Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +13.3 °C
Ват ҫынтан кулма хушман.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Атӑл

Пӑтӑрмахсем

Ҫанталӑк кӑшт ӑшӑтсанах ҫынсем юханшывсемпе кӳлӗ-пӗве хӗрне васкаҫҫӗ. Шыва кӗмелли ятарласа палӑртнӑ вырӑнсене ҫеҫ мар, ун пек тума юраман ҫӗре те. Анчах шыв хумханнипе пӑхса киленнипех ҫырлахас килмест, ишес килет.

Шыва кӗме юраман вырӑнсенче ишсен явап тыттараҫҫӗ. Ӗнер, сӑмахран, Шупашкарти Мускав ҫыранӗн хӗрринче рейд ирттернӗ. Йышра Инкеклӗ ӗҫсен министерствин, ҫӑлав службин тата право хуралӗн ӗҫченӗсем пулнӑ. Вӗсем ҫынсене ку вырӑнта шыва кӗме юраманни пирки ӑнлантарса панӑ.

Йӗркене пӑсакан 4 ҫын телӗшпе протокол ҫырнӑ, вӗсене штраф тӳлеттерӗҫ. Унӑн виҫи 1 пин тенкӗпе танлашать.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.ru/wall-203482571_2851
 

Республикӑра
«За рулем» порталти сӑн
«За рулем» порталти сӑн

Кӑҫал республикӑра ҫуллахи вӑхӑтра 9 пляжра шыва кӗме май пулӗ. Аса илтерер: сезон ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗнче уҫӑлнӑ.

Шупашкарта – 5 пляж. Тӑваттӑшӗ Атӑлӑн сылтӑм, хула, енче. Тепри – Атӑлӑн леш енче, «Прометей» кану бази ҫывӑхӗнче.

Ҫавӑн пекех официаллӑ пляжсем Ҫӗнӗ Шупашкар хулинче, Куславкка, Сӗнтӗрвӑрри тата Шупашкар округӗсенче ӗҫлеҫҫӗ. Пуринче те ҫӑлавҫӑсем дежурствӑра тӑраҫҫӗ, медицина ӗҫченӗсем тата полицейскисем ӗҫлеҫҫӗ. Шупашкарти тата Ҫӗнӗ Шупашкарти пляжсене вара «Хӑрушсӑр хула» АПКпа ҫыхӑнтарнӑ. Шупашкарти пляжсенче полицие хӑвӑрт чӗнмелли пускӑчсем те пур.

Палӑртса хӑварар: республикӑра кунсӑр пуҫне шыв патӗнче канмалли 161 вырӑн хатӗрленӗ.

 

Хулара

Ырантан, ҫӗртме уйӑхӗн 8-мӗшӗнчен, Шупашкарти юханшыв порчӗ Атӑлӑн сулахай енчи пляжне ҫитекен трамвайчиксем ярӗ.

Вӗсем кунне виҫӗ хутчен ҫула тухӗҫ. Шупашкартан пляжа 10:00, 12:30 тата 17:40 сехетсенче кайма май пулӗ. Каялла трамвайчиксем 10:30, 13:00 тата 18:10 сехетсенче килеҫҫӗ.

Канмалли кунсенче хушма рейс пулӗ: хуларан – 15:00, каялла 15:30 сехетре.

Пӗр билет хакӗ 130 тенкӗ пулӗ. 5-10 ҫулсенчи ачасем валли вара – 65 тенкӗ. 5 ҫул тултарман ачасене тӳлевсӗрех илсе каяҫҫӗ, анчах вӗсем валли пурпӗрех билет илмелле.

Кӑҫал ҫӗнӗлӗх вӑя кӗнӗ: билетсене юханшыв порчӗн сайтӗнче кӑна сутаҫҫӗ, билета ҫула тухмалли кун кӑна илме пулать.

Урамра ҫумӑр ҫӑвать, ҫанталӑк ӑмӑр тата термометр 20 градус ӑшӑран сахалрах кӑтартать тӗк рейссене пӑрахӑҫлаҫҫӗ.

 

Республикӑра

Тунтикун, ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗнче, Атӑл тӑрӑх «Валдайсем» ҫӳреме пуҫлӗҫ. Вӗсем Хусана тата Сӗвене ҫитӗҫ.

Шупашкарти юханшыв порчӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, паян Ҫӗнӗ Шупашкарти причалта хӗл каҫнӑ тата юсав тунӑ хыҫҫӑн «Валдайсене» шыв ҫине антарнӑ. Тунтикун вара вӗсем ҫула тухӗҫ.

Хусана кунне икӗ рейс тума палӑртнӑ: 8:00 тата 16:00 сехетсенче. Сӗвене вара ирхи 8 сехетре ҫула тухӗ, каялла – 14:30 сехетре.

Билетсене сутма пуҫланӑ ӗнтӗ. Аслӑ ҫынсем валли 800 тенкӗ тӑрать, 5 ҫултан аслӑрах ачасем валли вара – 400 тенкӗ.

 

Хулара
«Контактри» сӑн
«Контактри» сӑн

Шӑплӑхра пулӑ тытса ларнӑ вӑхӑтра… пӑши ишсе пынӑ. Кун пекки Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан Валериан Григорьевпа пулса иртнӗ.

Вӑл ирхине Атӑлта кимӗ ҫинче пулӑ тытса ларнӑ. Ҫав вӑхӑтра инҫех мар лапкӑн кӑна пӑши ишсе иртнӗ. Пулӑҫ ӑна телефонӗ ҫине ӳкернӗ.

Малтанах чӗрчун ҫыран хӗрринелле ишнӗ. Анчах палаткӑсем курсан Ҫавал пуҫламӑшӗ патнелле пӑрӑннӑ.

Специалистсем палӑртнӑ тӑрӑх, ҫуркунне вӗҫӗнче ҫамрӑк пӑшисем ҫӗнӗ территорисемпе паллашаҫҫӗ. Пӑшисем лайӑх ишеҫҫӗ, чылай чухне апат шараса юханшыв урлӑ та ишсе каҫаҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-54381767_273090
 

Республикӑра

Чӑваш Енре 2010 ҫулхи шӑрӑх ҫулла Атӑл леш енче пулнӑ пушарсем пирки фильм ӳкерме палӑртнӑ. Ку ӗҫе «Павел Лунгин мастерсокойӗн» команди пурнӑҫлӗ. Команда Шупашкара килнӗ ӗнтӗ, халхи вӑхӑтра театр артисчӗсен хушшинче кастинг ирттереҫҫӗ. Кинокартина режиссерӗ Дмитрий Волков пулӗ, фильма хальлӗхе «Видео на память» ят панӑ. Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, вӑл юрату пирки пулӗ.

Команда 2010 ҫулта Атӑл леш енче пушар сӳнтерме хутшӑннӑ ҫынсене шырать. Кадрсене ӳкерме «чӗрӗ» свидетельствӑсем кирлӗ: мӗнле сӳнтерни, мӗнле транспортпа усӑ курни, ӑҫтан тумтир тата апат-ҫимӗҫ илни… Йӑлтах кирлӗ, ку пулӑмсене чӗрӗ кӑтартма май парӗ.

Пушара сӳнтернӗ ҫӗр хутшӑннӑ ҫынсем пирки информацие электрон почтӑна йышӑнаҫҫӗ: wolf.d@mail.ru

 

Республикӑра
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Чӑваш Енри ҫӑлавҫӑсем кимӗри ӳсӗр арҫынна ҫыран хӗррине илсе тухнӑ. Унта вӑл кӑна мар, холодильник та пулнӑ.

Кун пирки хыпар ӗнер 18:53 сехетре дежурнӑй пульчӗ ҫине килнӗ. Муркаш округӗнчи Шомикри кимӗ станцийӗ ҫывӑхӗнче Атӑлта юсавсӑр вӗрсе хӑпартнӑ кимӗре арҫын пулнине пӗлтернӗ. Ҫӑлавҫӑсем вырӑна тухса ӑна шыраса тупнӑ.

Ҫитменнине, арҫын ӳсӗр пулнӑ иккен. Сӑнӳкерчӗке пӑхсан ҫакӑ паллӑ: кимӗре вӑл кӑна мар, холодильник та пулнӑ. Ҫӑлавҫӑсем кимме ҫыран хӗррине илсе тухнӑ.

 

Пӑтӑрмахсем
cheboksari.bezformata.com сайтри сӑн
cheboksari.bezformata.com сайтри сӑн

Сосновка ҫывӑхӗнче Атӑлта пулӑҫ пӑр айне анса кайнӑ. Юрать, ку пысӑк инкекпе вӗҫленмен. Ҫӑлавҫӑсем вӑхӑтра килсе пулӑшнӑ.

Республикӑри шыравпа ҫӑлав служби пӗлтернӗ тӑрӑх, ку ӗнер, пуш уйахӗн 29-мӗшӗнче, пулнӑ. Ҫӑлав службине шанкӑрав ҫитнӗ: икӗ пулӑҫ ҫыран хӗррине ҫитеймеҫҫӗ, пӗри ирӗлнӗ вырӑнта шыва кайнӑ. Ҫӑлавҫӑсем пӗр тӑхтамасӑр пулӑҫсем патне «Ижора» аэрокимӗпе ҫитнӗ. Иккӗшне те ҫыран хӗррине илсе тухнӑ. Унтан вӗсене тухтӑрсене сывлӑхне тӗрӗслеме панӑ.

 

Персона
«Контактри» сӑн
«Контактри» сӑн

Ҫӗрпӳ округӗнчи Елаш ялӗнче пурӑнакан Валентина Архипова ҫак кунсенче 95 ҫулхи юбилейне паллӑ тунӑ.

Валентина Егоровна ҫак ялтах ҫуралса ӳснӗ. Вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче вӑл ҫап-ҫамрӑк хӗр пулнӑ, ҫапах йывӑр ӗҫрен пӑрӑнман: Йӗпреҫ районӗнче вӑрман хатӗрленӗ, Атӑл леш енче торф кӑларнӑ, «Правда» колхозра тӑрӑшнӑ.

Кайран Валентина Егоровна Елашри фельдшер пунктӗнче чылай ҫул ӗҫленӗ: куҫ чирӗсенчен сипленӗ, уколсем тунӑ, пӗрремӗш медпулӑшу панӑ. Хӑш чухне хӗрарӑмсене ача ҫураттарма та тивнӗ. Тивӗҫлӗ канӑва тухсан та ӗҫне пӑрахман – вырӑнти фермӑра тепӗр 13 ҫул вӑй хунӑ.

Мӑшӑрӗпе Петр Никитичпа 5 ача ҫуратса ӳстернӗ. Вӑл – вӑрҫӑ ветеранӗ. Паянхи кун Валентина Егоровна 10 мӑнукӗпе, 16 кӗҫӗн мӑнукӗпе хӗпӗртесе пурӑнать.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-163599942_17870
 

Тӗн
чувашинформ.рф сайтри сӑн
чувашинформ.рф сайтри сӑн

Кӑшарнире Шупашкарта 5 вырӑнта шыва кӗмелли 6 купель пулӗ. Вӗсен ҫывӑхӗнче ҫутӑсем вырнаҫтарӗҫ, ӑшӑнмалли палатка та пулӗ. Ҫавӑн пекех хӑрушсӑрлӑхпа тивӗҫтерес тесе полици, ГИМС, васкавлӑ медпулӑшу ӗҫченӗсем дежурствӑра тӑрӗҫ.

Шыва кӗмелли вырӑнсем ҫакӑнта пулӗҫ: Арҫынсен Ҫветтуй Троица мӑнастирӗ ҫывӑхӗнче Атӑлта (2 купель), Раҫҫей Ҫветтуй Новомоученникӗсен тата Исповедникӗсен чиркӗвӗ патӗнче, Хусан ҫыранӗнче, «Дубки» коттедж поселокӗ ҫывӑхӗнче, Коммуналлӑ Слобода урамӗнчи 50-мӗш ҫурт патӗнче.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/pg21ru
 

Страницӑсем: 1, [2], 3, 4, 5, 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12, ... 30
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Эрне питӗ лайӑх иртӗ. Шӑпах халӗ тахҫанах канӑҫсӑрлантарнӑ ыйтусене татса пама пултаратӑр. Ертӳлӗх сире урӑхла хаклама тытӑнӗ, шухӑшне лайӑх енне улӑштарӗ. Ӗҫре сӑмах патӑр тӑк ӑна тытӑр, уйрӑмах — килӗшӳсем тунӑ чухне.

Ҫурла, 25

1906
120
Дмитриев Митрофан Дмитриевич, чӑваш тӑлмачӗ вилнӗ.
1959
67
Альбина Юрату, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа тарҫи
кил-йышри арҫын
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа хӑй
хуҫа арӑмӗ
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуть те кам тухсан та
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть