Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -10.0 °C
Ҫӑла ан сур, шывне хӑвах ӗҫӗн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хулара: Вӑрланӑ велосипеда сутайман

Паллашу Чӑваш чӗлхине якатас тӗллевпе Чӗмпӗрте пурӑнакан, ман ҫулсӗне ҫывӑх ҫынсемпе пал...
Туянатӑп Ашмаринӑн 17 том куҫару кӗнекисене шыратӑп.
Сутатӑп Ӑшӑ матрас сутатӑп. Германире кӑларнӑ. Гаранти 5 ҫул. Хакӗ 2500 тенкӗ.
Софья Савнеш 23.07.2020 18:00 | 316 хут пӑхнӑ
Хулара
Motocarrello.ru сайтри сӑн
Motocarrello.ru сайтри сӑн

Шупашкарта пурӑнакан арҫын велосипед вӑрланӑ, ӑна сутма шутланӑ. Анчах ӗҫ-пуҫ шутланӑ пек пулса тухман.

Нумаях пулмасть Шупашкарта пурӑнакан хӗрарӑм полици уйрӑмне ҫитнӗ, ачи вылямалли лапамра велосипед пӑрахса хӑварни пирки пӗлтернӗ. «Транспорт» ҫав вырӑнтан ҫухалнӑ. Велосипед йӳнӗ йышши пулман, ӑна 20 пин тенкӗпе туяннӑ.

Полицейскисем велосипеда вӑрланӑ ҫынна тупса палӑртнӑ. Вӑл – Шупашкарта пурӑнакан 47 ҫулти арҫын, судпа темиҫе хутчен айӑпланнӑ. Велосипеда вӑрланӑ чухне вӑл ӳсӗр пулнӑ. Хайхискер ӑна сутма шутланӑ, анчах ӗҫ тухман – вара велосипеда пӗр лавкка умӗнче тӑратса хӑварнӑ.

Арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Вӑл хӑйӗн айӑпне йышӑннӑ.

#вӑрӑсем, #Шупашкар, #полици

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

300 банка кофе вӑрланӑ арҫынна тытса чарнӑ
2019, 10, 27
Тӑхӑрвуннӑрисем те аэробикӑпа туслашӗҫ
2020, 06, 17
Киле ҫитсен тин ачи ҫуккине асӑрханӑ
2020, 07, 04
Вӑрланӑ велосипеда хӗрне парнеленӗ
2020, 07, 13
Курьер тесе укҫа ыйтса тухса кайнӑ
2020, 07, 17

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org