Ĕмĕр сакки сарлака. 3-мĕш кĕнеке :: Иккĕмĕш пайĕ


Çул вăрман хĕррипе иртекен çĕрте ларакан пилеш йывăççи тĕлне çитсен, вăл чарăнчĕ. Такам куç тĕлне пуласран каллĕ-маллĕ пăхкаларĕ, никам та çуккине ĕненсен, чикарккă чĕркесе ячĕ. Çул хĕрринчи çерем çине ларса, тĕтĕм йăсăрлантарма тытăнчĕ.

Çутçанталăк пин-пин çул хушши ним улшăнусăр тăнăн курăнать. Вăрманта çулçăсем сарăлайман та-ха, пур-пĕр çу илемĕ кĕнĕ. Унта та кунта тапса тухнă пушмак чечек яраписем нумаях пулмасть тарăн юр выртнине астутараççĕ. Чăшăлтатса тапса тухнă серте сип-симĕс. Вăрман йăвана ларма хатĕрленекен кайăк-кĕшĕк юррипе янласа тăрать. Уй-хир те юласшăн мар. Ăна пĕлтĕрхи хăмăл тĕпĕнчен чăрсăрланса шăтнă çум курăкĕ улалатнă. Тӳпере тăрисем юрă шăрантараççĕ.

Купарчине нӳрĕ çапнине туйса, Мошков ура çине тăчĕ. Кĕтнĕ çынни халь те килменни ун кăмăлне пăсрĕ. Вăл вĕчерхеннине тӳсеймесĕр каллĕ-маллĕ уткаларĕ. Паян ун темиçе ялти пĕлтерӳçĕсемпе курнăçмалла. Кашниех кунти çын пек кая юлсан мĕнле ĕлкĕрĕн? Энĕшкасси енчен аранах пĕр арçын килни курăнчĕ. Мошков чикарккă тĕпне вăрманалла ывăтрĕ те, вăрттăн çыртакан йытă пек хăтланма хăнăхнăскер, йывăç хӳтлĕхне кĕчĕ. Вăхăт нумай та иртмерĕ — кивĕрех те лайăх костюм тăхăннă, штиблетлă çамрăк çын çитрĕ.

— Андрей Семенович, сывă-и? — хӳтлĕхрен тухса чĕнчĕ Мошков.

Энтрей çӳçенсе илчĕ. Анчах ним палăртмасăр ал пачĕ.

— Ну, мĕн хыпар илсе килтĕн? — чуралла парăнтарнă çынсемпе калаçма вĕреннĕ сасăпа ыйтрĕ Мошков.

— Çĕннине ним те илтмерĕм, ним те пĕлместĕп. Мошков çилли айăкланчĕ. Энтрее пĕлтерӳçĕ туса тĕрмерен кăларни тем вăхăт çитрĕ ĕнтĕ, вăл ним те каласа памарĕ-ха.

— Шел, шел, Андрей Семенович... — Шăл витĕр сăптăрчĕ Мошков. — Эсĕ чăнласах ĕçе пуçăнасса Хусанти начальниксем те кĕтеççĕ.

— Никам ним калаçмасан, мĕн тăвас ман?

— Андрей Семенович, айванла ан пакăлтатăр... Хура халăх çилли вĕресе тăнă тапхăрта патша йĕркисене, сан йыснуна хирĕçлесе сăмах хускатакансем пурах. Вĕсене тупма пĕлмелле кăна. Эсир — учитель. Сире хресченсем хисеплеççĕ. Эсир, çав хисеппе усă курса, çынсен чĕлхене уçма тăрăшмастăр. Сирĕн сасă сходсенче те, çынсем ушкăнĕ-ушкăнĕпе пухăнса ларнă çĕрте те илтĕнмест.

— Тем май та хăтланса пăхнă ĕнтĕ. Такампа та сăмаха хутшăнма хăтланнă. Чиркӳ хуралçи патĕнче те сахал пулман. Аслă патшапа ун йĕркисем çинчен хирĕçле калакансене çеç курмарăм. Хам çума ыйтусемпе çыхланакан та тупăнмарĕ. Эсир тытса хупиччен хама чăннипех шаннине туяттăм. Ман патăма кирек-мĕнле ыйтупа та пыратчĕç. Тĕрмерен кăларса янăран вара манран темрен хăранă пекех хăраççĕ...

— Ку сире туйăнать кăна!

— Мар çав, чăннипех çавнашкал. Пĕтĕмпех йăлăхтар-са çитерчĕ!

— Апла мĕн, каллех тĕрменелле çул тытас килет-и?

— Çăва патне илсе кайăр! Вĕçĕ пурпĕр... Ыран хĕвел тухмасан та хуйхăрмастăп! Ним пирки те пăшăрханмастăп.

Энтрей ытла та пурнăç тимлĕхне çухатса калаçни Мошкова тăна кĕртрĕ. Хистесе те хăратса хушни ырă енне пулас çука, йăпатса кăмăлне çĕклесен аванраххине ăнланчĕ.

— Акă мĕн, Андрей Семенович... Эпĕ сире тĕрмене хупасшăн мар. Хусанти начальниксем çилленесрен асăрхаттартăм. Тата «пурпĕр, хĕвел тухмасан та хуйхăрмастăп» тесе пакăлтатни вырăнсăр. Çутçанталăк тени хурт-кăпшанкăшăн та паха. Эсĕ ахаль этем çеç те мар... Вĕреннĕскер, тата турă ырлăхĕпе пуян çын ачи. Çитменнине, сире нимле усал ĕç те тума хушмаççĕ. Аслă патшапа çӳлти турă умĕнчи тивĕçлĕхе çеç тӳрре кăларма ыйтаççĕ.

— Калăр, тархасшăн, тата мĕн тумалла ман? — уретник сăмахĕсем вĕчĕрхентернĕрен ыйтрĕ Энтрей.

— Пире Максим Данилов ывăлĕ — Ваçли текенĕ интереслентерет. Вăл Округ судĕнче ытла та хăюллă хăтланнă. Куна эпир ăнсăртран теме пултараймастпăр. Вăт, вăл мĕнле кăмăл-шухăшлине, кампа çыхăнни, мĕн туса пурăннине тĕплĕрех пĕлесчĕ.

— Эпĕ унпа нихçан та хирĕç тăрса калаçман.

— Ку нимех те мар, Андрей Семенович... Эсир иксĕр те пуян çын ачисем. Сире пĕр-пĕринпе паллашма кирек хăçан та сăлтав тупăнĕ. Вăт çапла, Андрей Семеновнч. Нăйкăшма пăрахăр та ĕçе тытăнăр... Тепринче сирĕнпе Микула кунĕ чиркӳре курнăçăпăр.

Макçăм, паллакан сасса илтсе, çаврăнса пăхрĕ те шартах сикрĕ. Иккĕленмелли çук — амбарта ахаль тум тăхăнкă уретник. Михха патĕнче çăварни ăсатнă каç хăпнă сехри халь те вырнаçайман, çитменнине, икĕ ывăлĕ те ун сăмахĕнчен тухсах революциллĕ ĕçе пăрахман пирки Макçăм полици таврашĕнчен хăракан пулчĕ.

— Максим Данилович, мĕнле пурăнатăн? — хаваслăн саламларĕ Мошков.

— Хăвăрах куратăр... Амбар пушах... — Сехри хăпнине пытарасшăн сăмахне ĕç çине куçарса хуравларĕ Макçăм.

— Уншăн кулянма кирлĕ мар, Максим Данилович. Кĕçех çĕнĕ тырă пулĕ те, амбар каллех тӳлĕ... — йăпатма хăтланчĕ Мошков. — Халь ман санпа кăштах калаçмалли пурччĕ.

— Пӳрте атьăр, эппин! — чĕнчĕ Макçăм.

Арман хуçи хальчченхи пек вашават йышăнманни Мошков кăмăлне каймарĕ. Анчах, чăн та, амбар пушши пăшăрхантарнине ĕненсе çиллине ирĕк памарĕ. Пӳрте кĕрсенех хăй мĕн ĕçпе çӳренине тӳртен пĕлтерчĕ:

— Максим Данилович, эпĕ сан пата ялти лару-тăру çинчен пĕлме килтĕм. Округ сучĕ хыççăн кам мĕн калаçать? Тата тимĕрçĕ ăçта çухални паллă мар-и?

— Иван Митрăч, хăвăрах шухăшлăр, ялта мĕн сас-хура пуррине ăçтан пĕлес ман! Эпĕ çĕрĕн-кунĕн кунта нушаланатăп. Иçмасса, старостăран кăларасчĕ эсир мана, — тарăхнине пытармарĕ Макçăм.

— Эпĕ сан пата старостăран кăларассипе кăларас марри çинчен сӳтсе явма кĕмен. Вăхăт çитсен, сана улăштаракансем мансăр пуçнех тупăнĕç. Тата кунта нушаланнипе ним пĕлмен пек ĕнентерме тăрăшни килĕшӳсĕр. Платон Сидоровичăн... чунĕ рая кайтăр, — Мошков сăхсăхса илчĕ, — хăйĕн ĕçĕ сахалччĕ-и... Çапах пурне те ĕлкĕретчĕ. Вăл староста чухне эпир ялти сас-хурана витĕрех курса тăраттăмăр. Эсĕ пуçĕпех урăхла. Темшĕн пирĕнтен пăрăнма хăтланатăн. Бурлаксем Михаил Петрович çине тапăнни те хумхантармасть сана. Хăлхуна мăк чиксе лартнă пек пурăнатăн!

Чĕри ытла та хускалнипе Макçăм Михха пирки чăнннне калама шут тытрĕ.

— Михаил Петрович киревсĕр айкашни питех тĕлĕнтерет мана. Бурлаксене çавнашкал улталама мĕне кирлĕччĕ ăна?

— Мĕнле улталанă вăл?

— Ара, Иван Митрăч, ĕçе курттăм пачĕ те, кайран договорне прахăç туса, çынсенчен укçа каялла шырать. Çавăн пирки ĕнтĕ эсир те канăçа çухатрăр. Мана та хистесе хăшкăлтăр...

Мошков сасартăках Ваçли Округ судĕнче мĕн каланине аса илчĕ те халь, ашшĕн сăмахĕсемпе танлаштарсан, иккĕшĕ пĕр шухăшлă пек ăнланса тилĕрчĕ:

— Ав, епле иккен... Çара çерçисем мар, Михаил Петрович айăплă. Вăл халăха улталанă... Халăх ун çине тапăнман... — Мошковăн çавăнтах Макçăмпа ывăлĕ пĕр кăмăллине, вĕсем иккĕшĕ те патшана хирĕç кайнине палăртса хыттăн калас килетчĕ. Вăхăтсăр систернипе ĕçе пăсса хурасран хăраса, Ваçлине тапратмарĕ. — Ав, мĕншĕн ялти сас-хурана илтместĕн иккен эсĕ? Çук, арманта ĕçленипе мар, Михаил Петровича хирĕç тăнипе, аслă патша саккунĕсем тăрăх суд тĕрĕс татса панине хисеплеменрен хăлхана мăк чикнĕ... Куншăн хăвна мĕн пуласса чухлатăн-и?

— Иван Митрăч...

— Илтнĕ!.. — кăшкăрса пăрахрĕ уретник. — Сан пурнăçра икĕ çул çеç: е эсĕ хальхи майлах кутăна пенĕ хушăра ялта тепĕр инкек сиксе тухĕ те, каторгăран хăтăлаймăн, е мĕнпур десяткскисене пухса ăнлантарăн та вĕсем те тăрăшнипе кавар тăвакансене тытма пулăшăн. Вара сана каллех хисеп те чыс пулĕ.... Унсăрăн хăвна ху ӳпкеле... Мĕн илтни-пĕлни çинчен Микула кунĕ Николай Степанович патĕнче станувуя каласа паратăн! — астутарчĕ те Мошков сĕтел хушшине лармасăрах тухса кайрĕ.

Макçăм ăншăрт çапса хуçнă пек сак çине тĕшĕрĕлсе анчĕ. Ăстăнĕ тăрлавлă ĕçленине старостăран тухма тата ывăлĕсемпе тепĕр хут та татăклăн калаçма тĕвтурĕ.

 

XXV

Мошковран тем таранах эрленсе, пăшăрханса уйрăлсан та, Энтрей çакна манмарĕ: кама та пулин тытса памасăр тĕрмерен хăтăлас çук. Анчах, уретник умĕнче «çăва патне илсе кайччăр, вĕçĕ пурпĕр» терĕ пулин те, унăн тепĕр хут термене каяс килмерĕ. Унта асаплантарнине шухăшласан, çӳçпуç вирелле тăрать. Апла кама хуптармалла-ха? Патшана хирĕç кавар тунă çынсем камсем? Ăна листовка тыттарнă тимĕрçĕ ăçта кĕрсе кайнă? Патша тăшманĕсен тĕлне пĕлсен сутĕччĕ-и вăл? Ку ыйту çине хăй те ним хуравлама аптрарĕ. Ваçлине асăрхаса тĕпчеме хушнине аса илчĕ те шухăша кайрĕ. Ăна вăл çитĕнсе çитнĕ çамрăксене вĕрентнĕ чух пуçламăш хут курса палланă. Ваçли тăватă класс программине икĕ хĕл хушшинче вĕренсе тухрĕ. Унтанпа вĕсем, кирек ăçта тĕл пулсан та, саламлашмасăр иртсе кайман. Час-часах калаçнă та. Ваçли Кĕтерука юратнипе халиччен авланмасăр, ашшĕнчен уйрăлса пурăнни Энтрее те тем пекех тĕлĕнтернĕ. Ваçлине вăл такамран та тасарах кăмăллă çын тесе шутланă. Халь ăна полицейскисем шанмаççĕ. Округ судĕнче вирлĕ калаçнăскер, вăл ырă та таса кăмăллă çеç мар, хăюллă та паттăр йĕкĕт иккен. Энтрей, Ваçлипе курнăçма шут тытса, Энĕшкассинелле утрĕ.

Якур хумхатса хăварни лăпланма ĕлкĕрейменччĕ, Энтрей пырса кĕни Ваçлине пушшех хускатрĕ. Ан тив, вĕсем иккĕшĕ пĕр-пĕринпе паллашнă, ашшĕ-амăшĕсем пĕр-пĕрин патне кайса çӳреççĕ те, Энтрей Ваçли патне килмен. Анчах çуйланма е шанмасăр тăма салтав çукран евĕклĕн йышăнчĕ.

— Килĕрех, Андрей Семенович...

— Мĕнле пурăнатăр?

— Ват хусахăн мĕн ĕнтĕ... пурăнкалатăп çакнашкал... — шӳтлеме хăтланчĕ Ваçли.

— Ăнланатăп, эпĕ чăрмантарнăшăн тĕлĕнетĕр ĕнтĕ эсир. Мĕншĕнне каласа парсан каçарасса шанатăп. Эсир судра ман йыснапа вакката тустарнине илтсен, куçа-куçăн сума сумасăр ирттереймерĕм. Савăнатăп, Василий Максимович, ман патăмра вĕренни сая каймарĕ!

Ваçли Энтрее яланах хисепленĕ, ырă суннă. Хут вĕрентнĕшĕн тав тунă. Халь хăйне ырланине илтсен, кăштах именчĕ те.

— Судра унта эпĕ çеç мар, ытти уполномоченнăйсем те çивĕч тăрăнтарчĕç. Урăхла пулма та май çук. Пире халăх шанса янă вĕт.

— Ан сăпайланăр, Василий Максимович. Пĕтĕм чун-чĕререн савăнатăп сирĕншĕн. Çапла кирлĕ те вĕсене. Йысна тени пур, ылтăн пухасшăн такам тирне сĕвме хатĕр. Пĕтĕмпех тӳре-шарасемпе патша хӳтĕлĕхĕпе... — Ваçли темен каласшăннине асăрхасан, çине тăрсах çирĕплетрĕ: — Ия, Василий Максимович, пĕтĕм ирсĕр ĕçе патша ячĕпе, вăл хӳтĕленипе тăваççĕ. Куна эпĕ пĕрре те хăра-масăр калатăп. Ан тив, мана татах хупчăр. Тĕрĕссипе, тĕрмере тăн пачĕç мана... Саначинпа çыхăнайманшăн хама хам ӳпкелетĕп... Халь ним тума ĕнтĕ. — Юлашки сăмахне вăл тимĕрçĕ мĕншĕн çухалнине ялта пурте илтнĕрен юри каларĕ. Малалла, темрен хăранă пек, сассине пĕчĕклетрĕ. — Пĕлетĕн-и, петĕм Раççейĕпе революционерсем сарăлнă. Чăвашсем хушшинче те пурах вĕсем. Çав листовка ман çул çине ахальтен пырса выртман. Эпĕ хам та çак ĕçе хутшăнма хатĕр... Пухăнаймăпăр-ши? Сирĕн шутпа мĕнле пек?

Ваçли хута кĕрсе калаçма, та хатĕрччĕ. Микула асăрхаттарнине аса илчĕ те хирĕç татса хучĕ:

— Çук, Андрей Семенович, Михаил Петровичпа суд-йăрмах ĕçĕсемшĕн аслă патша ăйăплă мар. Эпир нумаййăн. Вăл пĕччен. Пурне те пĕлсе çитереймĕ. Тата вăрттăн ĕçлемелле тени çылăхлă та пархатарсăр сăмах. — Ваçли хăй енчен Энтрее тĕпчеме шутларĕ: — Сире хупнăшăн питех пăшăрханнăччĕ. Вĕсем каторгăна ăсатма та пултарнă. Чăнах, мĕнле май тупса хатăлтăр эсĕр?

Энтрей куçне пытарчĕ. Таса чунлă этем умĕнче суйма тĕл килни намăслантарчĕ ăна. Анчах хускатнă сăмаха вĕçлеме кирлине манмарĕ:

— Суд та тăвĕччĕç вĕсем... Айăплама сăлтав çителĕксĕррипе кăларса ячĕç.

Тата самай вăхăт хушши вĕсем ун-кун çинчен калаçкаласа ларчĕç. Юлашкинчен Энтрей, Ваçли чунĕпех патшана парăннине ĕненсе, тухса кайрĕ.

 

Урама тухсан, Ваçли пуçламăш хут сисчĕвленсе каллĕ-маллĕ пăхкаларĕ. Çуйланмасан та тӳсме çук. Пĕр кун валли сас-хура ытла та пысăк килсе çакланчĕ. Якур хăй сăн-сăпатне кăтартни çитмен — Энтрей пычĕ. Каллех ашшĕ те ятларĕ. Уретннк асăрхаттарнипе хăратса, революциллĕ çул çинчен пăрса яма тăрăшрĕ.

Ваçли кĕнĕ çĕре Микула килтех. Хусантан таарăннă хыççăн, паян шăматкуннипе, пасара кайман вăл. Кĕтерук та кунтах. Ăна курсан, Ваçли чĕри савăнăçпа хыпса илчĕ, анчах ку вăраха пымарĕ. Пуçне пысăк шухăшсем шĕкĕлчени чĕрин туйăмне сӳнтерчĕ.

Ваçлие яланхи пекех тăванла кĕтсе илчĕç. Вăл сăнран улшăнннне асăрхаса-и, Микула канăçсăрланса ӳкрĕ:

— Ват хусах ма салху тата?

Ваçли паян пулса иртни çинчен тĕплĕн каласа пачĕ. Микула тарăн шухăша путрĕ, каллĕ-маллĕ уткаласа илчĕ те, сĕтел умне ларса, сăмах пуçарчĕ:

— Ним иккĕленмелли те çук, суд ĕçе Михха майлă татса пани полицие пушшех хускатнă. Вĕсем халăх пăлханасран хăраççĕ. Ваçли кум судра тăрса каланă хыççăн ăна йĕрлеме тытăннинчен те тĕлĕнме кирлĕ мар. Куракова тивĕçлĕ хуравланăшăн мухтав! Эпир шанманни тĕрĕс пулчĕ. Ахальтен кăларса яман иккен ăна. Якур вĕçне çитичченех сутăнчăка тухни те хăй йĕркипе тĕвĕленет.

— Турă çырлахтăр... Çав ирсĕрпе пурăнмалла-çке ман. Хăçан вĕçĕ тухĕ-ши? Пĕрех хутчен ма шыва путармаççĕ-ши ăна?.. — Халь макăрса ярас пек хурланса сăмах хушрĕ Кĕтерук.

— Куна эпир ăнланатпăр, кума... Пурĕпĕр пурăнмах тивет. Шыва тĕксе яма та вăхăт мар халь. Полици хамăр çине ытларах çаврăнса пăхасран сыхланмалла. Мавра çухалнипе те ним тума алтранă вĕсем. Юрать-ха ун йĕрĕ сехметĕн тимĕр хапхинчен кĕрсе çухăлнă. Тата Якурпа Андрей Кураков халлĕхе пирĕншĕн хăрушах мар. Вĕсем никама та пĕлмеççĕ. Вăт ашшĕ Ваçли кум çине тепĕр хут тапăнни аван мар. Вăл пирĕнтен йăлтах сивĕннĕ иккен. Полицейскисем унран хăпас çукки те паллах.

— Ман шутпа, старостăран кăлармалла ăна. Вара полииейскисем хистеме пăрахĕç те, вăл айккине юлĕ.

— Ку шухăшпа эпĕ те килĕшетĕп. Май килсен, старшинапа калаçăп-ха. Вăхăт çитмесĕр бурлаксене пăлхантарас марччĕ. Хусантан таврăннă чух калаçса татăлнă пек, эсĕ, Ваçли кум, Атăл леш енне каятăн та çынсене кĕтсе илетĕн. Эпир Уçкапа кайран пыратпăр.

— Юрать, кум.

— Кума, сан валли те ĕç тупăнчĕ. Станувуйпа пуп тата тепĕр ирсĕр ĕç тăвасшăн. Сехмет патĕнче ĕçкĕре ăнсăртран илтрĕм.

Микула Огуречниковпа пуп тĕлĕнмелле хăват шутласа кăларма тĕвтуни çинчен каласа пачĕ те сăмахне çапла вĕçлерĕ: — Иккуна хăçан тупма хăтланнане калама хĕн, анчах вăраха ямĕç, мĕншĕн тесен вĕсене халăх шухăш-кăмăлĕ çивĕчленни канăçсăрлантарать. Вĕсем халăхăн кĕрешес хăватне пусарасшăн. Тен, çак эрнерех айкашĕç. Эсĕ, кума, сас-хура тухсанах, иккун тупнă çĕре сывмаррисене пухса пыма хатĕрлен.

 

XXVI

Микула кунĕ май чиркĕве паянхи пек халăх нумай пухăннине никамах та астумасть. Шалта лăк-тулли, картишĕнче те пасарти евĕрех кĕпĕрленсе тăраççĕ, Вĕсем уява хисеплесе е кĕлтăвас кăмăл-шухăшпа мар, ытларах пуянсен юсавне, лаши таврашĕсене курма килнĕ. Кам-кам çук-ши кунта? Клирос çывăхĕнче Михха, Микула, Çтаппан, земски начальник. Вĕсен хыçĕнче исправник, Огуречников тата Мошков ылтăн пакунĕсене йăлтăртатггарса тăраççĕ. Хыçаларах — старшина, тиек, таврари пуянсем.

Хĕрарăмсен енче Лукарье, Анук, Матĕрне тата ытти пуянсемпе тӳре-шарасен арăмĕсем хушпу-туйисене чăнкартаттараççĕ, пурçăн тумĕсене ялкăштараççĕ. Вĕсем пурте Микула менелникне кайма капăрланнă.

Алăк кĕтессинче, çынсем куç хумалла мар çĕрте, Касмухха та пур, те кĕлтăвать вăл, те хăйĕн такăннă кун-çулне ылханать. Михха патĕнче пулса иртнĕ сас-хура хыççăн ăна чиркӳ старостинчен тата Ĕнел çĕр общинин аслă уполномоченнăйĕнчен кăларнă. Ун вырăнне халь Михха хуньне, Çемене, лартнă та, çурта çав сутать. Паян мĕнпур таврари пуянсем Микула патне ĕçке каяççĕ. Касмуххана унта та чĕнмен. Ытти çынсем те ячĕшĕн кăна саламлаççĕ. Кунашкал килсе тухиччен Энтрей тени çут-çанталăкра пуçĕпех пулмалла марччĕ, Микулана тытсахупсан та аванччĕ...

Кăмака çумĕнче Энтрей тăрать. Сăнасарах пăхсан, халь ăна никам та çирĕм виçĕ çулхи çамрăк тесе каламĕ. Кукленсе курпунне кăларнă. Тем хушă вырăнпах выртнă çын евĕр куçĕ путса кĕнĕ. Чиркĕве килсенех тата ирхи кĕлĕрен тухса кăнтăрлахине кĕричченех вăл арçынсем пухăнса тăнă çĕрте сăмаха хутшăнса чĕлхине уçма тăрăшрĕ, анчах усси пулмарĕ. Вăл ирĕклĕх çинчен калаçма хăтлансанах, çынсем айккинелле пăрăнчĕç. Çакăн çинчен тата Ваçли патшана парăннă çын тесе каласа парсан, Мошков ĕненме мар, пушшех шăртланчĕ, полицейскисем хушнине юри тăвасшăн мар тесе айăпларĕ. Энтрей уретник Микулапа Ваçлине айăпсăрах хупма тапăннине аса илчĕ те: «Мана та Касмуххасен шутне кĕртесшĕн. Ман çын чыслăхне çухатса сутăнчăка тухмалла е тĕрмене кайса пуçĕпех пĕтмелле. Мĕнле май тупса хăтăлас ку инкекрен?» — тесе тарăхса шухăшларĕ, кĕлтуса чунне йăпатма, кăмăлне пусарма хăтланчĕ.

Кăнтăрлахи кĕлĕрен саланас вăхăт çитсен, пуп яланхи пекех проповедь калама амвон çине тухрĕ те малтанах турă йĕркисем çинчен вĕрентсе çырнă кĕнекене вуларĕ. Ку кĕнеке тăрăх хăвна усал тăвакан çынна нихçан та çилленмелле мар-мĕн , хирĕç те тăмалла мар. Сулахай питçăмартинчен çупакана сылтăмне çавăрса пар. Христос тени хăй те çавнашкал тунă имĕш. Çĕр çинче усал тăвакансем леш тĕнчере хăйсене тивĕç асапне курĕç. Çĕр çинче мĕнпур хуйха-суйха, çын мăшкăлне тӳссе ирттерекенсем леш тĕнчере ырлăх тупĕç. Кĕнеке çине çырнине вуланă хыççăн пуп хăйĕнчен хушса каларĕ. Мĕн-мĕн илтмерĕç вара ĕненекенсем. Çĕр çине килнĕ антихристсем çăварни эрни тухнă вырсарникун каланинчен нумай вăйланнă, нумай хăватланнă иккен. Вĕсем, ĕненекене аташтарса, чунĕсене тамăка яма тăрăшаççĕ. Турă пиллесе панă патшана хирĕç тăма хĕтĕхлеççĕ. Раççейре йĕркесĕрлĕх тăвасшăн. Пуп антихристсене, вĕсем хыççăн каякансене те хăрушла ылханчĕ.

Вăрттăн ĕçлесе халăх куçне уçакан, класлă кĕрешĕве çĕкленме хавхалантаракан революционерсене ылханма пупăн сăлтав та пур çав. Аслă типĕре миçе çын: ватти-çамрăкки, арçынĕ-хĕрарăмĕ те — çылăх каçарттарчĕç. Пуп кашнинченех вăлтса пĕлме тăрăшрĕ, анчах халăха кам пăлхатни çинчен, тимĕрçĕ ăçта кайса çухалнине каласа паракан тупăнмарĕ. Тӳре-шарасем пупран пурпĕрех хăпмаççĕ. Çине те çине вăлтма, халăхăн кăмăл-шухăшне пусарма хистеççĕ. Тӳре-шарасем çеç мар, Шупашкарти архиерейпа чиркĕвĕн çӳлти тытăмĕнче ларакансем те çавнах тума хушаççĕ. Çуркунне бурлаксем забастовка тунă хыççăн хăйне ятланине пуп нихçан та манмĕ. Çакă çеç кăшт йăпатрĕ ăна. Тĕлĕнмелле хăват туса парĕ те вăл халăха парăнтарĕ, аслисен кăмăлне те хăй май çавăрĕ.

Пуп проповедь каласа пĕтерес вăхăт çывхарса пырать. Сасартăк айккинчи алăк тулашĕнче кĕпĕрленсе тăракансен хăлхине çуйхашнă сасă пырса кĕчĕ. Хыçаларах тăракансем çаврăнса пăхрĕç те пĕчек калинкке умĕнче хĕрарăм упаленнине асăрхарĕç.

— Хисеплĕ ĕненекенсем... Тархасшăн, уçса кĕртĕр мана...

— Матăшкă мар-и ку?

— Çавă! — сăмах хушса çирĕплетрĕç иккĕн-виççĕн. Ĕненекенсем ытла та тĕлĕннипе çийĕнчех ним тума аптрарĕç. Пуп арăмĕ çăварни эрни тухнăранпах урасăр выртнине пурте пĕлеççĕ. Паян та ирхи кĕлĕрен тухнă хушăра сахал çын кĕрсе курман ăна. Вăл çав-çавах хускалаймастчĕ. Мĕн ырлăхĕшĕн е хурлăхĕшĕн упаленет-ши? Пуп арăмĕ патне виççĕн-тăваттăн чупса çитрĕç.

— Матăшкă, матăшкă, мĕн пулнă сана?

— Хисеплĕ ĕненекенсем... Чиркĕве йăтса кĕрĕр-ха, тархасшăн... Манăн пурин валли те ырă хыпар пур...

Икĕ çамрăк хĕрарăм пуп арăмне хулĕнчен тытса йăтрĕç. Сăтăрăнса пыракан урине те йăтасшăннисем пурччĕ, пуп арăмĕ чарчĕ.

— Урана ан тивĕр, тархасшăн... Вăл çӳлти турă тивлетне илме тивĕç.

Пуп арăмне амвон умне йăтса пычĕç.

— Матăшка, ма асапланса çӳретĕн? Эсĕ утайманнине турă та пĕлет-çке... Килте, кĕлтусан та каçарĕччĕ, — шеллĕн сăмах чĕнчĕ пуп.

— Пачăшкă, ан чăрмантар-ха... Эпĕ ĕненекенсем валли сăваплă хыпар илсе килтĕм... Тăвансем... Мана халăх еннелле çавăрăр-ха... Пурне те курмалла çĕклĕр... — Хĕрарăмсем çĕклесен, малалла каларĕ: — Хисеплĕ ĕненекенсем... Сирĕнпе пĕрле эпĕ те чун-чĕререн турра кĕлтăваттăм. Сасартăк турăш кĕтессине турă амăшĕ тухса тăчĕ. Сăнпуçĕ каснă-лартнă алтарь çинчи пекех. Пит-куçĕ çеç темшĕн тĕксĕм те куççуллĕ. Эпĕ пуç таяс тесе чĕркуçленме хăтлантăм. Суран кансĕрлерĕ. «Эй, таса турă амăшĕ, каçар мана!» — тесе йăлăнтăм вара. — «Каçаратăп... Эсĕ урасăр выртнине пĕлетĕп эпĕ. Ку инкеке атте турă сана тĕпчесшĕн хăех янă. Халь ĕнтĕ вăл эсĕ парăннине ĕненчĕ», — терĕ турă амăшĕ.

Пуп вăр-вар алтарь еннелле çаврăнса чĕркуçленчĕ те, икĕ аллине çĕклесе, хулăн сассипе чиркӳ стенине кисрентерчĕ:

— Туррăн таса амăшĕ, çăл пире!

Тиечук çав самантрах клирос çинчи хора та юрлаттарчĕ.

Чиркӳ тата картиш тулли халăх чĕркуçленчĕ.

■ Страницăсем: 1... 10 11 12 13 14 15 16 17 18 19 20