Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Этем ырӑ ӗҫӗпе.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Абитуриентсем валли — литература ӑмӑртӑвӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 06.03.2010 15:33 | 1756 хут пӑхнӑ

И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн чӑваш филологи факультечӗ, М.Я. Сироткин ячӗллӗ чӑваш литература кафедри (студентсен «Хунав» литпӗрлешӗвӗ, «Ҫилҫунат» ӑслӑлӑхпа пултару пӗрлешӗвӗ, «Ҫамрӑк журналист» кружок), Чӑваш халӑх академийӗ, чӑваш ачисемпе ҫамрӑкӗсен «Тантӑш» хаҫачӗ Вӗрентекен ҫулталӑкне тата Аслӑ Ҫӗнтерӳ пулнӑранпа 65 ҫул ҫитнине халалласа республикӑра тата ун тулашӗнче 11-мӗш класра вӗренекенсене пултарулӑх хайлавӗсен (сочиненисен) ӑмӑртӑвне хутшӑнма йыхравлаҫҫӗ.

Конкурс тӗллевӗ:

Пулас абитуриентсене пурнӑҫ ҫулне суйласа илме пулӑшасси, тӑван чӗлхене юратакан, сӑмахлӑха, культурӑна лайӑх пӗлекен ҫамрӑксене тупса малалла аталанма ҫул уҫса парасси.

 

Хайлавсене ҫак темӑсемпе йышанаҫҫӗ:

1. «Учитель — ӗнер, паян, ыран». Вӗрентекен ҫулталӑкне халалланӑ е харкам (хӑйне евӗр) учитель ҫинчен ҫырнӑ илемлӗ тӗрленчӗк (сочинени) пулмалла.

2. «Асаттесен паттӑрлӑхӗ — паянхи кун ырлӑхӗ». Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче тӑшмана ҫапса аркатнӑранпа 65 ҫул ҫитнине халалланӑ илемлӗ хайлав.

 

Ӗҫсен калӑпӑшӗ пысӑк пулмалла мар — А4 форматпа 3-4 е тетрадь хучӗпе 6-7 страница таран (компьютерпа пичетлесен те, алӑпа ҫырсан та юрать).

Конкурса хутшӑнаканӑн хушамачӗ, ячӗ, ашшӗ ячӗ, ҫуралнӑ ҫулӗ, районӗ, шкулӗ, ҫыхӑнмалли карас телефон номерӗ пулмалла. Ертӳҫӗн, консультантӑн тулли ячӗ, ӗҫ вырӑнӗ, должноҫӗ, телефонӗ кирлӗ.

Ӗҫсене 2010 ҫулхи пуш (март) уйӑхӗн 25-мӗшӗччен ҫак адреспа ярса памалла: Шупашкар хули, Президент бульварӗ, 19а ҫурт, Чӑваш филологи факультечӗ.

Тӗплӗнрех 8-902-287-96-50 телефонпа шӑнкӑравласа пӗлме пулать.

Конкурс пӗтӗмлетӗвӗ:

Конкурса хутшӑннисене Чӑваш филологи факультечӗн «Уҫӑ алӑксен кунӗнче» чыслама палӑртнӑ. Ҫӗнтерӳҫӗсене хаклӑ парнесем кӗтеҫҫӗ. Ӑнӑҫлӑ хайлавсене «Тантӑш» хаҫатра, «Хунав» литпӗрлешӳ альманахӗнче тата чӑваш филологи факультечӗн «Чӑвашлӑх вучахӗ» хаҫатӗнче пичетлӗҫ. Пултаруллӑ ҫамрӑксене чӑваш филологи факультетне вӗренме кӗнӗ чух ҫӑмӑллӑх кӗтет.

#конкурссем, #литература, #Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗ, #чӑваш филологи факультечӗ

 

Комментари:

Ева // 3285.7.0326
2010.03.11 22:54
Конкурса хутшăнма шкулта 11-мĕш класс çук пулсан мĕн тумалла?
2010.03.13 22:55
Аçтахар Плотников
Малтан 11-мĕш класне йĕркелемелле пулĕ :)
Ку ăмăртăва пулас абитуриентсем валли йĕркеленĕ пулас. //9-мĕш класс хыççăн аслă шкула илмеççĕ çав...

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем