Республикӑра
![]() Паянтан пирӗн республикӑра тепӗр министерство туса хунӑ. Ҫакӑн пек хушӑва Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев алӑ пуснӑ. Паянах ҫӗнӗ ведомствӑн министрне ҫирӗплетнӗ. Ҫӗнӗ терӗмӗр те, министерстви, чӑн та, ҫӗнӗ. Анчах ун пек тытӑм унччен те пулнӑ. Сӑмахӑмӑр Чӑваш Енӗн Граждан хӳтӗлевӗн тата инкеклӗ лару-тӑру комитечӗ пирки пырать. Малашне вӑл комитет пулмӗ, министерство шутланӗ. Михаил Игнатьев Элтепер паянах министра ҫирӗплетнӗ. Ку пукана халиччен Чӑваш Енӗн Граждан хӳтӗлевӗн тата инкеклӗ лару-тӑру комитечӗн ертӳҫинче тӑрӑшнӑ Вениамин Петрова шаннӑ. «Министр, Правительство пайташӗ пулнӑ май эсир Чӑваш Ен территторийӗнчи хӑрушсӑрлӑхшӑн хӑвӑртан мӗн килнине пурнӑҫласса шанатпӑр», – тенӗ Михаил Васильевич Вениамин Петрова. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |