Ĕмĕр сакки сарлака. 3-мĕш кĕнеке :: Пĕрремĕш пайĕ


I

Вăхăт çуркунне енне сулăнсан, чăваш хĕрарăмĕн пурнăçĕ татах йывăрланать. Вăл ĕнтĕ кил хушшинчи ĕçе тунипе çеç çырлахмасть, хĕл хута арланă çиппинчен пир-авăр тăвасшăн çур çĕрте автансем авăтичченех стан хушшинче пилĕк-çурăмне авать. Кăштах канма май килсен те, пуçне çытар çине хума кăна ĕлкĕрет — шурăмпуç килнине сиссе вырăн çинчен сиксе тăрать, каллех ĕмĕр тăршшĕпе алăран кайми ĕçе тытăнать. Çĕнĕ çыннăн вара кĕске ыйхине те туйми çывăрма юрамасть. Вăл хуняшшĕпе хунямăшĕ хăйĕнчен малтан вăранасран хăрать. Ваттисенчен кая юлса вырăн çинчен тăракана никам та хисеплемессе пĕлет.

Акă Хĕветле, качча тухни виçĕ уйăх çине кайнă пулин те, пӳртре шăшисем чупнине, хуняшшĕ çаврăнкаланă чухне путмар (чĕриклетнине те туйсах çывăрать. Тем вăхăт çитсен, хапхана хуллен шаккарĕç те, çĕнĕ çын çывăрман пекех тăрса ларчĕ. Сывлама чарăнсах итлерĕ. Пӳртре ытла та шăппипе кăштах лăпланчĕ. Хуняшшĕпе хунямăшĕ вăранайман-ха, путмар çинче ним сас-чӳ те çук. Упăшки те канлĕ çывăрать. «Мĕн хăямат ку... Ыйхă тĕлĕшпе туйăнчĕ çеç мар-и?» — иккĕленчĕ Хĕветле. Çав вăхăтра хапхана татах шаккарĕç. Хĕветле хумханма пуçларĕ: «Туйăнчĕ çеç мар иккен... Чăнах та шаккаççĕ, Кам-ши?» Ыттисем вăраниччен хапхана тухса уçас шухăш пырса кĕчĕ. Кунпала вăл хăй правур та ĕçченнине, ку мухтавлă киле тивĕç кĕçĕн çынне тата ытларах кăтартĕччĕ. Анчах хăнасене пуринчен ытла çĕрлехи вăхăтра кĕтсе илесси кĕçĕн çыннăн ĕçĕ маррине аса илчĕ те тухмарĕ.

— Элекçей... Элекçей... — ваттисене систересшĕн мар хуллен чĕнчĕ вăл упăшкине. Лешĕ çав-çавах туйми çывăрнăран хулпуççийĕнчен лăскарĕ. — Элекçей, тăр... Сана калаççĕ вĕт... Тăр тетĕп... — Путмар çинче йăшăлтатни илтĕнчĕ. Хуняшшĕпе хунямăшĕ вăраннине тавçăрсан, Хĕветле тарăхса кайрĕ. Упăшки ыйхăллăран ăна халиччен те ваттисен умĕнче намăса кĕме тивкеленĕ. Халь те çапла пулчĕ — вĕсем ваттисем туйиччен хапхана тухса уçаймарĕç. Хĕветле хăй çывăрса юлманнине те пулин пĕлтересшĕн:

— Кай, Элекçей, ытла та ыйхă чăпти çак эсĕ!.. — терĕ хыттăнах.

Юлашкинчен Элекçей те вăранчĕ. Тутлăн карăнса илчĕ.

— Эсĕ ма çывăрмастăн?

— Илтмерĕн-им, хапхана шаккаççĕ. Тухса уç хăвăртрах!

— Тăхтăр, хам тухса уçатăп! — сасă пачĕ путмар çинчен хуняшшĕ.

— Кай, Элекçей, ытла та эсĕ! Яланах сан пирки пит-куçа пĕçертме тивет. Аçупа аннӳ тахçанах вăраннă. Эсĕ пур — вилнĕ пек çывăратăн! — кăмăлсăррăн мăкăртатрĕ Хĕветле.

Элекçей урăх чĕнмерĕ, арăмне юнашар туртса вырттарчĕ, ăна пуç çинчен тăлăппа витсе ыталарĕ. Пит-куçне, тутине вĕри сывлăшĕпе çунтарчĕ.

— Çĕрлехи хăнана хăйсем уçса кĕртчĕр. Пирĕн ĕç çук унта...

— Элекçей, намăса пĕл... Кĕçех хăнасем килсе кĕрĕç. Эпир вырăн çинче йăваланатпăр. Мĕн калĕç вĕсем?.. Тархасшăн, ан тыт-ха. Эпĕ тăрса тумланам.,. — именнĕ пек пулса пăшăлтатрĕ Хĕветле. Хăй ăшĕнче: «Эпĕ айăплă мар, ун ытамĕнчен хăтăлас çук», — тесе, хăйне тӳрре кăларчĕ те упăшки çумнерех йăпшăнчĕ.

Касмухха та тухса уçма васкамарĕ. Карчăкĕпе юнашар пылланса выртнă çĕртен нимле те тăрас килмерĕ унăн. Хапхана çине тăрсах шакканипе вĕчĕрхенсе мăкăртатрĕ:

— Йĕксĕк этемĕ темерĕн. Çак тери каçа юлса кама мĕн хăваласа килчĕ-ши? Чиркӳ хуралçи мар-ши?

Юлашки тавçăру Касмухха чĕрине хускатрĕ. Куçĕ умне пĕррехинче чиркĕве çаратса кайни тухса тăчĕ. Ун чухне те хальхи пекех çĕрле, кĕтмен çĕртен, хапхана шакканăччĕ.

Вăрă-хурахсем, çурта шкапне çĕмĕрсе, унти укçана çаратнă. Чиркĕве вĕсем мăрье витĕр кăмакана шăтарса кĕнĕ иккен. Чиркӳ çивитти çине хăпарса анма мăрьерен çыхнă вĕренĕ çавăнтах çакăнса тăратчĕ. Шкапра укçи нумаях пулман. Ĕненекенсем пурпĕр Касмуххапа хуралçăсене шанмасăр ĕмĕрне манмалла мар мыскара кăтартрĕç. Чи малтан вĕсем хуралçăсене хĕне-хĕне тĕпчерĕç. Унтан Касмуххана тапăнчĕç. Пуп хута кĕнипе çеç шăммине ислетесрен хăтăлса юлчĕ вăл. Çакăн хыççăн, хапхана çĕрле шакканине илтсенех, Касмухха чĕри хăпать.

— Петĕр, ан тĕлĕнтер... Тӳшек çинче выртнă çĕрте хапхана кам шакканине ăçтан пĕлĕн? Хăвăртрах тухса уç! — терĕ ăна арăмĕ. Лешĕ çав-çавах мăшăлтатса выртнипе сассине хăпартса хушса хучĕ: — Ара, Петĕр... Хăçантанпа шаккаççĕ ĕнтĕ... Эпир хăнк та сикместпĕр...

Касмухха тата тем вăхăт анаслакаласа выртрĕ. Тăлăпа хăй çинчен сирсен, вĕри мунчаран юр çине кăларса пăрахнă пек, пĕтĕм çан-çурăмĕпе çӳçенсе илчĕ. Чĕтре-чĕтрех путмар çинчен анса, кăмака хушшине кĕчĕ. Типĕтме лартнă çăматтине хыпашласа тупса тăхăнчĕ. Йăрхаха çакнă кĕрĕкĕпе çĕлĕкне илсе тумлансан чĕтреме чарăнчĕ.

Ăшă çĕртен сасартăках тула тухнипе Касмухха пĕр кана ӳсĕркелерĕ. Мĕн вăхăтне чухлас шутпа тӳпенелле пăхрĕ. Çанталăк пăсăлас умĕнхи хура пĕлĕтсем çăлтăрсене хупăрланипе вăхăта чухлаймарĕ. Хăй мĕншĕн тухнине аса илсе, хапха çине тинкерчĕ. Сывлама чарăнсах тăнларĕ. Çак вăхăтра хапха тулашĕнче юр чăкăртатни илтĕнчĕ. Касмухха тепĕр хут канăçсăрланчĕ. Халь ун чĕрине чиркĕве çаратма пултарни çеç мар, çынна ытла нумай кĕттерни те хускатрĕ. Путлĕ кил-çуртра ют çынна çакнашкал хисепсĕр кам йышăнать? Касмухха хапха умне пычĕ.

— Кам унта? — терĕ вăл хуллен.

— Эпĕ, Калля Трапхинĕ! — илтĕнчĕ хапха тулашĕнче. Касмухха пуçĕнчен чиркĕве çаратнă пулĕ текен шухăш сирĕлчĕ. Хапха умĕнчи çын чиркӳ хуралçи мар, староста иккен. Вăл çак тери çĕрлене юлса ахаль çӳрес çук.

— Петĕр, эсĕ мĕн, хапха умĕнчех шăнтса вĕлересшĕн-и мана?

— Ху çавна шыратăн! Иртерех килме вăхăт тупаймарăн-им? — терĕ те хăй кăмăлсăрланнине пытармасăр Касмухха сăлăпа илсе хучĕ.

— Петĕр, чăрмантарса çӳренĕшĕн ан çиллен, — хапхаран кĕнĕ-кĕмен сăмах хушрĕ староста.

— Çилленсен те ним тума çук ĕнтĕ... Тутлă ыйхăран вăратнă япала... пӳрте кĕр те хыпарна пĕлтер.

Кĕтмен çĕртен Трапхин хыççăн икĕ десятскипе икĕ стражник тата Мошков кĕчĕç. Мошков халь уретник. Ку чина ăна тăрăшса ĕçленĕшĕн, хресченсене хытă тыткаланăшăн тăватă çул каярах панă.

Уретник пĕччен е пĕр-пĕр стражникпе çеç пулнă пулсан, Касмухха ытлашши сехĕрленмĕччĕ те. Иккĕшĕ тахçантанпах тус-йышлăран Мошков кунта кăнтăрла та, çĕрле те кĕркеленĕ. Унпала пĕрле староста, икĕ десятскипе икĕ стражник пурри Касмухха чĕрине кăртах сиктерчĕ. «Мĕнле киревсĕр ĕç туса турăпа патша умĕнче айăпа кĕтĕм-ши?» Тĕрлĕ май шухăшласа пăхнă хыççăн Касмухха пĕр айăпа кĕнине аса илчĕ. Вăл, патша монополине пăсса, эрехпе суту-илӳ тăвать. Анчах ун çинчен Мошков çеç мар, станувуй та пĕлет-çке. Куншăн вĕсене парне те сахал паман. Нивушлĕ татах шăйăрасшăн? Апла тесен, мĕншĕн çак тери йышлăн та çĕрле çӳреççĕ? Ухтарма килчĕç-и, тен? Вара пĕтрĕ пуç.

— Петр Константинович, вăхăтсăр хускатнăшăн ан çиллен, — Касмуххана лăплантарма васкарĕ Мошков. — Ман ĕçĕ çавнашкал. Сан пата эпир самантлăха çеç кĕретпĕр.

Мошков сасси яланхи пекех туслă илтĕнчĕ пулин те, Касмухха лăпланаймарĕ. «Çĕрле çӳремесен, урăх вăхăт тупаймарăн-ши?» тесе ӳпкелес шухăш та пурччĕ унăн. Ытлашши калаçса хăй хăранине палăртасшăн мар пулса çынсене вашават йышăнма кирлине хисеплесе:

— Эсир килнишĕн хавас эпĕ. Кĕрĕр, тархасшăн! — терĕ. Пӳрте сивĕ сывлăш тулчĕ. Çынсем кĕпĕртетни илтĕнчĕ.

— Ак, çынсем килчĕç... Эпир вырăн çинчине курсан тем калĕç! — канăçсăрланса пăшăлтатрĕ те Хĕветле сиксе тăчĕ.

Чăваш хĕрарăмне тумланса тирпейленме вăхăт нумай кирлĕ мар. Çывăрма выртнă чух вăл тăли-çăпатине типĕтме кăмака çине салтса хурать. Сырăннă пулсан, сурпанĕпе чалмине сĕвет. Сарне салтать. Çиелти кĕпине вара уявра икĕ хут тăхăннă чухне çеç хывать. Ытти кунсенче ялан çӳрекен кĕпипех выртать, Пуçĕнчи тутăрне те салтмасть. Хĕветле те çавах: каç тула тухма тесе хатĕрленĕ çăматтине тăхăнчĕ те палламан çынсене кĕтсе илме хатĕр пулчĕ.

— Праски, лампа çут-ха, — сасă пачĕ Касмухха.

— Халех çутатăп, ати, — хунямăшĕ вырăнне хуравларĕ те Хĕветле вăр-вар лампа çутрĕ.

Пӳртре уретник, икĕ стражникпе икĕ десятски тата староста тăнине курсан, Касмухха çемйи шартах сикрĕ.

Ыйхипе киленсе выртакан Элекçей те тăрса ларчĕ. Хĕветле, хăйне тытасран хăранă пек, упăшки патне таврăнчĕ. Праски, пуçтарăнма ĕлкĕрсе путмар çинче урине усса ларнăскер, ыр-усал курăннипе çухалса кайнăн ним калама, ним тума аптăрарĕ.

Касмухха çемйи хăраса ӳкни Мошкова савăнтарчĕ. Таврари пуянсем патне, çав шутрах Касмухха патне те, час-часах кĕнĕ вăл. Кашнинчех хăй мăнаçлăхне пусарса, вĕсен умĕнче пуç тайнă. Пуянсем ăна хисеплесе мар, хăйсен мулĕпе пурнăçне упракан, вĕсен йĕркине тăвакан йытă пек шутласа йышăннине аван ăнланнă вăл. Аранах ĕмĕр тăршшĕнче пуçламăш хут пĕр пуян çемйи чĕтренине курма тĕл килчĕ. Ку савăнăçлă саманта вăл тăраничченех тăсĕччĕ, анчах ху камне манса пуçа çухатма та юрамасть.

— Праски инке, — терĕ Мошков такама вăратасран хăранă пек, сассине пусарса, — вăхăтсăр чăрмантарнăшăн ан çиллен. Эпир сирĕн пата яланхи пекех ырă сунса кĕтĕмĕр. — Çавăнтăх Касмухха енне çаврăнса ыйтрĕ: — Петр Константинович, кала-ха тархасшăн, Андрей Семенович сирĕн патăрта-и?

— Пирĕн патăмăрта... — Мошков йăрăслăхне парăнса, Касмухха та сассине пĕчĕклетрĕ. — Вăратас-и?

— Кирлĕ мар, Петр Константинович... Хамах вăратăп. Чăланта пурнăç йӳççине тутанса курман, татăк çăкăр çинчен шухăшлама тивмен çирĕм-çирĕм виçĕ çулсенчи çамрăк çын тутлăн та тăнăçлăн çывăрать. Вăл хапхана шакканине, пӳртре çынсем калаçнине çеç мар, чăлана кĕрсе лампа çутнине те туймарĕ.

Чăланти япаласене пăхсан, кунта Аманик ялĕнчи паллă пуянăн, Семен Матвеевич Кураковăн пĕртен-пĕр ывăлĕ, Раççейĕпех паллă та мухтавлă Михха пултăрĕ пурăнать тесе никам та калас çук. Энтрей выртакан тимĕр кравать кивĕ те тĕссĕр. Айĕнчи тӳшекĕ те тĕкрен мар. Çине йӳнĕ йышши кивĕ утиялпа студент чухне тумланса çӳренĕ шинельне витнĕ. Хăваран авса тунă пукан хыçĕ çинче çурма питти костюм çакăнса тăрать. Кравать айĕнче — саквояж. Малти кĕтесре — сĕтел. Сĕтел çинче вĕренекен ачасен тетрачĕсем тата будильник пур. Чăлан хăми çумне çапса тунă çӳлĕк çинче — кĕнекесем.

Хушнă ĕçе тăвас самант çитсен, Мошков ирĕксĕрех йĕнчерĕ. Халь унăн хăйне час-час хăналанă, парне паркаланă, апла çеç те мар, мухтавлă миллионерпа — Миххапа хурăнташлă çемьене хускатма тивет. Ывăлĕ учителе тухнăшăн Çемен ăна çилленет, вăл ирĕклĕх çинчен калаçкалама хăтланнăшăн пăшăрханать. Çавăншăнах Энтрее Михха та юратмасть те, вĕсем пурпĕр пĕртăван, пĕр чĕлхе. Ятлаçĕç те, килĕшĕç те. Вĕсен çумне çын пырса ан çыхлантăрах! Ку çынна нихçан та каçармĕç, тавăрма та тăрăшĕç, Мошков хăйне тавăрасран хăрать те ĕнтĕ. Миххан хăватлă алли таçта та çитĕ, тем тума та пултарĕ. Ахальтен-и вăл кĕпĕрнатăрпа тус-йышлă. Кĕпĕрнатăр хăлхине çитересси уншăн ним те мар. Вара Мошков полицире ĕçлес кунçулĕ сӳнĕ. Енчен Энтрей ятне çĕртмелле япала, калăпăр, патшана хирĕç кавар тунине палăртакан хут тавраш тупсан, урăх шутчĕ. Мошков Кураковран çеç мар, Миххаран та текех хăрамĕччĕ. Анчах вăл, тĕттĕм чăваш хушшинче революциллĕ юхăм сарăлма пултарасса ĕненмен пирки, кунта та ĕç ăнăçлах иртессе шанмасть. Пĕр стражник чăмăрĕ пиншер чăваша чĕтретекен, ял-ялĕпе чĕркуççи çине тăратакан, саламатпа хурăн хуллинчен хăраса тăракан çĕрте аслă патшана хирĕç кавар тăвакан ăçта тупăнĕ? «Атя, килчĕ те ним тумасăрах тухса кайрĕ теесрен хăйне вăратса протокол çырас та, Касмухха сĕтелĕ хушшинче хăналансан, ырă каç сунса хăварас, — шухăшларĕ уретник.

Сасартăк Мошков исправник тилĕрнине аса илчĕ. Исправник сăмахĕсем халь илтнĕ пекех хăлхара юнавлăн янрарĕç, чĕрене чĕтретрĕç: «Таса Раççейшĕн йывăр тапхăрсем çывхарчĕç. Фронтра ĕçсем чаплах пыманни çитмест, тата Ленин ертсе пыракан социал-демократла рабочи парти, хура халăха хăй май çавăрса, аслă патшапа унăн тытăмне хирĕç тăратма тăрăшать. Пуринчен ытла чухăнсене пăлхантарса ярасшăн, çĕр тени улпутăн мар, сирĕн пулмалла тесе вĕрентет. Ку хăрушлăха сиресси эпир сыхлăхлă тăнинчен килĕ. Полицейскисен çакна манмалла мар: Раççей аслă монархĕ çине тапăнакан — пирĕн тăшман. Вĕсем пире те пĕтересшĕн. Çакăншăн тăвану аслă патшана хирĕç кайнине пĕлсен, ăна та ан шелле. Çемçе кăмăллă этем пирĕн аслă патшан, аслă аттемĕрĕн тарçи пулма пултараймасть. Ун йышши этемсене эпир сутăнчăксем тесе айăплăпăр, тăшманпа пĕр танах шутласа пĕтерĕпĕр!» Çак асаилӳ Мошкова сивĕ тара ӳкерчĕ. Ун иккĕлле шухăшне сирчĕ. Патшана парăннă, ун тĕрекĕшĕн такама тем тума хатĕр кăмăлне тупрĕ. Анчах ĕç ăнăçлă иртмесен каялла чакма май хăварас тесе, Энтрее хулпуççинчен хуллен лăскарĕ.

— Андрей Семенович... Андрей Семенович...

Энтрей темле тĕлĕк курнă çĕртен куçне уçрĕ, кĕтмен хăна тăнине ăсăрхарĕ те, унăн ыйхи йăлтах сирĕлчĕ.

«Ман пӳлĕме мĕншĕн систермесĕр кĕнĕ ку? Мĕн кирлĕ ăна?»

Мошков хăй айăпне малтанах йышăннăн ӳкĕнсе калаçрĕ:

— Андрей Семенович, тутлă ыйхăран вăратнăшăн ан çилленĕр.

Энтрей çĕрлехи кĕтмен хăна ахальтен килменнине ăнланчĕ. Хăйне нихăш енчен те айăплама сăлтав çуккине шанса, шăртланса кайрĕ.

— Господин урядник, çывăрнă çĕртен мана вăратма мĕне кирлĕччĕ сире?

Энтрей выртнă çĕртенех калаçни Мошков мăнкăмăллăхне пырса тиврĕ. Ĕрĕхсе кайни ытлашши пуласран çеç уретник хăй сассине улăштармарĕ, малтанхи сасăпах лăпкăн калаçрĕ:

— Эпĕ — аслă патша тарçи. Çак тивĕç хушнипе сире тутлă ыйхăран вăратма хăйрăм.

Çамрăкăн хăюллă чĕри пушшех чăрсăрланчĕ.

— Кирек кам пулсан та, çĕрле çын çывăрнă çĕре ним систермесĕр вăрă-хурахла кĕме сире никам та ирĕк паман!

«Анчăк çури темерĕн!» — ăшĕнче хаяррăн вăрçса илчĕ Мошков. Çавăнтах «ман ирĕк хампа пĕрлех!» тесе чăмăрне кăтартас шухăш та пырса кĕчĕ. Ухтарни ăнăçлă вĕçленессе шанман енне çеç тӳссе ирттерчĕ.

— Господин Кураков! — ĕнтĕ ӳрĕк-сӳрĕкрех сасă çине куçрĕ вăл, — ăстăнпарах хăтланар та мана ан çиллентерĕр. Эпĕ сирĕн киле, сирĕн аçупа аннӳне хисепленине хăвăр та аван пĕлетĕр. Пуринчен ытла эпĕ хама нумай ырлăх тунă йыснăра, такам умĕнче те чаплă Михаил Петрович Янашова, хисеплетĕп... Çапах та ирĕк ыйтмасăр эсир çывăракан чăлана кĕме хăйрăм пулсан, ку — начальниксен ирĕкĕ. Ман сăмахсем тĕрĕссине хăвăрах ĕненĕр ак! — Сумкинчен васкамасăр хут кăларса, Энтрей енне тăсрĕ.

Энтрей, хута тытса, вырăн çинчен тăрса ларчĕ. Уретник хыçĕнче стражник, алăк анинче староста тăнине курсан пушшех тĕлĕнчĕ.

— Господин Кураков, вуласа пăхма сĕнетĕп! — Энтрее каллĕ-маллĕ шухăшлама вăхăт памасăр астутарчĕ Мошков.

Энтрей вуласанах ăнланчĕ: исправник ăна ухтарма, арестлеме те ирĕк панă иккен. Уя чĕрине çуйлă шухăш пырса кĕчĕ, çапах та ăна палăртмарĕ, хута каялла тавăрса пачĕ.

— Мĕн ĕç пирки ухтарасшăн эсир мана?

— Господин Кураков, кун çинчен кайран калаçăпăр, — Энтрей хумханнипе рехетленсе хуравларĕ Мошков. Хут татăкне сумкине чиксен: — Халь аслă патша саккунне пăхăнма хушатăп. Ав, кăмака çумне кайса тăрăр. Сивĕ тесен, тумланма пултаратăр! — терĕ.

— Ырă кăмăлшăн тавтапуç, урядник господин! — Пăлханнине, тăрăхланине пытармасăр каларĕ те Энтрей пукан хыçĕ çинче çакăнса тăракан костюм еннелле аллине тăсрĕ.

— Господин Кураков, кăштах тăхтăр-ха! — чарчĕ ăна Мошков. Çавăнтах костюма илсе тĕплĕн ухтарчĕ.

— Господин урядник, çăматта тăхăнма ирĕк парăр! — çара уран тăма сивĕрен ыйтрĕ Энтрей.

— Ăçта вăл сирĕн?

— Кăмака çинче.

— Сире унта кайма юрамасть! Петр Константинович, господин Кураков çăматтине илсе килччĕр-ха!

— Халех! — Касмуххашăн чĕнчĕ те Хĕветле çăматта илсе килсе Энтрей умне лартрĕ. — Тăхăнăр, тархасшăн...

— Тавтапуç...

Хĕветле урăх ним шарламасăр упăшки патне таврăнчĕ.

— Мĕн тăвас тен... Пусмăрланине пăхăнма тивет... — хăй кăмăлсăррине уççăнах палăртрĕ Энтрей.

— Çук, господин Кураков, пусмăрланине мар, аслă патша саккунне пăхăнатăр! — асăрхаттарчĕ ăна Мошков.

— Юрĕ, эсир калашле пултăр, — килĕшнĕн хуравларĕ те Энтрей кăмака çумне пырса тăчĕ.

Мошковпа тепĕр стражникĕ ухтарма тытăнчĕç.

Çуйланни иртсен, полицейскисем ухтарнине тăнăçлăн пăхса тăнă çĕрте Энтрей юлашки вăхăтра тата темиçе учителе ухтарнине аса илчĕ. Вĕсем патĕнче ним те тупман, мĕн шыранине никама каламан пулсан та, революциллĕ юхăм хăватлăн сарăлса пынинчен хăраса ӳкнĕ полицейскисем патшана хирĕçле литература шыранине пурте пĕлеççĕ. Энтрей уретниксем хăй патне мĕншĕн килнине, мĕн шыранине те тавçăрчĕ. Вара хăйне айăплама май паракан хут-кĕнеке тавраш пуррипе çуккине аса илме тăрăшрĕ, анчах ним те тупаймарĕ.

Мошковпа тепĕр стражникĕ, яланхи ĕçне тума пуçласан, ытла та хĕрсе кайнипе, чиркӳ старости патĕнче час-часах хăна пулнине, кам ăрăвĕ çине тапăннине те манса кайрĕç. Халь ĕнтĕ вĕсен пурĕ те пĕр ĕмĕт-шухăш кăна: Энтрее тӳртен айăплама май паракан япала тупăнмасан та, аслă начальниксен умĕнче намăса кĕмелле мар тумалла.

Чи малтан вĕсем пур шăтăка, пур хушăка чакаласа, йытă пек шăршласа тухрĕç. Кашни урăй хăмине, стена пĕренисене шаккаса итлерĕç. Нимех те тупайман енне, команда панă пекех, Мошков ура çине сиксе тăчĕ те, сĕтел патне пырса, ачасен тетрачĕсене тустарма тытăнчĕ. Стражникĕ, саквояжа уçса, унта мĕн пуррине тĕрĕслерĕ: аялтан тăхăнмалли кĕпе-йĕме, çиелтен тăхăнмалли икĕ кĕпене, мăшăр çăм нускипе сăмса тутăрĕсене кăларса тăкрĕ, вĕсене урай талккишпе сапаларĕ. Унтан вырăна пăтратма тытăнчĕ. Утияла силле-силле урайне пăрахрĕ. Çĕçĕ кăларса минтер питне касса çурчĕ те тĕкне чакаларĕ. Ним тупайман пирки минтере çĕрелле ывăтрĕ. Пӳрте мамăк вĕçсе тулчĕ. Тӳшеке те çакнашкалах касса мунчалине силлерĕ. Пӳлĕмре тусан йăсăрланчĕ.

Энтрей ăшĕнче халь тăкăнас пек хаяр çилĕ вĕресе хăпарчĕ. Полицейскисене хĕнесе пăрахас килчĕ. Анчах вĕсене ним каласа, ним туса та чарма çуккине, хирĕçтерсен пушшех астарса яма пултарассине асра тытнипе тата ухтарса ним тупайман хыççăн тавăрма май килессе шанса, тӳссе тăчĕ.

Мошков, нӳремсĕр аллисемпе ачасен чечек пек тетрачĕсене уçкаласа, вуламасăрах айккинелле пăрахрĕ. Ку тетрадьсенче патшана хирĕççи ним те пулас çуккине ахалех пĕлет вăл. Унăн хăйĕн те икĕ ачи шкула çӳреççĕ-çке. Тетрадьсене тĕрĕслесе пĕтернĕ хыççăн уретник, çӳлĕк çинчи кĕнекесене иле-иле страницăсен хушшинче хут пуррипе çуккине шырарĕ. Çапла вăл тепĕр кĕнекене илсе тĕрĕслеме тытăнчĕ те, варрине çитсен, хутлатса хунă хут выртнине асăрхарĕ. Ăна саркаласа пăхсан, питех тĕлĕнчĕ. Пĕр енче типографи мелĕпе чăвашла пичетлени пур. Сылтăм кĕтессине «Пĕтĕм тĕнчери пролетарисем, пĕрлешĕр!» тесе çырнă. «Хресчен юлташсем патне!» тесе çырнине вуласан, Мошков сăн-питĕнчен юн тарчĕ. Вăл вилнĕ çын пек кăвакарса кайрĕ. Куçĕ умĕнче саспаллисем сиккелеме тапратрĕç, çапах та вăл пур вăй-хăватне пухса малалла вуларĕ. Унта улпутпа хуçасем мул пухассишĕн Раççейпе Япони хушшинче юнлă вăрçă пуçлани çинчен çырнă. Ăна ĕнентерме çак ирсĕр вăрçă пынă хушăра Михха йывăçпа, тыр-пулпа, выльăх-чĕрлĕхпе суту-илӳ тăвас ĕçе юмахри пек ӳстерсе пынине, вăл пуяссишĕн хресчен ывăлĕсене ют çĕршыва хуса кайса вĕлерттернине илсе кăтартнă. Мошковăн чĕри тем пекех тăвăлланчĕ, вуланă май уретнике аса илчĕ.

Японипе вăрçă тапраннă çул вĕçĕнче Мошков куланай татайманнисенчен шыраса илме Тĕмшер ялне килнĕччĕ. Пĕрисем ывăлне вăрçа ăсатма пухăннине пĕлсен, вăл унта кайма шут тытрĕ. Кунашкал чухне чухăн килĕнче те сăрапа эрех пуррине, хăйне чаплă хăна вырăнне йышăнасса та шаннă.

Мошков пырса кĕнĕ çĕре пĕчĕк хура пӳрт тулли халăх. Кăмакана вăйлă хутнăран тата халăх сывласа тултарнăран пӳрт мунчари пекех вĕри. Кашнин çамки çинех шăлса çитерейми тар тапса тухнă, анчах ăна никам та йӳпсемест. Пурте мăйне тĕрĕллĕ те илемлĕ питшăллисем — хурăнташĕсемпе кӳршĕ хĕрĕсен парнисене — çакса тултарнă, сĕтел хушшинче ларакан вăтăр çулалла çитнĕ çамрăк çине тинкернĕ. Ун урине пиçиххипе сĕтел уринчен кăкарса хунă. Салтака каяс çыннăн урине çакнашкал кăкарсан, вăл киле чиперех таврăнать имĕш.

Салтак ачипе хирĕç, сĕтел хушшинче, çывăх тăвай-хурăнташ, тус-йыш арçынсем лараççĕ. Сылтăм енчи сак çинче — ватă амăшĕпе ашшĕ. Кăмака умĕнче кĕпĕрленсе тăракан хĕрарăм ушкăнĕнче салтак ачин çамрăк арăмĕ, Униççе, чĕчĕ ачине кăкăрĕ çумне чăмăртаса тăрать. Унăн куç лупашки тулли куççуль. Вăл сасăпа макăрса ярасран тутăр вĕçне тĕркелесе çыртнă. Пӳртре пумилккĕри пекех шăп. Хĕрарăмсем ĕсĕклени тата, салтак ачи эрех парсан, сывпуллашас тапхăр çывхарнă май, арçынсем юлашки сăмах калани çеç çак шăплăха вăхăтлăх сирет.

Кĕтмен çĕртен уретник пырса кĕни çынсен сехрине хăпартрĕ. Вăл салтак ачине васкатма килнĕ пек ăнланчĕç.

■ Страницăсем: 1 2 3 4 5 6 ... 13