Ĕмĕр сакки сарлака. 3-мĕш кĕнеке :: Пĕрремĕш пайĕ


Элекçей хăраса ӳкрĕ. Ашшĕ хайне хай ним вырăнне хумасăр тыткаланине пĕр каçра икĕ хутчен курчĕ вăл. Тата кам пирки пулчĕ ку? Ассăр ывăлне ашшĕ вилĕмле инкекрен хăтарас пирки. Элекçей уретник чăнласах пĕтерме пултарассине ăнланса илчĕ. Мошков калашле, уншăн тепĕр протокол çырасси нимех те мар. Тата камсене çăласшăн пуçне чул айне хума шутланă-ха вăл, хăйне хур кӳнĕ çынсене çăласшăн мар-и? Кун хыççăн Элекçей Микулапа Ваçлин айăпĕсене юриех пысăклатма, вĕсене çилленнипе, курайманлăхне çĕнĕрен чĕртме тăрăшса, ырă кăмăлне сирчĕ.

— Юрĕ, ал пусса парăп эппин...

Мошковăн пăтранчăк куçĕнче рехетленнĕ хĕлхем выляса илчĕ. Элекçейĕн хиреç тăрас шутлă вăй-халĕ арканнине ĕненчĕ вăл, малалла ĕç çу сĕрнĕ пекех пырасса шанчĕ. Дежурнăй стражнике, пуçĕпе сĕлтсе, тухма хушрĕ те ăшпиллĕ сăмах çине куçрĕ:

— Петр Константинович, ура çине тăр! Сирĕн пек хисепле чăваша чĕркуççи çинче упаленни килĕшӳсĕр. Çӳлти турă пĕлет, — Мошков сăхсăхрĕ, — эсĕ кунашкал мĕскĕнленнине курасшăн марччĕ. Уншăн эпĕ айăплă мар. Ăна тек аса илмĕпĕр. Турă ырлăхĕпе ĕç ăнăçлă вĕçленĕ.

— Тавтапуç, Иван Митрăч. Эсĕ ырă тунине ĕмĕрне те манмăп, — терĕ Касмухха, чĕркуççи çинчен çĕкленсе, хăй вырăнне ларчĕ.

Мошков, Касмухха хутне кĕрсе, Элекçее хăтăранçи пулчĕ:

— Куратăн-и ĕнтĕ, аçуна мĕн таран пысăк хуйхă кӳтĕн... Мана та сахалах тарăхтармарăн. Çак пĕтĕмпех эсĕ айван ăслинчен килсе тухрĕ. Пĕр сăмахранах килĕшнĕ пулсан, ĕç тахçанах вĕçленĕччĕ. Эсир те паçăрах килтеччĕ. Малашне ăспарах хăтланма тăрăш. Хăвăнтан аслисемпе нихçан та ан хуравлаш. Лар! — Элекçей никам çине пăхма вăтанса ларчĕ. Пуçне усрĕ. Уретник протокол çырсан, вăл унта мĕн çырнине вуламасăрах ал пусрĕ. — Вăт, урăх ним те кирлĕ мар. Çакна асăрхаттармалли çеç юлчĕ: кунта мĕн курни-илтнине манма тăрăшăр. Хăвăр патăрта чухне калашле, Андрей Куракова арестлени çинчен те шăла çыртăр. Унсăрăн хăвăрах йывăр килĕ. Çавна яланах асра тытса тăрăр.

— Укшăн ним те ан шухăшлăр, Иван Митрăч. Пирĕн çăвартан сăмах тухмĕ.

— Ĕненетĕп, ĕненетĕп, Петр Константинович... Ĕнтĕ киле кайăр... Хам пата хăнана илсе кĕменшĕн ан çилленĕр. Вăхăчĕ çавнашкал пулчĕ-ха...

— Эпир хăнана кĕресси тармĕ-ха, Иван Митрăч... Хă-вăр унталла пырсан, пирĕн кил тĕлĕнчен иртсе ан кайăр. Сăмахран, акă, вырсарникун, çăварни эрнине ăсатма арăмупа иксĕр пырăр.

Çакнашкал пĕр-пĕринпе хисеплĕн калаçкаланă хыççăн Касмуххапа ывăлĕ тухса кайрĕç.

Мошков чĕтрекен аллисемпе протоколсене чи хаклă япала пек тыткаласа хавхаланчĕ. Аранах телей шăпи тухрĕ. Вăл патшана хирĕç тунă кавара тăрă шыв çине кăларчĕ çеç мар, хăй курайман çынсене те тĕп турĕ. Вĕсене паянах решеткене хупĕç. Касмуххапа ывăлĕ суя кăтартнине никам та тавçăрса илеймĕ. Хăйсем вĕсем пĕр хут суйнă сăмахĕнчен каялла чакмĕç. Мошковăн ӳсĕрпе йывăрланнă пуçĕ усăнать, ыйхă выртма хистет. Ĕç ăнăçлă иртнĕ хыççăн кăшт сыпсан та чармĕччĕ. Пуçăннă ĕçе вĕçне çитерме хăнăхнăскер, илĕртӳллĕ кăмăл-шухăшне парăнмарĕ. Тата çакна та лайăх чухлать вăл: айăплă çыннăн ăшĕнче мĕн пуррине унăн тăнпуçĕ сапаланнă самантра çеç, вăл следователĕн усал чеелĕхне ăнланса иличчен çеç пĕтĕмĕшле вăлтса пĕлме май пур. Вăхăт иртсен, айăплă çын тунма пуçăнать. Мошков шăнкăравне шăнкăравларĕ те арестленĕ Куракова илсе кĕме хушрĕ.

Уретникпе станувуй кабинетне уйăракан стена çумĕнчи шкап хыçне вырнаçнă Натюша ĕмĕр тăршшĕ тăнăн тунăнчĕ. Мошковсем Тĕмшертен таврăннăранпах ним хусхалман пирки унăн пĕтĕм ӳп-пĕвĕ, ура сыпписем сарлатакан пулчĕç. Сак самантра шкапа вырăнтан сиктерсен, вăл кĕрĕсех ӳкĕччĕ. Натюш хускалса ӳт-пĕвне кантарма мар, кăкăр туллин сывлама та хăрарĕ. Çитменнине, ăна хăваласа кăларасшăн пекех, Мошков каллех табак туртма тытăнчĕ. Хаяр та йӳçĕ тĕтĕм Натюш карланкине тӳсме çук кăтăклантарчĕ. Юлашкинчен вăл тӳсеймерĕ, çăварне кĕпе çаннине тĕркелесе тултарчĕ те ӳсĕрсе ячĕ. Çак янăравсăр сасă тĕпсакайĕнчен тухнă пек çеç илтĕнчĕ пулин те, Натюшшăн аслати авăтнăн туйăнчĕ. Сехри хăпнипе чĕри уксахласа тапма пуçларĕ.

Мошков тейле Сасса илтсе чарăнчĕ. Йĕри-тавра пăхкаларĕ. Анчах ялан питĕрĕнсе тăракан пӳлĕмре çын пулма пултарасси пуçне пырса кĕменнине иӳпсемерĕ. Энтрее илсе кĕни те ун шухăшне урăх май çавăрчĕ.

Энтрей шăннипе те нервисем хускалнипе сиксе чĕтрет. Мошков ун çине тинкерсе пăхрĕ те, тути-çăварĕ шыçса тăртаннине, куç айĕсем хуралнине курсан, кунашкал ĕçе çак тери таса тума хăй çеç ăста пек шутласа, ăшĕнче хавассăн кулса илчĕ. Аллине салтма хушрĕ. Ырă кăмăллă çын пек курăнма тăрăшса:

— Андрей Семенович, тархасшăн, ларăр! — терĕ. Арестленĕ çынсене хупакан пӳртре ытла та нумайччен уткаласа ывăннă урисене кантарасшăн тата нервисене лăплантарасшăн Энтрей ларчĕ. Çав самантрах пуçне тĕпчевлĕ те çуйлă шухăш пырса кĕчĕ: «Элекçейпе ашшĕ ăçта?» Энтрей кунта кĕрсенех вĕсемпе тĕл пуласса е арестленĕ çынсене хупакан пӳрте илсе пырасса шаннăччĕ. Лешсем пуçĕпех çук иккен. «Киле ямарĕç-ши?» Ку тавçăру Энтрей чĕрине кăштах йăпатрĕ. Касмуххапа ывăлĕ ахалех инкеке çакланни питех пăшăрхантарнăччĕ ăна.

— Андрей Семенович, — паçăрхи пекех ырă кăмăллă курăнма тăрăшса, çемçен чĕнчĕ Мошков, — пĕтĕм чĕререн калатăп: пирĕн хушăра киревсĕр сас-хура сиксе тухнăшăн тарăхатăп. Сирĕн патăрта патшана хирĕç çырнă листовка тупăниччен сылтăм аллăм хăрса ларнине тӳсме çăмăлрахчĕ. Анчах ним тума та çук. Ирсĕр листовка сирĕн патăрта тупăннĕ. Çитменнине, эсир ăна туртса илме тапăнтăр. Çапах та эпĕ хута кĕме хатĕр. Петр Константиновичпа ывăлне ирĕке янă пекех, сире те кăларса яма хатĕр.

— Вĕсем киле кайрĕç-и?

— Ия, Андрей Семенович. Ĕнтĕ сирĕн черет. Çакна çеç астутаратăп: ку вара пĕтĕмпех хăвăра мĕнле тыткаланинчен килĕ!

— Апла мĕн тумалла ман?

— Ытлашши нимех те мар, Андрей Семенович. Мĕн-пурĕ те çакна çеç кăтартса парăр: листовка ăçтан тупрăр тата кампа çыхăну тытнă эсир?

Энтрей уретнике ăнланчĕ. Халь çеç çемĕçме хăтланнă кăмăлĕ хытрĕ.

— Кун çинчен нимĕн те илтеймĕр.

— Мĕншĕн?

— Эпĕ никампа та çыхăну тытман. Листовка пирки те айăплă мар.

— Ăнланатăп, Андрей Семенович... Аван ăнланатăп... — кăмăлĕ тилĕрме хăтланнине пытарса каларĕ Мошков. — Эсир пĕрле ĕçленĕ, пĕр шухăш-кăмăлпа пурăннă. Хăшĕ те пулин çаклансан, ыттисене сутмалла мар тесе тупа тунă. Ирĕкре чухне ку, чăн та, пĕр-пĕрне хисеплеме пулăшакан сăлтав-и, тен? Пирĕн аллă çаклансан, кунашкал сăмах пĕçерни ниме те пĕлтермест, инкекрен урăх ним те кӳмест. Халь сирĕн хăвăр пирки çеç мар, аçупа аннӳ çинчен те шухăшламалла. Эсир — хут вĕреннĕ çын, учитель.

— Атте-аннене нихçан та курман хуйха ӳкернĕшĕн питех пăшăрханатăп, Мана мĕн кĕтнине тавçăратăп, хама та шеллетĕп, пурпĕр ним те калаймастăп, мĕншĕн тесен хам та ним те пĕлместĕп.

Мошков хăй сассине хăпартрĕ:

— Ахă, кăмăлпа каласа парасшăн мар эппин?.. Юрĕ тейĕпĕр. Тата тепĕр сăмах, листовка ăçтан тупрăр?

Энтрей листовка пуррине тунма май çуккине аван чухлать. Татăкĕ уретник аллине çурăлса юлнă. Ун пирки протокол çырса чĕрчĕлĕхсене ал пустарнине те астăвать. Çапах та тимерçе сутасшăн мар вăл. Ан тив, тимĕрçĕ листовкăна ăнсăртран тупрĕ-и, ăнсăртран мар-и, вăл революциллĕ организаципе çыхăннă-и е çыхăнман-и — ăна уретнике сутнипе пурпĕр çăмăллăх килес çук. Тимĕрçе инкек кăтартни çеç.

— Листовкăна эпĕ ăнсăртран тупрăм, — çирĕппĕн хуравларĕ Энтрей.

— Ахă, ăнсăртран тупрăр иккен? Интереслĕ, ăçтан тупрăр вара?

— Шкултан таврăннă чух çул çинче тупрăм.

— Çул çинче тупрăр иккен? Мĕн, пĕлĕт çинчен персе аннă-ши е çил вĕçтерсе пырса пăрахнă-ши? — Мошков сассинче уççăнах йĕлпĕрсе кулни палăрчĕ.

— Кун çинчен те ним калаймастăп. Ăçтан пырса выртнине курман.

Мошков шур куçне кăларчĕ. Чăмăрĕпе сĕтеле кĕрĕслеттерчĕ:

— Господин Кураков, сирĕн чыс та, намăс. та çук. Анчах уссăрах хăтланатăр. Лястовкăна сире Энĕшкасси тимĕрçи Саначин панине эпир аван пĕлетпĕр! — Энтрей минресе кайрĕ. Мошков çаплах чарăнмарĕ: — Тĕрĕс сăмахăн суйи çук-и? Çавăнпа чĕлхĕре çыртрăр-и?

Энтрей тăна кĕчĕ, çапах та Элекçей сутăнчăкне ĕненес килмерĕ унăн: «Çын тени мĕнле майпа çав териех сипетне çухатĕ? Уретник вăлтса пĕлесшĕн кăна каламарĕ-ши?» Энтрей хăй тавçăрнине тĕрĕслесшĕн хăюллăн хуравларĕ:

— Эсир кирек мĕн шутласан та, эпĕ çакна çирĕплетсе калатăп: листовкăна мана Энĕшкасси тимĕрçи те е урăххи те паман. Эпĕ ăна чăннипех çул çинче ăнсăртран тупнă.

Энтрей туннăçемĕн вăл патшана хирĕç кавар тунă Çынсенчен пĕри иккенне Мошков тата ытларах ĕненчĕ. Листовка ăçтан тупăнни пирки калаçса вăхăта ирттересшĕн пулмарĕ. Энтрей суйнине тӳртен тăрă шыв. çине кăларма шутларĕ:

— Ăхă, листовкăна ăнсăртран тупрăр иккен. Апла тесен, арестленĕ çынсене хупакан пӳртре тата мĕнле тĕрĕслĕх çинчен сӳпĕлтетрĕр? Е куна та тунас тетĕр-и?.. — Энтрей хирĕç чĕнмерĕ, Элекçей сутнине йăлтах ĕненчĕ. — Шарламастăр-и? Юрĕ, калаçас килмесен, чĕрчĕлĕхсем кăтартнине вуласа парăп.

— Кирлĕ мар, ан вулăр! — тарăхса эхлетрĕ Энтрей. Çак айăпланине йышăнни пулчĕ. Мошков вăр-варах кăмăлне çемçетрĕ:

Паçăрах астутартăм, тунни пулăшас çук. Пытармасăр кăтартса пани авантарах.

Элекçей сутнă хыççăн листовкăна тимĕрçĕ тупса панине тунни ниме те пелтермессе Энтрей аван ăнланчĕ. Çавăнпа вăл тепĕр хут кĕскен каласа пачĕ те Мошков çырлахасса кĕтрĕ. Лешĕ малалла тĕпчерĕ:

— Эсир кавар тунă çынсенчен пĕрине палăртма пулăшни савăнтарать мана. Ку сире ирĕке кăларассине пĕр утăм çывăхарах илсе пычĕ. Анчах çав тери пысăк айăпа, сирĕн çинчен сирсе, тимĕрçĕ çине тиеме унăн ĕнси çӳхерех. Вăл кунашкал йывăр çăка пĕччен йăтма вăй-хăват çитереймĕ. Вăт, хăвăрах шухăшласа пăхăр ĕнтĕ, тата кам çине тийĕпĕр?

Мошков тимĕрçĕ çинчен пĕлнипе çеç çырлахманни Энтрее тарăхтарчĕ. Вăл, кăмăлне хытарса, хăюллăн хирĕç тавăрса хучĕ:

— Çавна тĕллесе пама пултараймастăп. Эпĕ нимле кавара та хутшăнман. Никампа та çыхăну тытман.

— Çапах та шухăшласа пăхăр-ха... Тен, аса илĕр?...

— Урăх ман шухăшламалли, аса илмелли те çук... Мĕн пулни-пĕлнине пĕтĕмпех каласа патăм.

— Эсир, çамрăксем, айван та сĕмсĕркке çав! — хута кĕнен курăнма тăрашса, сăмăхне малалла тăсрĕ Мошков. — Сирĕншĕн ашкăнасси, усал ĕç тăвасси нимĕн те мар. Явап тытма вăхăт çитсен, хăвăра çăлма май тупаймастăр. Мĕн тăвас тетĕн, аçу-аннӳне хисепленĕрен, хăвăра вĕреннĕ çын тесе шелленĕрен, инкекрен хăтармалли май тупма та хатĕр эпĕ. Аса илĕр-ха, сирĕн пата Энĕшкасси çыннисем — Николай Степановичла Василий Максимов — çӳреместчĕç-и? Листовкăна тимĕрçе çавсем паман-и?

Энтрей сисчĕвленчĕ: «Николай Степановичпа Василий Максимовичăн мĕн ĕç кунта? Е мана аташтарасшăн-и вăл?» Чĕмсĕрленсе ларнипе те инкек сиксе тухасран хăранă пек, Энтрей Мошков шухăшне сирме васкарĕ:

— Энĕшкасси тимĕрçине кам листовка панине е вăл, чăн та, çул çинче тупнине те ĕнентерейместĕп, ун çинчен ним те пĕлместĕп. Николай Степановичпа Василий Максимовича хутшăнтарса сăмах тунине хирĕç çакна калатăп: вĕсем ман пата нихçан та пыман. Хам та кайман. — Тĕрĕсех, Энтрей Тĕмшер шкулне килнĕ çул вĕсем Микулапа чиркӳ хуралçисен пӳртĕнче тĕл пулса паллашнă хыççăн çул иртнĕ çамрăксене хут вĕрентесси çинчен темиçе хутчен те калаçнăччĕ. Ку çынсене хут вĕрентме вăл ытларах Микула сĕннипе тытăннăччĕ. Анчах Энтрей ун çинчен шарламарĕ. — Ытах çакна çирĕплетме хатĕр: Николай Степанович патшана хирĕç кавар туса листовкăсем саракан этем мар. Вăл монархист. Пирĕн прихутра унран ытла тĕнпе патшана парăннă çын урăх тупаймăр. Василий Максимович текеннине пĕр виçĕ çул каярах, çул иртнисене хут вĕрентекен шкула çӳренĕ чух, курнăччĕ.

— Андрей Семенович, ырă çыннăм... Эсир мана ăнланмастăр иккен?.. Вăхăта пушă ирттерер мар. Тепĕр тесен, эсир Николай Степановичсемпе пĕрле пулнине каласа паманни нимех те мар. Вĕсем патшана хирĕç кавара хутшăннине эпир унсăрах аван пĕлетпĕр. Эпĕ сире ырлăх тăвасшăн. Каторгăна çакланасран хăтăлма пĕр май çеç: листовкăна Николай Степановичсем панине сире тимĕрçĕ каласа панă. Эсир вăхăт çуккипе пире çийĕнчех евитлеймен. Пурăна киле ун çинчен йăлтах маннă. Вăт çакнашкал сăмахсене протокол çине çырăпăр та, ĕçĕ пĕтсе лартăр. Энтрей мĕнпур ырă кăмăл-шухăшĕпе хĕрӳленсе кайрĕ:

— Аранах ăнлантăм. Эсир хама çăласшăн ним айăпсăр çынсене сутма хушатăр!

— Андрей Семенович, тархасшăн, ан сӳпĕлтетĕр. Эсир тӳрĕ е сутăнчăк çынне леш тĕнчере тишкерччĕр. Ку тĕнчере хăвна ху упрани паха. Пурăнас кунçулăр пур çĕртенех ма тупăка кĕрсе выртас?

— Ан тив, кирлĕ пулсан, чĕрĕллех тупăка тĕркелесе чикĕр! Эпĕ пурĕпĕр эсир хушнă пек киревсĕр ĕç тума килĕшместĕп!

Мошков кăмăлĕ те тилĕрчĕ. Энтрее хăй ирĕкне парăнтарасшăн çеç çиеле кăлармарĕ.

— Андрей Семенович, никама та сутмастăп... Нимле киревсĕр ĕç те тумастăп тесе айвансене. е ухмахсене чавса тăршшĕ лартасшăн çеç калаççĕ. Харпăр хăй пурнăçĕ çыннăннинчен хаклăраххине тăм-ухмах та чухлать. Николай Степановичсем çинчен вĕсене айăпласшăн юри сăмах хускатнă тесе ан шухăшлăр. Ун пирки эсир кăтартни кирлĕ те мар. Вĕсем айăплине икĕ чĕрчĕлĕх çирĕплетсе ал пусни çителĕклĕ. Çав чĕрчĕлĕхсем кăтартнă тăрăх, Николай Степановичпа Василий Максимович сирĕн çума хăйсем çыпçăнма хăтланнă. Эсир килĕшменнипе, сире тавăрма шут тытса, листовкăна юри тыттарнă.

Энтрей тем пекех пăлхансан та, тем пекех вĕчерхенсен те, сасартăк ыйтса пĕлме шут тытрĕ:

— Тĕлĕнмелле, ку хыпарсене кам каласа панă сире? Мошкова Энтрей парăннă туйăнчĕ. Тата кунти сăмах ниçта та тухас çуккине шаннипе:

— Эсир манран патшалăхшăн пит пысăк йăрăса вăлтасшăн. Урăх çын умĕнче шарлассăм çукчĕ. Сире çăлăнма май туса парасшăн пытармăп: Петр Константиновичпа ывăлĕ каласа пачĕç. Ĕнтĕ сирĕн çеç ал пусмалли юлнă. Вара ирĕкре пулатăр! — терĕ.

— Çук! — терĕ Энтрей, темле ирсĕр япала çыпçăнасран хăранă пек.

— Мĕн çук?

— Çакса вĕлерсен те кунашкал ĕçе хутшăнассăм çук! Шел, Касмуххасем çакăнта, ман куç умĕнче, мар. Эпĕ вĕсем çине чун-чĕререн кураймасăр сурăттăм! Ĕнтĕ пахаçсем патĕнче пурăннăшăн та ӳкĕнетĕп.

— Çитет! — тӳсĕмлĕхĕ пĕтнипе хаяррăн кăшкăрса пӳлчĕ Мошков. — Ырă тума тăрăшнине йышăнмасан, хăвăра хăвăр ӳпкелĕр. Çак самантран пуçласа сире аслă патшан тăшманĕ шутласа кăна калаçăпăр! — Шăнкăравне шăнкăравларĕ. Дежурнăй стражник кĕрсен, хыттăн хушрĕ: — Аллине каялла çыхăр та сивĕ пӳрте хупăр!

Мошков пĕчченех юлчĕ. Энтрей килĕшменни кăмăлне пăсрĕ пулин те, тĕпчев ăнăçлă иртрĕ. Листовкăна тимĕрçĕ панине Энтрей хăй те тунмарĕ. Çак ĕнтĕ вăл пĕччен маррине йăлтах çирĕплетет. Акă, тимĕрçе тытса килĕç те, лайăхрах тĕпчесен, ытти тус-йышсене те тупса парĕ. Лешсем, хайсен енчен, теприсене сутĕç. Вара Мошков, çăмхана сутнĕ пекех, çынсен чĕлхисене уçса, аслă патшана хирĕçле ĕç тăвакан ушкăна тăрă шыв çине кăларĕ. Кун çумне Микулапа Ваçлине çыхма та ансат. Икĕ чĕрчĕлĕх кăтартса пани те çителĕклĕ. Ан тив, Энтрей хирĕçтĕр. Ăна никам та ĕненмĕ. Айăплă çынсем тус-йышĕсене сирсе хăварма тăрăшнине пурте пĕлеççĕ. Кĕçех вăл Микулапа Ваçли килне пырса кĕрĕ те пĕтĕмпех пуçхĕрлĕ тăратĕ. Курайман тăшмансене çапса хуçнинчен пысăк савăнăç тата мĕн пултăр! Анчах станувуй çыварнă хушăра Мошкова та канса вăй-хăват хушма вăхăт. Вăл çырнă хучĕсене сĕтел сунтăхне питĕрсе тухса кайрĕ.

 

III

Натюш шкап хыçĕнчен тухрĕ те йăванса каясран стена çумне тайăнчĕ. Ури-алли, ӳт-пĕвĕ ывăнса хытнăран çеç мар, чунĕ ытла тарăхни шалтах халтан ячĕ. Çут тĕнчере мĕнешкел ирсĕр çынсем пуррине пуçламăш хут пĕлнипе унăн çамрăк та таса чĕри хĕскĕчпе хĕстернĕн ыратрĕ. Тата ку ирсĕр этемсем камсем-ха? Прихучĕпе хисеплĕ шутланакан Касмуххапа ывăлĕ хăйсен пуçĕсене çăласшăн айăпсăр çынсене сутрĕç. Натюш кăштах каннă хыççăн алăк патнелле тĕнкĕлтетрĕ. Уретник яланхи пекех алăка питĕрсе хăварнă. Натюш Саначин туса панă çăраççипе уçса тухрĕ те хăйсем пурăнакан пӳлĕме васкарĕ. Кунта ăна ашшĕ çуйлăн кĕтсе илчĕ.

— Мĕн хыпар?

— Ай, атте, инкек! Касмуххапа ывăлĕ Микула пиччепе Ваçлине сутрĕç!

Натюш шкап хыçĕнче тăнă çĕрте мĕн илтнине кĕскен каласа пачĕ.

Прахăрăн йывăр ĕçпе пиçнĕ шăнăрлă алли чăмăрланчĕ. Касмухха çакăнта пулсан, ăна халех çапса ӳкерĕччĕ вăл. Умĕнче хĕрĕ çеç тăнипе çиллине шăмарасшăн:

— Вăт ирсĕрсем! Вăт пахăçсем! — тесе эхлетрĕ. Арестленĕ çынсене хупакан пӳртĕн чӳречи умĕнче тăнă çĕрте хăй мĕн илтнине каласа парсан, хĕрне хушрĕ: — Пыр, хăвăртрах пĕлтер. Кĕçех тул çутăлĕ те, станувуй ыйхăран вăранĕ. Вара кайма хĕнтерех.

Çенĕкре ним сас-чӳ çук. Энтрее хупма кайнă дежурнăй стражник таврăнайман-ха. Кил хушшинче те шăпах. Çĕрле алхаснă çил-тăман ире яхăн лăпланнă. Натюш хыçалти калинккерен чупса тухрĕ. Урам хушши чĕрĕле пуçланă. Инçетри ялсенчен утă е вутă кӳме каякан лавсем Атăлкассн витĕр тĕрлеттерсе иртеççĕ. Вĕсене каç çула шăлса хăварни те чараймасть. Кашниех, çуркунне çывхарса килнĕ май, Атăл çулĕ ваниччен йăлăм енче мĕн пуррине турттарса таврăнма васкать.

Натюш, утнă çĕрте утса, чупнă çĕрте чупса, пысăк магазин айккинче ларакан йывăç кил-çурт тĕлне çитрĕ те чӳречерен виçĕ хут шаккарĕ. Вара хапха умне пычĕ. Кĕçех кил хушшинче юр кăчăртатнипе пĕрле арçын сасси илтĕнче:

— Кам унта?

— Эпĕ, çармăссен енчисем, — хуллен хуравларĕ Натюш.

Сăлăпа катернĕ сасă илтĕнчĕ. Хапха уçăлсан, Натюш вĕлт çеç кĕрсе çухалчĕ.

— Натюш... — Муравьев ал парасшăнччĕ, хĕр пăлханнине сиссе тытăнса тăчĕ.

— Захар Павлович, — чĕнчĕ Натюш, — пысăк инкек.

— Мĕнле инкек?

Натюш мĕн илтни-курнине кĕскен каласа пачĕ. Юлашкинчен хăраса ӳкнине пытармасăр хушса хучĕ:

— Мĕн курăпăр ĕнтĕ?

— Нимех те мар, Натюш... Сехмет хăрушă та, пихампар ырă, теççĕ. Инкек пире çакланмасăрах иртĕ... —

Муравьев, кунашкал хуравласа, хĕре çеç мар, хăйне те лăплантарма тăрăшрĕ. Листовка ăнсăртран Кураков аллинче тупăнни, ку ĕçе Микулапа Ваçлие хутшăнтарма тăрăшни чăннипех те пысăк хăрушлăхне пĕлтерет. Муравьев, хăйне хăй алла илсе, малалла тата тăнăçлăрах каларĕ: — Хыпар илсе килнĕшĕн тавтапуç. Эсир мĕн таран кирлĕ те пысăк ĕç тунине халлĕхе хăвăр та чухлаймастăр. Вăхăт çитсен, сана ун çинчен юлташсем ăнлантарĕç. Халь кайăр та асăрхама тăрăшăр. Ытти пирки ним те ан пăшăрханăр.

Натюш кăмăлĕ уçăлчĕ. Самантлăха хăрушлăх çинчен те манса кайрĕ. Ăна асран кайман каччи тав турĕ. Хăю çитсен, шухăшласа тăмасăрах ун аллине тытса чăмăртĕччĕ. Яланхи пекех сăмах та чĕнеймесĕр уйрăлчĕ.

Тепĕр самантран Муравьев та çула тухрĕ. Çивĕч урхамахĕ ăна кĕçех Энĕшкассинчи чул юпаллă, сăрлă пысăк хапха умне илсе çитерчĕ. Хапха питĕрĕнсех тăнипе Муравьев шашулккана тăватă хутчен шаклаттарчĕ. Вăхăт нумай та иртмерĕ — шал ,енчен арçын сасси илтĕнчĕ:

— Кам унта?

— Эпĕ, йăлăм енчисем.

Халха уçăлчĕ те Муравьев кил хушшине кĕчĕ.

— Наум пичче, салам!

— Салам, салам, Захар Павлович! — хуравласа хапхана хупрĕ Наум. — Урхамаха тăварас-и?

— Тăварас мар. Сарай айне тăратса, мĕнпе те пулин вит кăна. Эпĕ нумай тăмастăп, каятăп!..

— Юрĕ, эппин.

— Кил хуçи арăмĕ çывăрать-и?

— Захар Павлович, кирлĕ мара калаçатăр! Пирĕн кил хуçи арăмĕ ку вăхăтчен хăй ĕмĕрĕнче те çывăрса курман. Выльăх-чĕрлĕхе апатлама та ĕлкĕрнĕ вăл, халь пир тĕртет.

Муравьева çирĕм ултталла çитнĕ, шурăмпуç çăлтăрĕ пек таса та савăнăçпа тулли пит-куçлă çамрăк хĕрарăм кĕтсе илчĕ.

— Килех, Захар Павлович!

— Мĕнле пурăнатăр, Анна Александровна!

— Питĕ аван... — тăванла ал тытрĕ те Анук ыйтса пĕлме васкарĕ: — Çак тери ир мĕн хăваласа килчĕ сире?

— Усал хыпар, Анна Александровна.

Анукăн илемлĕ сăн-пичĕ çине çуйлă тĕç çапрĕ, сасси сисчĕвленчĕ:

— Мĕнле усал хыпар?

— Кĕçĕр Тĕмшер учительне, Андрей Куракова, арестлесе Атăлкассине илсе пынă.

Анук чи малтан çакна ăнланчĕ: Энтрей йышши пуян та хăватлă çын ачине арестлеме хăйрĕç пулсан, революциллĕ юхăм сарăлса пынинчен хăраса ӳкнĕ тӳре-шарасем пысăк ĕç тума шутланă. Çапах та ытлашши шарт сикме сăлтав çук. Энтрей революциллĕ организаципе çыхăнман, либералла шухăшсемпе арпашнă çын кăна.

— Мĕн ĕç пирки арестленĕ-ши ăна? — тăнăçлăн ыйтрĕ Анук.

— Ун хваттерне ухтарнă, листовка тупнă.

— Листовка?

— Ия, Анна Александровна. Çитменнине, Касмухха ывăлĕ листовкăна Энĕшкасси тимĕрçи тупса панă тесе уретнике пĕлтернĕ, тет.

■ Страницăсем: 1 2 3 4 5 6 7 8 9 10 ... 13