Вĕрентекен


Вĕрентекене шырани


Шăнкăрав янăранă хыççăн учитель класа кĕчĕ, урок пуçларĕ. Ачасем шавлаççĕ, вĕрентекене те итлемеççĕ. Унччен те пулмарĕ — учитель таçта кайса çухалчĕ.

— Ăçта-ши вăл? Ăçта çухалнă? — пĕр-пĕринчен ыйтаççĕ тантăшсем.

— Айтăр, учителе шырама каятпăр, — сĕнтĕм эпĕ вĕсене.

Никам та пырасшăн пулмарĕ, манăн пĕчченех кайма тиврĕ.

Утрăм-утрăм та хĕвел тухнă çĕре çитрĕм. Вăл шăпах ыйхăран вăраннă-мĕн. Малтанах сар хĕвел мана курсан тарма пуçларĕ, унтан чарăнчĕ те çаврăнса манран çапла ыйтрĕ:

— Кам эсĕ? Ăçтан? Мĕн туса çӳретĕн?

Эпĕ ăна пĕтĕмпех каласа патăм.

— Эпĕ таçта та çӳретĕп, тем те куратăп, анчах та сирĕн учителе курман. Уйăхран ыйтса пăх, тен, вăл курнă пуль, — канаш пачĕ вăл мана.

— Манăн ăна ăçтан тупас?

— Çак ту хыçне пытан, вăл çакăнтан тухма кирлĕ, — хуравларĕ хĕвел.

Эпĕ ту хыçне пытантăм. Хĕвел анса вăрман хыçне пытаничченех кĕтсе ларма тиврĕ. Каç пулсан уйăх тӳпене хăпара пуçларĕ, мана курчĕ те:

— Эсĕ ăçта кайма тухнă? — тесе ыйтрĕ. Эпĕ ăна хамăн историе кĕскен каласа патăм та, вăл мана: «Эсĕ ăна тинĕсре тупма пултаратăн, — терĕ.

Малалла

Вĕрентекене


Кашни кунах çуралнă кун хĕвелĕн.

Вăййи те ĕçĕ — кăмăплă, хевтеллĕ.

Тӳпе арки çинчен сапать уяв ятне

Пурне те кирлĕ чĕрĕлĕх — парне.

 

Кашни кунах чун тухнă кун вĕрентекенĕн.

Вăйран ӳкет ĕçне вĕçленĕçемĕн.

Шырать чун канăçне килес ăру ятне

Валеçнĕ май этем пархатарне.

Юратнă вĕрентекенсене


Вĕрентекен! Яту сан мухтавлă,

Çĕр-шывăм сана пуç таять.

Ĕçӳ сан паян пархатарлă:

Пурнăç çулне вăл уçать.

 

Класа эс кĕретĕн хăюллăн,

Миçе куç сăнаççĕ сана!

Пĕлӳ тĕнчине эсĕ уçăн —

Малтан малалла талпăнма.

 

Чуну сан таса та яр уçă,

Чӳрӳ те хĕрӳ те вĕри.

Кашни сăмаху — ылтăн уçă,

Яр уçă пĕлӳлĕх тĕнчи.

 

Вĕрентекен! Санпа мухтанатпăр,

Эс чĕрĕ çăл куçăн таппи.

Сана чĕререн ыр сунатпăр,

Ан сӳнтĕр санра чун ăшши!

 

2010, авăн уйăхĕ

Илемпи


Класра 20 ача: 10 арçын ача, 10 хĕрача. Парттăсем хушшине икшерĕн ларса тухрĕç. Пурте савăнăçлă, пурин умĕнче те — тĕрлĕ тĕслĕ чечексен çыххи. Çĕнĕ вĕрентекен те вĕсене чунтанах килĕшрĕ. Унăн ячĕ те илемлĕ: Илембина Николаевна. Мĕнлерех янравлă илтĕнет-ха тата. Паллашу кунĕ аван иртрĕ. Илемпи ăш-чиккинче паян çуркуннехи евĕр пылак туйăм хуçаланать. Телейлĕ вăл паян. Учительсем те ăна килĕштерчĕç, вăл та — вĕсене.

Вера аппа паян туя хатĕрленнĕ пек ăшталанать: икĕ пысăк кукăль пĕçерчĕ, сăра вĕретрĕ, хур пусрĕ. Пӳртрен тухакан тутлă шăршă урамаллах сарăлнă. Кăмăлĕ те аппан уçă. Вăл йăлтах хатĕрлесе çитерсен Илемпие кĕтме пуçларĕ.

Сергейăн та кăмăлĕ аван. Мĕн тăвăн, юратса пăрахрĕ вăл Илемби Николаевнăна (ăна Сергей çапла чĕнет), ун сăнарĕ куç умĕнчен кая пĕлмест. Хăйĕн туйăмне палăртмасть çеç хальлĕхе. Хĕрпе юлташла, шăкăл-шăкăл калаçать. Çав тери туслашса кайрĕç вĕсем çак 3-4 кун хушшинче. Пиччĕшĕпе йăмăкĕ пек. Вера аппа вара ăшĕнче ĕмĕтленкелесе те илет:

— Эх, Илемпи ман кинĕм пулинччĕ, тăван хĕре юратнă пек юратăттăм, Тур хуштăрах çапла пулма.

— Тинех, Илемпи килет, — терĕ Сергей хĕре хирĕç кĕл чечек çыххи йăтса тухса. — Ку Сире, Николаевна юлташ.

Малалла

Вĕрентекене


«Вĕрен! Вĕрен! Вĕрен!» — текен

Хĕвел чунлă Вĕрентекен.

Пуçа тайса сан умăнта,

Сана мухтасшăн эп чунтан.

 

Эс маншăн ĕмĕрех сумра.

Çут сăнару ялан умра.

Сан аллунта — Пĕлӳ Тĕнчи!

Çутатăн эс ăс-тăн ĕнчи!

 

Чун-чĕрене хăват паран,

Çĕклетĕн çăлтăрсем таран!

Вĕрентекенĕмĕр, пире

Кĕтсе илсе кашни ирех,

Пĕлмесĕр ывăнма-ырма,

Вĕрентрĕн вулама-çырма.

 

Тăван атте-анне пекех

Эс тăрăшрăн куллен, текех

Сăваплă çын тума пире,

Хистерĕн сыхлама мире.

 

Эс ыр сунса вĕрентнĕрен,

Ыр кăмăлпа тапать чĕре.

Хисеплесе тăван çĕре,

Ыр ят тупасшăн тĕнчере.

 

Верентекен, сана пула

Куллен илет вăй ял-хула.

Çыравçă, агроном, артист

Кӳрет сана мухтав та чыс.

 

Эс пехиленнĕ Ăс-мулпа

Утатпăр пурнăçри çулпа,

Ялав пек, Çутă Шанăçа

Çĕклер, пĕлмесĕр Канăçа!

 

«Вĕрен! Вĕрен! Вĕрен!» — текен

Хĕвел чунлă Вĕрентекен,

Пуçа тайса, сан умăнта

Сана мухтатăп эп чунтан!

Вăрăм ĕмĕр эп сунатăп


Мария Петровна Никитинана

 

Вырăсла та, нимĕçле те

Вулама та калаçма

Тарăшуллăн вĕрентеттĕн —

Çак килет халь асăма.

 

Шкул ертӳçинче ансат-и —

Улшăнмасăр нумай çул

Сумлăн эсĕ вăй хурсаттăн.

Çирĕп сывлăх, ăнăçу,

 

Вăрăм ĕмĕр эп сунатăп,

Эп сире нихçан та манмăп.