Паян мӗнпур республикипех «Автобус» рейд иртнӗ. Шупашкар районӗнчи ҫул-йӗр инспекторӗсем те ку акцие хутшӑннӑ. Асӑннӑ районти ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн инспекцийӗн пайӗн пуҫлӑхӗ Юрий Поляков тӗрӗслеме патруль службин икӗ экипажӗ тухнине пӗлтернӗ.
Инспекторсем ҫынсене турттаракан пӗчӗк автобуссемпе «ГАЗельсене» уйрӑмах тӗрӗсленӗ иккен.
Транспорта илсен, организаци-предприятисен автотранспорчӗ хутшӑннипе кашни саккӑрмӗш инкек пулать-мӗн.
Автобус водителӗсен айӑпӗпе Шупашкар районӗнче пӗлтӗр ҫул-йӗр ҫинчи 6 инкек сиксе тухнӑ. Вӗсен вӑхӑтӗнче пурнӑҫран 2 ҫын уйрӑлнӑ, 32-ӗн суранланнӑ.
Шупашкар районӗнче пулса иртекен ҫул ҫинчи инкексен тӗп сӑлтавӗ шутӗнче пӗр машинӑпа теприн хушшинчи инҫӗше тытса пыманнине, ҫул ҫинче пырассин черетне пӑхӑнманнине, пӗр йӗр ҫинчен теприн ҫине тухнӑ чух правилӑна пӑснине асӑнаҫҫӗ.
Лицензиллӗ пассажир автотранспорчӗн айӑпӗпе инкек йышлӑ пулать темелле мар — вӗсен тӳпи кунта 1,9 процент кӑна.