Ĕмĕр сакки сарлака. 2-мĕш кĕнеке :: Иккĕмĕш пайĕ


I

Нумайранпа кĕтнĕ кун çитрĕ. Ыран турă амăшĕн иккунине кĕлтума каймалла. Анук пулă кукăлĕ, чăкăт, йăва пĕçерчĕ те хуняшшĕ кучченеç хурса килнĕ карçинккана вырнаçтарчĕ. Ĕне туяннă хыççăн икĕ уйăх хушши пухнă сар çуне, вунă кĕренкерен кая мар, чĕресе тултарчĕ. Ана вăл Дусьăна парнелесшĕн. Хуняшшĕпе Микулана тата хисеплĕ вырăс çыннисене килти сăрана ĕçтерсе кăтартас кăмăлĕпе, уйăх каярах юхтарса пыл хутăштарчĕ те тимĕр кăшăллă пĕчĕк пичкене ярса йӳçĕтрĕ.

Упăшкипе курнăçас телейĕ çумне Анукăн тата тепĕр пысăк савăнăç хушăнчĕ. Унăн ывăлĕ тытмасăрах утма пуçлани ĕнтĕ эрне çитрĕ.

Тухса каяс вăхăт çывхарсан, Анук упăшки парса янă сатинран çĕленĕ кĕпине, пушмакне тăхăнасшăнччĕ. Тĕрĕллĕ çӳхе пир кĕпе тăхăнчĕ, урине вуникĕ пушăтран тунă çĕн çăпатине сырчĕ. Çакнашкал тумланасси пирки вĕсем Кĕтерук кумăшĕпе малтанах калаçса татăлнă. Ывăлне костюм, пушмак тăхăнтарчĕ.

Кĕтерук та хĕрачине йăтса килчĕ. Ашшĕпе амăшĕ хушнипе упăшки килне таврăнчĕ пулсан та, унăн пурнăçĕ çав-çавах салхуллă та тертлĕ. Якур таçтан укçа тупнă хыççăн, улпут патĕнче ĕçлеме пăрахса, кашни кунах ĕçме пуçларĕ, час-часах харкашкаларĕ. Анчах Кĕтерук, Анук хăйне пулăшнипе нимрен аптрамасăр пурăннăран, куçа курăнмаллах тӳрленчĕ. Хĕрачи те сывă та маттур ӳсет.

Ванюк, Кĕтерук хĕрачине курсан, яланах савăнать. Акă вăл халь те, Анахвиса йăтса кĕрсенех, алă çупса ячĕ. Кĕтерука саппун аркинчен тытса сĕтĕрме тытăнчĕ.

— Халех, халех, Ванюк, — терĕ те Кĕтерук хĕрачине минтер çине вырттарчĕ.

Ванюка та урлă сак çине хăпартрĕç. Вăл Анахвис умне пырса ларчĕ. Унăн пӳрнисене, хăлхисене, çӳçне тыткаласа выля пуçларĕ. Анахвис Ванюк çине хаваслăн пăхса кулчĕ.

Кĕçех Ванюк тегте хуткупăсне ярса илчĕ те хĕрача пуçĕ çинче тытса турткаларĕ. Кĕтмен çĕртен сасă пулнипе Анахвис шарт сиксе çухăрса ячĕ. Хĕрача çуйхашнинчен хăраса, Ванюк айккинелле тарса ларчĕ. Вĕсене курса тăракан икĕ амăшĕ хаваслăн кулчĕç. Ачисем выляни вĕсене рехетлентерет, савăнтарать. Анука ачисен çак айăпсăр вăййинче вĕсен пулăслăхри юратăвĕн пысăк туйăмĕпе туслăхĕ çуралассăн туйăнать. Кĕтерук çеç куна ĕненесшĕн мар.

— Нуша та терт курма çуралнă вăл, ман хĕр... — терĕ вăл.

— Кума, кунашкал калаçса турра ан çиллентер, — хирĕçлерĕ ăна Анук. — Хĕрача та çын мар-им? Акă, ик-сĕмĕрех илер-ха, Эпир хамăрпа тантăш каччăсенчен мĕнрен япăх пулнă? Е халь начар-им? Пурне те пултаратпăр, кума. Пĕрре те мухтанас шутпа каламастăп: ху пĕлетĕн, пирĕн килте пĕр арçын та çук. Хуçалăха япăха ятăм-и? Çук, чиперех тытса пыратăп. Шанатăп, кума... сан хĕрачу телейлĕ пулĕ. Акă; ӳссе çитĕç те, эпир вĕсене Ванюкпа иккĕшне мăшăрлантарса ярăпăр.

— Кума, кума... Эсĕ ытла та тахçан килес пурнăç çинчен калаçатăн...

— Çук, кума, тахçан мар. Ку вăхăт, пирĕншĕн çитнĕ пекех, вĕсемшĕн те çитĕ. Аса ил-ха, нумай пулмасть хамăр та хĕрачасем çеçчĕ. Халь амăшĕсем пулса тăтăмăр. Ун чухне эпир те ку вăхăт килессе сунманччĕ. Вĕсемшĕн те çавах...

— Сыв пулсан ӳсеççĕ те-ха... Анчах Ванюк Анахвисе пăхакан каччă пулать-и вара?..

— Анахвис мĕнрен начар? Çук, нимрен те начар мар. Курăн акă, вĕсем пĕр-пĕрне чунтан юратĕç. Эпир кăкăр сĕчĕпе пĕрле вĕсен чĕринче пĕр-пĕрне юратас туйăм çуратса çитĕнтерме тăрăшăпăр.

Кун хыççăн икĕ амăшĕ те ачисене тытса, хĕрӳллĕн чуп-турĕç.

Пӳрте Сантăр кĕчĕ.

— Лаша кӳлсе тăратрăм!

— Халех каятпăр, атте. Япаласене тухса вырнаçтарма пулăш-ха.

Анукпа Сантăр сăра пичкине, карçинккапа чĕресе илсе тухса урапа çине вырнаçтарчĕç. Кĕçех Анукпа Кĕтерук ачисене йăтса тухрĕç.

Ануксем çула хускаличчен сехет çурă маларах Мавра Атăлкасси еннелле çул тытрĕ. Унта çитсен, ниçта та чарăнса тăмасăр, вулăс кантурне пырса, стражник ларакан пӳлĕме кĕчĕ.

— Мĕн çăмăлпа килтĕн, — ырă кăмăллă пек курăнма тăрăшрĕ Мошков.

— Тăхта-ха, Иван Митрăч, сывлăша çавăрса ярам. Васкаса утнипе сывлăш питĕрĕнсе çитрĕ.

— Лар-ха эппин, — пӳлĕмри пĕртен-пĕр пукан çине кăтартрĕ Мошков.

Мавра ларчĕ, çамки çинчи тарне шăлса типĕтрĕ, Ну, каласа пар, мĕнле çĕнĕ хыпар илсе килтĕн?

— Анук Хусана каять, — такам илтесрен хăранă пек, хуллен хуравларĕ Мавра.

— Анук Хусана каять?

Ия, Иван Митрăч, Анук ывăлĕпе Хусана каять. Хăйпе пĕрле пĕчĕк пичкепе пыл сăра, чĕрес тулли сар çу, чĕр пулă кукăлĕ, йăва, чăкăт илнĕ. Сăри çине пыл ярса лартнине хам куртăм. Унпа пĕрле Кĕтерук кумĕшĕ те хăйĕн хĕрачипе каять.

— Апла иккен... —тем шухăшланипе мăкăртатса илчĕ Мошков. — Хăçан каяççĕ?

— Паянах. Кăнтăрла иртсе анакан пăрахута ĕлкĕрме васкаççĕ.

— Мĕн ĕçпе каяссине шарламарĕç-и?

— Каларĕç. Турă амăшне кĕтсе илме каятпăр терĕç.

— Кучченеçĕ кам валли?

— Хуняшшĕ валли.

— Упăшкипе тĕл пуласси çинчен пĕр сăмах та тапратмарĕç-и?

— Çук, Иван Митрăч, акă пихампар пур, пĕр сăмах та тапратмарĕç, — Мавра сăхсăхса кăтартрĕ.

Мошков Мавра каласа панисенчен Анук упăшки патне каясса сисрĕ. Ун патне мар пулсан, хуйхине тусеймесĕр упăшки çинчен пĕр сăмахпа та пулин асăнса илĕччĕ. Тата хуняшшĕ валли ма çав тери нумай кучченеç илсе каймалла? Мавра илсе килнĕ хыпар пит кирлĕ-ха ăна. Куншăн ăна тӳлеме те тивĕç. Мошков кĕсйинчен пилĕк пус кăларса Маврана пачĕ:

— Ку сана çĕн хыпаршăн пултăр. Пĕрер кĕренке сушкă ил те мана сывлăх сунса çи!

Анука сутни Мавра кăмăлне ним чул та пăшăрхантармарĕ. Кунашкал ĕçсене тума Лукарье вĕрентнĕ ăна. Ахальтен мар ĕнтĕ Платун вилнĕ хыççăн Çтаппан килĕнче мĕн пулса иртнине сăнаса тăма полицейскисем ăна хушрĕç. Анчах вăл, стражник йӳнĕ тӳленипе кӳренсе, темĕн мăкăртаткаласа тухса кайрĕ.

Мошков пĕччен юлсан шухăша кайрĕ: малалла мĕн тумалла-ха? Хусанта Анука упăшки кĕтсе илессе ним иккĕленмесĕрех шанчĕ вăл. Ăна тытма мĕн таран пархатарлă самант! Кун хыççăн вăл начальниксен куçĕ умĕнче ӳсĕччĕ, ун çине Михха та ăшшăнрах пăха пуçлĕччĕ. Огуречникова та Михха тăрăшнипе станувуя куçараççĕ вĕт. Акă Атăлкассинче çурт-йĕр туса хатĕрлĕç те, вăл унта куçĕ. Мĕншĕн Мошков уретник пулма пултараймасть? Халь те ăна начарах шутлани туйăнмасть-ха. Ахальтен-и ĕçлеме вулăса янă. Михха та хурласах каймасть пулмалла.

Микулана йĕрлесе тытас тесен, Анукпа пĕрле ларса кайма кирлине Мошков аван ăнланать. Анчах вулăса пăрахса хăварма, пуринчен ытла Хусана çити кайма, уретникрен ирĕк çукки аптратрĕ ăна. Мĕнле майпа ку ирĕке ыйтса илес-ха? Кармăша çитсе киличчен Анук пăрахут çине ларса кайĕ. Вара тыт-ха вĕсене! Çук, тем пулсан та, ответлăха хăй çине илсе, ĕçе тытăнмалла, Вулăсран ыранччен тухса кайнипе темех пулмĕ-ха. Кунашкал вăл хальччен те кайкаланă вĕт. Нимех те сиксе тухманччĕ. Ми-кулана тытса килсен, уретник тĕлĕннипе йăвансах кайĕ.

Мошков, хваттерне таврăнса, полици тумне улăштарса тăхăнчĕ. Шăлавар кĕсйине револьвер чиксе, пристане тухса утрĕ.

Пристань çинче пассажирсем çу каçиччен те паянхи пек йышлă пулмаççĕ. Анчах кусем яланхи пассажирсем мар. Паян кунта чухăнсем, чирлĕ-чĕрлĕ, терт курса пурăнакансем турă амăшĕн иккунинчен ырлăхпа сиплĕх илсе кайма пухăннă. Вĕсем хушшинче хура тумлă манахсемпе манашкăсем явкаланса çӳреççĕ, мăнастирь е часовня валли укçа пухаççĕ, çветтуйсен сăнӳкерчĕкĕсемпе, хĕрессемпе суту-илӳ тăваççĕ. Вĕсем хушшинче мăйран кружка çакнă чиркӳ валли укçа пуханçи туса çӳрекен шарлаттансемпе шулĕксем те сахал мар.

Мошков, паллакан чăвашсемпе тĕл пуласран сыхланса, айккинелле кайса тăчĕ. Кунта ăна нумаях кĕтме тивмерĕ. Пристань патне çывхаракан тимĕр кăвак лаша кӳлнĕ лав çинче икĕ çамрăк хĕрарăм алăри ачасене тытса ларнине курсан, ку Ануксем иккенне тавçăрса илчĕ те вĕсене куçран çухатмасăр сăнама тытăнчĕ.

Сантăр лашине тăратсан, икĕ хĕрарăмĕ те урапа çинчен анчĕç.

— Кур-ха, кума! Мĕн чухлĕ халăх кунта? — тĕлĕнчĕ Анук.

— Хăрушла нумай, — Кĕтерук вырăнне хуравларĕ Сан-тăр. — Пурте турă амăшĕн иккунне кĕтсе илме каяççĕ-ши варй? Астăвăр, пăрахут çинче çăвар карса ан ларăр. Нимсĕрех тăратса хăварма пултараççĕ.

— Ан пăшăрхан, атте, сыхланкалăпăр. Сантăр билет илме ĕлкĕрнĕ çĕре пăрахут та çитрĕ. Вĕсем, япалисене йăтса, пăрахут çине кĕчĕç. Тăваттăмĕш класра пушă вырăн çук пулсан та, икĕ палламан çын Анукпа Кĕтерука хăйсен вырăнĕсене пачĕç. Çак вăхăтра ачисем ыйхăран вăранчĕç те, вĕсене тирпейлеме тиврĕ, Анукпа Кĕтерук Атăл хĕрринче ӳссе çитĕннĕ пулин те, пăрахут çине пуçламăш хут ларса курнипе кунта вĕсемшĕн пурте çĕнĕ тата хальччен курман япаласем çеç.

Малалла кайнăçемĕн илемлĕ те хаваслă Ванюк пассажирсене хăй çине ытларах та ытларах пăхтарчĕ. Кашниех унпала калаçма е выляма хăтланчĕ. Кам çырла, кам канахвет пама тăрăшрĕç. Ванюк амăшĕ хушмасăр нимĕн те йышăнмарĕ, çынсен кучченеçĕсене Анахвисе тыттарма хăтланчĕ, лешĕ тытма пĕлмен пирки, унăн çăварне чикме тăчĕ. Анук ирĕксĕрех ывăлне Анахвис патĕнчен илсе лартрĕ. Ванюка юлашкинчен пĕр вырăнта ларни йăлăхтарса çитерчĕ пулмалла. Вăл нар çинчен шуçса анчĕ те ӳке-ӳке алăк еннелле утса кайрĕ. Анук ун хыççăн пычĕ. Ачана инçех те мар ĕçлекен машинăсен шавĕ илĕртет иккен. Анук ăна йăтрĕ те, çын урисем çине пусасран сыхланса, машина тĕлне пырса тăчĕ. Кунта мĕн курни-илтнисем Анукшăн та тĕлĕнмелле туйăнса кайрĕç. Вăл, машинăсем мĕнле майпа ĕçленине ăнланмарĕ пулсан та, ку пăрахут чĕрине, çав чĕре ĕçлеме чарăнсанах пăрахут чупма чарăнасса тавçăрчĕ. Ванюка юлашкинчен ку та йăлăхтарса çитерчĕ пулмалла. Вăл амăшне каялла таврăнма чĕнчĕ.

Пăчă сывлăш, палуба çемçен чĕтренни ыйхă килтерет. Ларса пыракансенчен нумайăшĕ тĕлĕреççĕ ĕнтĕ. Анахвиспа Ванюк та çывăраççĕ. Анукпа Кĕтерук çывăрмарĕç, вĕсен пуçĕнче тĕрлĕ шухăш çаврăнать.

Кĕтерук пĕтĕмпех тĕн сĕрĕмĕн тыткăнĕнче пырать. Ана турă амăш иккуни айĕнчен тухсанах ывăл ача çуратассăн туйăнать. Вара пурте хисеплĕç. Унăн йăмăкĕсене текех хĕрача çуратакансем тесе хур кӳмĕç.

Анук турă амăш иккунне кĕтсе илме каяссине пуçĕпех манса пычĕ. Унăн чĕри, упăшкипе тĕл пулассине ĕмĕтленсе, хаваслăн вăркăшрĕ.

Пăрахут Хусана каçалапа тин çитрĕ. Анук хăйсене Дуся кĕтсе илĕ тесе шаннăччĕ. Халь илсе килнĕ мĕнпур кучченеçе Кĕтерукпа иккĕшĕ те йăтса тухас çук. Дуся пăрахут çине кĕрсе шырама тавçăрĕ-ши?

Пассажирсем пăрахут çинчен тухма тытăнсан, Ванюк та хускалчĕ, аллисемпе кăтартса темĕн калаçрĕ. Амăшĕ ăнланчĕ; Ывăлĕ ăна çынсемпе пĕрле кайма чĕнет.

Çтапптан кинĕ пăрахут çинчен ытти пассажирсемпе пĕрле тухасса кĕтрĕ. Пурте тухса пĕтрĕç. Кинĕ тухмарĕ. Вара ирĕксĕрех канăçсăрланма тытăнчĕ. «Пӳлĕхçĕм çырлахтăр, нивушлĕ килмерĕ? Е килте мĕн те пулин сиксе тухрĕ-ши?» Çтаппан, кĕтме тӳсĕм çитереймесĕр, пăрахут çине кĕчĕ.

— Ати! — хĕрарăм сасси илтĕнчĕ.

Çтаппан çаврăнса пăхрĕ те корма енчен кинĕ ачине йăтса килнине курчĕ.

Ванюк, аслашшĕне палласа, ун еннелле уртăнчĕ.

— А-а-э-э!..

Анук ывăлне палуба çине антарса тăратрĕ. Лешĕ, аллисене малалла тăсса, аслашшĕ патнелле утрĕ. Çтаппан куçĕнчен савăнăç куççулĕ сăрхăнса тухрĕ. Унăн мăнукĕ хăй тĕллĕнех чупакан пулнă.

Çтаппан васкаса пычĕ те ăна йăтса чăмăртарĕ.

— Ванюк, ывăлăм...

— Пирĕн япаласем нумай, ати, çавна пула тытăнса тăтăмăр. Атя йăтма пулăш! — терĕ Анук. — Эпĕ вырăс хĕрарăмĕ кĕтсе илессе шаннăччĕ.

— Вăл çук кунта.

— Мĕнле çук? Кĕтсе илме сăмах панăччĕ-çке!

— Кайран каласа парăп, кин.

Вĕсем Кĕтерук кĕтсе ларакан çĕре çитрĕç.

— Аван-и, кума! — çепĕççĕн чĕнчĕ Çтаппан.

— Аван-ха, хăвăр епле?.. — çавнашкалах хуравларĕ Кĕтерук. Вĕсем ал тытрĕç.

— Анахвис мĕнле, ӳсет-и?

— Турă ырлăхĕпе хуллен ӳсет.

— Эккей, э... Йăлтах хĕр пулнă. Тьфу! Тьфу! Тьфу! Ман куç ан ӳктĕр, кушак куçĕ ӳктĕр! — хăй тĕллĕн калаçса илчĕ Çтаппан: — Япаласем ăçта сирĕн?

— Акă, ĕнтĕ ман алсем пушах. Хам та йăтма пултаратăп.

— Юрĕ. Анчах пичкине хул хушшине хĕстерттер-ха, — сĕнчĕ Çтаппан.

Анук сăра пичкине Çтаппана тыттарчĕ. Хăй карçинккапа чĕресе йăтса тухрĕ.

Çтаппан килйышĕн савăнăçĕ пĕр çын кăмăлне çеç тивмерĕ. Ку çын Атăлкассинчи Мошков стражник пулчĕ. Кунта килнĕ чух вăл, Анука упăшки кĕтсе илессе ĕненнипе, ăна çăмăллăнах тытса каясса шаннăччĕ. Хăй тĕллĕн тытма май килмесен, ăçта пурăннине йĕрлесе пĕлсе, хулари полицейскисем пулăшнипе тытма шухăшланăччĕ. Анчах Мошков ĕмĕтленнĕ пек килсе тухмарĕ. Анука упăшки мар, хуняшшĕ кĕтсе илчĕ. Ун вырăнĕнче тепĕр стражник пулсан, аллипе сĕлтĕччĕ те, тепĕр пăрахут çине ларса, Атăлкассине таврăнĕччĕ. Мошков унашкал этем пулмарĕ. Ĕç пуçламăшĕнчех ăнманни ĕмĕте татма мар, Микулана тытас кăмăлне пушшех çивĕчлентерчĕ. Тата айăплă çынна хулара йĕрлес ĕç ăна ытла та пархатарлă пек туйăнчĕ.

Çтаппан çамрăк хĕрарăмсене Матĕрне пӳлĕмне илсе кĕчĕ те:

— Вăт, эпир те çитрĕмĕр, — терĕ.

Анукпа Кĕтерук, пĕр пăхсах пӳлĕм таса та капăррине курса, кунта хĕрарăм пурăннине тавçăрчĕç. Ав, малти стена çумĕнче арча ларнине асăрхарĕç. Кунашкал арча хĕрарăм пурăнакан çĕрте çеç пулма пултарать. «Нивушлĕ Евдокия Ларионовнăсем патне килсе кĕтĕмĕр?» Анчах ку шухăш Анука пушшех хускатрĕ. «Апла тесен хăй ăçта вăл? Мĕншĕн кĕтсе илмерĕ? Ку вĕсен хваттерĕ пулсан, Ми-кула ăçта? Вăл тӳрех ун патне ертсе кайма сăмах панăччĕ-çке?..»

— Микула ăçта? — хумханса ыйтрĕ Анук. Çтаппан кунашкал ыйту пуласса кĕтрĕ. Кинне хăвăртрах ывăлĕ патне кайса ярасшăн çунчĕ пулсан та, упранарах хуравларĕ:

— Ан пăшăрхан, кин... Вăхăт çитсен курнăçăр-ха.

— Ати, — тата хытăрах хумханса чĕнчĕ Анук. — Эсĕ темĕн пытарасшăн. Мана Евдокия Ларионовна кĕтсе илетĕп тенĕччĕ, вăл çук. Тӳрех Микула патне каятăп тенĕччĕ, ку та пулмарĕ.

— Пӳлĕхçĕм çырлахтăр, кин, халех ăнлантаратăп, — пăшăлтатнă пек каларĕ Çтаппан. — Леонид Сергеевич çапла ăс пачĕ пире. Эсĕ укçа ăçтан тупнине пачăшкă ахальтен пĕлесшĕн тăрăшман. Ăна, ахăртнех, тĕпчеме янă. Халь сан хыçран йĕрлесе килме пултарнă. Çавăншăн сана пĕчченех кĕтсе илтĕм. Микула патне илсе каймарăм...

Анук, йăлтах ăнланса, хăйĕн ăраскалĕшĕн тăрăшакан ырă кăмăллă вырăс çыннисене тав туса илчĕ. Кăштах лăпланнă пек пулса:

— Апла пурте сывах, пурте йĕркеллех-и? — терĕ.

— Ийя, кин. Эсĕ часах Микулана курăн.

— Евдокия Ларионовнăна та-и?

— Ăна та, упăшкине те курăн... Анчах паян мар, ыран... Халь эпĕ сире кунта хăваратăп.

— Ху ăçта каятăн?

— Микулана систерме. Вăл эсир килнине килменнине пĕлесшĕн.

— Кайса систер, кайса систер, ати. Вĕсем те сана курасшăн çунаççĕ те.

Çтаппан пĕчĕк Ванюка йăтса кайса ашшĕне кăтартасшăнччĕ, такам куçĕ тĕлне пуласран шухăшне сирчĕ те мăнукне амăшне тыттарчĕ.

— Эсир килти пекех пулăр. Кунта урăх никам та килес çук, сире никам та кансĕрлес çук. Çиес килсен, ав, шкапра мĕн кирли пурте пур. Духовкăра вĕри яшка, ăшаланă аш пур. Ĕçĕр, çийĕр. Эпĕ нумаях тăмăп.

Кĕтерук, ку таранччен сăмах хушмасăр тăнăскер, Çтаппан тухса кайсанах тĕлĕнсе чĕнчĕ:

— Хаклă кума...

Анук малалла каламасăрах ăнланчĕ. Çавăнпа Кĕтерука хăвăрт пӳлчĕ:

— Санран нумайччен пытарса усранăшăн ан çиллен. Ман Микула сывах. Мана пысăк терт кăтартнă укçана та вăл парса янă. Сана, чун юратнă кума, мана пĕр сăмахранах ĕненнĕшĕн пуçа çĕре тивертсех тав тăватăп. Ун чухне халăх тата пачăшкă умĕнче хама çĕр тӳсейми хур кӳтĕм пулсан та, эсĕ ĕненмерĕн. Эпĕ тӳрĕ хĕрарăмне ним иккĕленмесĕрех шантăн. Ку маншăн темрен те хаклă.

■ Страницăсем: 1 2 3 4 5 6 7