Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Чӑнкасси ял тӑрӑхӗн депутачӗ суд сакки ҫине ларнӑ. 44 ҫулти арҫын арӑмне тата хӗрне хӗненӗшӗн явап тытнӑ.
Ку кӑҫалхи утӑ уйахӗн 26-мӗшӗнче пулнӑ. Ун чухне депутат эрех ӗҫсе ӳсӗрӗлнӗ. Ку, паллах, арӑмне килӗшмен — вӑл кӑмӑлсӑрланма пуҫланӑ. Депутата вара арӑмӗн асӑрхаттарӑвӗ уртарса янӑ. Вӑл хӗрарӑма питӗнчен ҫапма пуҫланӑ.
14 ҫулти хӗрӗ амӑшӗн хӳттине кӗнӗ. Анчах ашшӗ ҫавах чарӑнман — ачана та хӗненӗ. Ун хыҫҫӑн ҫеҫ вӑл лӑпланнӑ.
Киревсӗр ӗҫӗшӗн депутатӑн явап тытма тивӗ. Вӑл патшалӑха 180 сехет ӗҫлесе татӗ.