Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +17.0 °C
Юлташу хӑвӑнтан лайӑхрах пултӑр.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Йӑнтӑрчӑ

Республикӑра

Унтанпа 13 ҫул иртрӗ… Ҫапах ҫав хурлӑхлӑ кун ҫынсен асӗнчен тухас ҫук. Уйрӑмах – Тӑвай районӗнче пурӑнакан халӑх асӗнчен. Сӑмахӑм - 13 ҫул каялла, 2002 ҫулхи ҫурлан 18-мӗшӗнче, Тӑвай патӗнче автобус ҫырмана анса кайни пирки.

Шӑпах ҫав кун «Тӗнеяль — Канаш» рейспа ҫӳрекен автобус Тӑвай ҫывӑхӗнчи ҫырмана анса кайнӑ. Ку ирхи 8 сехет те 20 минутра пулнӑ. «ПАЗ» маркӑллӑ автобус салонӗнче ун чухне 61 ҫын пулнӑ.

Автобусӑн тормозӗ пусӑнман тесе палӑртнӑ сӑлтавне. 59 ҫулти водитель хӑвӑртлӑха пӗчӗклетес тесе тӗмеске ҫине кӗрсе кайнӑ. Анчах автобус чарӑнман — ҫулран пӑрӑнса тарӑн ҫырмана сикнӗ. Ҫапла ҫырнӑ тепӗр кунхине «Газета.Ру» хаҫат.

Хаҫатра ҫырнӑ тӑрӑх, транспорт чарӑниччен темиҫе хут ҫаврӑннӑ. Ҫынсем ҫырма тӑршшӗпе тухса ӳкнӗ. 20 ҫын вырӑнтах вилнӗ. Тепӗр 5-шӗ пульницӑра куҫне хупнӑ. Ҫав йышра — 5 ҫулти ача та. Вилнисенчен чылайӑшӗ — ватӑ ҫынсем. Вӗсем Йӑнтӑрчӑ тата Тӗнеяль ялӗсенчен пулнӑ. Ун чухне 30 ытла ҫын йывӑр суранланнӑ. Халӗ ҫав вырӑнта часавай туса лартнӑ.

 

Культура

Пушӑн 13-мӗшӗнче Тӑвай районӗнче «Тӑвай пики» иртнӗ. Унта яланхи пекех 17–25 ҫулсенчи пикесем хутшӑннӑ.

Хӗрсем конкурсра хӑйсемпе паллаштарнӑ хыҫҫӑн пултарулӑхне кӑна мар, вӑй-хал культури тӗлӗшӗнчен мӗнле аталаннине те кӑтартнӑ. Вӗсем пушмаксемпе кӗпесене хывса спорт тумне тӑхӑннӑ.

Пикесем чӑваш наци ҫимӗҫне мӗнле хатӗрлемелли пирки те каласа кӑтартнӑ. Юлашкинчен вӗсем наци тумне кӑтартнӑ, чӑваш ташшине ташланӑ.

Жюри хӗрсен пултарулӑхне, юрлама-ташлама пӗлес ӑсталахне, наци колоритне кӑтартассине хакланӑ.

Кӑҫал «Тӑвай пики» ята Ҫӗнӗ Пуянкассинчи Анастасия Гурьева тивӗҫнӗ. «Вице-Тӑвай пики» ята Тӑвайри Екатерина Кольцова илнӗ. Элпуҫ тӑрӑхӗнчи Ксения Якимовӑна куракансем килӗштернӗ. Турикас Тушкил ялӗнчи Вероника Иванова «Пултаруллӑ пике» номинацире ҫӗнтернӗ. Йӑнтӑрчӑри Ольга Иванова «Ӑс пике» пулнӑ. Тӗмер тӑрӑхӗнчи Алина Соколова «Ҫепӗҫ пике» номинацире мала тухнӑ. Енӗш Нӑрваш ялӗнчи Евгения Гурьева «Хастар пике» пулса тӑнӑ. Тӑрмӑшри Екатерина Алексеева «Сӑпайлӑ пике» номинацире ҫӗнтернӗ.

Сӑнсем (103)

 

Республикӑра

Ҫак уйӑхра районсенче чи илемлӗ, пултаруллӑ пикене суйлаҫҫӗ. Пушӑн 14-мӗшӗнче акӑ «Тӑвай пики — 2014» конкурс иртнӗ. Унта 10 ял тӑрӑхӗнчи 17–25 ҫулсенчи 10 пике хутшӑннӑ. Вӗсем пурте чӑваш чӗлхине аван пӗлеҫҫӗ, пултарулӑхӗпе уйрӑлса тӑраҫҫӗ.

Яланхи пекех хӗрсем малтан хӑйсемпе паллаштарнӑ. Вӗсем чӑваш наци апатне мӗнле хатӗрлемелли пирки каласа кӑтартнӑ. Конкурс вӗҫӗнче пикесем чӑваш наци костюмне тӑхӑнса кӑтартнӑ, чӑваш ташши ташланӑ. Жюри йышӗнче ЧР муниципалитет пӗрлешӗвӗсен канашӗн ӗҫ тӑвакан комитечӗн консультанчӗ М.Мурзин, «Информ-медиа» директорӗ Э.Максимов, «Чӑваш пики — 2010» ята ҫӗнсе илнӗ Алиса Королева, Чаваш наци конгресӗн ӗҫ ертӳҫи Сергей Андреев, ЧНКн «Хастар» ҫамрӑксен пӗрлешӗвӗн председателӗ И.Федоров, И.Я.Яковлев ячӗллӗ ЧППУн студентки, «Тӑвай пики — 2013» ята ҫӗнсе илнӗ Т.Константинова пулнӑ.

Кӑҫал вара «Тӑвай пики» ята Ҫӗнӗ Пуянкасси ял тӑрӑхӗн пики Кристина Федотова ҫӗнсе илнӗ. «Вице Тӑвай пики» ята вара Йӑнтӑрчӑ ял тӑрӑхӗнчи Эллада Данилова тивӗҫнӗ. Турикас Тушкил ял тӑрӑхӗн пики Мария Кириллова «Куракансем кӑмӑлланӑ пике» пулнӑ.

Малалла...

 

Тӑвайри спорт комплексӗ
Тӑвайри спорт комплексӗ

Тӑвай районӗн администрацийӗнчи тунтикунхи планеркӑра иртнӗ эрнери ӗҫсене пӗтӗмлетсе умра тӑракан тӗллевсене палӑртнӑ. Выльӑх апачӗ хатӗрлес, кӗр тыррисем акма хатӗрленес ӗҫсемпе АПК аталанӑвӗпе экологи пайӗн пуҫлӑхӗ В.Ванерке паллаштарнӑ. Ӗнерхи кун тӗлне районти хуҫалӑхсем 3350 тонна утӑ, 4300 тн сенаж хывса ӗлкӗрнӗ. Е апат единици ҫине куҫарсан 27 975 цн чухлӗ. Ҫакӑ кашни условнӑй выльӑх пуҫне 10,91 цн тивет (республикӑри вӑтам кӑтарту — 9,05 цн).

Вӗренӳ учрежденийӗсенче юсав ӗҫӗсем пуҫланнӑ. Тӗмер, Пуянкасси, Нӑрваш шкулӗсенче вӗсем ӑнӑҫлӑ пыраҫҫӗ, ҫак кунсенчех Чутейпе Йӑнтӑрчӑ шкулӗсем тытӑнаҫҫӗ. Шкулсене ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулне хатӗрлес ӗҫсем ҫинчен вӗрентӳ пайӗн пуҫлӑхӗ В.Шакров каласа кӑтартнӑ.

Финанс пайӗн начальникӗ А.Сергеев районӑн пӗтӗмӗшле бюджечӗ I ҫурҫулта мӗнле пурнӑҫланса пыни ҫинче (малтанлӑх пӗтӗмлетӳсем) чарӑнса тӑнӑ. Тупӑшсем енӗпе хыснана 113 457 пин (ҫулталӑкра пырса кӗмеллин 51,6 проценчӗ) тенкӗ пырса кӗнӗ, иртнӗ ҫулхи ҫак тапхӑртинчен — 37,6 процент ытларах.

Малалла...

 

Юрий Васильев
Юрий Васильев

Тӑвай районӗн администраци пуҫлӑхӗ Ю. Васильев райадминистрацин структура подразделенийӗсен, федераллӑ тата республикӑри ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсен уйрӑмӗсен, районти предприятисемпе организацисен ертӳҫисемпе черетлӗ планерка ирттернӗ.

Иртнӗ эрнери ӗҫе пӗтӗмлетнӗ тата малашлӑх ӗҫсене палӑртнӑ хыҫҫӑн районти службӑсен пуҫлӑхӗсем хӑйсен ӗҫӗ-хӗлӗпе паллаштарнӑ.

Пушӑн 4-мӗшӗнче Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗн суйлавӗ. Районта ҫак кун 29 суйлав участокӗ суйлавҫӑсене кӗтсе илӗ. Ю.Васильев организаципе техника ыйтӑвӗсене пурне те татса панине тепӗр хут тӗрӗслесе тухма, тивӗҫлӗ службӑсене килӗшӳллӗн ӗҫлеме, тимлӗ пулма ыйтнӑ.

Планеркӑра ҫурхи уй-хир ӗҫӗсене хатӗрленес, Ҫӗнӗ Пуянкасси тата Йӑнтӑрчӑ ял тӑрӑхӗсен территорийӗсенче ҫӗнӗ урамсене электрификацилеме тытӑнас, пуш уйӑхӗн 8-мӗшӗнче хӗле ӑсатас тата ытти ыйтусене пӑхса тухнӑ.

 

«ЧР ялӗсенчи культура учрежденийӗсене аталантармалли мерӑсем ҫинчен» Хушӑва пурнӑҫа кӗртсе Тӑвай енре чылай ӗҫ туса ирттернӗ. 26 культура ҫуртӗнчен 19-шне газпа хутса ӑшӑтаҫҫӗ. Икӗ ҫул хушшинче Тӑрмӑш, Енӗш Нӑрваш, Тушкил, Йӑнтӑрчӑ, Ҫӑлпуҫ, Чӳкҫырми, Улянкӑ, Кармал, Тӑвай ялӗсенчи культура учрежденийӗсенче юсав ӗҫӗсем ирттернӗ. Районта чи малтан, 2007 ҫулта Ҫӗнӗ Пуянкассинче модернизациленӗ учреждени ӗҫлеме пуҫланӑ.

Ялсенчи культура ҫурчӗсене ҫӗнетмелли программӑпа килӗшӳллӗн Тӑвайри культурӑпа кану центрне республика бюджечӗн шучӗпе 600 пин тенкӗлӗх концерт костюмӗсем тата тӗрлӗ оборудованисем уйӑрнӑ. Район центрӗнчи культура учрежденийӗнче халь сасӑ вӑйлатакан, сцена ҫине ҫутӑ парса тӑракан тата ытти оборудованисем, компьютерсем, телевизор, микрофонсем ҫӗннисем.

Малалла...

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://www.smi21.ru/?publication=917725
 

Типӗ курӑк ҫуннин хӑрушӑ вӑйӗ (2006 ҫулхи сӑнӳкерчӗк)
Типӗ курӑк ҫуннин хӑрушӑ вӑйӗ (2006 ҫулхи сӑнӳкерчӗк)

Мускавран, Шупашкартан радиопа е инҫекуравпа паракан передачӑсенче тӑтӑшах пушарсем пулни, вӑрмансем ҫунни ҫинчен тата вут-кӑвартан сыхланмалли йеркесем пирки асӑрхаттарсах тӑраҫҫӗ.

Иртнӗ ҫулхи типӗ курӑксене ҫунтарасси йӑлана кӗрсе кайни самай сиен кӳрет. Акӑ Тӑвай районӗнчи Йӑнтӑрчӑ ялӗнче, ӳчӳкре, типӗ курӑка вӑрман хӗрринче чӗртсе янӑ та ҫавна пула вӑрмана вут хыпса илнӗ.

Лартса чӗртнӗ чӑрӑш, хыр, лиственница йывӑҫҫисем ҫуннӑ. Юрать-ха, ҫав вӑхӑтра ана ҫине тислӗк тӑкакан Геннадий Фомин ҫийӗнчех асӑрхать ҫакна, хӑйӗн ҫемйипе, юлташӗсемпе пушара сӳнтерме васкать. Телефонпа районти пушар чаҫне те пӗлтерет. Геннадий Алексеевич ӗҫе тӗрӗс йӗркелесе пынипе тата пушара сӳнтерекенсем тӑрӑшнипе вут-ҫулӑма вӑрах алхасма памаҫҫӗ.

Пушара сӳнтерекенсем каланӑ тӑрӑх, Геннадий Фомин ҫийӗнчех вут-ҫулӑма сӳнтерме мерӑсем йышӑнман пулсан, ҫил вӑйлӑ пулнипе вӑрман 30–40 гектар таран ҫунма пултарнӑ. Ҫил тепӗр еннелле вӗрнӗ пулсан, яла, Тӑвайкикассине те куҫма пултарнӑ вут-кӑвар.

Малалла...

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://www.smi21.ru/?publication=878608
 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (16.07.2020 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 17 - 19 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку тапхăрта эсир хăвăра лайăх туйнипе мухтанма пултаратăр. Кунпа уса курăр, ĕçĕрсене пурнăçлăр. Ĕçре вăхăт çитменнине пула йывăрлăхсем сиксе тухма пултараççĕ. Пуçлăх кăтарту ыйтĕ, эсир вара ĕлкĕрейместĕр.

Утӑ, 16

1964
56
Евдокимов Николай Евдокимович, чӑваш юптаруҫи, ҫыравҫи вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш халӑх сайтӗнче цензура пулмалла-и?
Маншӑн ҫавах
Ҫук, хуть те мӗнле материала ирӗклӗн вырнаҫтармалла
Ку ыйтӑва редакци татса памалла
Пулмалла, анчах виҫеллӗ
Паллах, пулмалла, унсӑр ӑпӑр-тапӑр япала лартма пулать!
Эпир Facebook-ра 1370+
 
 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org