Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +18.0 °C
Вӗренни йӑтса ҫӳрес ҫӗклем мар.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Пӑтӑрмахсем: 7-ри ача машина айне лекнӗ

Ӗҫ Интернет лавккана аталантарас енӗпе партнет шыратӑп. Паллашу Zoom урлӑ.
Паллашу Ырӑ кӑмӑллӑ илемлӗ ялти пурнӑҫа килӗштерекен хӗр-хӗрарӑмпа паллашса Ҫемье ҫавӑра...
Сутатӑп Тĕртнĕ(пусма) маска , 100 тенкĕпе сутатăп
Софья Савнеш 19.06.2018 20:25 | 631 хут пӑхнӑ
Пӑтӑрмахсем

Паян 16 сехет те 10 минутра Шупашкарти «Садовый» микрорайонта ача машина айне пулнӑ. Дементьев урамӗнчи 1-мӗш ҫурт картишӗнче 7 ҫулти арҫын ача велосипедпа ярӑннӑ, шӑпах 14-мӗш модельлӗ автомашина пынӑ.

Ача пӑрӑнчӑк ҫултан сиксе тухнӑ, вӑл шӑпах урапа айне лекнӗ. Вӑйлах ҫапӑннӑнан арҫын ача та, велосипед та самай айккине вӗҫсе кайнӑ.

Водитель авари хыҫҫӑн машинӑран тухнӑ та ачана алла тытнӑ. ҪҪХПИ пӗлтернӗ тӑрӑх, халӗ арҫын ача пульницӑра тӑнсӑр выртать. Вӑл самай суранланнӑ. Кӑҫал арҫын ачан шкула каймалла.

Автомашина рулӗ умӗнче вара 19 ҫулти каччӑ пулнӑ.

#пӑтӑрмахсем, #Шупашкар, #ачасем, #ҪҪХПИ

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Шупашкарти шӑпӑрлан батарея тыткӑнне лекнӗ
2018, 03, 22
Ҫырмара ача виллине тупнӑ
2018, 05, 06
2-ри ача чӳречерен ӳкнӗ
2018, 05, 22
11 ҫулти ача чӳречерен ӳксе вилнӗ
2018, 06, 04
Чӑваш амӑшӗ чӑваш ывӑлне чӑвашла вӗрентейменшӗн кулянать
2018, 06, 09

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org