Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +1.0 °C
Мухтаннӑ сунарҫӑ мулкачӑ тытайман.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӳкҫырми

ЧӳкҫырмиТӑвай районӗнчи ял. Тӑвай ял тӑрӑхне кӗрет. Шупашкартан 109 ҫухрӑмра, Тӑвайран 4 ҫухрӑмра ларать.

Урамсем:

Тавралӑх

Ял кун-ҫулӗ

Яла XVII ӗмӗрӗн пӗрремӗш ҫурринче никӗсленӗ.

Ял малтан Чикету тата Тӑм шывӗ хушшинче вырнаҫнӑ. Пуҫласа кунта Иван асамҫӑ килсе ларнӑ. Унӑн ҫурчӗ лайӑх пулнӑ, йӗри-тавра икӗ хут ҫатан карта тытса ҫавӑрнӑ. Хӳмене ҫирӗпрех тӑвас тесе Иван ӑна ик енчен те тӑмпа шӑлса лартнӑ, ҫав тӑмпах икӗ карта хушшине тултарса хытарнӑ. Хӳме шал енче хӑй ҫурчӗ ҫывӑхне вӑл киремет вырӑнӗ тунӑ. Кунта таврари чӑвашсем чӳк тумашкӑн киле пуҫланӑ. Иван асамҫӑ аслӑ чӳк пуҫӗ пулса тӑнӑ.

Ҫавӑнтан инҫех мар Иванӑн Пусай ятлӑ тӑванӗ пурӑннӑ. Вӑл чӳк пуҫне пулӑшма тытӑннӑ — чӳклеме илсе килекен выльӑхсене пусма пулӑшаканӗ шутланнӑ. Вӑхӑт иртсен, кунта вырӑс улпучӗ-чиновникӗ килсе лар-сан чӳк тӑвакансен урӑх ҫӗре куҫса кайма тивнӗ. Вара чӳк вырӑнне Тип ҫырма пуҫӗнчи вӑрмана куҫарнӑ, халӑхпа кӗл тӑвакан Чӳкҫырмине вырнаҫтарнӑ. Ҫавӑнпа вӗсем пуҫласа янӑ ял ятне Чӳкҫырми теҫҫӗ.

ЧПГӐИ ӐА, I, 613, 132 с. Элле фончӗ. Вырӑсларан Г.Ф. Юмарт куҫарнӑ.
Истори халапӗсем. 335 с.

Районсене туса хуриччен Ҫӗрпӳ уесӗн Тӑвай вулӑсенче шутланнӑ. 1927 ҫулхи юпан 1-мешӗнче яла Канаш районне кӗртнӗ. 1935 ҫулхи пушӑн 1-мӗшӗнче ӑна Тӑвай районне, 1962 ҫулхи раштавӑн 20-мӗшӗнче Канаш районне куҫарнӑ. 1965 ҫулхи чӳкӗн 3-мешӗнчен пуҫласа хальхи вӑхӑтччен Тӑвай районӗнче шутланать.

1930 ҫулта «Коммунар» колхоз йӗркеленӗ.

Халӑх йышӗ

Ялта чӑвашсем пурӑнаҫҫӗ. Ҫав шутра тӗне кӗменнисем те пур.

1646-47 ҫулта кунта 2 кил пулнӑ, 1721 ҫулта 82 ҫын пурӑннӑ. 1811 ҫулта хут тӑрӑх ялта 57 кил пулнӑ, 205 арҫын пурӑннӑ. Ытти ҫулсенчи кӑтартусем: 1858 — 76 кил, 241 арҫын, 255 хӗрарӑм; 1896 — 279 арҫын, 260 хӗрарӑм; 1926 — 108 кил, 262 арҫын, 269 хӗрарӑм; 1939 — 254 арҫын, 290 хӗрарӑм; 1979 — 163 арҫын, 232 хӗрарӑм.

1999 ҫул пуҫламӑшӗ тӗлне ялта 117 кил пулнӑ, 324 ҫын пурӑннӑ. 2002 ҫулхи ҫырав кӑтартӑвӗсем: 111 кил, 296 ҫын.

Культура

Ялта шкул, фельдшер пункчӗ, клуб, вулавӑш, музей, спорт площадки пур.

Хуҫалӑх

Ялта лавккасем пур. Яла ҫити асфальт сарнӑ ҫул ҫитет.

Каҫӑсем

Вуламалли

  • Географические названия Чувашской Республики. 126 стр.
  • Чувашская энциклопедия. II том. 100 стр.


 
Категорисем: Чӳкҫырми
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2011-07-14 21:02:44 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 2001 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org