хут пӑхнӑ

Кӑҫал чӑваш халӑх поэчӗ, Максим Горький тата Константин Иванов ячӗллӗ патшалӑх премийӗсен лауреачӗ, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ ӳнер ӗҫченӗ Ухсай Яккӑвӗ ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитет. Ӑна халалласа Шупашкарта палӑк лартма йышӑннӑ.

Палӑк эскизӗсен конкурсне ирттерес пирки Чӑваш республикин культура министерствипе тӗп хула администрацийӗ ҫӗртме уйӑхӗнчех пӗлтернӗччӗ. Палӑка ӑҫта вырнаҫтарасси паллӑ ӗнтӗ. Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн 5-мӗш вӗренӳ ҫурчӗ умӗнче Ухсай Яккӑвӗ ячӗллӗ сквер пулӗ. Чӑваш халӑх поэчӗн кӳлепи вара шӑп ҫавӑнта, хӑй ячӗллӗ культура керменӗ патӗнче пулӗ. Эскизсен прекчӗсене йышӑнса пӗтернӗ, халӗ вара вӗсене Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗнче суйлама тӑратнӑ. Кунта Владимир Нагорнов, Владислав Немцев тата Петр Пупин ӗҫӗсемпе паллашма пулать.

Эскиз суйласа илме уйрӑм комиссии йӗркеленӗ. Курава килекенсем те хӑйсен шухӑшне ятарлӑ кӗнекере ҫырса хӑвараҫҫӗ. Ҫӗнтерӳҫӗне суйланӑ чухне вӗсен кӑмӑлне те шута илӗҫ. Хаклава Яков Гавриловичӑн хӗрӗ те ҫитнӗ, вӑл кашни эскиза тӗплӗн сӑнаса ашшӗпе танлаштарчӗ, пахалӑхӗпе ҫитменлӗхӗсене палӑртса, хӑйне ытларах кӑмӑла каякан скульптурӑна кӑтартрӗ.

«Пулас палӑкӑн эскизӗсем хальлӗхе вӗҫленнӗ тӗслӗхсем мар-ха», — терӗ Ольга Яковлевна. Хӑшне-пӗрне улӑштармалла пулӗ.

Хальлӗхе камӑн ӗҫне суйласа илни паллӑ мар-ха. Конкурс пӗтӗмлетӗвӗсене чӳкӗн 7-мӗшӗнче пӗлтерӗҫ. Мала тухаканӗ патшалӑх пулӑшӗвӗпе Ухсай палӑкне «ура ҫине тӑратӗ». Ыттисем те парнесӗр юлмӗҫ, вӗсене хавхалантарма 50 пин тенкӗ уйӑрма палӑртнӑ.

#Шупашкар, #Яков Ухсай, #палӑксем, #ӳнер музейӗ

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем