Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -5.7 °C
Ерипен каян мала тухнӑ, хытӑ каян кая юлнӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Шуртавӑш

Ял пурнӑҫӗ
Татьяна Охотина (сылтӑмри)
Татьяна Охотина (сылтӑмри)

Паян Ҫӗрпӳ районӗнче харӑсах икӗ ҫӗрте фельдшерпа акушер пункчӗ ӗҫлеме тытӑннӑ.

Тухтӑр ҫурчӗсене хӗрлӗ хӑю кассах уҫнӑ. Республикӑри тӳре-шараран унта Чӑваш Енӗн сывлӑх сыхлав министрӗ Владимир Викторов хутшӑннӑ. Районти пуҫлӑхсем те ҫитнӗ. Ҫӗрпӳ район администрацийӗн пуҫлӑхӗн тивӗҫне пурнӑҫлакан Борис Марков, Ҫырмапуҫ ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Юрий Деомидов, Ҫӗрпӳ район пульницин тӗп тухтӑрӗ Валентина Озерова ял ҫыннисене ФАп уҫӑлнӑ ятпа саламланӑ.

Вӑрӑмҫут ялӗнчи ҫав ялтисене кӑна мар, Вӗрмер, Елӳ, Тушмашар, Ҫуткасси ялӗсенче пурӑнакансене йышӑнӗ. Ҫӗнӗ ФАП уҫӑлать тенине илтсе Татьяна Охотина ҫамрӑк фельдшер тӑван яла таврӑннӑ. Унта вӑл «Земство тухтӑрӗ» программӑпа килӗшӳллӗн ӗҫлеме килӗшнӗ. Тепӗр майлӑ каласан, ӑна хыснаран 500 пин тенкӗ укҫа панӑ.

Энӗшкассинчи ФАП Шуртавӑш тата Ӳречекасси ялӗсенчисене те йышӑнӗ.

 

Персона Мария Ивановна хӑнасемпе
Мария Ивановна хӑнасемпе

Ҫӗрпӳ районӗнче пурӑнакан Мария Иванова кӑҫал нарӑсӑн 1-мӗшӗнче… 104 ҫул тултарнӑ.

Мария Ивановна хӑйне лайӑхах туять, хӑйӗн пурнӑҫне йӑлтах ас тӑвать, ҫынсемпе хаваспах хутшӑнать.

Мария Ивановна — Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ ветеранӑн тӑлӑх арӑмӗ. 104 ҫулти кинемей Энӗшкасси ялӗнче пурӑнать. Вӑл кунтах ҫуралса ӳснӗ, ҫак ял каччипе ҫемье ҫавӑрнӑ. Мария Ивановна пурнӑҫ тӑршшӗпех Шуртавӑшри шкулта техслужащире ӗҫленӗ. Вӑл патшалӑх наградисене сахал мар тивӗҫнӗ.

Мария Ивановна упӑшкипе пӗрле 10 ача ҫуратнӑ, 9-шне ӳстернӗ. Халӗ унӑн 12 мӑнук, вӗсен 18 мӑнукӗ. Вӑл вӗсемпе савӑнса пурӑнать.

 

Никифор Наумов саламлать
Никифор Наумов саламлать

Кӗҫнерникун, акан 21-мӗшӗнче, Шупашкарта вырнаҫнӑ К.В. Иванов ячӗллӗ литература музейне халӑх лӑк тулли пухӑнчӗ — кунта Тамара Гурьева юрӑҫ 60 ҫул тултарнӑ ятпа пултарулӑх каҫӗ иртрӗ.

Халӑх артисткине саламлама Чӑваш патшалӑх академи капеллинчи ӗҫтешӗсем, кӗвӗҫӗсем, сӑвӑҫсем, ҫыравҫӑсем, ытти юрӑҫсем (ЧР тава тивӗҫлӗ артисчӗсем Геннадий Никифоров, Владимир Егоров, халӑх артистки Зоя Лисицина, РФ тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ Клара Чекушкина, тата ыттисем) килнӗ. Сӗнтӗрвӑрри район ентешлӗхӗн ертӳҫи Никифор Наумов та салам сӑмахӗсем каларӗ (юбиляр ачалӑхӗ ҫак районта иртнӗ). Тамара Изосимовнӑна саламлакансем чӑн та нумай пулчӗҫ — кашни парнепе, кашни чечекпе килнӗ.

Юрӑсӑр иртмерӗ паллах. Тамара Гурьева Филипп Лукин, Ф.С. Васильев, Юрий Шепилов, Ю.Д. Кудаков тата ытти композиторсен юррисене шӑрантарса пачӗ.

Малалла...

 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Сирӗн умра лидер пек пулма ҫул уҫӑлӗ — таврарисем те кун валли хатӗр. вӗсем эсир пуҫаруллӑ пуласса кӗтнине туятӑр. Кӑмӑл хаваслӑхне ҫухатмасан пулӑшу самаях пулӗ. Эрне варринелле вӑй кӗрӗ, ку ӗҫсене хӑвӑртлатма пулӑшӗ.

Нарӑс, 24

1991
35
Трофимов Прохор Трофимович, чӑваш ҫыравҫи, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа хӑй
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа арӑмӗ
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа тарҫи
кил-йышри арҫын
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуть те кам тухсан та