Ĕмĕр сакки сарлака. 3-мĕш кĕнеке :: Пĕрремĕш пайĕ


Анук, Энтрее революциллĕ юхăма хутшăнтарма шут тытнă май, ун кăмăл-шухăшне тĕпчесе пĕлесшĕн тимĕрçĕ урлă листовка тыттарнине аса илчĕ. Кун хыççăн вĕсем Энтрей тимĕрçĕпе калаçу хускатасса кĕтрĕç. Тимĕрçĕ çавăншăн ик-виçĕ хут чиркĕве кайса Энтрей çывăхне пынă, Лешĕ ним те йӳпсемен пирки ăна хутшăнтарас шухăша сирме тивнĕ. Энтрей листовка пирки сас-хура туманран ăна пĕтернĕ тесе пурăннă. Çук иккен. Тимĕрçе тытса хупас хăрушлăх сиксе тухнă. Анук çуйланнипе ăнланса юлайман пек тепĕр хут ыйтрĕ:

— Апла тесен, Андрей Семеновича листовкăна тимĕрçă пани полицейскисене паллă-,и?

— Паллă, Анна Александровна.

— Тĕлĕнмелле, Элекçей ăçтан пĕлме пултарнă ăна?

— Андрей Кураков арестленĕ çынсене хупакан пӳртре ларнă çĕрте каласа панă терĕç.

— Пĕтĕмпех çырса хунă пек тĕрĕленнĕ. Пĕри каласа панă... Тепри сутнă... Этемлĕх чысĕпе сутă тăвакансем темерĕн!..

— Чи хăрушши ку мар-ха, Анна Александровна. Мошков, Николай Степановичпа Василий Максимович та Кураковпа пĕрле патшана хирĕç кавар тунă пек кăтартса, протокол çырнă. Касмуххапа ывăлне ал пустарнă.

Анук сехри хăпнипе шурса кайрĕ. Ури айĕнче хăма мар, тĕпсĕр шăтăк пекех туйăнчĕ ăна. Сикесрен хăтăлма май шыранăн хăрах аллипе пир тĕртекен станран тытрĕ. Чĕри татăлса ӳкесрен тепĕр аллине кăкăрĕ çине хучĕ. Хăйне Элекçей вăрласа кĕлете хупсан, упăшкине вут тивертнĕ тесе айăпланă вăхăтра та кунашкал хăраманччĕ-и, тен. Ун чухнехи инкек вĕсемшĕн çеçчĕ. Халĕ революциллĕ юхăма хутшăннă тус-йыша та тивме пултарать.

Муравьев Анук пăлханнине мĕнле те пулин сирсе ярасшăн пулчĕ:

— Анна Александровна, усал хыпар илсе килнĕшĕн, тархасшăн, ан çилленĕр...

Анук лăпланчĕ. Пит-куçĕ хĕрелсе кайрĕ. «Захар Павлович мĕн шухăшларĕ-ши? Эпĕ хăравçине ыттисем пĕлсен, мĕн калĕç?» Вăл, хăйне хăвăрт алла илсе, Муравьева пӳлчĕ:

— Уссăрах пăшăрханатăр, Захар Павлович. Эсир усал хыпар çеç мар, кирлине те илсе килтĕр. Эпир тăшмансем мĕн тума шутланине чухлатпăр. Çакă — пирĕн çĕнтерӳ. Уйăпа манран, Микуларан тата вĕçне çитичченех пирĕнпе пĕрле кĕрешме хатĕр тус-йышсен ячĕпе тав ту. Тата çакна асăрхаттар: сисчĕвлĕрех пулччăр. Кирлĕ-кирлĕ маршăнах пуçа инкеке ан чикчĕр.

— Калатăп, Анна Александровна, калатăп! — Анук кăмăлĕ çĕкленнине сиссен, Муравьев та чĕрĕленсе хуравларĕ.

— Чăвашсен йăлипе, ырă хыпар илсе килнĕ çынна хăналама тивĕç! — терĕ те Анук хăй çути çук пӳлĕме васкаса кĕчĕ. Унтан кăкшăмпа сăра илсе тухрĕ. Муравьева тултарса пачĕ.

— Тавсъе, Анна Александровна!

— Тавах та, курман, Захар Павлович! — Муравьев аллинчен çăра куркине тытса татах сĕнчĕ. — Кăштах çырт-калама. кăмăл тумăр-и?

— Тавтапуç, Анна Александровна. Апатланма ир-ха. Тата каялла таврăнма васкатăп. Унта кашни минутрах çĕнĕ сас-хура сиксе тухма пултарать. Эппин, чипер юлăр-ха.

Анук текех чарса тăмарĕ. Пĕччен юлсан, çилли вĕресе хăпарчĕ. «Вăт им-юмсем! Вăт ие çăпатисем! Вĕсем ман çамрăк пурнăçăма чут çеç пĕтерсе лартмарĕç. Халь каллех пирĕн çул çине тăчĕç». Анчах кун çинчен шухăшласа тăма вăхăт çук. Инкеке сирмеллех. Упăшки патне кайсан, мĕн тумаллине кăтартса парĕччĕ. Вăл Энешкассинчен çирĕм çухрăмра. Унта çитсе киличчен полицейскисем тимĕрçĕпе Ваçлие арестлĕç. Ĕç йывăрлăхне Анукăн хăй пуçĕ çине илме тивет. Упăшки ахаль-и ăна хăй тĕллĕн шухăшлама, ĕç тума та вĕрентнĕ.

Анук ывăлĕн пӳлĕмне кĕчĕ. Лешĕ, кун каçиччен урамра выляса ывăннăскер, ним туйми çывăрать. Çурма тĕттĕм пӳлĕмре Анук ывăлĕн пуçелĕк çине сапаланнă ылтăн çӳçĕпе ытарайми пит-куçне курса савăнчĕ. «Папаçăм... Хуйхă-суйхă мĕнне пĕлмен чухне тăнăçлăн та тутлăн çывăр-ха», тесе пăшăлтатрĕ те ăна чуптурĕ. Марьепе Анахвис те çак пӳлĕмре. Анук вĕсен кравачĕ патне пычĕ. Икĕ тăван: пĕри вунçичĕ çула çитнĕ хĕр, тепри ултта пуснă хĕрача — ыталанса выртаççĕ.

— Марье... — ун ыйхине татас килместчĕ пулин те, пăшăлтатса чĕнчĕ Анук.

Çамрăк хĕр сасартăках вăранса куçне уçрĕ.

— Мĕн тăвас, аппа?

— Хуллен калаç... Анахвисе ан вăрат... — астутарчĕ Анук.

— Çук, вăл вăранмасть-ха, — пăшăлтатрĕ Марье те, йăмăкĕн ытамĕнчен хуллен вĕçерĕнсе.

— Ман пата пыр. .

— Халех, аппа...

Анук малти пӳлĕме таврăнчĕ. Кĕçех Марьĕ те çитрĕ.

— Тумлан хăвăртрах! — хушрĕ Анук. — Малтан Ваçли кум патне вĕçтер. Унтан — Кĕтерук аппу. патне. Халех кунта килччĕр!

Çак вăхăтра, васкамалли ĕçех çукран, ял тул çути киличчен çывăрнипе, Марье урам хушшинче никампа тĕл пулмасăр чупрĕ. Уйкаса тухсан çеç сывлăш çавăрмалла утма пуçларĕ. Ваçлипе курнăçасси ун чĕрине яланах хумхантарнă. Кĕтерука Якур вăрлани ултă çул иртнĕ ĕнтĕ. Ваçлипе иккĕшĕн хушшинчи телейсĕр юрату халь те сӳменнине Марье çеç мар, прихучĕпех пĕлеççĕ. Ахальтен-и варлă пурăнакан хĕрпе каччăна та «Ваçлипе Кĕтерук пек юратаççĕ» тесе калаççĕ. Иртнĕ кĕркунне Ваçли прихутут çынсене тепре тĕлĕнтерчĕ. Вăл юмăç карчăк пурăннă вырăна йышăнчĕ те кил хушшинче ларакан ĕмĕрхи хурана касса йăвантарчĕ. Ку хурăн кутĕнче лăп-лап_пурăннине ĕненнĕрен ял çыннисем Ваçлие хутлатса пăрахасса кĕтрĕç. Яла та инкек-синкек тивесрен хăранипе ăна питлекенсем те тупăнчĕç. Ваçли, çын сăмахне йӳпсемесĕр, пĕчĕк пӳрт, çенĕкпе кăшт-кашт сарай туса лартрĕ те ашшĕнчен уйрăлса тухрĕ. Çак каллех çынсем хушшинче тĕрлĕ сăмах хускатрĕ. Хăшпĕрисем: «Авланманшăн ашшĕ хăваласа кăларнă», терĕç. Теприсем: «Кĕтерука качча илтерменшĕн ашшĕне çилленсе, хăй ирĕккĕн уйрăлнă», тесе çирĕплетме хăтланчĕç.

Марье салхуллăн та ыррăн варкăшакан чĕрине лăплантараймасăрах çенĕке шаккарĕ. Нумаях та кĕтме тивмерĕ, çенĕкре арçын сасси илтĕнчĕ:

— Кам унта?

— Шалтикассем...

Ваçли те çенĕк алăкне пăлханса уçрĕ. Марьене е Прахăрăн ытти хĕрĕсене курсан, телейлĕ кунсене аса илнипе чĕри яланах хускалать. Ваçли, Марьене пӳрте чĕнсе, унпала иртсе кайнă пурнăçĕсем тата темтепĕр çинчен калаçса кăмăлне йăпатасшăнччĕ. Вăл пысăк ĕçпе çеç килме пултарнине манманран илĕртекен кăмăл-шухăшне сирчĕ. Ĕçченле сассине тупрĕ.

— Мĕн хыпар?

— Анук аппа хăвăртрах пыма хушрĕ! — терĕ те Марье каялла тухса чупрĕ.

Вăл йыснăшесем патне çитнĕ çĕре Кĕтерук урай шăлать. Хуняшшĕпе хунямăшĕ те вăраннă. Пĕри кăмака çинче выртнă çĕртех чĕлĕмне паклаттарать, тепри ушупуççи сакки çинче нӳхĕт табак шăршласа ларать. Марье телейĕшĕнех-и, тен, йыснăшĕ икĕ çулхи ывăл ачипе юнашар харлаттарса çывăрать.

— Кам килчĕ çавăнта? — ыйтрĕ Марине, пӳрте çын кĕнине сиссе.

— Эпĕ-ха ку... Марье... — йыснăшне вăратасран хуллен хуравларĕ хĕр.

— Çав тери ир мĕн хăваласа килчĕ сана?

— Сире курас килнипе вĕçтерсе çитрĕм, — терĕ Марье, аллипе паллă туса, аппăшне Анук патне кайма хушрĕ. Суккăрланнă ваттисем умĕнче час-часах çакнашкал калаçнипе Кĕтерук ăнланчĕ. Кумăшĕ ирех ахальтен чĕнменнине тавçăрнипе васкаса тумланчĕ. Марье аппăшĕ вырăнне урай шăлма тытăнчĕ.

— Кин... — куçĕ курман пирки пӳртре хăшĕ юлнине чухлайман енне чĕнчĕ Марине.

— Аппа тула тухрĕ-ха.

Марине хăй тĕллĕн темĕн мăкăртатса илчĕ.

 

IV

Марье хыççăнах Анук та тумланса кил хушшине тухрĕ.

— Наум пичче, ăçта эсĕ?

— Кунтах-çке! — сарай айĕнчен сасă пачĕ Наум.

— Малюка хăвартрах кӳлĕр-ха!

Микула витинче Малюк ятлисем пĕринчен теприне уйăрса илмелле мар пĕр тĕслĕ, пĕр кӳлепеллĕ, чаплă икĕ урхамах пур. Наум вĕсем пĕрерĕн-пĕрерĕн урама кăларса вылятнипе Микулан чи çывăх çыннисем те унăн кунашкал урхамахсем пуррине пĕлмеççĕ. Вĕсене васкавлă чухне çеç кӳлни Наума шухăша ячĕ: «Ăçта кайма пуçтарăнать-ши?» Ыйтма çеç хăймарĕ. Хуçисем мĕн тума, ăçта кайнине пĕлмелли ун йăлинче çук.

— Халех кӳлетĕп!

— Иксĕмĕр кӳлетпĕр, Наум пичче. Пыр, урхамаха çавăтса тух. Эпĕ лаша таврашне илсе килетĕп! — терĕ те Анук сарайне чупса кĕчĕ. Стена çумĕнчи йăрхахра çакăнса тăракан лаша таврашĕсене йăтса, хыçлă пĕчĕк çуна патне пырса тăчĕ.

Йĕпкĕн хура, сарлака кăкăрлă та чари патнелле çинçе, йĕтĕр пек çаврака урхамаха Наум чĕлпĕр вĕççĕн çавăтса тухрĕ. Пĕр кана вылятмасăр турта хушшине кĕртме май çуккипе ирĕк пачĕ. Урхамах, вĕçерĕнсе каяс пек, малалла ыткăнчĕ. Çăварлăх каснине туйса, айккинелле вирхĕнчĕ, Наум тавра пăр-пар чупса çаврăнчĕ. Чĕвен тăчĕ. Вырăнтах ташланă пек, тĕпĕртетсе малти урисемпе кукалерĕ, тулхăрчĕ, кĕçенчĕ.

Çак хушăра пӳрте Ваçли килсе кĕчĕ. Никам кĕтсе илменнипе кил хуçи арăмĕ урăх пӳлĕмре пек шутласа:

— Кума... — тесе чĕнчĕ. Хирĕç сасă пулманран, пӳртре çуккине тавçăрса, пукан çине ларчĕ.

Вăхăт нумай та иртмерĕ — Кĕтерук персе çитрĕ. Ваçлие курсан, пер тĕлĕннипе, пĕр савăннипе алăк патĕнчех чарăнса тăчĕ. Йĕкĕт те сасартăк сăмах хушаймарĕ. Куçĕсем тĕл пулса пĕр-пĕрин çине ӳпкевлĕн те çепĕççĕн пăхрĕç.

— Турă çырлахтăр... Эсĕ те кунта-çке?.. — ăнланса сăмах пуçарчĕ Кĕтерук.

— Мĕнле пурăнатăн? — пырса ал тытрĕ Ваçли.

— Аван-ха. Мĕн шыраса ирех çӳретĕн?

— Эпĕ мĕн шыраса килни темех мар-ха. Санă курнăшăн савăнатăп. Юратакан чĕресем ытларах каçпа курнăçаççĕ текенччĕ. Эпир иксĕмĕр ирпе, шурăмпуç килес умĕн, тĕл пултăмăр...

Вĕсене малалла калаçма май килмерĕ, Анук кĕрсе чăрмантарчĕ.

— Хаклă кумасем... Эсир çитнĕ те-çке!..

— А-яй вашаватлă кил хуçи эсĕ! Хăнасене чĕнтернĕ те ху таçта çӳретĕн!

— Эпĕ иксĕре улах туса парас терĕм! — шӳтлесе илчĕ те Анук сассине улăштарчĕ. — Хаклă кумасем.., Эпĕ сире пысăк ĕçпе чĕнтертĕм.

— Мĕн аплах? — сисчĕвленсе ыйтрĕ Ваçли.

— Каç Тĕмшер учительне арестленĕ.

— Ан калаç!..

— Куракова арестлени темĕх марччĕ... Унпа пĕрле Касмуххапа ывăлне тытса кайнă пулнă. Лешсем вара..., Кураков патшана хирĕç кавар тунă çĕре Ваçли кум та хутшăннă тесе кăтартса панă. — Тус-йышĕсем ытларах хумханасран Микулана та явăçтарни çинчен шарламарĕ Анук.

— Мĕн сăлтавшăн, мĕн çитменшĕн сутма хăйнă вĕсем? — тарăхрĕ Ваçли.

— Ун çинчен вакласа тăма вăхăт çук, Ваçли кум. Сан ялтан çухалмалла. Кĕчĕерти хысна çуртне кай. Унта, стрелокра, Кăрмăшкасси тутарĕ Ганият Гимаев ĕçлет. Çитсен çапла ыйт: «Сан обходра делянка сутлăх пур-и?» — те. Вăл санран: «Мĕнле йывăç ӳсекен делянка кирлĕ?» — тесе ыйтĕ. Эсĕ: «Авăс ӳсекен делянка», — те. Вара вăл сана йышăнса пытарĕ. Çуй-шав иртсе кайсан, мĕн тумаллине каярах пĕлтерĕпĕр.

— Вăт ирсĕрсем! Суйма мĕнле хăйнă вĕсем? Эпĕ Кураковпа çыхăну тытма мар, ăна хăçан курнине те астумастăп! — чим калама алтраса мăкăртатрĕ Ваçли.

— Кум, лăплан. Халлĕхе ытлашши пăлханма сăлтав çук. Тата саншăн ялтан тухса каясси нимех те мар. Ахаль те кашни кун сунарта çӳретĕн. Çармăссен вăрманĕнче тĕрлĕ чурăс кайăк нумай теççĕ. Вăт, кăштах сунарта çӳресе кур.

— Эсĕ, кума, шӳтлессипех!

— Пăшăрханма та кирлĕ мар. — Анук Ваçлие ыталаса чуптурĕ. — Ĕнтĕ кай. Эпĕ те васкатăп. — Ваçли йĕнчесе тăнине асăрхасан: — Кума, эсĕ ма сывпуллашмастăн? Атя, ашшĕ-амăшĕ, савнă хĕрĕ вырăнĕнчĕ пулса ăсат. Манран вăтанатăп тесен, эпĕ пăхмăп, — терĕ те Анук çаврăнса тăчĕ.

Çак самантра Кĕтерука Якур вăрласа Ваçлирен уйăрнă чухнехинчен те йывăртарах пек туйăнчĕ. Упăшкинчен сивĕнсе хăй тĕллĕн кăмăл-шухăшпа çеç пурăнма хăнăхнă хушăра вăл Ваçлипе сайра хутра тĕл пулса чунне йăпататчĕ. Ĕнтĕ ку та çухалать. Ваçлипе урăх хăçан курнăçма май килессине ăраскал кăна пĕлĕ. Вăл хуравлама, ним тума аптрарĕ.

Вăрттăн ĕçлеме куçасса кĕтнĕччĕ тата çак саманта курма хатĕрленнĕччĕ пулин те, вăхăт çитсен, Ваçлин кăмăлĕ йăшрĕ.

— Кĕтерук, сывă пул! — аллине тăсрĕ вăл.

— Çулу телейлĕ пултăр, — хурлăхлăн хуравларĕ Кĕтерук.

Ваçли кайсанах, Анук Кĕтерука ăнлантармă тытăнчĕ.

— Кума, тăхта... пĕччен ан хуйхăр. Халь çакна каласшăн сана...

— Итлетĕп, кума, — хăйне алла илчĕ Кĕтерук.

— Тимĕрçĕ ăраскалĕшĕн те хăрушлăх çитнĕ. Кураков патĕнче листовка тупнă. Касмуххапа Элекçей листовкăна Саначин тимĕрçĕ панă тесе кăтартнă.

Кĕтерук чĕри çуйланчĕ.

— Турă çырлахтăр, кума, мĕн куратпăр ĕнтĕ?

— Ан хăра, кума... Темех мар... Пире куçа хупса шыраççĕ. Эпир вĕсене хĕвел çинчи пек куратпăр. Пуринчен ытла вĕсем мĕн шухăшланине пĕлетпĕр. Анчах хăрушлăха вăхăтра сирни тата лайăхрах. Тимĕрçе те пытармалла. Халех ун патне чуп та Ваçли кайнă çĕре ăсат. Стрелок патне çитсен, вăл та Ваçли кум сăмахнех калатăр. Ăнлантăн-и?

— Ăнлантăм.

— Вăт пулчĕ те... Ĕнтĕ иксĕмĕр пĕрле тухатпăр. — Анук, сар кĕрĕкне тăхăнса, пилĕкне пиçиххи çыхрĕ. Шаль тутăрĕ пĕркенчĕ, алса тăхăнчĕ.

— Эсĕ ăçта кайма пуçтарăнатăн тата?

— Микула патне кайса килесшĕн-ха, — ытлашши хумхантарасшăн мар чăннине пĕлтермерĕ Анук.

— Манран салам кала эппин.

— Тавтапуç, кума.

— Эпĕ йăлтах маннă, кума... Тимĕрçĕ патне пушă алпа пыма аван мар. Хачă парса яр-ха. Хăйраттарса килем.

Анук ăна хачă тупса пачĕ те кил хушшине тухрĕ, хатĕрлесе тăратнă çуна çине вырнаçса ларчĕ. Хапха уçалнă-уçăлман урхамах çил-тăвăл пек сирпĕнчĕ.

Икĕ çул вĕренсе класлă общество, класлă кĕрешӳ мĕнне ăнлансан, ашшĕне, йăмăкĕсене революциллĕ юхăма хутшăнтарнă хыççăн Микула Кĕтерука Энĕшкасси тимĕрçипе, Аркадий Яковлевич Саначинпа çыхăнса, унăн кăмăл-шухăшне пĕлме, ăна хăйсем май çавăрма хушнăччĕ. Социалла лару-тăру енчен тата хăйне хăй пурнăçра мĕнле тыткаланинчен Саначин революцилле кĕрешĕве йышăнмалла çын пирки иккĕленмерĕç. Вăл, ытти хăшпĕр тимĕрçĕсем пек, çынсене тара тытса ĕçлеттерсе пуясшăн тăрăшман. Чухăнраххисене укçасăр та ĕçлесе панă. Ытти ялсенчен илсе пынă ĕçсем те ăна чи кирлĕ çаплăк хушмалăх çеç пулнă. Пĕр пĕчĕкрех шурă пӳртпе çенĕкрен, кил хушши тавра хăлтăр-халтăр хуралтăран, иĕр качакапа мăшăр сурăхран, мăшăр хурпа темиçе чăхран пуçне унăн урăх ним те çук. Мĕнпур тумтир таврашĕпе пӳртри япалисем пĕр лав çине тиеме те çитмен.

Саначина çавăрма тăрăшнă çĕрте йывăрлăх пуррине те асăрхамасăр хăвармарĕç. Вăл арçын. Хĕрарăма чура вырăнне çеç шутланă саманара ăна çавăрма Кĕтерука хушрĕç. Вăрттăн ĕçлекен социал-демократла рабочи партин. организацийĕ кунпала Кĕтерукăн пултарулăхне çеç мар, хĕн-хур айĕнче нуша тӳссе пурăнакан, анчах кăмăл-шухăшĕ енчен ирĕке тухнă чăваш хĕрарăмĕ мĕн таран пысăк та пархатарлă ĕç тума пултарнине палăртаçшăн пулчĕç.

Тимĕрçĕпе çыхăнма Кĕтерука çакă та пысăк чăрмав кӳчĕ. Вăл тимĕрçĕ лаççине шутланă вăхăтра çӳреймен. Тӳрех килне кайма арăмĕнчен шиклĕ.

Çапла ĕнтĕ, ĕç хушнăранпа самай вăхăт иртсен, вĕсем Атăлкасси пасарĕнчен киле тухма хатĕрленнĕ самантра тĕл пулчĕç.

— Аркади пичче, эсĕ киле каясшăн-и? — куларах та хаваслăн ыйтрĕ Кĕтерук.

Халиччен хире-хирĕç тăрса калаçман хĕрарăм пуçарса чĕнни Саначина тĕлĕнтерсе ячĕ. Анчах çын çине ялан ырă сунса пăхма хăнăхнă кăмăлĕ часах уçăлчĕ.

— Эпĕ киле каяссипе каймасси мĕн тума кирлĕччĕ сана?

— Хампа пĕрле илсе каяс тетĕп.

— Килĕшме те юратчĕ... Карчăкран туртса илесрен хăратăп...

— Кăмăл тусан, ма туртса илес мар? Тимĕрçи аван эсĕ... Тата арçынни те маттур курăнать.

— Куна терĕсех каларăн вара. Ватăлни çеç пĕтерет. Пĕр вăтăр çул каярах Энĕшкассинче манран чаплă каччă çукчĕ.

— Ман хĕр ĕмĕрĕ иртни те нумай вăхăт ĕнтĕ. Иксĕмĕр эпир тантăшпа пĕрех.

— Апла тесен килĕшетĕп,

Вĕсем Атăлкассинчен тухрĕç. Саначин çав-çавах шӳтлĕ те йĕплĕ сăмахсемпе перкелешрĕ. Кĕтерук юлашкинчен чăнласа калаçма шут тытрĕ.

— Аркади пичче, — евĕклĕн чĕнчĕ вăл, — ытла та тĕлĕнмелле,.. Акă, эпир шӳтле калаçса пыратпăр. Пире куракансем е арăму пĕлсен, пуçĕпех урăхла шухăшлĕç. Ют арçынпа хĕрарăм мĕн тесе пасартан иккĕшĕ çеç таврăнаççĕ тейĕç. Пурнăçри йăла тени мĕншĕн çавнашкал-ши?

— Эсĕ, мĕн, ку тарана çитсе те хĕрарăм хĕрарăм иккенне, арçын арçын иккенне чухлайман-и? — ахăлтатса илчĕ Саначин.

— Апла иккен... Ют арçынпа ют хĕрарăм хушшинче пахăçла туслăхран урăх нимле туслăх та пулас çук-мĕн...

Саначин Кĕтерук шӳтлемесĕр калаçнине сисрĕ, кирлĕ-кирлĕ мара сӳпĕлтетнипе тӳрĕ те чыслă хĕрарăма хур кӳресрен асăрханса, сассине улăштарчĕ.

— Куншăн эпĕ айăплă мар, Кĕтерук. Пурте çавнашкал шутлаççĕ.

— Çав тĕрĕс-и вара?

— Тĕрессипе тĕрĕс маррине тишкермеллисем эпир мар. Пĕтĕм тĕйче çавăн çинче тăрать!

— Апла тесен, кунашкал тĕнче кайман пĕр пуса та тăмасть! — Ытла та кĕтмен сăмах илтнипе Саначин ним шарлама аптрарĕ. Кĕтерук, хăйпе хăй калаçнă пек, шухăшне малалла тăсрĕ: — Тĕлĕннипе йăвансах кайăн. Хĕрарăм вăл — хĕрарăм, çавăнпа арçынпа пĕр тан мар. Арçын вăл — арçын, çавăнпа хĕрарăмпа пĕр тан мар. Арçын вăл — арçын, çавăнпа хĕрарăмăн хуçи, улпучĕ. Хĕрарăмăн хăйнеçемĕн кăмăлĕ, ĕçĕ — нимĕн те пулмалла мар. Унăн мĕнпур тивĕçĕ — арçынна пăхасми. Çакна çеç пĕлесчĕ ман: кунашкал киревсĕр пĕртансăрлăх ăçтан сиксе тухнă-ши?.. Арçын хĕрарăма пусмăрта усрас йăлана кам кăларнă-ши? Эпир пулмасан, эсир, арçынсем, мĕн тăвайрăттăр-ши? Акă, арăмнах илер-ха: вăл хăш енчен санран начар вара? Е вăл иксĕрĕн пурнăçăрта сиксе тухакан инкек-синкеке, нушана санпа пĕр танах тӳссе ирттермест-и? Эсĕ юман пек сывлăхли тата сан ĕçри ăнăçусем арăму тăрăшнинчен, вăл сана хисеплесе пăхнинчен килмест-и? Арăму сан сывлахна, пурнăçна упрама тăрăшмасан, мĕн курăттăн-ши? Килсĕр йытă пек çапкаланса çӳремĕттĕн-ши? Тĕрĕссипе каласан, Аркади пичче, арçын хĕрарăма ним вырăнне хуман тĕнчере чухăн арçынсене те ним вырăнне шутламаççĕ. Çавăнпа вăл этемлĕхшĕн юрăхсăр тĕнче.

Саначин Кĕтерук çине чăр! пăхрĕ. Чĕре тĕпĕнче пытанса пурăнакан, халиччен ăнланса илеймен кăмăл-шухăш чĕрĕлнĕн туйăнчĕ.

— Мĕн тĕрĕн эсĕ?..

— Хĕрарăмпа чухăн çынсене çын вырăнне хуман тĕнчене пĕтермелле терĕм.

Саначин чĕри шартах сикрĕ. Саманана вăл та килĕштермест, çапах та кунашкал хăюллă шухăш ун пуçне пырса кĕмен. Пуянсем чухăнсен ĕнсине хырса пурăнас йăла ĕмĕр-ĕмĕрех тăсăлас пек суннă. Ку сăмахсене Кĕтерук вырăнне арçын каланă пулсан, вăл хирĕç тавăрса хурĕччĕ-и, тен. Халĕ хăйне хăй алла илме ĕлкĕрнĕ май, умĕнче тĕттĕм чăваш хĕрарăмĕ тăнине аса илчĕ те сасăпах кулса ячĕ:

— Ай, Кĕтĕрук, вар-хырăм ыратмаллах ан култар., Кĕтерук тимĕрçĕ мĕншĕн ахăлтатса кулнине ăнланчĕ.Ун сăмахĕ тимĕрçĕ чĕрине тиврĕ иккен. Анчах Кĕтерук хăй сассине ним те улăштармарĕ:

— Аркади пичче, ан тĕлĕнтер! Эсĕ çак тери кулмалăх мĕн каларăм вара элĕ?

— Ай, Кĕтерук... — çав-çавах кулма чарăнаймарĕ Саначин, — эсĕ тĕнчене мĕнле пĕтернине курасчĕ ман!

Тимĕрçе чи кирлĕ сăмах калас самант çитсен, Кĕтерук каллĕ-маллĕ пăхкаласа илчĕ те темиçе çын хуса çитме пуçланине асăрхарĕ. Хăйсем тĕллĕн çеç калаçса каясшăн васкасарах утрĕ.

— Аркади пичче... — шарламасăр пырсан-пырсан сăмах пуçарчĕ Кĕтерук. — Эпĕ тĕнчене мĕнле пĕтернине курасчĕ терĕн-и?

— Ия çав... Мыскараран та мыскара пулĕччĕ вара ун чухне!

— Аркади пичче, ахалех кулатăн. Эпĕ тĕнчене хам тĕллĕн пĕтересси пирки пĕр сăмах та шарламарăм-çке. Ана пĕтерме пĕччен хĕрарăм мар, пĕччен арçын та вăй çитерес çук. Вăт, çав ирсĕр саманана пĕтерме май пурри çинчен итлеме кăмăл тусан, ним ӳркенмесĕрех каласа парăп.

Саначин каллех чарăнса Кĕтерук çине чăр! пăхрĕ. Темĕн хуравласшăнччĕ. Кĕтерук евĕклĕн сĕнсе пӳлчĕ:

— Аркади пичче, кайрăмăр! Утнă çĕрте те калаçма пулать — Саначнн утма пуçласан, Кĕтерук тепĕр хут астутарчĕ: — Çапла, Аркади пичче, итлеме шутласан, ним ӳркенмесĕр каласа парăп.

Саначин Кĕтерук сăмахĕнче халиччен чухламан темле вăй пуррине туйрĕ. «Хаваспах итлетĕп», — теесси те килчĕ. Хĕрарăма хисепе хума хăнăхман йăли тытса чарчĕ. Вăл шутлеме хăтланчĕ:

— Хăлхана тăратрăм. Ылхавлă саманана ху тĕллĕн çеç улăштараймасан, эсир, хĕрарăмсем, пĕрле пухăнса улăштаратăр-и?

— Хĕрарăмсенчен кулмасăр сан чĕлхӳ çаврăнмасть иккен, — ӳпкелерĕ Кĕтерук.

— Кӳрентĕн-и? Эпĕ санран кулмарăм-иç! — хăйне тӳрре кăларасшăн пек хуравларĕ Саначин.

— Çук, кӳренмерĕм, Аркади пичче. Хăшпĕр арçынсем хăйсене çеç юратни тата айван тăнпуçли кăна тарăхтарать.

Кĕтерукăн юлашки сăмахĕсем Саначин мăнкăмăллăхне пырса тиврĕç.

— Эпир, арçынсем, айван тăнпуçлă-и?

— Урăхла хаклама та май çук, Аркади пичче. Хĕрарăма шутламан çын çын-и вăл? Анчах уншăн эсĕ тесан йышши ытти арçынсем те айăплă мар. Уншăн этемлĕхе пуянпа чухăна, улпутпа чурана уйăрса хунă самана айăплă. Ку саманара Михха йышши сĕлĕхсене пурăнма çеç пархатарлă. Вĕсем хĕрарăма çеç мар, арçынна та чура вырăнĕнче усраççĕ. Эсĕ Михха умĕнче хăвăн тивĕçлĕхне кăтартма пикен-ха — сана çав самантрах вырттарса хурăн хуллипе ислетĕç. Сахал тесен, Çĕпĕре, каторгăна ăсатĕç. Пупсем те тӳре-шарасемпе пĕр кăмăллă ĕçлеççĕ. Аса ил-ха, чиркӳре вĕсем пире яланах йăваш пулма та турăпа патшана пăхăнса пурăнма чĕнеççĕ. Пурăннă чухне мулшăн тăрăшма хушмаççĕ. Виçĕ хăма хушшине выртсан тин кирлĕ мула пухма сĕнеççĕ. Хăйсем пылпа çу çинче ишеççĕ. Куна пурте пĕлеççĕ ĕнтĕ. Вăл шутра эсир те, арçынсем, пĕлетĕр. Çав тĕрĕссĕрлĕхпе кĕрешес вырăнне килте хĕрарăмсемпе çапăçатăр, хĕрарăм кăштах ирĕккĕн сывласа курасран хăратăр. Çитменнине, хăвăр хĕрарăмсенчен те мĕскĕнрех. Станувуй, уретник, стражник, старшина, староста — пурин умĕнче те этемлĕх сăн-сăпатне çухатсах пилĕке хуçатăр. Тĕрĕссипе, пире чурара усракансен йышĕ пысăках та мар. Акă, хамăр таврари пурнăçах илер. Миххапа ун йыттисем вуншарăн çеç шутланаççĕ. Эпир — пиншерĕн. Раççей талккăшпех çавнашкал. Вăт, эсир, арçынсем, хĕрарăмсемпе çапăçиччен пĕрлешсе пĕр чăмăр пуласчĕ те пире чурара усракан мул хуçисене хирĕç тарасчĕ.

■ Страницăсем: 1 2 3 4 5 6 7 8 9 10 11 ... 13