Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Ялта ял пек пулмалла, ҫынра ҫын пек пулмалла.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Френсис Тайерс хӑй куҫаракан тӑлмач пирки каласа пачӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 13.05.2011 22:00 | 2187 хут пӑхнӑ
Френсис семинар ирттерет
Френсис семинар ирттерет

Паян, ҫӑвӑн 13-мӗшӗнче, И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн чӑваш филологи кафедринче Испанирен ятарласа килнӗ Френсис Тайерс (Francis Tyers) хӑй куҫаракан тӑлмач пирки каласа пачӗ, семинар ирттерчӗ. 27 ҫулхи Френсис филологи тата программӑлас енӗпе диплом илнӗ, Аликант университетӗнче (Universitat d’Alacant) вӑй хурать. Апертиума та ҫак аслӑ шкулта хатӗрлеҫҫӗ.

Испани хӑни кӗскен компьютер куҫарӑвӗ епле йӗркеленни пирки каласа пачӗ — вӗсен тӗсӗсем ҫинчен, куҫару ӗҫӗ епле пыни пирки. Чӑваш чӗлхине илес пулсан, Френсис Тайерс шучӗпе чӑвашла-вырӑсла, турккӑлла-чӑвашла, тутарла-чӑвашла, чӑвашла-тутарла куҫарма пӗлни пӗлтерӗшлӗ. Тӑлмача хӑйне хатӗрлесси ун шучӗпе пӗрре те йывӑр мар, куҫару йӗркине програмҫӑ ӑсталӑхне алла илменнисем те кӗртме пултараҫҫӗ. Правилӑсене епле хатӗрлессине кӑтарма аудиторинчи хӑма ҫинче пӗр пӗчӗк предложение те тишкерсе тухрӗҫ: «Эпир сире курма питӗ хавас!»

Семинар тепре те пулӗ, эрнерен Испани хӑни пирӗн хулана тата та килсе каясшӑн. Хальхинчи мероприятие килейменнисем машшин куҫарӑвӗ епле ӗҫленипе ун чухне паллашайӗҫ.

#чӑваш чӗлхи, #Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗ, #семинарсем

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем