Пуш уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Шупашкарти полици уйрӑмне 38 ҫулти хӗрарӑм ҫухални пирки пӗлтернӗ. Вӑл хӑйӗн машинипе пӗрле ҫухалнӑ.
Тепӗр кунхине «тимӗр урхамаха» гараж кооперативӗнчен инҫех мар тупнӑ. Салонра юн йӗрӗсем пулнӑ. Следстви комитечӗ кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Следовательсемпе криминалистсем оперативлӑ ӗҫленӗрен пуш уйӑхӗн 23-мӗшӗнче хӗрарӑма та тупнӑ. Анчах виллине ҫеҫ. Вӑл шӑтӑкра выртнӑ. Хӗрарӑмӑн телефонне тишкерсе, видеокамерӑсене пӑхса ҫак тискер ӗҫе тума пултарнӑ ҫынна та палӑртнӑ: вӑл – унӑн 39 ҫулти пӗлӗшӗ.
Арҫын каласа кӑтартнӑ тӑрӑх, пушӑн 20-мӗшӗнче каҫхине вӑл ӳсӗр пулнӑ, хӗрарӑмпа машинӑра ларнӑ. Хайхискерсем вӑрҫӑнса кайнӑ, арҫын хӗрарӑма пӑвса вӗлернӗ. Преступлени йӗрне пӗтерес тесе вӑл шӑтӑк шыраса тупнӑ, унта вилене пенӗ те ҫиелтен хӑмасемпе хупланӑ. Кайран хӗрарӑмӑн япалисене тӗп тунӑ, машинине ҫын ҫӳремен вырӑна кайса лартнӑ.