Никита Тӗнчен ача ҫуралнӑ. Вӑл хӑйӗн хӗрне хӑйне евӗр ят панӑ.
Ашшӗпе амӑшӗ пӗчӗкскере Аяран ят хунӑ. Ӑна Ая та тесе чӗнеҫҫӗ. «Тӳпере вӗҫӗкен Уйӑх» тенине пӗлтерет. Ая (тӗрӗк чӗлхинчен – уйӑх), Ярӑн (чӑваш чӗлхинчен)», - ҫапла ӑнлантарнӑ Никита.
Хӗрача ҫӗртме уйӑхӗн 25-мӗшӗнче ҫӗрле ҫут тӗнчене килнӗ. Ун чухне Чӑваш Енре Республика кунне халалласа салют кӗрленӗ. Анастасия Тӗнче Шупашкарти 5-мӗш ача ҫуратмалли ҫуртра ҫӑмӑлланнӑ. Унта Никита ҫуралнӑ пулнӑ.
Agabazar // 2943.1.0889
2018.07.13 15:54 | |
Чăваш чĕлхинчи уйăх (< ойх < айх) ытти тĕрĕк чĕлхисенчи когнатсенчен вĕçĕнче -х пуррипе уйрăлса тăрать. | |
Шыравçă 32 // 4182.68.4835
2018.07.18 09:52 | |
Малтан хăйне темĕскерле ят хурать, кайран ачине. Чăвашăн çырăнса юлнă оригиналлă 10000 ятĕнчен пĕри те тивĕçтермен пулас. Ку çемьере традици, е ваттисен еткерне хисеплени ячĕшĕн кăна. |