Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Чӑнкасси ял тӑрӑхӗн депутачӗ суд сакки ҫине ларнӑ. 44 ҫулти арҫын арӑмне тата хӗрне хӗненӗшӗн явап тытнӑ.
Ку кӑҫалхи утӑ уйахӗн 26-мӗшӗнче пулнӑ. Ун чухне депутат эрех ӗҫсе ӳсӗрӗлнӗ. Ку, паллах, арӑмне килӗшмен — вӑл кӑмӑлсӑрланма пуҫланӑ. Депутата вара арӑмӗн асӑрхаттарӑвӗ уртарса янӑ. Вӑл хӗрарӑма питӗнчен ҫапма пуҫланӑ.
14 ҫулти хӗрӗ амӑшӗн хӳттине кӗнӗ. Анчах ашшӗ ҫавах чарӑнман — ачана та хӗненӗ. Ун хыҫҫӑн ҫеҫ вӑл лӑпланнӑ.
Киревсӗр ӗҫӗшӗн депутатӑн явап тытма тивӗ. Вӑл патшалӑха 180 сехет ӗҫлесе татӗ.
Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Чӑнкасси ялӗнче ҫурхи ӗҫсене вӗҫленӗ ятпа «Кушар» уявне ирттересси йӑлара. Кӑҫал чӑнкассисем ҫӗртмен 19-мӗшӗнче уява пухӑннӑ.
Ял ҫыннисем яланхи пекех Мукачу урамӗнче пуҫтарӑннӑ. Уява Сӗнтӗрвӑрри район администрацийӗн пуҫлӑхӗ А.Мясников уҫнӑ. Чӑнкасси ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Ю.Васильев та тухса сӑмах каланӑ.
Чӑнкассисене саламлама депутатсем, ытти тӑрӑхри ҫынсем те килнӗ. Салам сӑмахӗсем хыҫҫӑн ялти чи хастар ҫынсене чысланӑ. Ял аталанӑвӗшӗн тӑрӑшнӑшӑн Баринов В.П., Давыдов С.М., Трофименко Р.Я., Павлова Л.А., Сотникова Д.В., Сотникова Л.М, Федоров А.Г. наградӑна тивӗҫнӗ.
Уяв концертпа тӑсӑлнӑ. Унта чӑваш эстрада артисчӗсем те хутшӑннӑ. Ҫавӑнтах волейболла вылянӑ. Кайрикас тата Мукачу урамӗсен командисем тупӑшнӑ. Уяв ташӑ каҫӗпе вӗҫленнӗ.
Ӗнер Сӗнтӗрвӑрринчи 1-мӗш гимназире патриотла юрӑсене янӑратакансен районти конкурсӗ иртнӗ. Ӑна хӳтӗленӳпе массӑллӑ тата спорт уйӑхлӑхне хупнӑ май йӗркеленӗ.
Конкурса 12 шкулти пултарулӑх ушкӑнӗсем пухӑннӑ. Ӑмӑртӑвӑн тӗллевӗ пирки вырӑнтисем ҫамрӑксен хушшинче патриотизма сарасси, ҫамрӑксен пултарулӑхне пур енлӗн аталантарма тата сарма пулӑшасси тесе пӗлтереҫҫӗ. Унтан та ытларах: тӗрлӗ тӑрӑхри ҫамрӑксене туслаштарасси тесе те каланӑ.
«Соло-вокал» номинацире кӗҫӗннисен хушшинче Сӗнтӗрвӑрринчи пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан шкулти Мария Новоселова пӗрремӗш вырӑна тухнӑ.
«Соло-вокал» номинацире аслӑ ушкӑнра та ҫав шкулти ачах ҫӗнтернӗ: вӑл — Виктория Сергеева.
Професси пӗлӗвӗ паракан учрежденисене уйрӑм хакланӑ та уйрӑмшар юрлассипе вырӑнти технологи техникумӗнче вӗренекен Мария Петрова мала тухнӑ.
Вокал ансамблӗсенчен пӗрремӗш вырӑна шкулсенчен никама та паман. Иккӗмӗшне 1-мӗш гимнази тивӗҫнӗ. Професси пӗлевӗ паракансенчен технологи техникумӗ пӗрремӗш вырӑна ҫӗнсе илнӗ.
Сӑвва инсценировкӑлакансене те пӗрремӗш вырӑна никама та кӑларман, иккӗмӗшӗнче — Шуршӑлти тата Чӑнкассинчи шкулсем.
Пушӑн 27-мӗшӗнче Сӗнтӗрвӑрри районӗнче чи илемлӗ чӑваш пикине палӑртнӑ. Кӑҫал унта 11-ӗн хутшӑнма кӑмӑл тунӑ.
Пикесем конкурсра хӑйсемпе паллаштарнӑ хыҫҫӑн тавракурӑмне тӗрӗсленӗ. Вӗсем хӑйсен пултарулӑхӗпе те тӗлӗнтерме пултарнӑ, сӑвӑсем вуланӑ, ташланӑ, юрланӑ.
Тепӗр конкурсра пикесем чӑвашсен наци ҫимӗҫӗ пирки каласа кӑтартнӑ. Хӗрсем сӑра вӗретсе, пӳремеч, хуплу, шаркку, кукӑль пӗҫерсе килнӗ. Унтан вӗсем илемлӗ тумсем тӑхӑнса тухнӑ.
Кӑҫал «Сӗнтӗрвӑрри пики» ята Шуршӑл тӑрӑхӗнчи Анна Атласова ҫӗнсе илнӗ. Урхас Кушкӑ тӑрӑхӗнчи Александра Трофимова «Вице чӑваш пики» пулнӑ.
Сӗнтӗрпуҫ ял тӑрӑхӗнчи Ирина Васильевӑна куракансем кӑмӑлланӑ. Чӑнкасси тӑрӑхӗнчи Диана Кузнецова «Ӑс пике», Аксаринри Кира Казакова тата Кукашнири Жанна Васильева «Сӑпайлӑ пике» пулса тӑнӑ.
Шӗнерпуҫ тӑрӑхӗнчи Кристина Иванова «Чи илӗртӳллӗ пике», Карапашри Анна Енцова «Чи маттур пике», Ӗсмелти (Октябрьскинчи) Алена Портнова тата Хуракассинчи Ангелина Данилова «Чи пултаруллӑ пике», Атӑлҫи ял тӑрӑхӗнчи Надежда Сергеева «Чи кӑмӑллӑ пике» номинацисенче ҫӗнтернӗ.
Сӗнтӗрварри районӗнчи Чӑнкассинче уйӑх патнелле колонкӑсенче шыв ҫуккӑччӗ — труба шӑтнӑран ял халӑхӗн ҫӑлсемпе ҫеҫ усӑ курма май пурччӗ. Ҫу уйӑхӗн 11-мӗшӗнче вара, юсав материалӗсене туяннӑ хыҫҫӑн, тинех пӗрле пухӑнса шӑтӑк пӑрӑха юсама май пулчӗ. Ӗҫе Чӑнкасси ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ ертсе пынипе туса пычӗҫ. Кунӗпе ӗҫленӗ хыҫҫӑн шыв трубине юсарӗҫех.
Ял тӑрӑхӗн администрацийӗ уйрӑмах Давыдов Сергее, Федоров Владимира, Антонов Николая, Якимов Виталие тата Судаков Ивана пысӑк тав сӑмахӗ каласшӑн — вӗсем тӑрӑшса ӗҫленине кура юсав хӑвӑрт вӗҫленчӗ, колонкӑсене шыв кайрӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.01.2021 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -14 - -16 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ленин Владимир Ильич, ХХ ӗмӗрти паллӑ политиксенчен пӗри вилнӗ. | ||
| Волков Леонид Валерьевич, экономика ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, ӑслӑлӑх тата общество ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |