Ĕмĕр сакки сарлака. 2-мĕш кĕнеке :: Иккĕмĕш пайĕ
— Кум, пичкене илсе кил кунта, — хушрĕ вăл Ваçлие, — Ĕнтĕ пурсăр та ларăр!
Çтаппан кимме турех Атăлăн тенĕр çыраннелле тытни пурне те хумхантарчĕ, анчах нихăшĕ те сăмах пуçарса ыйтма хăяймарĕç, «вырăна çитĕпĕр те пурте паллă пулĕ» тесе шутларĕç. Ванюк çеç лара-тăра пĕлмерĕ. Бакенсен хĕрлĕпе шурă хунарĕсене, пристань çумĕнчи пăрахутсем тĕрлĕ çутасемпе йăлтăртатнине пăхса хавасланчĕ. Вĕсем еннелле кăтартса темĕн пакăлтатрĕ.
Вĕсем çыран хĕррине çывхара пуçларĕç. Каç тĕксĕмĕ витĕр çӳллĕ те чăнкă сăрт талккăшĕнче ял курăнсан, Анук ирĕксĕрех тĕлĕнчĕ: «Мĕнле пурăнаççĕ-ши кунта?» Анчах çыран хĕрринче арçынпа хĕрарăм тăнине астусан, ял çинчен шухăшлама пăрахрĕ. Микула сăн-сăпатĕнчен, тумĕнчен питех улшăннă пулсан та, арăмĕ ăна пĕрре пăхсах палласа илчĕ. Чĕри хаваслăхпа тулнине тӳсеймесĕр ачине чуптăва-чуптăва çепĕççĕн пăшăлтатрĕ:
— Ванюк, пепкем... Атте тесе кăшкăр... Атте... Ванюк, амăшĕ хыççăн калама хăтланса, кăшкăрса ячĕ:
— А-а-э-э!..
Ан тив, ывăлĕ çыран хĕрринче кам тăнине пĕлмесĕрех кăшкăрчĕ пултăр. Ашшĕ чĕри пурпĕр илтрĕ ăна. Хăйне чĕннĕ пекех йышăнса, сасă пачĕ:
— Ванюк... Эпĕ кунта!..
Кимĕ çыран хĕррине çитсе перĕнсенех, Ваçли сиксе тухрĕ те тĕлĕннипе ним шарламасăр тăчĕ. Хăй умĕнче мĕн ачаран пĕрле выляса ӳснĕ тата çичĕ уйăх каярах çухалнă тус-йышĕ тăнине ĕненес те килмерĕ унăн.
Микула васкаса пырса Ваçлие ыталарĕ:
— Кум, салам...
«Ним иккĕленмелли те çук, çавă ку!» — юлашкинчен тăна кĕчĕ Ваçли. Пĕтĕм чун-чĕринчен хавасланчĕ.
— Турă çырлахтăр, ăçтан сиксе тухрăн эсĕ?
— Кун çинчен пĕр тăрук каласа пама хĕн, кум. Акă, киле çитсе вырнаçсан каласа парăп. Халь паллаштарам-ха сире. — Микула çавăнтах вырăс хĕрарăмĕ енне çаврăнчĕ:— Матрена Игнатьевна, паллашăр тархасшăн: ку Ваçли, пĕрле выляса ӳснĕ тус-йышăмăр, Ванюк хреснашшĕ.
— Çав тери хавас... — çемçен саламларĕ Матĕрне. Анука курсанах тăван пек ыталăп тесе шутланăччĕ вăл. Халь çухалса кайрĕ: кимĕ çинче икĕ çамрăк хĕрарăм, иккĕшĕн аллинче те пĕчĕк ача. Хăшĕ-ши Анук? Çтаппан тăн илме май пачĕ ăна. Кĕтерукпа хĕрачине çыран хĕррине тухма пулăшрĕ те:
— Матрена Игнатьевна, паллашăр, ку пирĕн хисеплĕ кума, мăнукăн хреснамăшĕ, — терĕ.
Матрена ăна хаваслăн ыталаса саламларĕ.
Çав вăхăтра Çтăппан Анукпа ачине çавăтса кăларчĕ:
— Матрена Игнатьевна, ку пирĕн кин. Матĕрне Анука пырса ыталарĕ.
— Хаклă кинĕм... Эсĕ килнĕшĕн пĕтем чунтан савăнатăп. Мĕнле çиткелерĕр?..
Палламан вырăс хĕрарăмĕ хисеплĕ йышăнни Анук кăмăлне çĕклентерчĕ.
Анук умне Микула пырса тăчĕ.
— Анук, аван-и?..
Аван... — хумханса хуравларĕ Анук. Упăшки аллисене ывăлĕ патне тăсрĕ. Ванюк ютшăнса амăшĕн кăкăрĕ çумне тĕршĕнчĕ.
— Ванюк, савăнăçăм... Аçу ку... Пыр ун патне.,.— йăпатрĕ ывăлне Анук.
— Акă мĕнле куштан эсĕ. Аçуна та палласшăн мар?
— Ман пата килес-и? Маттур! Аçуна çапла кирлĕ-ха ăна. Текех санран тарса ан çӳретĕр, —хаваслăн кулса каларĕ те Çтаппан Ванюка тытрĕ. — Микула, сана ĕнтĕ пичке йăтма тивет.
— Мĕн тăвас тен, ывăлăм йышăнмарĕ пулсан, йăтма та тивĕ, — шӳтлерĕ Микула.
Çтаппанпа Матĕрне пуринчен малта утса пычĕç. Вĕсен хыçĕнчен — Микулапа Анук. Чи кайра—Ваçлипе Кĕтерук. Пĕр мăшăрĕ те калаçу пуçарса яраймарĕç. Çтăппанпа Матĕрне мĕн тумалли, мĕн кирли çинчен малтанах калаçса татăлнă. Ыран вĕсем венчете тăрса хăйсен туслăхне ĕмĕрлĕхе тĕвĕлĕç. Çак ĕç çине Анук мĕнле пăхасси кăна канăçсăрлантарать вĕсене, апла пулин те ун çинчен сăмах хускатса кăмăлĕсене пăсасшăн пулмарĕç.
Микулапа Анукăн калаçмалли тем чухлехчĕ. Анчах тĕл пулни ытла та савăнтарнипе тивĕç сăмах тупаймарĕç. Çапла самай вăхăт чĕмсĕрленсе пынă хыççăн Микула кулса ячĕ.
Мĕнрен кулатăн эсĕ? —тĕлĕнчĕ Анук.
— Пĕлетĕн-и, мĕне аса илтĕм?.. Баржа çинчен таврăнса пуçламăш хут тĕл пулнă каç та эпир çакнашкал ним шарламасăр пынăччĕ.
— Куна эпĕ те астăватăп, Микула. Ун чухне хĕллеччĕ, сивĕ каçчĕ. Эсĕ мана Элекçей çумне хушса кĕвĕçрĕн. Çиллине шăнараймасăр айăпсăр йытта та ятларăн.
— Пулнă пуль ун пекки те, — аванмарланчĕ Микула. — Халь мана çакă тĕлĕнтерет: кĕçĕр темиçе уйăх хушши уйрăлса пурăннă хыççăн тĕл пултăмăр та каллех ун чухнехи пек шарламасăр пыратпăр.
— Куншăн эсĕ айăплă, Микула.
— Эпĕ-и?
— Ийя. Эпĕ хăнана килнĕ çын. Хăна калаçу пуçарнине ăçта курнă эсĕ?
— Эсĕ ыйтса пĕлме тăрăш.
Анук кăштах шухăшласа пычĕ те:
— Ку хĕрарăм кам вара? — терĕ.
— Ку хĕрарăм-и?..
Ашшĕ ун çинчен тахçанах каласа панă Микулана. Анчах Анук мĕн шухăшланине пĕлес килчĕ.
— Сан шутпа, кам пек туйăнать?
— Кимĕпе çыран хĕрринелле çывхарнă чухне санпа юнашар тăракан хĕрарăма Евдокия Ларионовна тесе шутланăччĕ. Вăл пулмарĕ иккен. Вара сире паллакан хĕрарăм пире кĕтсе илме килнĕ тесе шутларăм.
— Кĕçех эсĕ те паллăн ăна, — шӳтлерех каларĕ Микула.
— Уншăн нимĕн те иккĕленместĕп. Эсир паллакан çынпа эпĕ те паллашăп. Çак çеç пăшăрхантарать: вăл камне мĕншĕн уççăн каласа памастăн-ха? Каллех йăрăс-и? Пытармастăп, Микула, сан йăрăссем маншăн халь те ытла хакла тăчĕç...
Микула чĕри ыратса кайрĕ. Вăл çавăнтах Анук пысăк терт тӳссе ирттернине аса илчĕ. Ăна йăпатма тăрăшрĕ:
— Анук, каçар... Ку хĕрарăмра ниепле йăрăслăх та çук. Сана çав тери ăшшăн йышăннăран вăл камне хăвах тавçăрса илеймĕн-ши тесе çеç каларăм.
— Микула, ан тĕлĕнтер. Нихçан курман çын камне ăçтан тавçăрăп-ши?
— Пĕлетĕн-и... ку хĕрарăм ыран—ман тăван мар анне, сан хуняму пулĕ.
Анук пушшех тĕлĕнчĕ. Тата ĕненес те килмерĕ унăн.
— Кай, Микула, эсĕ темĕн кирлĕ мара сӳпĕлтететĕн?
— Сан вырăнта пулсан, эпĕ те ĕненмĕттĕм. Анчах ку иксĕмĕр юнашар утса пынă пекех тĕрĕс. Атте ытлашши ватах мар-ха. Ĕмĕре ма тăлăх-туратла ирттермелле. Ан тив, вăл та çемьеллĕ пултăр. Эпĕ хам енчен хаваспах килĕшрĕм. Халь ĕç сан çинче тăрать. Эсĕ мĕн калăн?
Анук чунĕ пăшăрханчĕ.
— Ăçтан тăлăх-турат вăл? Эпир ун çемйи мар-и мĕн?
— Ун çемйи те-ха... Çапах ĕлĕкхи мар. Эпир иксĕмĕр ашшĕпе амăшĕ ĕнтĕ. Вăл пĕчченех. Кирек мĕнле пулсан та, сан ху сăмахна калама тиветех.
Анук ӳпкелесе илчĕ:
— Микула, ан култар, тархасшăн! Халь ман сăмах мĕне пĕлтерĕ вăл? Ĕçне тунă чухне манран ыйтман вĕт!
— Кăлăхах апла шутлатăн. Аттепе ку хĕрарăм эпир килĕшнине курасшăн. Вĕсем, арлă-арăмлă пулса, пирĕнтен уйрăласшăн мар, пушшех те тăванла пурăнасшăн.
Анук чĕри кĕвĕçсс тапма тытăнчĕ. Такам, пачах палламан ют хĕрарăм ун ырă чунлă хуняшшĕне туртса илесшĕн. Çакăнпа пĕрлех Анук упăшки шӳтлемессе тата кутăнлашса ним тума та пултарайманнине аван ăнланать. Хуняшшĕ, чăн та, ку хĕрарăмпа арлă-арăмлă пурăнса кайсан, хĕрарăмĕ, ахăртнех, Анук хирĕçнине аса илĕ те, кирлĕ мар çĕртенех харкашу тухĕ.
— Хамăн шухăша кама каламалла ман?
— Мана каласан та юрать. Эпĕ аттене пĕлтерĕп.
— Апла тесен, турă телей патăр вĕсене...
— Анук, эсĕ килĕшессе шаннă эпĕ. Ĕнтĕ пирĕн савăнăç тата туллирех пулĕ.
Килĕшӳ сăмахне каланă хыççăн Анук кăмăлĕ йăлтах уçăлчĕ.
— Ати кăмăл-шухăшне хирĕç тăма мĕнле хăю çитерĕп эпĕ!
— Тĕрĕс, Анук... Атте кăмăлне хирĕç тăма тивĕç çук пирĕн.
Вĕсен калаçăвĕ çакăнпа вĕçленчĕ.
Ваçлипе Кĕтерука сăмах пуçарма тата йывăртарах пулчĕ. Юри пĕр-пĕринчен ютшăннă пек кăтартасшăн, çул тăршшĕпе те пĕр хут çеç, ăна та пулин ирĕксĕртен тенĕ пек, ыйтрĕ Ваçли:
— Якур мĕнле пурăнать?
— Чиперех... — кĕскен хуравларĕ Кĕтерук.
Çапла вĕсем вырăсла хапха умне пырса тăчĕç. Хапхинчен сулахайра—тимĕр витнĕ пилĕк стеналлă пӳрт, сылтăмра — темĕнле çӳллĕ хуралт. Матĕрне, пĕчĕк хапхине уçса, пурне те кĕме сĕнчĕ. Кайри пӳртре вăл Микулапа Ваçли аллинчи пичкепе карçинкка, чĕресе илсе кăмака умĕнчи тенкел çине лартрĕ.
Матĕрнепе Çтаппан, Микулапа Анук çеç килессе кĕтсе, кĕçĕр апат-çимĕç лартса чăрманма та шутламанччĕ. Килсенех вĕсене иккĕшне улах-туса пама килĕшнĕччĕ. Кĕтмен çĕртен тепĕр мăшăр килсе тухни, вĕсем арлă-арăмлă маррипе икĕ вырăн тупма тивесси урăхла шухăшлаттарчĕ. Çавăнпа Матĕрне хăнисене вырнаçма сĕнчĕ те сăмавар лартма васкарĕ. Сĕтел çине апат-çимĕç хатĕрлеме тытăнчĕ.
Микула ывăлне алла илесшĕн пулчĕ, лешĕ çав-çавах ютшăнчĕ.
— Ну, кум, каласа пар ĕнтĕ, кам патĕнче ĕçлетĕн тата хăш хулана çити илсе каяççĕ сире?—сăмах пуçарас шутпа ыйтрĕ Микула тусĕнчен.
— Землянов хуçан баржи çинче ĕçлетĕп. Чулхулана каятпăр, — йывăр шухашĕсене сирме май килнĕшĕн хĕпĕртерĕ Ваçли.
Матĕрне çак хушăра сĕтел çине типĕтнĕ улма кукăлĕ, кăлпасси, тĕтĕмпе вĕтеленĕ пулă, ветчина тата хăпарту лартрĕ. Çуттипе хĕрлине те кăларчĕ.
— Хаклă хăнасем, сĕтел хушшине килĕр-ха. Кунта калаçма та аванрах. Эсĕ, Степан Иванович, кил хуçи вырăнче пул.
Лере, общежитире чухне, Матĕрне кил-çурчĕ, мулĕ çинчен калаçнине Çтаппан пушăлла халап çеç тесе шутланăччĕ. Халь ун чухне калаçнисем тĕрĕсе тухнине ĕненсен, Матĕрне сĕннĕ вырăна йышăнма именерех тăчĕ.
— Степан Иванович, мĕн ара эсĕ... Ху та лармастан, хăнасене те чĕнместĕн?
Матĕрне ӳпкелени Çтаппан именнине сирчĕ.
— Атьсемĕр, сĕтел хушшине ларăр-ха! — хисеплен чĕнчĕ те Матĕрне кăтартнă пукан çине вырнаçрĕ.
Матĕрне Кĕтерук патне пычĕ.
— Хĕрачу сана чăрмантарать çеç. Кӳр-ха вырттарам, — терĕ те Анахвисе малти пӳлĕме кĕртсе вырттарчĕ.
Çтаппан, черккесене тултарса кашнин умнех лартсан, хăй черккине çĕклерĕ:
— Пӳлĕхçĕм çырлахтăр... Матрена Игнатьевна... Ачасем... Эсир те, кумпа кум... Телейле тĕлпулушăн савăнса ĕçер-ха!
— Телейлĕ тĕлпулушăн!
Арçынсем тĕппипех ĕçрĕç, Матĕрне те вĕсенчен юлмарĕ. Анукпа Кĕтерук тутисене черкке хĕррине тивертсе пăхрĕç те каялла лартрĕç.
— Кин... Кĕтерук! Ма ĕçместĕр! Ку хĕрли çеç вĕт. Ĕçĕр-ха, ĕçĕр, тархасшăн!
Çтаппанпа Микула та Матĕрне хутне кĕрсе сĕнчĕç.
Сăмавар вĕресе тухсан, Матĕрне кашнинех чей тул-тарса пачĕ, Анукпа Кĕтерук умĕнчен каймасăр, вĕсене ĕçме-çиме сĕнчĕ.
Хăнасем иккĕмĕш черккине тавăрса панă хыçсăн та апат-çимĕç çине питех çаврăнса пăхмарĕç. Калаçу та ӳрĕк-сӳрĕккĕн тĕвĕленсе пычĕ. Кашни харпăр хăй майлă шухăша кайни чăрмантарчĕ иккен вĕсене. Микулапа Анук сĕтел хушшинчен вăхăтсăр тухсан килĕшӳллĕ пулмасран çеç туссе ларчĕç. Вĕсем ĕçкĕ-çикĕ хăвăртрах пĕтессе, хăйсем ирĕккĕн юласса кĕтрĕç.
Çтаппанпа Матĕрне те хаклă ачисемпе вĕсен кăмăл-шухăшĕ çинчен калаçасшăн çунчĕç.
Ваçлипе Кĕтерук çеç ку ĕçкĕ-çике вĕçĕмсĕр тăсасшăн пулчĕç. Вĕсем сĕтел хушшинчен тухсанах ыранччен, тен, яланлăхах уйрăлма тивессе аван ăнланаççĕ.
Микула урăх туссе лараймарĕ, сĕтел хушшинчен тухрĕ. Ыттисем те вырăнтан тапранчĕç.
— Ĕнтĕ сире вырăнусене кăтартса парам. Çул çинче ывăнтăр пулĕ, канма та вăхăт, — терĕ те Матĕрне малти пӳртрен Анахвисе йăтса тухса Кĕтерука тыттарчĕ. Унтан Микулапа Анука чĕнчĕ:
— Эсир малти пӳлĕме атьăр! Сирĕн валли унта хатĕрленĕ.
Малти пӳртре пысăк лампа çуннипе çап-çутă. Анчах Микулапа Анук ниме те курмарĕç, хăйсен тавра мĕн пур-па çука та çаврăнса пăхмарĕç. Иккĕшĕ çеç юлас самант çывхарнипе вĕсем пĕр-пĕрне çеç курчĕç, пĕр-пĕрин çинчен çеç шухăшларĕç. Матĕрне, куна аван ăнланнипе, ырă каç сунса васкавлăн тухса кайрĕ.
Ачашланипе савнине туясшăн тунсăхласа çитнĕ икĕ юратакан чĕре пĕр-пĕрин патнелле туртăнчĕç. Микула арăмĕпе ывăлне ыталаса кăкăрĕ çумне чăмăртарĕ. Палламан çын çыхланни Ванюка малтанах тĕлĕнтерчĕ.
— Акă мĕнле маттур ача иккен...
— Çавнашкал маттур вăл ман, папаçăм! — телей вут-кăвар пек хыпса илнипе хумханса сăмах хушрĕ Анук. Вара ывăлне урайне антарса тăратрĕ.
Ванюк, амăшĕн чеелĕхне туйманскер, вĕсем патĕнчен утса кайрĕ. Микулапа Анук тепĕр хут ыталанчĕç.
— Чунăм... Савăнăçăм... Ку саманта кĕтсе илессĕн сунманччĕ... — Анука хĕрӳллĕн чуптуса пăшăлтатрĕ Микула.
Анук хирĕç пĕр сăмах та чĕнеймерĕ. Чĕри савăнăçпа варкăшрĕ, куçĕсенчен куççуль юхса анчĕ.
— Чунăм, мĕн пулчĕ сана? Ма макăратăн?
— Кăмăл çемçелчĕ. Ку телей килессе мĕн таран кĕтнĕ эпĕ...—Тепĕр чухне ĕмĕрне те килес çук пекех туйăнатчĕ. Турă çырлахтăр, мĕнешкел асап туссе ирттермелле пулчĕ...
— Чунăм, ан пăшăрхан... Пĕлетĕп, сан нумай терт курма тиврĕ. Вăхăт çитсен тăшмансене çĕр хут та ытларах тавăрăпăр.
Матĕрне Ваçлие çенĕкри чăлана сарса вырттарчĕ. Кĕтерукпа хĕрачине кайри пуртех сарса пачĕ. Çапла пурне те вырнаçтарсан, Çтаппанпа иккĕшĕ пичкепе карçинккана тата чĕресе нӳхрепе антарса лартрĕç. Унтан тухсан çенĕк умĕнче чарăнчĕç те, Матĕрне канăçсăрланса ыйтрĕ:
— Мĕнле шухăшлатăн, Степан Иванович, кин пирĕн çинчен пĕлчĕ-ши?
Çтаппан йăпатма васкарĕ:
— Ан пăшăрхан... Пурте эпир кĕтнĕ пек пулĕ...
Вĕсем çенĕке кĕчĕç. Çтаппан вырăн ăçтине пĕлменнипе пӳрт алăкĕ еннелле пăрăнчĕ. Матĕрне чарчĕ ăна:
— Унта кĕрес мар, Степан Иванович. Ан тив, Кĕтерукпа хĕрачи канлĕ çывăрччăр, — Çтаппана горницăна çавăтса кĕрсе кайрĕ.
Кĕтерук, кайри пӳртре пĕчченех юлсан, лампăна пĕчĕклетсе, çиелти кĕпине хыврĕ те хĕрачипе юнашар выртрĕ. Унăн, хăвăртрах çывăрса, пурне те манас килчĕ. Анчах тахçанах аманнă чĕрин тарăн суранĕнчен чĕрĕ юн пăчăртанса тухма пуçлани ыйхине хăваларĕ. Вăл хăйĕн кăмăл-туйăмĕнче ниепле улшăну та пулманнине тата ытларах ĕненчĕ. Çулсем иртни, туйăмсем шанчăксăрри, хĕрачи, арлă-арăм-лăх тивĕçĕ — нихăшĕ те юрату суранне юсаймарĕ. Ваçли уншăн çуннине те пĕлет Кĕтерук. Ахальтен ку таранчченех авланмасăр пурăнать-и вăл? Ахальтен-и улаха та çӳремест, çамрăксен вăййи-куллине хутшăнмасть? Çутçанталăкра путсĕр Якур пулмасан, Кĕтерук паян тусĕпе пĕрле такамран та телейлĕрехчĕ. Халь ав вут çине тытса пăрахнă пек çунса выртать. «Çавăн чухне мĕншĕн, Ваçли сăмахне итлесе, Мавра патĕнче юлмарăм-ши... Мĕншĕн Ваçли сĕннипе килĕшмерĕм-ши... Вăл мана пурĕ те çулталăк çеç кĕтме йăлăнчĕ-çке. Çулталăк кĕтесси пит нумайччĕ-ши... Çитменнине, телейлĕ пулма çулталăк та кирлĕ марччĕ. Ашшĕ тепĕр кунах ман пата евчĕ яма килĕшнине пурте пĕлеççĕ. Ун чухне васкаса тухса кайман пулсан, Ваçли мана ăсатма пырĕччĕ те, Якур нихçан та вăрлаймĕччĕ». Ку асаилӳсем кăмăлне пусса лартнинчен хăтăласшăн хăйне хăй алла илсе лăпланма тăрăшрĕ. «Ваçлие качча тухнă пулсан телейлĕ пулăттăм-ши эпĕ? Çук. Пурпĕр хĕрача çуратса парăттăм та, Ваçли мана юратми пулатчĕ. Ахальтен-и унăн ашшĕ хăйсен килĕнче чăх-чĕп кĕтӳ ĕрчетесшĕн пулман. Юратнă çын хур кӳнине тӳсме пушшех йывăртарахчĕ. Эпĕ пур енчен те телейсĕр...» Кĕтерук кун хыççăн улăшки çинчен, хăй шăпи çинчен шухăшлама хăтланчĕ. Якур хăйне пăхăнма, юрама тăрăшнисене аса илчĕ. Хуняшшĕпе хунямăшĕ те хисеплетчĕç ăна. Хĕр çурални пĕтерсе хучĕ. Мĕнпур айăпне хăй çине илнĕ хыççăн Кĕтерук, хăй шăпине парăннă пек пулса, амăшĕн пурнăçне аса илчĕ. Ашшĕ тем чул та хĕненĕ ăна, анчах ку иккĕшне пĕрле пурăнма кансĕрлемен. Халь вĕсем йăлтах мирлешнĕ, аванах пурăнаççĕ. Тен, Кĕтерук пурнăçĕнче те çавнашкал килсе тухĕ. Якур та тилĕрсен-тилĕрсен йăвашланĕ. Харкашма, хĕнеме чарăнĕ. Ыран турă амăшĕн иккуни айĕнчен тухĕ те, вăл ырлăх парсан, ывăл ача çуратĕ... Эй, турă... Ман пуçăмран çылăхлă шухăшсене сирсемех... Кăмăла лăплантарса çывăртсам», — пит-куçне куççулĕпе çуса кĕлтурĕ Кĕтерук. Юлашкинчен ăна çывăрса кайма лампа çути кансĕрленĕ пек туйăнчĕ. Вăл лампине тăрса сӳнтерчĕ.
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...
Тĕрĕс-тĕк...