Раҫҫейре
![]() «Атӑлҫинчи ӑнӑҫлӑ ҫемье» конкурс кӑҫал Шупашкарта иртӗ. Вӑл утӑ уйӑхӗн 7-8-мӗшӗсенче пулӗ. Чӑваш Ен Ӗҫлев тата социаллӑ хӳтлӗх министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, пултарулӑх ӑмӑртӑвне округи регионсенчи 14 ҫемье хутшӑнӗ. Унта икӗ е ытларах ача ӳстерекен ашшӗ-амӑшӗ хӑйсемпе паллаштарӗҫ. Хӑйсемпе кӑна та мар, тӑван тӑрӑх ҫинчен каласа кӑтартӗҫ, пултарулӑхне кӑтартса парӗҫ. Алена Елизарова пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Ене 160 ҫын килсе ҫитмелле. Хальхи вӑхӑтра республикӑн муниципалитечӗсенче конкурса хутшӑнма тивӗҫ ҫемьесене палӑртӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |