Пӑтӑрмахсем
![]() Ҫӗртме уйӑхӗн 5-мӗшӗнче 13 сехет ҫурӑра Патӑрьел районӗнчи Анат Туҫа ялӗнче пушар тухнӑ. Вӑйлӑ ҫиле пула виҫӗ хуҫалӑх шар курнӑ. МЧСӑн Чӑваш Енри тӗп управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, Ҫамрӑксен урамӗнче пурӑнакан 42 ҫулти арҫыннӑн сарай таврашӗнче пушар тухнӑ. Ҫав вӑхӑтра шӑпах вӑйлӑ ҫил алхаснӑ. Ҫавна май ҫулӑм кил хуҫин ҫурчӗ ҫине куҫнӑ, кайран икӗ кӳршин пӳрчӗ ҫунма тытӑннӑ. Пушара ҫур сехетрен сӳнтернӗ, пушарнӑйсем ултӑ автоцистернӑпа усӑ курнӑ. Пӗр ҫурт тӗпӗ-йӗрӗпе ҫунса кайнӑ, тепӗр иккӗшне ҫӑлма май килнӗ. Халӗ ҫулӑм ӑҫтан тухнине тӗпчеҫҫӗ chХыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |