Тӑвай районӗн администрацийӗнчи тунтикунхи планеркӑра иртнӗ эрнери ӗҫсене пӗтӗмлетсе умра тӑракан тӗллевсене палӑртнӑ. Выльӑх апачӗ хатӗрлес, кӗр тыррисем акма хатӗрленес ӗҫсемпе АПК аталанӑвӗпе экологи пайӗн пуҫлӑхӗ В.Ванерке паллаштарнӑ. Ӗнерхи кун тӗлне районти хуҫалӑхсем 3350 тонна утӑ, 4300 тн сенаж хывса ӗлкӗрнӗ. Е апат единици ҫине куҫарсан 27 975 цн чухлӗ. Ҫакӑ кашни условнӑй выльӑх пуҫне 10,91 цн тивет (республикӑри вӑтам кӑтарту — 9,05 цн).
Вӗренӳ учрежденийӗсенче юсав ӗҫӗсем пуҫланнӑ. Тӗмер, Пуянкасси, Нӑрваш шкулӗсенче вӗсем ӑнӑҫлӑ пыраҫҫӗ, ҫак кунсенчех Чутейпе Йӑнтӑрчӑ шкулӗсем тытӑнаҫҫӗ. Шкулсене ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулне хатӗрлес ӗҫсем ҫинчен вӗрентӳ пайӗн пуҫлӑхӗ В.Шакров каласа кӑтартнӑ.
Финанс пайӗн начальникӗ А.Сергеев районӑн пӗтӗмӗшле бюджечӗ I ҫурҫулта мӗнле пурнӑҫланса пыни ҫинче (малтанлӑх пӗтӗмлетӳсем) чарӑнса тӑнӑ. Тупӑшсем енӗпе хыснана 113 457 пин (ҫулталӑкра пырса кӗмеллин 51,6 проценчӗ) тенкӗ пырса кӗнӗ, иртнӗ ҫулхи ҫак тапхӑртинчен — 37,6 процент ытларах. Утӑн 1-мӗшӗ тӗлне хысна укҫине 110 354 пин тенкӗлӗх (ҫулталӑка палӑртнин 50 процент) тӑкакланӑ.
Полицин районти уйрӑмӗн пуҫлӑхӗ В. Обаськин, надзор ӗҫӗн районти уйрӑмӗн пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫласа пыракан А. Фролов, район сыватӑшӗнчи тӗп врачӑн тивӗҫӗсене пурнӑҫласа пыракан Т. Шакшина харпӑр ведомствисен ӗҫ-хӗлӗпе паллаштарнӑ.
Ҫак эрнере, утӑн 14-мӗшӗнче Тӑвай ялӗнче физкультурӑпа спорт комплексне уҫаҫҫӗ. Районшӑн пысӑк пулӑм, ӑна пурин те хастар хутшӑнмалла.
Район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Ю. Васильев должноҫри яваплӑ ҫынсене тӗрлӗ хушусем панӑ. Вӗсем, тӗпрен илсен, ялсене тирпей-илем кӗртес, нумай хваттерлӗ ҫуртсене тӗпрен юсас, хваттерсене харпӑр хӑй хутса ӑшӑтасси ҫине куҫарас, вӗренӳ учрежденийӗсен ҫурчӗсене юсас ыйтусене пырса тивеҫҫӗ.
Планеркӑра район аталанӑвӗн ытти ҫивӗч ыйтӑвӗсене те хускатнӑ.