Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Шаланкӑ шыв кӑларать, ула курак пырса ӗҫет.
[ваттисен сӑмахӗ: 2507]
 

Хыпар: Тамара Гурьевӑн пултарулӑх каҫӗ иртрӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 24.04.2011 13:05 | 2288 хут пӑхнӑ
Никифор Наумов саламлать
Никифор Наумов саламлать

Кӗҫнерникун, акан 21-мӗшӗнче, Шупашкарта вырнаҫнӑ К.В. Иванов ячӗллӗ литература музейне халӑх лӑк тулли пухӑнчӗ — кунта Тамара Гурьева юрӑҫ 60 ҫул тултарнӑ ятпа пултарулӑх каҫӗ иртрӗ.

Халӑх артисткине саламлама Чӑваш патшалӑх академи капеллинчи ӗҫтешӗсем, кӗвӗҫӗсем, сӑвӑҫсем, ҫыравҫӑсем, ытти юрӑҫсем (ЧР тава тивӗҫлӗ артисчӗсем Геннадий Никифоров, Владимир Егоров, халӑх артистки Зоя Лисицина, РФ тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ Клара Чекушкина, тата ыттисем) килнӗ. Сӗнтӗрвӑрри район ентешлӗхӗн ертӳҫи Никифор Наумов та салам сӑмахӗсем каларӗ (юбиляр ачалӑхӗ ҫак районта иртнӗ). Тамара Изосимовнӑна саламлакансем чӑн та нумай пулчӗҫ — кашни парнепе, кашни чечекпе килнӗ.

Юрӑсӑр иртмерӗ паллах. Тамара Гурьева Филипп Лукин, Ф.С. Васильев, Юрий Шепилов, Ю.Д. Кудаков тата ытти композиторсен юррисене шӑрантарса пачӗ.

 

Тамара Изосимовна Гурьева 1951 ҫулхи акан 1-мӗшӗнче Ҫӗрпӳ районӗн Шуртавӑш ялӗнче ҫуралнӑ. Ачалӑхӗпе ҫамрӑклӑхӗ Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Октябрьски ялӗнче иртнӗ. 1973 ҫулта Шупашкарти музыка училищин дирижёрпа хор уйрӑмне вӗренсе пӗтернӗ. 1973-78 ҫулсенче Чӑваш паталӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗн хорӗнче юрланӑ. 1978-92 ҫулсенче — Чӑваш Енӗн гостелерадио хорӗнче. 1992 ҫултанпа Чӑваш патшалӑх академи капеллинче юрлать.

1982 ҫулта Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ артисчӗ ятне, 1995 ҫулта Чӑваш Республикин халӑх артистки ятне тивӗҫнӗ.

 

Сӑнсем: 1 пай (кӗскен, 15 сӑн), 2 пай (тулли, 42 сӑн)

#К.В. Иванов ячӗллӗ литература музейӗ, #Сӗнтӗрвӑрри районӗ, #юбилейсем, #пултарулӑх каҫӗсем, #Ҫӗрпӳ районӗ, #Октяюрьски, #Шуртавӑш

 

Комментари:

Тамара Кудряшова // 8914-9767
2011.09.11 19:20
Тамара Гурьевана эпĕ 30 çул ытла пĕлетĕп,вăл питĕ маттур хĕр, эпĕ унпа мухтанатăп, мĕншĕн тесен, вăл мана итлесе музыка училищине вĕренме кĕме килĕшрĕ. Халь ак хăвăрах куратăр, эпир вăл юрлакан юрăсемпе савăнатпăр. Çапла вĕт.
Васса // 8939.5.3088
2011.09.12 21:54
Пирĕн ялта та пулнăччĕ Тамара Гурьева.Саламлатпăр ăна ялĕпех, малашне сывлăх, çĕнĕ çитĕнÿсем сунатпăр.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем