Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +14.3 °C
Ҫӳрен каска якалнӑ, выртакан каска мӑкланнӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: Петр Егоров архитектора халалласа Питӗрте курав уҫӑлнӑ

Паллашу Чӑваш чӗлхине якатас тӗллевпе Чӗмпӗрте пурӑнакан, ман ҫулсӗне ҫывӑх ҫынсемпе пал...
Туянатӑп Ашмаринӑн 17 том куҫару кӗнекисене шыратӑп.
Сутатӑп Ӑшӑ матрас сутатӑп. Германире кӑларнӑ. Гаранти 5 ҫул. Хакӗ 2500 тенкӗ.
Таисия Ташней 02.06.2021 19:26 | 604 хут пӑхнӑ
Культура

Ҫак кунсенче Питӗрте Петр Егоров вырӑс архитекторӗ ҫуралнӑранпа 290 ҫул ҫитнине халалланӑ курав уҫӑлнӑ.

Ҫак ҫынна пирӗн патра юратаҫҫӗ тата сума сӑваҫҫӗ. Ҫакӑн пек палӑртнӑ Маргарита Красотина журналист Фейсбукра. Петр Егорова халалласа Федор Мадуров хатӗрленӗ бюста Шупашкарти Проект институчӗн умне вырнаҫтарнӑ.

Чӑваш ялӗнче ҫуралнӑ арҫын ача малтан Дадиани кнеҫ ҫуртӗнче (Чулхула кӗпӗрнинче унӑн темиҫе ял пулнӑ) вӗреннӗ, кайран вӑл сӗннипе Питӗре вӗренме тухса кайнӑ. Каярах ентешӗмӗр ҫӗршыври чи лайӑх архитекторсенчен пӗри пулса тӑнӑ. Петр Егоров Ҫурт-йӗрӗн император кантурӗ ҫумӗнчи шкулне (унта хӑй вӑхӑтӗнче Леблон тата Растрелли ӗҫленӗ) те ертсе пынӑ.

#юбилейсем, #куравсем, #Питӗр, #астӑвӑм

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Питӗрте чӑвашлӑхпа паллаштаракан курав уҫӑлнӑ
2020, 08, 28
Ашмарина асӑнса курав уҫӑлӗ
2020, 10, 04
Петр Егоров архитекторӑн юбилейне хатӗрленеҫҫӗ
2020, 12, 16
Валерий Туркай Питӗрти литература каҫне хутшӑнӗ
2021, 04, 27
Борис Алексеев ҫуралнӑранпа 110 ҫул ҫитнине халалласа астӑвӑм каҫӗ иртнӗ
2021, 04, 29

Комментари:

Базиль Кириллов // 2590.82.3019
2021-06-03 14:11
Тĕп хулара ĕçлесе пурăнна архитектора ял шайне антарса лартма çăмăлах мар, анчах пултарнă. Пысăк çитĕнÿ!

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org