Ҫак кунсенче Строительство министерствинче 18 ҫул тултарман 7 е ытларах ачана ӳстерекен ҫемьесене сертификат панӑ. Вӗсем унпа мӗн тӑвассине пӗлтернӗ. Пӗрисем хатӗр кӗтес туянасшӑн, теприсем ҫурт хӑпартасшӑн. Анчах чи кирли - ҫак сертификатпа ҫулталӑк вӗҫлениччен усӑ курмалла.
Строительство министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, кунашкал пулӑшупа ҫитес ҫул та тивӗҫтерӗҫ. Ҫитменнине, 2023 ҫул республикӑра Телейлӗ ачалӑх ҫулталӑкӗ пулӗ.
Васильевсем Правительство ҫуртне ҫемйипех килнӗ. Вӗсем 7 ачана воспитани параҫҫӗ. Васильевсем 42 тӑваткал метрлӑ икӗ пӳлӗмлӗ хваттерте пурӑнаҫҫӗ. Паллах, хӗсӗк. Ку сертификат вӗсемшӗн чӑн-чӑн парне пулнӑ.