Ĕмĕр сакки сарлака. 3-мĕш кĕнеке :: Иккĕмĕш пайĕ


— Эсир ухмаха ернĕ! Ку хака сире никам та парас çук!

— Памасан — кирлĕ мар! Мольă хăвалакансене урăх ялта тупăр!

— Паянах пин çын тупатăп! Хăвăра, ачусене кăна шеллетĕп!

— Кашкăр сурăха шелленĕ, тет те, хӳрине çеç тăратса хăварнă, тет!

Халăх хушшинче кулнă сасăсем илтĕнчĕç.

— Тăна кĕрсен мĕн хăтланăр-ха, курăпăр! Чавсана çыртма ан тивтĕр!

— Ан хăрат! Пире тахçанах хăратса пĕтернĕ!

— Халăх, саланăр! Вăл пирĕнпе çынла калаçасшăн мар!

Бурлаксем çав самантрах туха-туха кайма пуçларĕç. Тата темиçе минутран пӳртре пĕр çирĕм çын кăна юлчĕ.

Вĕсен хушшинче Якур та пур. Вăлах пуринчен малтан сăмах хушса хучĕ:

— Хĕлип Спиридонăч, эпир иртнĕ çулхи хакпах ĕçлеме килĕшетпĕр!

Ыттисем Якур шухăшне çирĕплетсе янларĕç:

— Эпир пыратпăр!

— Мăкăрич ĕçме укçа пар!

Халăх кĕтмен çĕртен кĕр! саланни тĕлĕнтерсе те шиклентерсе пăрахнипе Хĕлип пĕр хушă ним чĕнмесĕр тăчĕ. Пӳрте юлнă çынсем килĕшсе кĕрленипе тăна кĕрсен те, вĕсемпе калаçма кăмăл тумарĕ. Кунта юлхаврах та затор çине кĕмен çынсем çеç юлнине асăрхама ĕлкĕрчĕ. Вара такама юнанă пек хăлаçланса:

— Тăхтăр-ха, сăрнайсем! Хăвăрах пырса пуççапăр. Ун чухне ĕç кунĕ сакăр сехет пулмаллине, кунне тенкĕ çурă тӳлеме ыйтнине те манăр! — терĕ.

Таса уй-хирте, хăй тĕллĕн çеç чухне, тăрлавлăрах шухăшлама тытăнсан, Энĕшкассинче хак хуштарма тапăннинчен пысăкрах ĕç сиксе тухнине туйрĕ Хĕлип. Ан тив, вăл вăрă-хурах çеç те, хăлхине мăк чиксе пурăнмасть-çке. Полицейскисем Çемен ачине хупнине, тимĕрçе шыранине те илтнĕ. Çакна май вăл пуçламăш хут Михха хушнине тăвайманшăн тарăхрĕ. «Хуçа мĕн калĕ ĕнтĕ? Бурлаксем ĕçе пыма килĕшменни кулăшла мар-и? Куна кам ĕненĕ? Вĕсем çав тери пысăк хак ыйтнине мĕнле каласа ларас? Бурлаксене парăнтарайманшăн Михха хама ятласси паллах». Хĕлипĕн энĕшкассисене курайманлăхĕ, вĕсене тавăрас кăмăлĕ тата хивреленчĕ. Тавăрма май та пур пек туйăнать ăна. Ытти ялсенчен чи маттур бурлаксене заторпа гавань карнă çĕре ямалла кăна. Анчах унта кунашкал бурлаксем пур-ши? Хĕлип хăй палланă таран кашни бурлака тишкерсе тухрĕ те çичĕ ялĕнче суйласа илме пуласса шанчĕ. «Вĕсен вырăнне йывăçа çыран хĕрринчен шыва йăвантарма, хыçалтан тасатса пыма халиччен ку ĕçе хутшăнман арçынсене те пухма юрать. Вара курăпăр, энĕшкассисем мĕн калĕç!»

Тĕмшер ялне çитнĕ çĕре Хĕлип кăмăлĕ йăлтах уçăлчĕ. Халахĕ те хăвăрт та шĕкĕр пухăнчĕ. Хĕлип ĕçе каймалли çинчен сăмах хускатрĕ кăна, кунта та Энĕшкассисем майлах ыйтрĕç. Хĕлип килĕшме мăр, каллех ятлаçма та хаяррăн юнама пуçларĕ. Вара тĕмшерсем те кĕр саланчĕç. Пĕлтĕрхи хакпа ĕçлеме килĕшекенсем çирĕм çынран мала тупăнмарĕç. Хĕлип вĕсемпе калаçмасăрах тухса кайрĕ.

Çул çинче Хĕлип хăйне йăпатса кăмăлне çĕклеме хăтланчĕ. Энĕшкассипе тĕмшерсем ухмаха ернĕ те, ун ирĕкĕнче тата ултă ял-ха. Заторпа гавань карнă çĕрте ĕçлекенсене çав ялсенчен те суйласа илме пулĕ. Вара Энĕшкассипе тĕмшерсем тинех нуша курĕç.

Анчах Хĕлип Варасарта та çавнах тĕл пулчĕ. Кунта тата хыттăнрах та çирĕпрех калаçрĕç. Куншăн тĕлĕнме те çук ĕнтĕ. Энĕшкассипе Тĕмшер çыннисем хак ӳстерме ыйтнă хыпар, Хĕлипрен маларах çитсе, варасăрсене пушшех хăватлантарнă.

Хĕлип йăлтах хавшаса ӳкрĕ. Юлашки пилĕк ялĕнче заторпа гавань карма пултаракан çынсем çуккнне пĕлнĕрен тата ку ялсем те малтанах калаçса татăлнăн çине тăрасса сиссе, лашине Атăлкассинелле çавăрчĕ.

— Ма пит ир таврăнтăн тата? — халех килессе кĕтмен пирки ыйтрĕ Михха.

— Калама та аван мар, Михаил Петрович... — мĕскĕннĕн хуравларĕ Хĕлип, халран кайнипе пукан çине ларчĕ.

Михха, темле инкек сиксе тухнине тавçăрса, тус-йышĕ çине тĕпчевлĕн пăхрĕ. Ун куçĕнче хăравçăлăх вылянине, сасси шайчăксăр тухнине сăнаса илчĕ. Хĕлип кунашкаллине вăл, çичĕ çул каярах, Çтаппанпа Макçăм Пакăш ращинчи вăрă-хураха кĕпер айне ывăтнă хыççăн çеç курнăччĕ. Михха хăй те ирĕксĕрех çуйланчĕ.

— Мĕн пулнă сана?

— Виçĕ яла çитрĕм... Виççĕшĕнче те мольă хăвалама пымастпăр терĕç...

— Мĕн апла?

Хĕлип, хуçин ыйтăвне илтмен пек, хăй шухăшне малалла каларĕ:

— Тĕрĕссипе, пымассинех шарламарĕç вĕсем. Хак ӳстерме ыйтаççĕ...

— Ку, чăн та, çĕнĕ хыпар. Мĕн чул ӳстересшĕн вара? Хĕлип пухусенче мĕн илтнине хыпарларĕ.

— Вĕсем мĕн, ухмаха ернĕ-им?

— Малтан эпĕ те çавнашкал шутланăччĕ. Вĕсем чăнласах айкашаççĕ.

— Эсĕ мĕн терĕн?

— Килĕшмерĕм.

— Вĕсем мĕн терĕç вара?

— Хăйсем ыйтнă хака памасан, мольă хăвалама урăх ялсенчен çын тупăр терĕç те саланчĕç. Пĕлтĕр-и хакпа килĕшекенсем виçĕ ялĕнче те аллă-утмăл çынран мала тупăнмарĕç. Вĕсем те затор çинче, гавань каракан çĕрте ĕçлеме пултаракансем мар.

Хĕлип ăнланмалла каласан та, Миххан ĕненес килмерĕ. «Мĕнле майпа-ха, шăп çак вăхăтра, татăк çăкăршăн чунĕсене сутма хатĕрскерсем, никам илтмен-курман сăмах хускатма хăраман? Çук, кунта Хĕлип тем йăнăшни сисĕнет. Ахăртнех, халăха кӳрентернĕ пулĕ!»

— Юрĕ, хам каятăп! — терĕ Михха, хăй умĕнче халăх пĕр сăмахранах килĕшессе шанса.

Энĕшкассинчи килĕнче хуралтпа сад пахчине тата хурт-хăмăра пăхакансене çеç усранăран Михха, унта кĕмерĕ, тӳрех Микула патне тĕрлеттерсе пычĕ. Вырсарникун майĕпе Микула та килтех. Сехмете курсан, вăл çуйланма тытăнчĕ. Бурлаксем Хĕлиппе çеç ĕç тунипе хăйсене хăюллăн тыткаланăччĕ. Хуçипе куçа-куçăн чухне парăнмĕç-ши?

Анук та пăлханчĕ. Кĕрешӳ ăнăçсăр вĕçленме пултарасси упăшкине çеç мар, ăна та тивет-çке. Ку ĕçе вăл та сахал вăй хуман.

— Килех, килех, хаклă хăта! — Миххана вашават кĕтсе илчĕ Анук.

— Мĕнле пурăнатăр? — Кăмăлĕ пăсăккине пытармасăр сӳрĕккĕн чĕнчĕ Михха.

Анук ăна йӳпсемесĕр ырă суннăн калаçрĕ:

— Аван пурăнатпăр. Сан та телей пур-ха. Апатланма хатĕрлентĕмĕр кăна. Шăп вăхăтра çитрĕн. Хуняму савать çав сана...

— Кĕрӳшне савмасан, тата кама савтăр вăл, хуняма тени! — арăмĕн шухăшне çирĕплетрĕ Микула.

Ку çынсем тăванла йышăннăн туйăнни Миххана килентерчĕ. Бурлаксем пĕлтĕрхи хакпа ĕçе пыма килĕшменни кăна кăмăлне çемçелме памарĕ.

— Сирĕнпе пĕрле хаваспах апатланăттăм. Аслă типпе пăхмасăрах пĕрер курка сăра та ĕçĕттĕм. Вăхăт çукки пĕтерет. Эпĕ урхамаха тăратса хăварма çеç кĕтĕм.

— Хăта, ан тĕлĕнтер. Çав териех ăçта васкатăн? — ăнланман пек ыйтрĕ Анук.

— Чăнах та, алăк пуканĕ урлă каçнă-каçманах тухса каясшăн. Ахăртнех, килне-çуртне вут хыпса илнĕ тейĕн! — кӳреннĕ пек пулчĕ Микула та.

— Куна тĕрĕсех каларăн, хăта, киле-çурта чăннипех те вут хыпса илме пуçланă. Çавăнпа васкатăп.

— Мĕн сиксе тухрĕ тата?

— Эсир паян ним те илтмен-и вара?

— Çук, илтмен. Яла кайман та...

Михха хăтипе тăхлачи ним те пĕлменнине ĕненчĕ.

— Сăрнайсем çурт-йĕре мар, мольăна вут-кăвар тивертме тапăннă.

— Ним те ăнланаймастпăр, хăта! — пушшех тĕлĕнчĕç Микулапа Анук.

— Сăрнайсем иртнĕ çулхи хакпа ĕçе кĕрĕшме килĕшмен.

— Ан калаç!

— Çапла, хăта! — кăмăлĕнче йӳçсе тухнине кăларса хучĕ Михха. — Вĕсем йывăç хăваланă çĕрте сакăр сехет çеç ĕçлесшĕн, кайран хĕвел çинче хырăмĕсене пĕçертсе выртасшăн. Уншăн ман зачисткăра — кунне пĕрер тенкĕ, заторта ĕçлекенсене тенкĕ çуршар тӳлемелле, тет. Ĕçе курттăм илме те хатĕр вĕсем. Тăваткăл чалăшран çирĕм пус çеç тӳлемелле. Сисрĕр-и, иртнĕ çулсенче пилĕк-ултă пин тенкĕпе тутарнă ĕçшĕн кăçал çирĕм пин тенкĕ кăларса пăрахмалла. Ку та сахал-ха, какай яшки çитермелле, тет, вĕсене. Пĕç тĕп таран пахилкке тăхăнтармалла. Улпутла çывăрма кăшшавуй туса памалла. Куртăр-и ĕнтĕ, сăрнайсем мĕн шутланă? Пĕр çу ĕçлесех пуясшăн!

— Чăн та, ăнланма йывăр хыпар вара! — Миххан кăмăлĕпе килĕшнĕн каларĕ те Микула йăпатма пикенчĕ. — Çапах та ытлашши пăшăрханма кирлĕ мар. Пăхса çеç тăр акă, хăйсемех пырса пуççапĕç. Сан ĕçе кĕрĕшмесен, эсĕ тăрантармасан ăçта кĕрсе кайĕç вĕсем! Халь кĕркуннехи мар. Кашниннех çиме пĕтнĕ, акса хăварма вăрлăх çук.

— Эпĕ те çак майлах шухăшлаттăм. Хĕлип пĕлтернĕ тăрăх, халăх ытла та çине тăни ирĕксĕртен вĕчĕрхентерет. Çавăншăн хам калаçса пăхас тесе килтĕм. Курăп-ха, ман умра мĕн хатланĕç, сăрнайсем!

— Шанатăп, хăта, пĕр сăмах хăйса чĕнеймĕç!

— Çапла пулмасăр. Ун çинчен калаçса çăвар пылакне сая тăвас мар. Хывăн-ха, хăта. Пирĕн сĕтел хушшине ларса хисеп ту.

— Кайран, тăхлачă, — терĕ Михха кăмăлланарах. — Малтан сăрнайсемпе ĕç тăвам-ха. Вара аслă типпе уявлама та юрĕ.

— Ĕлкерĕн-ха, — Анук хутне кĕчĕ Микула. — Пурпĕр халăхсăр ним тăвас çук. Халăха сансăр пуçнех пухĕç. Марье, старостăна кайса кала, арçынсене хурал пӳртне хăвалаччăр, Михаил Петрович килнине хыпарлаччăр.

Михха килĕшрĕ. Микуласем тĕрĕс каланине ăнланчĕ.

Ванюк конькине салтмасăрах килсе кĕчĕ. Сивĕ сывлăшра çӳренĕрен пит-куçĕ пилеш тĕслĕ пулнă. Никам ним сăмах каличчен конькине шаклаттарса Михха патне пычĕ те ал тытрĕ.

— Ух, ача... Ăçта çӳренĕ эсĕ? Мĕнле пурăнатăн? — сасартăк хавасланса чĕнчĕ Михха.

— Питĕ лайăх пурăнатăп. Конькипе ярăнтăм, — терĕ те Ванюк салхуллăн хушса хучĕ: — Юр çемçелнĕ. Ярăнма кансĕр.

Анук яшка-çăкăр тыткалакан пӳлĕмрен таврăнчĕ те:

— Эх, ку ача тенине, пуç тӳпине çитиех йĕп-йĕпе. Пиншакна хывса пăрах хăвăртрах! Конькине салт! — терĕ хăтăрса.

— Эпĕ мар, анне, юр йĕпе. Çав ман çума çыпçăнчĕ, — хуравларĕ те Ванюк пиншакне хывса хучĕ. Конькине салтрĕ.

Михха Ванюк çине ăшпиллĕн пăхрĕ.

— Хуткупăс каласа кăтартатăн-и?

— Калĕ-ха, калĕ. Халь сĕтел хушшине ларăр!

— Ия, эсĕ сĕтел хушшине лар-ха! Вара хуткупăс мар, пианино каласа кăтартăп! — çитĕннĕ çынла хăтланса, амăш хутне кĕчĕ Ванюк.

— Сан пианино та пур-и? — тĕлĕнчĕ Михха. Хăйĕн кил-çуртĕнче пианино тăрать пулин те, ăна баронсене кирлĕ япала кăна тесе шутланă вăл.

— Атте илсе панă. Атя кăтартатăп!

— Ара, ывăлăм... Хăнана халь çеç сĕтел хушшине ларма сĕнеттĕн-çке... Ĕнтĕ илсе кайрăн-и?

— Эпĕ халех, анне!

— Атя! — хаваспах килĕшрĕ Михха.

Аслă пӳлĕм вăтаçĕрĕнче пианино ларать. Ванюк хупăлчине уçрĕ те клавиш çине пусрĕ. Пӳртре илемлĕ музыка сасси янăрарĕ, майĕпен чăваш юрри-кĕвви шăранса тухрĕ. Хăй пултарулăхне кăтартас килнипе Ванюк мĕн вĕренме хăтланнине хĕрсе кайсах каларĕ.

Итленĕçемĕн Михха, пурнăçĕнче тарăхмалла ĕç сиксе тухнине мансах, хĕрĕ валли тивĕç каччă тупнăшăн чунтан хĕпĕртерĕ.

Ванюк сасартăках калама чарăнчĕ.

— Уй, анне, ман çиес килет!

Михха кăмăлĕ уçăлнипе Ванюк çине юратса пăхрĕ.

— Маттур, ывăлăм, маттур! Ыйт, мĕн кирлĕ сана, пурне те туса паратăп!

— Мана ним те кирлĕ мар, ман пурте пур!.. — татса хучĕ Ванюк. — Атьăр апат çиме!

Вĕсем, малтанхи пӳлĕме таврăнса, сĕтел хушшине ларчĕç. Микула эрех тултарчĕ.

— Хăта, сан ĕçсем ăнăçлă вĕçленессишĕн ĕçер-ха?

— Сан ĕçсен ăнăçлăхĕшĕн те! — хăй енчен ырă сунчĕ Михха..

Анчах сĕтел хушшинче вăрахах ларма лекмерĕ. Марье, таврăнса, халăх пухăнма пуçланине пĕлтерчĕ.

— Апла ман каяс пулать! — васкарĕ Михха.

Хурал пӳртĕнче лăк-тулли халăх. Михха аран хĕсĕнкелесе тĕпеле иртрĕ. Пурăнма Атăлкассине куçнăран вара вăрман хатĕрлес ĕçпе ытларах Хĕлип айкашнăран Михха Энĕшкасси çыннисемпе çак териех куçа-куçăн тăнине те астăваймасть. Ĕç çинчен сăмах хускатиччен ирĕксĕрех халăх çине тĕпчевлĕн тинкерчĕ. Ун умĕнче — тахçантан паллакан, ăна пуйтарнă этемсем. Нушаллă иртнĕ кунçулсем ватăраххисен пит-куçĕ çине тарăн йĕр хăварнă. Вăл Энĕшкассинчен тухса кайнă вăхăтра ача шутĕнче пулнисен янахĕ çине сухал тапса тухнă. Яланхи пек шăппăн тăнипе вĕсем парăннăн та, мĕн хушнине пĕтĕмпех тума хатĕррĕн курăнаççĕ. Михха, мăнкăмăллăн сывласа, сăмахне пуçарчĕ:

— Халăх, эпĕ Филипп Спиридонович каласа панине тĕрĕсех ăнлантăм пулсан, эсир темле, ухмахла япала шутласа кăларнă. Халиччен хуçа апачĕпе кунне хĕрĕхшер пус, йывăçа мольăпа хăваласа антарнă хушăра вунă-вун-пилĕкшер тенкĕ ĕçлесе тупнине сахал тесе шутлатăр темест-и? Çакна çеç маннă эсир. Пурлăх çумăрпа анмасть. Ăна пухмалли майĕ пур. Эпĕ çавăншăн çĕрне-кунне, ыйхи-канăçне курми ĕçлетĕп. Эсир ансатпах пуйма шухăшланă. Унашкал хăтланса нихçан та ĕç кăлараймăр! — Михха сасси юнавлăн илтĕнчĕ. Халăх çав-çавах чĕнмерĕ. Михха вара ĕçченле сасă çине куçрĕ: — Эсир, мĕн, чăнах пĕлтĕр-хи хакпа ĕçлесшĕн-мар-и?

— Ĕçлетпĕр, ĕçлетпĕр, Михаил Петрович! — васкаса сасă пачĕ те Якур ыттисене чĕнсе каларĕ: — Халăх, Михаил Петрович тĕрĕсех тăн парать пире. Эпир, чăн та, ухмаха ернĕ. Кунне тенкĕ çурă укçа тӳленине ăçта курнă эсир?

Михха Якура палларĕ, Кĕтерукшăн намăс кăтартнине аса илнипе чунĕ вĕчĕрхене пуçларĕ, анчах ку вăраха пымарĕ. Халь вăл, ун хутне кĕрсе, бурлаксене çавăрма тăрăшнине ăнлансан, кăмăлĕ çемĕçрĕ, Якур çине тав тунăн пăхрĕ, сăмахне калама çеç ĕлкĕреймерĕ — халах кĕрлесе кайрĕ.

— Пăхăр-ха, пăхăр, бурлак тупăннă!

— Эсĕ бурлак мар, кăркка!

— Эпĕ кăркка-и! Эпĕ шывран хăратăп-и?!

Якур çиллине шăнарайман пирки ятлаçма хăтлăнчĕ. Халăх шавĕ ăна путарса лартрĕ.

— Çăварна хупла, хупах бурлакĕ!

— Мухмăрла пуçĕ ыратнине тӳеймесĕр кăшкăрать вăл! Якур тӳсеймерĕ — патакпа ислетсе йăвашлатнă йытă пек, кĕтесе тĕршĕнчĕ. Халăх шавлама чарăнчĕ. Пӳрт каллех шăпланчĕ.

Халăх Якура çеç асăнчĕ те, Михха пурпĕр усала сисрĕ. Микула патĕнче чухне çаврăнма пуçланă кăмăлне сирсе, сассине хăпартрĕ:

— Чĕлхене уссăр якатнипе çитĕ! Луччĕ çакна татса калăр: ĕçе пырас текенсем пур-и е çук-и!

— Эпĕ пыратăп!

Пĕччен сасăсем илтĕнчĕç. Халь вĕсен йышĕ Хĕлип чухнехинчен те сахалтарах-и, тен.

Ĕçе пыма килĕшекенсем хушшинче чи маттур бурлаксем çуккине асăрхасан, Михха тепĕр хут ыйтрĕ:

— Ыттисем мĕн шутлаççĕ?

Юлашкинчен ытла та хăюллах мар та, пурпĕр лайăх ăнланмалла сасăсем тапса тухрĕç:

— Эпир хамăр шухăша Хĕлипе каланă!

— Кунне хĕрĕх пуса Якур кайтăр!

Хĕлип хыпарлани суя маррине Михха ĕненсе çитрĕ ĕнтĕ. Çилли халь тăкăнасла вĕресе хăпарчĕ. Хăйне хай тыткалама пултарнăран çеç - пĕлмише пеме хăтланчĕ:

— Кам çавăнта, мĕнле шухăш çинчен каларĕ вăл? Эпĕ ним те илтмен-çке?

Бурлаксем паçăрхи сăмахсенех тепĕр хут каларĕç.

Михха пилĕк çул каярах сакăр ял хресченĕсем утрава тара парăсшăн мар хирĕç тăнине аса илчĕ те пăлханса кайрĕ. Халăх ытла та кĕр тăнинчен вĕсем малтанах калаçса татăлнине тавçăрчĕ. Пуринчен ытла ăна çынсем ĕçсĕр, çăкăрсăр юласран та хăраманни тĕлĕнтерчĕ. Анчах пуçа çухатма юрамасть. Унта, вăрманта, унăн çур пурнăçĕ çынсем çитсе шыва йăвантарасса кĕтсе выртать. Ĕнтĕ Михха хытă каласа çавăрма май çуккине, пĕр ялĕнчен теприне уйăрсан çеç ĕç тухассине ăнланчĕ. Ан тив, куна тума малтан шутланă укçинчен кăштах хушма тивтĕр те, ĕçе ăнăçлă вĕçлени хаклăрах.

— Халăх, эпĕ сирĕн кăмăла лайăх чухлатăп. Эсир май килнĕ чухне ытларах ĕçлесе юласшăн. Эпĕ ял çыннисене ырă кăтартма яланах хатĕр. Çакна çеç ыйтатăп: халь пирĕн хушăра сиплĕ татăлу пуласси çинчен ытти ял çыннисем çеç ан пĕлччĕр. Вара сире кунне утмăл пус паратăп!

Бурлак чĕри хаваслăн та киленсе тапма тытăнчĕ. Нихçан никам илтмен хак параççĕ. Халичченхи пек пĕр уйăх ĕçлесен, вун сакăр тенкĕ илĕн.

Михха çакна шанчĕ те. Ĕçе хĕрсе пынă чухне тĕвĕлесшĕн пулчĕ:

— Ку хĕрĕх пус мар! Ну, мĕнле, килĕшетĕр-и?

— Килĕшетпĕр! — илтĕнчĕç хаваслă сасăсем.

Çирĕп тăма сăмах тунисем те иккĕленме пуçларĕç. Ваçли, халăх хушшинче тăраканскер, Михха ăçталла сулăнтарнине сисрĕ. Микула ахальтен асăрхаттармарĕ иккен, Бурлаксем Михха майлă çаврăнассине халех сирмесен, пĕтĕм ĕç арканĕ. Вара Ваçли юнашар тăракан бурлаксене пăшăлтатса каларĕ:

— Мĕн тăватăр эсир? Сехмет сире, пĕчĕк ачасене илĕртнĕ пек илĕртсе, ытти ялсенчен уйăрасшăн. Пĕчченĕн-пĕчченĕн çĕнтерсе, пирĕн кĕрешĕве путарса лартасшăн. Кайран çăварлăх хыптарĕ те каллех ĕнсе çине хăпарĕ. Хамăрăн çеç çирĕп тăмалла, халех парăнĕ, эпир ыйтнипе килĕшĕ.

Ваçли сăмахĕ, çиçĕмле хăвăртлăхпа сарăлса, бурлаксен парăнма хатĕр кăмăлĕсене сирчĕ. Михха майлă тăма хăтланакансене хӳтĕрех вырăнта аякĕсенчен тăрăслаттарса чĕлхисене çырттарчĕç.

«Килĕшетпĕр» тенĕ сасăсем яланхи пекех кĕр илтĕннипе хавхаланнă Михха халăх хушшинче мĕн пулса иртнине асăрхаймарĕ.

— Вăт, калаçса татăлтăмăр та, — рехетленсе кулкаларĕ вăл. — Ĕнтĕ сирĕн те хăвăр сăмах çине тăмалли çеç. Хаклăрах тӳленине никама та ан шарлăр. Мăкăричне те халичченхи пек пĕр витре мар, икĕ витре лартатăп!

Такамăн çивĕч сасси Михха шухăшне касса татрĕ:

— Çук, эпир килĕшместпĕр!

Михха, шарт сиксе, хăрушлăх ăçтан тухнине пĕлесшĕн куçне-пуçне çавăркаларĕ. Кам кăшкăрнине палласа илме ĕлкĕриччен халăх шавласа кайрĕ.

— Хамăр ыйтнă хака памасан килĕшместпĕр!

— Килĕшместпĕр!

Михха хăйне хăй тыткалайми пулчĕ.

— Акă мĕнле сăрнайсем эсир!.. — хирĕç кăшкăрса пăрахрĕ вăл. — Мана хăратма, ман тире сӳме шутланă?!. Юрĕ, хака мĕнле ӳстермеллине кăтартăп-ха сире!

— Халăх, мĕн туса тăратпăр эпир кунта!

— Вăл пире ĕçе тытма мар, пирĕнпе ятлаçма килнĕ!

— Саланас!

Хăватлăн çĕкленнĕ шав Михха сассине путарчĕ. Ун куçĕ умĕнчех халăх кĕр саланчĕ. Пӳртре каллех вунă-вун пилĕк çынран мала юлмарĕ.

Микула хурал пӳртĕнче мĕн пулнине Михха çине пĕрре пăхсах тавçăрчĕ. Ахальтен-и унăн куçĕсем вăрçтарса хаярлатнă йыттăнни пек выляççĕ. Михха кӳренсе е ятлаçса калас вырăнне чурăсла ахăрса ячĕ:

— Вăт, сăрнайсем темерĕн... Вăт, сăрнайсем мĕн шутласа кăларнă?!

— Хăта, мĕнрен çак териех кулатăн эсĕ?

— Тĕлĕнмелле хăват сиксе тухрĕ, хăта. Энĕшкассисене кунне утмăл пус тӳлеме сăмах патăм. Вĕсем пурпĕр килĕшмерĕç. Ыйтнă хака тӳлемесен ĕçе пымастпăр терĕç. Хăвах шухăшла ĕнтĕ, ăссăрла мыскара мар-и ку? Урăх хаклашма та шутламасăр тухса кайрĕç, — терĕ те Михха çавăнтах Микулана ыйту пачĕ: — Кала-ха, тархасшăн, ман вырăнта пулсан, мĕн тăвăттăн эсĕ?

— Хамăн пĕчĕк ĕçре кунашкалне курман та ним калама аптратăп, хăта.

Миххана ку çырлахтармарĕ.

— Çапах та ман вырăнта мĕн тăвăттăн?

— Эпĕ мĕн тăваттăм-и? — самант хушши чĕмсĕрленсе ларчĕ те Микула: — Эпĕ тӳрех ытти ялсене кайăттăм. Пĕр ялĕ çеç майлă çаврăнтăр. Ыттисем хăйсемех парăнĕç! — терĕ.

Миххан шик кĕнĕ чĕри лăпланаймарĕ.

— Енчен ытти ялсем те Энĕшкасси пек айкашсан?

— Григорий Петровича пулăшма чĕнĕттĕм.

Михха килĕшмерĕ. Кунашкал ĕçре станувуйпа ним те тăвас çуккине пĕлет вăл. Хăй шухăшне уççăн каларĕ.

— Вара бурлаксем ыйтнă хака памах тивет, — юлашкинчен шухăшне вĕçне çитерчĕ Микула.

— Бурлаксем ыйтнă хака пама тивет?

— Урăхла май тупăнмасан, мĕн тăвăн? Мольă хăваланă çĕре Ĕнелтен урăх пĕр ял çыннине те илсе каяймăн. Тата çакна та манма юрамасть. Пĕр кун кая юлсан та, пĕтĕм йывăçа типпе хăварăн. Ку пĕрре те тупăшлă япала мар. Халь эсĕ йывăç тăратакан вырăнсене ытти хуçасем йышăнĕç те, саншăн яланлăха çухалĕç. Йывăçпа суту-илӳ тăвас ĕç сӳнсе ларĕ. Эпĕ хам пулсан бурлаксене кунĕпе ĕçленĕшĕн тӳлемелле тара тытмăттăм. Пĕтĕм ĕçе курттăм парăттăм. Вара вĕсем, мĕнпур вăй-хăватне хурса, йывăçа тата маларах хăваласа антарĕччĕç. Анчах канаш панăшăн ан çиллен, хăта. Ху ыйтнăран кăна калатăп. Йывăçу хăвăн, унпа мĕн тумаллине те манран лайăхрах чухлатăн.

Макула сĕнĕвĕ тĕрĕссине ăнланчĕ Михха. Çапах вăл, бурлаксен кăмăлĕ хыççăн кайса, вунă-вун пилĕк пин тенкĕ ытлашши кăларса пăрахасшăн мар. Тем пулсан та бурлаксене хăй енне çавăрас кăмăлпа хăтисемпе сывпуллашрĕ.

Микула калашле, пĕр-пĕр ялне хăй майлă çавăрса, ыттисене те парăнтарас шанăçпа Михха Тĕмшере кĕчĕ. Кунта та халăх часах пухăнчĕ. Вĕсем те энĕшкассисен сăмахĕ çинче тăнине сиссен, Михха кунне çитмĕл пус тӳлеме пулчĕ. Тĕмшерсем килĕшмерĕç.

Варасăрсене сакăрвунă пус пачĕ. Лешсем килĕшменнине кура пĕр тенке çитерчĕ. Бурлаксем пурпĕр килĕшмерĕç. Михха Варасăртан тип мунчара ăшаласа янă пек пиçсе тухрĕ. Сакăр ялĕ те çирĕп тăма тĕвтунине, вĕсене ним туса та парăнтарма çуккине ăнланнипе Атăлкассине таврăнчĕ.

Киле çитсен, Огуречниковпа Лаврскине тата Хĕлипе хăй патне чĕнтерчĕ те:

— Хаклă тус-йышсем, паян эпĕ тĕлĕнмелле хăват куртăм. Ман ĕçе кăнтса пăрахрĕç, — терĕ Михха.

Огуречниковпа Лаврский хуçи çине тинкерсе пăхрĕç те вăл ытла та пăшăрханнине, йăшăхнине асăрхасан, ирĕксĕрех çуйланса ыйтрĕç:

■ Страницăсем: 1... 5 6 7 8 9 10 11 12 13 14 15 ... 20