Ĕмĕр сакки сарлака. 3-мĕш кĕнеке :: Иккĕмĕш пайĕ


— Аркади пичче ăçта?

— Кунтахчĕ-ха, — камне сасартăках тавçăраймасăр чăлантан тухрĕ Саначин. Пӳртре Микула пуррине астусан аптраса ӳкрĕ. Арăмне Наум леçсе хăварни, вăлах çимĕçсем илсе килсе пани, Ваçлине лартса кайни те питех тĕлĕнтернĕччĕ. Ĕнтĕ сутăçă хăй килсе кĕчĕ.

Тимĕрçĕпе арăмĕ мĕн шухăшланине Микула аван ăнланать. Энĕшкасси сутăçи революциллĕ юхăма хутшăнасса кам ĕненĕ!

— Аркади пичче, пирĕн хушăра ним иккĕленӳ те ан пултăр тесе çакна асăрхаттарасшăн: эпĕ сирĕн пата Чĕкеç ирĕкĕпе килтĕм.

— Чĕкеç?..

— Ия, Аркади пичче. Сан валли ĕç те тупăнчĕ. Саначин чĕри савăккăн тапрĕ. Кĕтерук каласа панă тăрăх, ялсенчи революциллĕ юхăма ертсе пыракансенчен пĕрин вăрттăн ячĕ «Чĕкеç» тенине тем чул та илтнĕ, вăл камне пĕлмесен те, ăна хисепленĕ, ун ячĕпе хушнă ĕçе пĕр сăмахсăр пурнăçлама хăнăхнă.

— Ĕç тупăнни аван, Николай Степанович! Ахаль ларни тарăхтарса çитерчĕ.

Микула сĕтел çине револьвер кăларса хучĕ.

— Çакна салатса пуçтарма пултаратăн-и? — ыйтрĕ вăл Саначинран.

Саначин çавăркаласа пăхрĕ.

— Пултармалла.

Микула сĕтел çине винтовка хучĕ.

— Çак япала мĕнне чухлатăн-и?

— Эпир салтак чухне кун йышши хĕç-пăшал çукчĕ те... Каярах курма май килнĕ.

— Апла тесен, Аркади пичче, эсĕ ăна салатса пуçтарма ятарласах хăнăх-ха. Тĕл пеме вĕренме тăрăш. Вара сан пата çынсем килĕç те, эсĕ вĕсене пăшала тыткалама, тĕл пеме те вĕрентĕн.

— Мĕнех вара...

— Ну, вăт... Калаçса татăлтăмăр.

— Пирĕн килте мĕнле унта? — юлашкинчен хăйса ыйтрĕ Наталле.

Микула ним пытармасăр стражниксем пыни çинчен, пĕри халь те вĕсем таврăнасса сыхласа пурăнни çинчен пĕлтерчĕ.

— Выльăхсем, чăх-чĕп мĕнле-ши?

— Нимĕн те ан хуйхăр, Наталле аппа. Пурте шĕкĕрех. Ĕнтĕ ман васкамалла. Тул çутăличчен киле çитес... — Микула Наталлене çĕр тенкĕ кăларса пачĕ. — Нимрен те нуша курмасăр пурăнмалăхне пултăр...

— Ма кун чухлех?

— Нимех те мар, Наталле аппа, нимех те мар... Пирĕн çынсем килме пуçласан, апат-çимĕç те тупăнĕ...

— Акă мĕн, Ганият, — терĕ Микула, Саначинсемпе сывпуллашса тухсан, — кунта пурăнакан тус-йышсене сан патăнта усрама юрамасть. Вĕсене валли вăрмана вырăн хатĕрлесен аванччĕ...

— Кунашкал вырăн хатĕр, Николай Степанович. Инçе те мар, çирĕм пĕрремĕш кварталта, çĕрпӳрт пур. Темиçе çул каярах унта сăмала юхтаракансем, кăмрăк çунтаракансем пурăннă. Халь никам та çук. Виçĕмкун çеç-ха, вăрман пăхса çӳренĕ чухне, кĕрсе тухрăм та, çĕрпӳрт аптрамалла мар упраннă.

— Питĕ аван. Ăна татах юсакала-ха. Çынсем хăçан çитессине каярах систерĕпĕр.

Микула тутарпа сывпуллашрĕ.

Ывăлĕпе Марье Микула таврăннине, пианинăна кĕртсе лартнине те туймарĕç. Анук килте çук. Вăл Уçкапа пĕрле упăшки ĕçне тума тепĕр пасара кайнă. Ĕнтĕ Микулан Анука улăштармалли çеç юлнă. Унччен кăштах кансан та аванччĕ. Кĕçĕр вăл çĕр хутах чĕрĕм ыйхă та туман-çке. Михха пама пулнă çирĕм пилĕк пине çавăрса илес кăмăлĕ тата Лукарье пĕлтернĕ хыпар хумхантарма пăрахманни выртса канма та ирĕк памарĕ. Шухăшланăçемĕн Клавье, чăн та, хăй хĕрачи пулнине ĕненме хăтланнипе вăл çывăх тăванне, унăн ăраскалĕшĕн çуйланнине туя пуçларĕ. Клавье Ванюк сăнарлине Михха е урăххисем тĕшмĕртме пултарассинчен хăрушă. Инкекрен Лукарьепе калаçса пăхнипе çеç хăтăлма май пур пек сунса, Микула Атăлкассине кайса килме шутларĕ.

 

XIV

Маврана вĕлерттерсе пысăк çылăха кĕнипе тата Хĕлип тапăннăшăн пĕр кичемленсе те пĕр тилĕрсе, Лукарье ыйхă тĕлне тупаймасăр çĕр каçрĕ. Вăл çакна лайăх ăнланчĕ: халичченхи пурнăç ĕмĕрлĕхе çухалнă, тек нихçан та хавасланас çук ĕнтĕ. Апла мĕн тумалла-ха? Мăнастире каймалла çеç. Унта, илĕртсе е ирĕксĕрлесе çылăха кĕртекен тĕнчерен инçетре, пурин çинчен те манса, хăй валли тăнăçлă пурнăç тупĕ. Çылăхлă тĕнчере ахаль те ырлăх нумаях курайман вăл. Мăнастире пĕччен мар, хĕрачине те илсе кайĕ. Таса çуртра хуйхă-суйхăсăр ӳссе, хĕрачи турра юрăхлă çын пулĕ. Унтан пысăк пархатарлăх кирлĕ те мар. Çакнашкал кăмăл-шухăшне йăлтах çирĕплетессишĕн Лукарье çĕр каçиччен темиçе хут чĕркуççи çине тăрса кĕлтурĕ, турăран пулăшу ыйтрĕ.

Микула килнине илтсен, Лукарье çухалса кайрĕ. Вăл Маврана вĕлерттернине пĕлнĕн туйăнчĕ ăна. Кăштах тăна кĕрсен, Микулана тем пекех кĕтнине, мĕнпур инкекĕ çавна юратнăран сиксе тухнине, ăна чунĕнче мĕн пуррине пĕтĕмпех каласа пама юранине аса илсен, вăр-вар тумланчĕ.

Микула Лукарье каллех макăрашасран хăранăччĕ. Лешĕ танăçлăн йышăнни ăна кăштах лăплантарчĕ.

— Ĕçни-çинисене тавсъе!

Лукарье халь çеç паттăрланма хăтланни таçта сирĕлчĕ. Вăл хирĕç пĕр сăмах чĕнмесĕр диван çине ӳкрĕ те ӳлеме тытăнчĕ.

Микула ăна йăпатма васкарĕ:

— Лукерья Семеновна, ма макăратăр? Паллах, эпир иксĕмĕр киревсĕр ĕç тунă. Уншăн хама тем пек ятлатăп. Çапах ултă-çичĕ çулхи çылăхшăн çав териех хурланма сăлтав çук.

Лукарье, пуçне çĕклесе, куççуль витĕр Микула çине тинкерчĕ.

— Эпĕ санпала çылăха кĕнĕшĕн пĕрре те ӳкĕнместĕп. Эсĕ ун чухне манран култăн та, эпĕ пуçламăш хут... тен, юлашки те... чун-чĕрем туйăмне тивĕçтернипе киленсе куртăм. Тата çакна та пытармастăп: ху калашле, унтанпа вăхăт нумай иртнĕ ĕнтĕ. Санран пĕр ăшă сăмах та илтмен. Хам çеç сана самантлăха та манаймарăм. Эсĕ мана савма шутласан, эпĕ халь те пуçа çухатсах парăнма хатĕр. Каярах эсĕ маншăн чунтан юратнă арçын çеç мар, хĕрачан ашшĕ пек те хаклă пултăн.. Ахальтен-и ĕнтĕ, эсĕ мана тем таранах хур кӳрсен те, эпĕ, упăшка йăрăсне пĕлтерсе, сана вилĕмрен çăлса хăвартăм. Çавăншăн тепĕр хут та калатăп: санпа çылăха кĕнĕшĕн тамăкран та хăрамастăп. Темле асап, хур тӳсме те хатĕр. Анчах хĕрача ăраскалĕ ман чĕрене яланах çунтарнă. Куна-çĕре эпĕ йĕп çинчи пек ирттернĕ. Вăл ытла санашкаллине такам та тавçăрассăн туйăнать. Ĕнер ачасене çураçсан, чут çеç ухмаха ермерĕм... Ку çеç те мар-ха... Ĕнер ман çума Мавра çыпçăнчĕ те эпир иксĕмĕр çылăха кĕнине ял çине сарма шутланипе хăратрĕ... Вара тӳсеймерĕм... Ăна вĕлерттертĕм... — Лукарье намăс харамĕнчен аллисемпе пит-куçне хупăрларĕ. Микула ятлаçса хăварасса кĕтрĕ. Лешĕ ним шарламасăр тăнипе кăмăлне кăшт та пулин çемçетме шут тытрĕ. — Эпĕ тĕпсĕр çыран хĕррине пынине хăвах куртăн ĕнтĕ. Хуть ятла, хуть ылхан мана. Çапса пăрахсан та, сасă кăларассăм çук. Маншăн пĕр май çеç халь. Хĕрача пулмасан, çакăнмалли кăна юлнăччĕ. Хĕрача пурри урăхла шутлаттарать. Эпир мăнастире каяс тетпĕр...

Маврана вĕлерттернĕшĕн Микула ытлашши пăшăрханмарĕ. Вăл полицин куçĕ те хăлхине пĕлнĕрен, класлă çапăçу çывхарса килнĕ май, сисмен хутран сиен кӳресрен сирес пирки Микуласем те сахал шухăшламан. Халь унăн шăпи Микуласем хутшăнмасăрах тулчĕ.

— Акă мĕн, Лукерья Семеновна... Мавра çинчен эпĕ нимĕн те илтмен. Сана та урăх никам умĕнче те сӳпĕлтетме хушмастăп.

— Уншăн каçаратăн-и мана? — чун-чĕрĕленчĕ Лукарье.

— Эпĕ сире айăплама е каçарма тӳре-шара та, упăшкăр та мар. Хам кăмăлра мĕн пуррине кăна каласшăн: ачасене çураçнăшăн ытлашши ан пăшăрханăр. Вĕсем ӳссе çитиччен хурапа шурра пайтах курма лекĕ-ха. Тата çураçнине сӳнтерме хамăр енчен те тĕрлĕ май шыраса пăхăпăр. Мăнастире каяс тени вырăнсăр. Пирĕн хушăри ĕçсене халлĕхе никам та пĕлмен, никам та сисмен. Мĕнле пурăннă малалла та çавнашкалах пурăнăр. Хĕрачашăн эсир сирсе ярайми инкек тухсан, ăна пăрахмăп.

— Эсĕ ăна йышăнатăн-и?

— Пытарса пытарма çук чĕрĕ чуна йышăнманни ниме те пĕлтермест. Эпир киревсĕр ĕç тунăшăн вăл айăплă мар... Ун чухне мана çăлнăшăн тахçанах тав тăвасшăнччĕ, май килмерĕ. Кая юлнă пулсан та, тавтапуç...

Лукарье юнĕ ыррăн вĕриленсе чупрĕ. Пит-куçĕ вут çинчи пек çунма тытăнчĕ. Вăл, пысăк асап та хуйхă тӳснине мансах, Микулана ыталаса илме хатĕрччĕ. Михха килсе кĕни чарчĕ. Çак самантра упăшки пуçĕпех таврăнмасан та вăл ах! тесе калас çукчĕ.

— Хисеплĕ хăта килнĕ-çке. Эпĕ сана ĕнерех кĕтнĕччĕ! — терĕ Михха хавассăн.

— Хусана кайнипе килеймерĕм... Тавсъе!

— Тивнĕ пулсан тавах!

— Сирĕн тивмесен тата кам ĕçки тивтĕр! Арăмпа иксĕмĕр те ӳсĕрĕлнĕ...

Упăшки кĕтмен çĕртен таврăнни Лукарьене хăратса пăрахрĕ. Микулапа иккĕшин хушшинче мĕн пулса иртнине сиснĕн туйăнчĕ. Анчах Михха çийĕнче килтен тăхăнса кайнă тумĕ çуккине тата шухăшĕсем пуçĕпех урăхла иккенне асăрхасан, хăйне хăй алла илчĕ те чăн кăмăл-шухăшне пытарасшăн тӳрех ӳпкелерĕ:

— Ах, Михха, çак таранччен ăçта çӳрерĕн? Килти тумтире ăçта çухатса хăвартăн?

— Эпĕ ăçта çӳресе мĕн тунине сан пĕлмесен те юрать. Хăтана каласа паратăп вăт. Ĕçме-çиме хатĕрле те, вăхăтлăха иксĕмĕре çеç хăвар-ха!

Лукарье пӳлĕмрен тухсанах, Михха хăй тĕллĕн ахăлтатса илчĕ, вара сăмахне пуçарчĕ:

— Чăнах та кулса вилмелле... Пĕлетĕн-и, эпĕ чипер майрасем патĕнче пултăм... Сисетĕп, эсĕ ăна-кăна чухлакан çын мар. Йĕркипе каласа парсан чухлăн-и-ха. Малтан пултăр пирки кĕпернатăр патне кĕтĕм. Вăл мана яланхи пек вашаватлăн йышăнчĕ. Пултăр çинчен сăмах хускатсан, йăлтах улшăнчĕ. Огуречников майлах, пултăрăн тус-йышĕсене тупмасăр ниепле те кăларса яма çук, терĕ. Ĕçе васкатма, хăйĕн влаçĕ пур таран пулăшма сăмах пачĕ. Эпĕ пултăра çавăн чухнех кăларса ярасса кĕтнĕччĕ. Хуньăма та шантартăм. Ĕнтĕ мĕн калас ăна? Кĕпĕрнатăр хальхинче сăрнаях пулчĕ. Ун патĕнчĕн тарăхса тухрăм... Çитменнине, ӳсĕрличчен ĕçтермерĕ. Ăçта тăрлас терĕм. Паллакан хуçасем патне кĕрес килмерĕ. Вĕсем те кĕпĕрнатăр йышши сăрнайсем. Ĕçме пĕлмеççĕ. Ытларах турă шывне сыптараççĕ. Вара ресторана кĕтĕм. Тăраниччен ĕçсе-çисе музыка итлес килчĕ. Музыкантсем çук. Пухма хушрăм. Кашнин хваттерне пĕлмеççĕ иккен. Унтан пушшех тарăхса тухрăм та, извозчик тытса, тӳрех хĕрлĕ хунарлă çурт еннелле вĕçтертĕм. Çавăнта кулăш та мыскара пуçланчĕ. Кăмăл туличченех ĕçнĕ вара. Хĕрарăмĕсем тесен — картина çинчи пек... Ăçта, мĕнле выртса çывăрнине те астумастăп. Вăрантăм та — полици участокĕнче пултăм тăтăм. Кĕсъе тĕпĕ çап-çутах. Çири тум та çук. Урамран тупса кĕтĕмĕр теççĕ. Вăт мыскара-тăк мыскара... Мĕн тумалла-ха ĕнтĕ? Çитменнине, полицейскисем эпĕ камне каласан та ĕненмеççĕ. Пĕр паллакан хуçана чĕнтертĕм те, вăл тумтир илсе пырса пачĕ... Вăт мĕнле мыскара куртăм эпĕ. Тăхта, Атăл çулĕ уçăлтăр-ха, сана та илсе кайса кăтартăп. Пĕр арăм куçĕнчен çеç пăхса ларма хытхурасем мар эпир... — Сывпуллашас вăхăт çитсен, Микулана çирĕм пилĕк пин тенкĕ шутласа пачĕ.

Микула килне çитнĕ çĕре пӳртре пианино сасси шăранать.

— Атте, атте! — савăккăн кĕтсе илчĕ Ванюк. Микула ывăлне кăкăрĕ çумне чăмăртарĕ.

— Ну, мĕнле, пианино килĕшет-и?

— Килĕшет, килĕшет, атте! Илсе панăшăн тавтапуç!

— Калама вĕренейĕн-и?

— Халех каласа кăтартатăп! — Ашшĕне пианино патне çавăтса пычĕ Ванюк. Хăй, пукан çине ларса, чăваш юррине калама хăтланчĕ.

Ан тив, халлĕхе вăл калани картне кăна ларать те, Микула ывăлĕ вĕренессе шанать.

— Маттур, маттур!

— Микула пичче, сан апат çиес килмест-и? — астутарчĕ Марье.

— Çук, эпĕ хăнара апатланнă. Халь Анук аппуна улăштарма кайиччен выртса канас шухăш пур.

— Кан, кан, атте! — пианино калама чарăнчĕ Ванюк. — Эпир урăх шавламастпăр.

Микула хывăнса выртрĕ те талăк хушшинче нумай çĕрте тĕрлĕ ĕç тĕрлĕ пурнăç курса ывăннăран часах çывăрса кайрĕ.

Тепĕр сехетрен вăранса апатланчĕ те ывăлĕпе тата Марьепе сывпуллашрĕ.

Анук кĕçех киле таврăнчĕ. Ванюкăн пианино пурри, вăл кăштах калакалама сĕмленни ăна та савăнтарчĕ. Анчах каçхине Анахвис кĕмесĕр кайнăшăн, паян та килменнине пĕлсен, ирĕксĕрех пăшăрханчĕ. Халех амăшĕ урлă ăнлантарса, хĕрача кăмăлне çавăрма тĕвтурĕ.

Анук Кĕтерука тула чĕнсе кăларчĕ те:

— Кума, эсĕ ман çине мĕншĕн сиввĕн пăхнине, Анахвис мĕншĕн юнтарнине те чухлатăп. Ванюка Клавьепе çураçнăшăн çилленнĕ ĕнтĕ эсир. Малтан эпĕ те çавнашкалах кӳрентĕм. Кайран килĕшрĕм. Чăнах, сан шутпа мĕн тумаллаччĕ? Вилĕмле тăшмана вăхăтсăр çиллентермеллеччĕ-и? Е сехметсем пирĕн ачасем ӳссе çитиччченех Раççейре пуçпулса тăрĕç тетĕн-и? Ĕçхалăхĕ вĕсене сирпĕтессе ĕненместĕн-и-мĕн эсĕ? Апла мĕншĕн ĕçлетпĕр эпир? Мĕншĕн кашни утăмрах пуçăмăрсене хăрушлăха чикетпĕр?

Кĕтерук куçĕнчен савăнăç куççулĕ юхса анчĕ. Вĕсен хушшинче каллех килĕшӳ пулчĕ.

 

XV

Микулапа Çтаппан Хусана тухса кайнă ир Огуречников Шупашкара персе çитрĕ. Çул çинче ăна Энтрей патĕнче революциллĕ листовка тупни çеç мар, иртнĕ каç Михха ĕçкинче Çемен хăй сăмахĕ çине тăмасăр уретникпе Касмуххасене тăрă шыв çине кăларни те тăвăллантарчĕ. Микула е Михха аслăрах вырăнти тӳре-шарасене шăтсан, ыррине курас çук. Çавăнпа Мошков киревсĕр ĕç тунăшăн çеç мар, хăй сыхлăхне çухатса, Энтрейпе ашшĕне калаçтарма ирĕк панăшăн та питех тарăхрĕ. Вĕсен ăраскалĕшĕн хута кĕрес кăмăл-шухăшне йăлтах сирсе, айăплас ĕçе вĕçне çитерме, Михха патĕнче мĕн пулса иртни çинчен евитлесе, Мошкавпа мĕн тумаллине исправникпе сӳтсе явма шут тытрĕ.

Исправник, ахаль чухне те васкарах çӳременскер, çăварни ăсатнă хыççăн канцелярие çак тери ир пырасса кĕтменччĕ Огуречников. Çула май кĕрсе пăхăп та хăй килне кĕме хăюллăрах тесе шухăшланăччĕ. Исправник çитсе те ларнă иккен. Огуречников тивĕççĕн саламлама ĕлкĕричченех:

— Эсир мĕн хыпар илсе килтĕр тата? — пăлханса ыйтрĕ вăл.

Огуречников ирĕксĕрех сехĕрленчĕ. Халиччен исправник ăна евĕклĕн кĕтсе илекенччĕ. Ĕçшĕн тесен — ырланине кăна илтнĕ. Паян çав тери кăмăлсăр йышăнчĕ пулсан, мĕн сиксе тухнă-ши? Ахăртнех, ун станĕнчи хăрушла ĕçсем çинчен малтанах пĕлмен-ши? Огуречников ним калама аптраса тăнă хушăра исправник сăнран улшăннине асăрхарĕ. Тата куçĕ те темле хăравçăланса та тилĕрсе вылять.

— Ну?! — тата хыттăнрах ыйтрĕ исправник.

— Ваше высокоблагородие, эпир аслă патша тытăмне хирĕç çырнă листовка тупрăмăр! — терĕ Огуречников, исправнике пушшех çиллентересрен шикленсе.

Исправник, ĕçлĕхсĕр пурăнса сӳсленнĕ ӳт-пӳне пăхмасăр, айăкĕнчен йĕппе тирнĕ пек йăкăлт! сиксе тăчĕ.

— Мĕн терĕр эсир?

— Эпĕ, ваше высокоблагородие, аслă патшана хирĕç çырнă листовка тупрăмăр терĕм...

Исправник аранах ăнланчĕ. Чĕтреме тытăннă ура шăнăрĕсем ӳт-пĕве йăтса тăраймарĕç. Вăл кутăн кайса ларчĕ. Куçĕ умĕнче хура ункăсем вĕçе пуçлăрĕç. Инкек тинех çитрĕ. Иккĕмĕш станри темиçе вулăсра тупнă листовкăсене каç кӳрсе пани, вĕсем халь те куçа çисе, пуçа анратса выртни сахал... пĕрремĕш станран та çавнах илсе килчĕç. Ерекен чир майлах, пĕтем уезчĕпех сарăлнă иккен. Станувуйсене, уретниксемпе стражниксене сыхă тăма кирлине асăрхаттарсах тăнă пулин те, вăл тĕттĕм чăвашсен хушшинче революциллĕ юхăм сарăласса ĕненменччĕ. Кунашкал шухăшлама ăна станувуйсем те пулăшнă. Акă, халь ун умĕнче тăракан Огуречников сахал лăплантарнă-и? Эрне каярах çеç-ха хăй станĕнче ним пулас çук пек çырса пĕлтерчĕ. Исправникĕн тилĕрнĕ юнĕ куçне тăвăнчĕ. Вăл станувуй çине сĕкĕшме хатĕрленнĕ вăкăр пек пăхрĕ те сурчăкне сирпĕтрĕ:

— Мĕнле хăйнă эсир? Хăвăра шанса панă станра аслă патшана хирĕç листовкăсене салатма мĕнле ирĕк панă?!

— Хам айăпа пĕтĕмпех йышăнатăп, ваше высокоблагородие!

— Хăвăр айăпа йышăнатăр-и, сукин сын! Станувуйран кăларатăп! Суда паратăп!

Огуречниковăн чĕркуççи шăнăрĕсем чĕтре пуçларĕç. Исправникшĕн сăмахран ĕçе куçасси ним те мар. Вара станувуй мундирне хывма тивĕ. Унпа пĕрле кĕçĕнрех тӳре-шарасен хушшинчи хисеплĕ пурнăç çухалĕ.

Станувуй хирĕç чĕнменни исправнике чăлхантарса ӳкерчĕ. Кăшкăрсан-кăшкăрсан, сасси те чакса ларчĕ. Нервисем лăпланайманнипе питçăмартипе хулпуççийĕсем çаплипех сиккелеме чарăнмарĕç. Юлашкинчен хăйне хăй аран тыткаласа, Огуречникова ларма сĕнчĕ.

— Ăçта, кам патĕнче тупрăн? Хăвăра шанса панă станра çавнашкал çын пуррине мĕншĕн сисмен эсир? Пĕлтерӳçĕсем мĕн тунă сирĕн?

— Ваше высокоблагородие, эсир тĕрĕсех ятлатăр мана. Анчах ун патĕнче листовка тупăннă çынна халиччен те шанман. Ун пирки сире те систернĕ.

— Кам пирки?

— Михаил Петрович Янашовăн пултăрĕ пирки.

Исправник çамки пĕркеленчĕ. Кураков Андрей, ашшĕ-амăшĕн сăмахĕнчен тухса, учителе кайни, ирĕк шухăшсене уççăн калани çинчен Огуречников, чăн та, евитленĕ.

— Аранах сăн-сăпатне палăртрĕ иккен, мерзавец!

— Так точно, ваше высокоблагородие, арестлеме тиврĕ.

— Тĕрĕс тунă.

Начальник кăмăлĕ çаврăна пуçланине сиссен, Огуречников та хăйса çитрĕ. Сумкинчен хут кăларса исправник умне хучĕ.

— Ваше высокоблагородие, кунта пĕтĕмпех çырнă.

— Юрать, Григорий Петрович, пăхса тухăп. Эсир унччен хула курса çӳрĕр-ха. Килтен ир тухнипе апатланма та ĕлкĕреймен-и, тен?

— Ĕлкĕреймен çав, ваше высокоблагородие, — пытармасăр хуравларĕ те Огуречников исправник хăй килне кайма сĕнессе кĕтрĕ. Атăлкассине пырсан, яланах Огуречников патĕнче хăналаннă-çке вăл.

Исправник хăйне пăхăнакан тӳре-шара кăмăлне тавçăраймарĕ. Аслăрах тӳре-шарана кĕçĕнни хăна тумалли йăла пур, кĕçĕнни асли патĕнче хăнара пуласси çеç йăлара çук.

— Ну, вăт.... Пĕр-пĕр харчевньăна кĕрсе апатланăр. Унччен вуласа тухма тăрăшăп.

Шупашкар урамĕ Огуречникова чиркӳ чанĕсен шавĕпе кĕтсе илчĕ. Çич-сакăр пин çынран ытла пурăнман хулара вун çичĕ чиркӳ тата хĕрарăм мăнастирĕ. Патша йĕркишĕн тăракансем, пĕчĕк хуларах çакăн чухлĕ чиркӳ лартса чăваш халăхне ĕмĕр-ĕмĕрех тĕттĕмре те пусмăрта усрăпăр тесе шаннă-и, тен...

Огуречников пысăк хуран тĕпĕ пек лаппа вырнаçнă пасара пычĕ. Халь юр кайман пирки кунта çӳреме аван. Çуркунне е çулла, çумăр çунă вăхăтра, килсе ан кĕрех. Пылчăка путса ларăн. Сăртарах вырнаçнă урамсем тăрăх юхакан тислĕкпе тасамарлăх пĕтĕмпех çакăнта пухăнать. Суту-илӳ тăвакансем çеç куна ним вырăнне те хумаççĕ. Вĕсен таварĕсем таса е таса маррине тиркекен мещенсем пурпĕр илессе шанаççĕ.

Огуречников чи çывăхри харчевньăна кĕчĕ, кам та пулин сăйласса кĕтрĕ. Никам та йыхăрмарĕ. Огуречников ирĕксĕрех пĕр пушă сĕтел хушшине вырнаçрĕ...

Станувуй хăйĕнчен çырнине тата çынсем кăтартнине вуланăçемĕн исправник пĕр вĕриленсе, пĕр сивĕнсе кайрĕ. Вăл пĕчĕк татăк çеç тăрса юлнă та, кĕтессине «Пĕтĕм тĕнчери пролетарисем, пĕрлешĕр!» тесе çырнине асăрханă хыççăн ку мĕне пĕлтернине Огуречниковран та ытларах ăнланчĕ. Ан тив, исправник «Коммунистла манифеста» нихçан вуламан пултăр. Çак лозунга Ленин ертсе пыракан большевиксен партийĕ хăйсен кĕрешӳ ялавĕ туса хунине илтнĕ. Çитменнине, чăвашла çырса, типографире пичетленĕ. Каç кӳрсе панă листовкăсемпе танлаштарса пăхрĕ те пурте пĕр çĕртен тухнине ĕненчĕ. Апла ăна шанса панă уездра социал-демократла рабочи партин çирĕп организацийĕ ĕçлет. Анчах ăçта вырнаçнă вăл? Камсем тăраççĕ унта? Ку ыйтусем çине тĕллĕ хурав çук. Исправник, Огуречников çырнă пекех, Энтрей аллине листовка ăнсăртран лекнине шанмарĕ, тимĕрçĕ ăнсăртран тухса кайман тенипе те килĕшрĕ. Халех тупсăмне тупса тымарĕпех кăкламасан, тата темле инкек сиксе тухĕ.

Станувуй килсе кĕни исправникĕн шухăшне татрĕ.

— А-а... Таврăнтăр-и?

— Так точно, ваше высокоблагородие... Пăхса тухма ĕлкерейрĕр-и?

— Пăхса тухрăм... Ларăр. Эсир Раççей патшалăхĕшĕн чи хăрушă организаци йĕрĕ çине ӳкнĕ тесен те ытлашши мар. Мĕнле майпа тупса кăклас вĕсене? Ахаллĕн айăплисем иксĕмĕр пулăпăр.

— Питех ăнланатăп, ваше высокоблагородие...

— Ăнланни паха, анчах сахал. Эсир мана çакна каласа парăр-ха: малалла мĕн тума шутлатăр?

— Чи малтанах, Андрей Куракова опытлăрах следователь аллине памалла та тус-йышĕсем çинчен калаттармалла. Эпир хамăр енчен мĕнпур пĕлтерӳçĕсене ура çине тăратăпăр. Çылăх каçарттарнă чухне пачăшкă вăлтса пĕлме тăрăшĕ. Ĕненекенсен кăмăл-шухăшĕсене пусарса, ирĕклĕх çинчен шухăшлама пăрахтарас ятне пачăшкăна сăваплă иккун тупма хушрăм.

— Ку та сахал...

— Тата акă мĕн, ваше выçокоблагородие... ун çинчен донесени çине çырман та... Андрей Кураков çыхăннă тăшмансем Хусанта мар-ши?

— Хусанта?..

— Ия, ваше высокоблагородие, листовкăна пичетленĕ шрифта асăрхаса пăхăр-ха. Çак шрифтпа чăваш ачисене вĕрентекен кĕнекесене пичетленĕ.

Исправникшĕн хĕвел тухса тĕттĕме сирнĕ пекех туйăнчĕ. Огуречников сĕмленни питех тĕрĕс. Листовкăсене ниçта та мар, духавнăй консисторин типографинче пичетленĕ. Çавăнта чăвашла кĕнекесем кăлараççĕ. Патшана хирĕç кавар тăвакан организаци Хусанти фабрик-заводсенче, типографире ĕçлекенсен хушшинче пулмасан тата ăçта пултăр?

■ Страницăсем: 1... 3 4 5 6 7 8 9 10 11 12 13 ... 20