Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Мухтаннӑ сунарҫӑ мулкачӑ тытайман.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Сумлӑ преподаватель 55 ҫулта

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
jakut8 14.10.2011 16:54 | 1579 хут пӑхнӑ
Валенитина Игнатьева
Валенитина Игнатьева

Чӑваш патшалӑх педагогика университетӗнче чӑваш члхине вӗрентес меслетлӗх кафедрин ертӳҫи Валентина Игнатьева доцент хуласенчи шкул ачисене чӑвашла вӗрентес ӗҫе пуҫараканӗсенчен пӗри. Ҫак кунсенче педуниверситетра республикӑри паллӑ педагогӑн юбилейне анлӑн паллӑ турӗҫ.

Сумлӑ преподавателе чыс тума тӑванӗсем, ӗҫтешӗсем, студентсемпе шкул ачисем пуҫтарӑнчӗҫ. Шупашкар, Хӗрлӗ Чутай, Вӑрнар, Ҫӗрпӳ, Йӗпреҫ районӗсенчен пӗрле вӗреннӗ тус-юлташӗсем те ҫитнӗ.

Юбиляра ӑшӑ сӑмах калакан нумай пулчӗ. Ӗҫри ҫитӗнӳсемшӗн Педагогика ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ вӗрентӳ министрӗн Владимир Ивановӑн тав хутне тивӗҫрӗ. Валентина Ивановна студенчӗсем сцена ҫинче юрӑ-ташӑ шӑрантарчӗҫ.

33 ҫул ӗнтӗ Валентина Ивановна ҫамрӑксене пӗлӳ парас ӗҫре вӑй хурать. Сумлӑ преподавателӗн ҫитӗнӗвӗсем куҫкӗретех. Валентина Игнатьева республикӑри хуласенчи шкул ачисене чӑвашла вӗрентес ӗҫе пуҫараканӗсенчен пӗри. Вӑл пуҫламӑш классем валли кӑларнӑ учебниксемпе пособисен, меслетлӗх кӗнекисен авторӗ. Паянхи куна унӑн алла яхӑн ӗҫӗ пичетленсе тухнӑ.

Хӑйӗн ӗҫне тивӗҫлӗ шайра хаклани ӑна тата ытларах тӑрӑшма хистет.

#Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗ, #юбилейсем

 

Комментари:

2011.10.15 07:36
Валентинăна чунтан саламлатăп! Унпа пĕр вăхăтра вĕреннĕ çулсене яланах пăлханса аса илетĕп.Малашне те хастар пул, палăртнă çулу телейлĕ пултăр!
2011.10.16 08:35
Хисеплĕ Валентина Ивановна! Чунтанах саламлатăп. Малалла та чуну таса пултăр, çутă ĕмĕтĕрсене пурнăçа кĕртме Турă çирĕп сывлăх,вăй-хал, чăтăмлăх парсах тăтăр. Юнашар яланах сире ырă сунакансем кăна пулччăр. Усал шухăшлă çынсене сирĕн çывăхăра ан ятăр.
Алеша амăшĕ.
ирина ягодкина // 2771.67.7324
2011.10.16 11:17
Валентина Ивановна ! Эсир пулман пулсан,Г.В.Абрамова пире валли çавăн чухлĕ кĕнеке чăваш чĕлхине вырăс шкулĕнче вĕрентме кăлараймĕччĕ те.Сире,чăваш чунлă çынсене ырлăх, сывлăх,телей сунатăп ! Пушкăртстан,Пелепей.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем