Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -5.7 °C
Ача-пӑчан пӗр шухӑш, ваттӑн ҫӗр шухӑш.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Туслӑх ҫурчӗ

Республикӑра
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Чӑваш Енре пурӑнакансем этнографи диктантне ҫырма чӗнеҫҫӗ. Акци чӳк уйӑхӗн 1-8-мӗшӗсенче иртӗ.

Диктанта икӗ мелпе ҫырма пулать: ятарлӑ лапама ҫите е онлайн мелпе. Иккӗмӗш варианта суйласан национальнаяполитика.рф сайта кӗмелле.

Шупашкарта диктанта Чӑваш наци музейӗнче (чӳкӗн 1-мӗшӗнче 11 сехетре), Туслӑх ҫуртӗнче (чӳкӗн 5-мӗшӗнче 11 сехетре) ҫыртарӗҫ. Онлайн мелпе диктант ҫыракансене сертификата тӳрех параҫҫӗ. Пӗтӗмлетӗве вара раштавӑн 12-мӗшӗнче тӑвӗҫ.

Палӑртса хӑвармалла: пӗлтӗр акцие Чӑваш Енре пурӑнакан 26 649 ҫын хутшӑннӑ.

 

Чӑвашлӑх

Ӗнер Чӑваш Енри Халӑхсен туслӑх ҫуртӗнче Тани Юн киноактриса ҫуралнӑранпа 115 ҫул ҫитнине халалласа «Я актриса из Чербай» (чӑв. Эп Чурпай ялӗнчи актриса) ятпа астӑвӑм каҫӗ иртнӗ.

Савӑнӑҫлӑ пулӑма Чӑваш Енӗн культура, наци ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министрӗ Константин Яковлев, чӑваш парламенчӗн спикерӗ Валерий Филимонов, Шупашкар хула пуҫлӑхӗн ҫумӗ Николай Владимиров, Чӑваш Енри Кинематографистсен пӗрлешӗвӗн ертӳҫи Олег Цыпленков хутшӑннӑ. Тани Юнӑн тӑванӗн хӗрӗ Светлана Березкина поэт та пулнӑ.

Тухса калаҫакансем Тани Юн киноактерӑн пултарулӑхне пысӑка хурса хакланӑ май ун пеккисен ятне асра тытмаллине палӑртнӑ. Сӑмах май, Чӑваш Енри кинематографистсен пӗрлешӗвӗн хастарӗсем 2016 ҫулхи нарӑс уйӑхӗнче Шупашкарти урамсенчен пӗрне чӑвашран тухнӑ пӗрремӗш актриса ятне пани вырӑнлине асӑннӑччӗ. Ҫак ӑнтӑлу пурнӑҫа кӗнӗпе пӗрех.

 

Культура
«Хыпар» ИҪ сайтӗнчи сӑн ӳкерчӗк
«Хыпар» ИҪ сайтӗнчи сӑн ӳкерчӗк

Паян Шупашкарти Халӑхсен туслӑхӗн ҫуртӗнче «Иван Яковлев - ҫамрӑксен чӗринче» уяв каҫӗ иртнӗ. Ӑна Халӑхсен туслӑхӗн ҫурчӗ, Чӑваш патшалӑх киностудийӗ, Шупашкарти ҫамрӑксен пӗрлӗхӗ тата ыттисем йӗркеленӗ.

Тӑван халӑхӑмӑра ҫутта кӑларнӑ, ҫырулӑх панӑ Иван Яковлев ҫуралнӑранпа кӑҫалхи ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче 170 ҫул ҫитет. Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи вак халӑхсен чи сумлӑ ҫыннисенчен пӗри вӑл.

«Эпӗ нихӑҫан та чапшӑн, ӑшӑ вырӑншӑн, пысӑк укҫашӑн, мухтав сӑмахӗшӗн ӑшталанман, хамӑн тӑван халӑхшӑн, ӑна вӗрентес ӗҫшӗн усӑллӑ та кирлӗ ҫын пулнине туйса, ҫак ӗҫе эпӗ ҫеҫ тума пултаратӑп пулӗ тесе те ӗненсе вӑй хунӑ…», — илсе кӑтартнӑ Иван Яковлев сӑмахӗсене Надежда Смирнова журналист. Аслӑ вӗрентекенӗмӗр ячӗ паян та пирӗн асӑмӑрта. Паянхи уяв каҫӗ ҫакна тата тепӗр хут ҫирӗплетсе пачӗ.

 

Культура

Паян Шупашкарта Халӑх туслӑхӗн ҫурчӗ уҫӑлнӑ. Аса илтерер, ӑна хӑҫан уҫассине Чӑваш Республикин Элтеперӗ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечӗн пайташӗсемпе тата федераци службисен Чӑваш Енри уйрӑмӗсен ертӳҫисемпе ирттернӗ планеркӑра республикӑн культура министрӗ Константин Яковлев хыпарланӑччӗ.

Туслӑх ҫуртне (вӑл Хусанкай урамӗнче вырнаҫнӑ) юсама республика бюджетӗнчен 10 миллион тенкӗ укҫа уйӑрнӑ.

Хӗрлӗ хӑйӑва касма Раҫҫей Халӑхӗсен ассамблейин канашӗн председателӗ Светлана Смирнова, Чӑваш Енри Халӑхӗсен ассамблейин канашӗн председателӗ Лев Кураков, республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев, Патшалӑх Канашӗн Председателӗ Валерий Филимонов, наци культура пӗрлӗхӗсен ертӳҫисем тата ыттисем хутшӑннӑ.

 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (17.11.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 756 - 758 мм, -3 - -5 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ӗҫри ыйтусемпе ӗҫлесен аванрах. Сирӗн ҫине тӑрса вӗсене татса пама, ӗҫпе е ҫывӑх ҫынсемпе ҫыхӑннӑ пӑтӑрмахсене йӗркелеме тивӗ. Тӗллев патне талпӑнма юратни сире кӗтнинчен те лайӑхрах кӑтартусем парӗ. Канмалли кунсенче хӑнана кайни вара ывӑнтарӗ кӑна.

Чӳк, 16

1899
126
Ҫеҫпӗл Мишши, паллӑ чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
1960
65
Кириллова Надежда Мефодьевна, ЧР тава тивӗҫлӗ артистки ҫуралнӑ.
1998
27
Владимиров Евстафий Владимирович, чӑваш критикӗ, литература тӗпчевҫи, тӑлмач, философи ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ вилнӗ.
2006
19
Александров Анатолий Александрович, чӑваш политикӗ вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуть те кам тухсан та
хуҫа хӑй
кил-йышри арҫын
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа тарҫи
хуҫа арӑмӗ
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть