Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -4.0 °C
Ват ҫынтан кулма хушман.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗ

Ҫак кунсенче ача-пӑчапа ҫамрӑксен общество организацийӗсемпе пӗрлешӗвӗсен ертӳҫисемпе хастарӗсен «Манӑн пуҫару» республикӑри конкурсӗн финалӗ вӗҫленнӗ.

Конкурс икӗ ӑстрӑмпа иртнӗ. Куҫӑмсӑр майпа тупӑшнӑ чух хастар яш-кӗрӗмпе хӗр-упраҫӑн хӑйсем пирки каласа кӑтартакан резюме, «Манӑн ӑнӑҫу — манӑн общество пӗрлешӗвӗн ӑнӑҫӑвӗ — манӑн ҫӗршывӑн ӑнӑҫӑвӗ. Манӑн ҫӗршывӑн ӑнӑҫӑвӗ — манӑн общество пӗрлешӗвӗн ӑнӑҫӑвӗ — манӑн ӑнӑҫу» ятпа эссе, «Эпӗ тата манӑн общество пӗрлешӗвӗ» видеоролик тата хӑйсен ҫитӗнӗвӗсем пирки каласа паракан портфолио тӑратмалла пулнӑ. Конкурсӑн иккӗмӗш ӑстрӑмӗнче ҫамрӑксен пӗр-пӗринпе куҫа-куҫӑн тӑрсах тупӑшма тивнӗ.

Студентсемпе техникумсенчи пӗрлешӳсен ертӳҫисем хушшинче ҫапла вара И.Я. Яковлев ячӗллӗ университетра вӗренекен Михаил Павлов пӗрремӗш вырӑна тухнӑ, Раҫҫейӗн коопераци университечӗн Шупашкарти институчӗн студенчӗ Никита Воронин — иккӗмӗш, Шупашкарти электромеханика колледжӗнче ӑс пухакан Дмитрий Степанов — виҫҫӗмӗш. Чи лайӑх лидерсен шутне Питӗрти экономика университечӗн Шупашкарти уйрӑмӗн студенчӗ Дмитрий Санников (вӑл пӗрремӗш вырӑнта), хушма биотехнологисен Ҫӗнӗ Шупашкарти техникумӗн вӗренекенӗ Артем Вавилов (иккӗмӗш) тата Раҫҫейӗн социаллӑ университечӗн Шупашкарти филиалӗнче пӗлӳ илекен Александра Старкова (виҫҫӗмӗш) кӗнӗ.

Малалла...

 

Валенитина Игнатьева
Валенитина Игнатьева

Чӑваш патшалӑх педагогика университетӗнче чӑваш члхине вӗрентес меслетлӗх кафедрин ертӳҫи Валентина Игнатьева доцент хуласенчи шкул ачисене чӑвашла вӗрентес ӗҫе пуҫараканӗсенчен пӗри. Ҫак кунсенче педуниверситетра республикӑри паллӑ педагогӑн юбилейне анлӑн паллӑ турӗҫ.

Сумлӑ преподавателе чыс тума тӑванӗсем, ӗҫтешӗсем, студентсемпе шкул ачисем пуҫтарӑнчӗҫ. Шупашкар, Хӗрлӗ Чутай, Вӑрнар, Ҫӗрпӳ, Йӗпреҫ районӗсенчен пӗрле вӗреннӗ тус-юлташӗсем те ҫитнӗ.

Юбиляра ӑшӑ сӑмах калакан нумай пулчӗ. Ӗҫри ҫитӗнӳсемшӗн Педагогика ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ вӗрентӳ министрӗн Владимир Ивановӑн тав хутне тивӗҫрӗ. Валентина Ивановна студенчӗсем сцена ҫинче юрӑ-ташӑ шӑрантарчӗҫ.

33 ҫул ӗнтӗ Валентина Ивановна ҫамрӑксене пӗлӳ парас ӗҫре вӑй хурать. Сумлӑ преподавателӗн ҫитӗнӗвӗсем куҫкӗретех.

Малалла...

 

Френсис семинар ирттерет
Френсис семинар ирттерет

Паян, ҫӑвӑн 13-мӗшӗнче, И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн чӑваш филологи кафедринче Испанирен ятарласа килнӗ Френсис Тайерс (Francis Tyers) хӑй куҫаракан тӑлмач пирки каласа пачӗ, семинар ирттерчӗ. 27 ҫулхи Френсис филологи тата программӑлас енӗпе диплом илнӗ, Аликант университетӗнче (Universitat d’Alacant) вӑй хурать. Апертиума та ҫак аслӑ шкулта хатӗрлеҫҫӗ.

Испани хӑни кӗскен компьютер куҫарӑвӗ епле йӗркеленни пирки каласа пачӗ — вӗсен тӗсӗсем ҫинчен, куҫару ӗҫӗ епле пыни пирки. Чӑваш чӗлхине илес пулсан, Френсис Тайерс шучӗпе чӑвашла-вырӑсла, турккӑлла-чӑвашла, тутарла-чӑвашла, чӑвашла-тутарла куҫарма пӗлни пӗлтерӗшлӗ. Тӑлмача хӑйне хатӗрлесси ун шучӗпе пӗрре те йывӑр мар, куҫару йӗркине програмҫӑ ӑсталӑхне алла илменнисем те кӗртме пултараҫҫӗ. Правилӑсене епле хатӗрлессине кӑтарма аудиторинчи хӑма ҫинче пӗр пӗчӗк предложение те тишкерсе тухрӗҫ: «Эпир сире курма питӗ хавас!»

Семинар тепре те пулӗ, эрнерен Испани хӑни пирӗн хулана тата та килсе каясшӑн.

Малалла...

 

5-мӗш класра вӗренекен Настя Федорова Лилия Владимировна Александрова вӗрентекенпе ҫӗнӗ хыпарсем хатӗрлет.
5-мӗш класра вӗренекен Настя Федорова Лилия Владимировна Александрова вӗрентекенпе ҫӗнӗ хыпарсем хатӗрлет.

Нарӑсӑн 5-мӗшӗнче, 10 сехет те 30 минутра Ҫӗрпӳ районӗнчи Михайловкӑри тӗп шкулӑн тата Чӑваш чӗлхин инҫет вӗренӳ центрӗн интернет телевиденийӗ ӗҫлеме пуҫлать. Ӑна Чӑваш педагогика университетӗнче ирттерекен ятарлӑ презентацийӗ вӑхӑтӗнче хута яраҫҫӗ. Тӗтел телевиденийӗн программинчи передачӑсене http://yatv.ru/mihschooltv/ адреспа пӑхма пулать:

10:30 22:30 Ю. М. Николаев сунӑмӗ

10:31 22:31 Михайловка ял тӑрӑх администрацийӗн пуҫлӑхӗн сӑмахӗ

10:33 22:33 Петрова Зоя Владимировна сунӑмӗ

10:35 22:35 Сунӑм: Чӑваш наци конгресӗ

10:39 22:39 Туркай Валери сунӑмӗ

10:43 22:43 Сунӑм: Виноградов Юрий Михайлович

10:46 22:46 Виталий Станъял ырӑ сунни

10:52 22:52 Эдисон Патмар сунӑмӗ

10:53 22:53 Юрий Сементер: «Ӑнӑҫусем сунатӑп»

10:55 22:55 Шкул хыпарӗсем

11:01 23:01 Туркай Валери «Чӑваш тупи» сӑвӑ

11:02 23:02 Атнер Хусанкай: чӑваш чӗлхи - пирӗн пуянлӑх

11:25 23:25 «Чӑваш литератури», 8-мӗш класс

11:53 23:53 Ҫеҫпӗл Мишши.

Малалла...

 

И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн чӑваш филологи факультечӗ, М.Я. Сироткин ячӗллӗ чӑваш литература кафедри (студентсен «Хунав» литпӗрлешӗвӗ, «Ҫилҫунат» ӑслӑлӑхпа пултару пӗрлешӗвӗ, «Ҫамрӑк журналист» кружок), Чӑваш халӑх академийӗ, чӑваш ачисемпе ҫамрӑкӗсен «Тантӑш» хаҫачӗ Вӗрентекен ҫулталӑкне тата Аслӑ Ҫӗнтерӳ пулнӑранпа 65 ҫул ҫитнине халалласа республикӑра тата ун тулашӗнче 11-мӗш класра вӗренекенсене пултарулӑх хайлавӗсен (сочиненисен) ӑмӑртӑвне хутшӑнма йыхравлаҫҫӗ.

Конкурс тӗллевӗ:

Пулас абитуриентсене пурнӑҫ ҫулне суйласа илме пулӑшасси, тӑван чӗлхене юратакан, сӑмахлӑха, культурӑна лайӑх пӗлекен ҫамрӑксене тупса малалла аталанма ҫул уҫса парасси.

 

Хайлавсене ҫак темӑсемпе йышанаҫҫӗ:

1. «Учитель — ӗнер, паян, ыран». Вӗрентекен ҫулталӑкне халалланӑ е харкам (хӑйне евӗр) учитель ҫинчен ҫырнӑ илемлӗ тӗрленчӗк (сочинени) пулмалла.

2. «Асаттесен паттӑрлӑхӗ — паянхи кун ырлӑхӗ». Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче тӑшмана ҫапса аркатнӑранпа 65 ҫул ҫитнине халалланӑ илемлӗ хайлав.

Малалла...

 

Ҫӑвӑн 13-мӗшӗнче эпӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университетӗнче журналиста вӗренекен студентсемпе тӗлпултӑм. Виҫҫӗмӗш курсра пӗлӳ пухакансене «Халап хапха тӑрринче...» литература конкурсӗ пирки каласа патӑм, вӗсен ыйтӑвӗсем ҫине хуравларӑм. Студентсем конкурса хутшӑнма шантарчӗҫ.

Ӑмӑрту майӗпен малалла пырать. Пӗлетӗр, ӗнтӗ, хайлавсене эпир чӳкӗн 1-мӗшӗччен йышӑнатпӑр. Пӗрремӗш хутшӑнакансен ӗҫӗсем те киле пуҫларӗҫ. Нумай пулмасть Хӗрлӗ Чутай районне кӗрекен Хусанушкӑн тӗп шкулӗнче чӑваш чӗлхипе литературӑна вӗрентекен Светлана Яруткина хӑйӗн сӑввисене ярса пачӗ: пӗри «Сӗнтӗкҫырми ялӗ» ятлӑ, тепри — «Хапӑс».

 

Паян, ака уйӑхӗн 6-мӗшӗнче, Чӑваш патшалӑх педагогика университетӗнче Хусанкай Академийӗн черетлӗ конференцийӗ иртрӗ.

 

Регионти наукӑпа практика конференцине ирттерекенсем - Этнопедагогика наукӑпа тӗпчев институчӗ. Ку институт Чӑваш патшалӑх педагогика университетӗнче 2003-мӗш ҫулта Геннадий Никандрович Волков академик тӑрӑшнипе уҫӑлчӗ. Унӑн директорӗ — педагогика наукисен докторӗ Г.Н. Волков -РАО академикӗ, директор ҫумӗ — педагогика наукисен докторӗ Людмила Васильевна Кузнецова профессор.

 

Конференци ячӗ — «Этнопедагогическая пансофия Хузангая» (Хусанкай пултарулӑхӗн этнопедагогика пансофийӗ). Ӗҫлӗ калаҫӑва НИИЭ директорӗ — Г.Н.Волков академик, Вера Кузьминична КузьминаП.П. Хусанкай мӑшӑрӗ, СССР халӑх артистки, Атнер Петрович Хусанкай — филологи наукисен кандидачӗ, Раиса Сарпи — сӑвӑҫ, Викторов Геннадий Александрович (Мускавран) — «Сыны Отечества» ертӳҫи, Валеев Ильяс Иштуганович (Ӗпхӗрен) — педагогика ӑҫлӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, Арсалиев Шавади Мадов-Хаджиевич (Чечняран) — педагогика наукисен докторӗ тата ытти тӗпчевҫӗсем хутшӑнчӗҫ.

Малалла...

 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

3 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (15.12.2019 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 756 - 758 мм, -3 - -5 градус сивӗ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Чылай Сурăхшăн ку эрне ăнăçлă пулĕ. Хăвăрăн яваплăха, профессионаллăха кăтартма май килĕ. Ку интереслĕ тапхăр: Сурăхсем вĕсенчен мĕн кĕтнине туяççĕ, тĕрĕс йышăнусем тăваççĕ. Канмалли кунсенче ывăннине туятăр, пĕчченлĕхре пулас килĕ. Ытларах канма тăрăшăр, ĕçĕрсене шанчăклă партнера парăр.

Раштав, 15

1905
114
Айзман Николай Спиридонович, чӑваш драматургӗ ҫуралнӑ.
1973
46
Салампек Иван Яковлевич, чӑваш ҫыравҫи вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш халӑх сайтӗнче цензура пулмалла-и?
Маншӑн ҫавах
Пулмалла, анчах виҫеллӗ
Паллах, пулмалла, унсӑр ӑпӑр-тапӑр япала лартма пулать!
Ҫук, хуть те мӗнле материала ирӗклӗн вырнаҫтармалла
Ку ыйтӑва редакци татса памалла
Эпир Facebook-ра 1370+
 
 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org