Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -6.7 °C
Выртакан чул мӑкланать, ҫӳрекен чул якалать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Республикӑра: Кристина Федорова — «Тӑвай пики»

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Софья Савнеш 17.03.2014 10:58 | 2461 хут пӑхнӑ
Республикӑра

Ҫак уйӑхра районсенче чи илемлӗ, пултаруллӑ пикене суйлаҫҫӗ. Пушӑн 14-мӗшӗнче акӑ «Тӑвай пики — 2014» конкурс иртнӗ. Унта 10 ял тӑрӑхӗнчи 17–25 ҫулсенчи 10 пике хутшӑннӑ. Вӗсем пурте чӑваш чӗлхине аван пӗлеҫҫӗ, пултарулӑхӗпе уйрӑлса тӑраҫҫӗ.

Яланхи пекех хӗрсем малтан хӑйсемпе паллаштарнӑ. Вӗсем чӑваш наци апатне мӗнле хатӗрлемелли пирки каласа кӑтартнӑ. Конкурс вӗҫӗнче пикесем чӑваш наци костюмне тӑхӑнса кӑтартнӑ, чӑваш ташши ташланӑ. Жюри йышӗнче ЧР муниципалитет пӗрлешӗвӗсен канашӗн ӗҫ тӑвакан комитечӗн консультанчӗ М.Мурзин, «Информ-медиа» директорӗ Э.Максимов, «Чӑваш пики — 2010» ята ҫӗнсе илнӗ Алиса Королева, Чаваш наци конгресӗн ӗҫ ертӳҫи Сергей Андреев, ЧНКн «Хастар» ҫамрӑксен пӗрлешӗвӗн председателӗ И.Федоров, И.Я.Яковлев ячӗллӗ ЧППУн студентки, «Тӑвай пики — 2013» ята ҫӗнсе илнӗ Т.Константинова пулнӑ.

Кӑҫал вара «Тӑвай пики» ята Ҫӗнӗ Пуянкасси ял тӑрӑхӗн пики Кристина Федотова ҫӗнсе илнӗ. «Вице Тӑвай пики» ята вара Йӑнтӑрчӑ ял тӑрӑхӗнчи Эллада Данилова тивӗҫнӗ. Турикас Тушкил ял тӑрӑхӗн пики Мария Кириллова «Куракансем кӑмӑлланӑ пике» пулнӑ. Елена Вьюник (Тӑвай ял тӑрӑхӑ) — «Пултаруллӑ пике», Елена Пурш (Енӗш Нӑрваш ял тӑрӑхӗ) — «Ӑс пике», Вера Кротова (Чутей ял тӑрӑхӗ) — «Ӗҫчен пике», Анастасия Петрова (Тӑрмӑш ял тӑрӑхӗ) — «Хӳхӗм пике», Анастасия Сучкова (Тӗмер ял тӑрӑхӗ) — «Ҫепӗс пике», Зоя Жарова (Элпуҫ ял тӑрӑхӗ) — «Хастар пике», Диана Сорокина (Мучар ял тӑрӑхӗ) — «Сӑпайлӑ пике».

Сӑнсем (54)

#Тӑвай, #Турикас Тушкил, #Йӑнтӑрчӑ, #Ҫӗнӗ Пуянкасси, #ЧППУ, #ЧНК, #конкурссем, #Чӑваш пики, #Тӑвай районӗ, #Енӗш Нӑрваш, #Чутей, #Тӑрмӑш, #Тӗмер, #Элпуҫ, #Мучар

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем