Ĕмĕр сакки сарлака. 2-мĕш кĕнеке :: Иккĕмĕш пайĕ


Çамрăк хĕрарăмсен куçĕсем шывланчĕç. Аллисенче ачисем пулмасан, вĕсем çак самантрах ыталанĕччĕç. Хăйсен юратнă туйăмĕсене ачисене чуптуса пачĕç.

Çтаппан çенĕкрен тухрĕ те тавралла сăнаса пăхрĕ. Шанăçсăр çын курăнманнипе урам тăрăх утса кайрĕ. Ăна хирĕç пĕр ушкăн çамрăк килет. Çтаппан вĕсем çине ахаль-тен çеç пăхрĕ пулсан та, кашнин аллинчех апат-çимĕç кутамкки пуррине, хăйсем килте тĕртсе тунă улача е йӳн йышши çитсă кĕпе тăхăннине, урисене тăла-çăпата сырнине асăрхаса, ку çамрăксем баржа çинче матросра ĕçленине тавçăрса илчĕ. Патнерех çывхарсан, пĕр çамрăкне палласа чĕнчĕ:

— Ваçли кум!

Лешĕ Çтаппана тӳрех паллайман пирки тĕлĕнсе тăчĕ.

— Эккей, паллаймарăн-и? — кулса ячĕ Çтаппан.

— Нивушлĕ эсĕ ку, кум?

— Эпĕ çав! — Ваçлине тăван ывăлĕ пек ыталаса илчĕ Çтаппан. — Ăçтан, мĕнле майпа килсе тухрăн кунта?

— Эпĕ Землянов хуçа баржи çинче ĕçлетĕп. Анатран тăвалла хăпаратпăр. Кунта баржана кăштах пушатса çăмăллатма чарăнтăмăр та апат-çимĕç илме тухрăмăр, — кĕскен каласа пачĕ Ваçли.

— Эсĕ мĕнле майпа килсе лекнĕ тата? Ху чĕнмен пулсан, палласа та илес çукчĕ сана.

— Пӳлĕхçĕ çырлахтăр, кум... Пурнăç тени теме те улăштарĕ. Кунта хам ирĕкпе килтĕм те крючникре ĕçлетĕп.

— Нихçан та шухăшлама пултарайман!

— Эпĕ те тăван яла пăрахса хăварăп тесе шухăшламанччĕ. Мĕн тăвас тетĕн, çавнашкал килсе тухрĕ...

Çтаппана кун çинчен калаçма йывăррине туйса, Ваçли урăх сăмах çине куçрĕ.

— Ну, ман кума мĕнле пурăнать унта? Хĕресне ывăлăм мĕнле ӳсет?

— Кин калама çук аван пурăнать. Ванюк ывăлу чупакан пулчĕ ĕнтĕ.

— Чăнах-и?

— Сан курасчĕ ăна, кум!

— Шел... Атăл лармасăр пыраймастăп. Анчах ку нимех те мар. Сывă пулсан курăп-ха, — пăшăрханарах каларĕ те Ваçли татах ыйтрĕ: — Микула кум çинчен ним сас-хура та çук-и?

— Микула çинчен-и? — Çтаппан çамантлăха шухăша кайрĕ: — «Куна та ĕçке чĕнсен мĕн пулĕ? Савăнăçран урăх ним те пулмĕ. Вĕсем пĕр-пĕрне ытла та нумай вăхăт курман вĕт. Анчах пыма вăхăт пур-ши унăн?» Ваçли ыйтăвĕ çине хуравламасăр хăй енчен ыйтрĕ: — Ак мĕн, кум, Хусанта нумай тăратăр-и эсир?

— Ик-виçĕ талăкран кая тăмастпăр пулмалла.

— Ку аван-ха. Баржа çинчен пĕр-икĕ талăка тухма пултараймастăн-и?

Çтаппан мĕн сăлтавшăн ыйтса пĕлме тăрăшнине Ваçли ăнлансах каймарĕ пулсан та, ахальтен маррине сĕмленсе хуравларĕ.

— Пултаратăп. Баржа çине кайса водоливран çеç ыйтмалла.

— Апла ыйтса тух-ха. Вара сана хĕресне ывăлна кăтартăп!

— Ăçта вăл?

— Килсен хăвах курăн!

— Юрĕ, кум. Çакна çеç кала: ăçта тĕл пулмалла сана? Е ăçта шыраса тупмалла?

— Баржа çинчен тух та çак вырăна кил, Кувта тĕл пулаймасан, «Русь» пристанĕпе хирĕç çурта пыр.

Вĕсем уйрăлчĕç.

Микула ăçта пурăннине пĕлнĕ пулсан та, Çтаппан кувта пуçламăш хут килчĕ. Алăка кил хуçи хĕрарăмĕ уçрĕ.

— Мана Соколов кирлĕччĕ.

— Эсир кам пулатăр?

—Эпир унпала пĕр заводра ĕçлетпĕр, — малтанах калаçса татăлнă пек хуравларĕ Çтаппан.

Кил хуçи хĕрарăмĕ, Çтаппана алăкран кĕртсе, Микула пӳлĕмне шаккарĕ:

— Саша! Сан пата çын килнĕ! Микула алăка уçрĕ.

— Аван-и! — хумханнине палăртасшăн мар хулленрех каларĕ Çтаппан.

— Килĕрех! Килĕрех! — хылăнса ӳкрĕ Микула. Чĕри хаваслăн тапма тытăнчĕ. Унăн çак самантрах арăмĕпе ывăлĕ патне тухса чупас, вĕсене ыталаса савас килчĕ.

— Пӳлĕхçĕм çырлахтăр, Микула, вĕсем те сана питех курасшăн. Анчах мĕнле те пулин тӳскелĕр ĕнтĕ.

— Ийя, атте... Нумаях кĕтме тивмĕ — курнăçăпăр...

— Сан валли урăх хыпар та пур ман.

— Мĕнле хыпар, атте?

— Кинпе пĕрле Кĕтерук кума та килнĕ.

— Чăнах-и?..

— Ку çеç те мар-ха. Урамра эпĕ Ваçли кумпа тĕл пултăм.

— Ку чăн та савăнмалла хыпар. Анчах кунта ăçтан килсе тухнă вăл?

— Вăл баржа çинче матросра ĕçлетĕп терĕ. Эпĕ ăна хăнана чĕнтĕм.

— Калама çук аван тунă, атте. Анукпа ывăлăма çеç мар, хаклă тус-йышсене те куратăп эппин!

— Леонид Сергеевич кăмăлсăрланмĕ-ши?

— Çук, çук, атте! Кăмăлсăрланма мар, пирĕн пекех савăнĕ. Вăл Ваçли кумсене тахçанах курасшăн, вĕсемпе паллашасшăн.

— Апла эсĕ кай, пире кĕтĕр. Эпир нумаях тăмăпăр, пырăпăр.

Çтаппан тухса кайсан, Микула хывăнса тумланчĕ те:

— Варвара Макаровна, эпĕ каятăп! — терĕ кил хуçи хĕрарăмне.

— Ăçталла?— яланхи пекех интересленчĕ лешĕ.

— Мăнастыре, турă амăшĕн иккунне йăтса килме каятăп.

— Сăваплă ĕç тума каятăн, Саша,.. Эпĕ те пырăттăм, утса çитеймесрен хăратăп. Ман чĕри те кăштах ашкăнкалать. Мăнастыре çитме çирĕм çухрăм утмалла, теççĕ. Турă каçартăрах ĕнтĕ çылăхсене...

— Эпĕ виçмине ирхине тин таврăнатăп. Ку хушăра вăхăта йăлтах кĕлтуса ирттерĕп, — астутарчĕ Микула.

— Кĕлту, Саша. Маншăн та кĕлту. Турă телей патăр сана.

Микула пӳлĕмрен тухса кайрĕ.

 

II

Ваçли тус-йышĕсене Атăл çыранĕ хĕрринче хуса çитрĕ те тăван пек хаклă çынпа тĕл пулни тата хăйне хăнана чĕнни çинчен каласа пачĕ. Лешсем Ваçлишĕн вахта тăма та унсăрах шыв тăкма килĕшрĕç. Баржа çине çитсен, Ваçли тӳрех водолив патне кĕчĕ, икĕ талăка ирĕке яма ыйтрĕ. Водолив чарса тăмарĕ.

Çыран хĕррине тухсан, Ваçли Кĕтерукпа иккĕшĕн мăнкунта хĕресне ывăлне кĕпе парнелемелле пулнине аса илчĕ. Хăй васкарах ĕçе тухса кайнипе Ванюка кĕпе тăхăнтартайманччĕ. Тата килте пулсан та, Çтаппансем патне Кĕтерукпа пĕрле кайма май çукчĕ. Якур ытла та кĕвĕçнине вăл та пĕлет. Халь, çакна аса илсен, Ваçли икĕ аршăн сатин, кăнахвет, премĕк, булка, кăлпасси, пулштух эрех илсе, пурне те пĕр хутпа чĕркесе çыхрĕ те кĕтме калаçса татăлнă вырăна пычĕ. Кĕçех Çтаппан та пырса çитрĕ.

— Эсĕ ĕлкĕрнĕ те-çке? — хаваслăн чĕнчĕ Çтаппан.

— Ĕлкĕртĕм.

— Атя, кайрăмăр.

Вĕсем часах икĕ хутлă йывăç çурт патне пырса тухрĕç. Айккинчи алăкран кĕрсе çухалчĕç.

Мошков чĕри тискер кайăк мулкач йĕрĕ çине ӳкнĕ пекех тапма тытăнчĕ. Вăл Микулана палламан пирки, Ваçлие çав шутласа, хӳтлĕхрен тухрĕ, чӳрече патне чупса пычĕ. Вăрттăн пăхса сăнама тытăнчĕ.

Çтаппанпа Ваçли пӳлĕме кĕчĕç. Çамрăксен тĕлпулăвĕ, чăн та, тĕлĕнмелле пулчĕ. Вĕсем сăмах чĕнеймесĕр тăчĕç. Çтаппан çеç çамрăксем мĕнле кăмăллине асăрхайманнипе:

— Куртăр-и, эпĕ сирĕн пата мĕн таран хаклă хăна илсе килтĕм! — терĕ шăплăха сирсе.

Анук тăна кĕрсе Ваçлине алă пачĕ:

— Кум, салам!

— Салам, салам! — хăйне аран тыткаласа хуравларĕ Ваçли.

— Ав мĕнле маттур ача эсĕ... — Ваçли хут тĕркине салатрĕ те Ванюка кăнахвет, премĕк тыттарчĕ. Малалла вăл сатинне, эрехпе кăлпассине кăларса хурасшăнччĕ. Йăла хушнă пек хреснамăшĕпе пĕрле парнелемеллине аса илчĕ те Кĕтерука ал памасăр кӳрентерме пултарнăшăн хăйне хăй ӳпкелерĕ.

Кĕтерук юлашки вăхăтра хăйне канлĕрех туя пӳçланăччĕ. Унăн мĕнпур ĕмĕт-шухăшĕ, турă амăшĕн иккуни айĕнчен тухса, ывăл ача çуратассиччĕ. Ваçлие курсан, Кĕтерука каллех урăх шухăшсем тыткăна илчĕç.

Ваçли, хумханнине пытарса, Кĕтерука алă пачĕ: — Кума, каçар тархасшăн... Хĕресне ывăла курнипе сана саламлама ĕлкĕреймерĕм.

Ваçлин ӳрĕк-сӳрĕкрех сасси Кĕтерук чĕрине лăплантара пуçларĕ. Çапах ку çамрăк ун ăшĕнче пурăнакан Ваçли пек туйăнмарĕ. Анчах, аллисем сĕртĕнсенех, чĕрисенче сӳнмен юрату хыпса илчĕ. Ваçли аран-аран малтанхи сассине тупрĕ.

— Кума, эпир хĕресне ывăл умĕнче парăмлă.

— Çапла... — çирĕплетрĕ Кĕтерук.

— Эсĕ килĕшсен, ку парăма татма та пулать. Кунашкал майлă вăхăта урăх нихçан та тупаймăпăр.

Кĕтерук Ваçли сĕннипе савăнсах килĕшрĕ. Кунашкал майлă вăхăт урăх килмессе те ăнланать. Кĕпелĕх илме укçа çуккипе:

— Эпĕ хатĕрлеймен-çке, — терĕ.

— Уншăн ним пăшăрханмалли те çук, кума. Пирĕн пурте хатĕр...

Ваçли васкаса сĕтел патне пычĕ. Кĕпелĕх сатин, булка, кăлпасси тата пулштух эрех кăларса лартрĕ.

— Ман шутпа, куна Анук кумапа Çтаппан кум та йышăнмасăр тăмĕç. Кĕпине çĕлемен те ĕнтĕ, пырĕ, Кĕтерук кума киле таврăнсан çĕлесе парĕ.

— Хаклă тусăмсем... Эпĕ пĕтĕм чун-чĕререн хавас. Эсир Ванюк телейĕшĕнех-и иксĕр тĕл пултăр, — килĕшсе сăмах хушрĕ Анук.

— Эпĕ те хавас. Халь сире кăштах хăна тăвам-ха. Унсăрăн эсир выçă хырăмпа çитес çĕре те çитеймĕр, — терĕ Çтаппан.

Пӳлĕмре хуллен калаçнине Мошков ăнланаймарĕ. Çтаппан ертсе килнĕ çамрăк çын Микула иккенне тата ытларах ĕненсе, ĕнтĕ тытса каймалли çеç юлчĕ тесе шутларĕ. «Анчах мĕнле-ха? Акă, пӳлĕме кĕрес те револьверпа хăратса илсе тухас! Çук, кунашкал ĕç тухмĕ. Вăл хăратнипе парăнас этем мар. Луччă хулари полицейскисене чĕнсе килес те çыхса пăрахас».

Шăп çак вăхăтра çывăхри трактиртен таврăнакан Костьăпа Емелька Матĕрне пурăнакан пӳлĕм чӳречинчен ют çын пăхса тăнине асăрхарĕç.

— Мĕнле этем ку! Мĕн кирлĕ ăна? — тĕлĕнсе пăшăлтатрĕ Костя.

Костя пуçне хăнăхнă чăрсăрла шухăш пырса кĕчĕ:

— Халь пĕлетпĕр. Эпĕ çав кĕтесре пытанса тăратăп. Эсĕ тепĕр енчен хупăрла ăна. Вара вăл тӳрех ман ума чупса тухĕ.

— Шапаç! — пĕр сăмахпа килĕшрĕ Емелька.

Иккĕшĕ икĕ еннелле уйрăлчĕç.

Мошков ниепле хăрушлăха та кĕтмесĕр чӳречерен пăхса тăнă вăхăтра сасартăк сылтăмран çын сиксе тухрĕ те хаяррăн кăшкăрса ячĕ:

— Кунта вăл! Тытăр ăна!

Мошков шарт сиксе сулахай еннелле ыткăнчĕ. Пӳрт кĕтессине çитсен, ăна тепĕр çынни ярса тытрĕ те сасă кăларма ĕлкĕриччен çĕре пĕтĕрсе ӳкерчĕ.

— Тсс!.. Чĕлхӳне çыртнă пултăр! Ахаллĕн шапаç!..

— Паллаймарăн-и? — Емелька çитсе ыйтрĕ.

— Çук, хальччен çакланман çăрттан ку, — хуравларĕ Костя. — Кала, кам эсĕ? Тата çын чӳречинчен мĕн пăхса çӳретĕн?

Мошков тăна кĕрсе çитейменнипе ним те чĕнеймерĕ.

Крючниксене ку пушшех иккĕлентерчĕ. «Явăл пуçĕ, хĕç-пăшалсăр пулас çук кунашкал этем, ăнсăртран чиксе пăрахасран хăрушă», — шухăшласа илчĕ те Костя ухтарма хушрĕ.

Мошков аран тăна кĕчĕ. «Е револьвера туртса илсен? Пĕтне пуçĕ çавă пулĕ!» Çанçурăмĕ çине сивĕ тар тапса тухрĕ. Вăл кăшкăрса пулăшу ыйтма шут тытрĕ. Анчах çăварне уçма ĕлкĕрсенех, ăна Костя алсатулĕпе хупласа хучĕ. Мошков çăлăнасшăн тапкаланчĕ. Костя ăна чăмăрĕпе аяккинчен тăрăслаттарса антăхтарчĕ. Çак вăхăтра Емелька ун кĕсйинчен револьвер туртса кăларчĕ.

— Кур-ха, мĕнешкел тетте чиксе çӳрет вăл?..

Ĕнтĕ Костя та тĕлĕнсе кайрĕ. Вĕсен умĕнче, кирек мĕн пулсан та, вăрă-хурах е полицисен шпикĕ?

— Кам эсĕ? — ыйтрĕ унран Костя тепĕр хут. Мошков камне пытарнипе ыррине курас çука ăнланчĕ.

Чăвашсене хăратма хăнăхнă сассине тупса:

— Эсир влаçра тăракан çын çине тапăнтăр. Куншăн сире аслă патшан çирĕп саккунĕ тăрăх айăплĕç, — терĕ.

Ку хыпар крючниксене шиклентерчĕ пулсан та, вăраха пымарĕ. Палламан çын суйма та пултарать.

— Апла иккен, — хирĕç чĕнчĕ Костя, — ăçти влаçра тăракан этем вара эсĕ?

— Эпĕ стражник. Халь револьвера тавăрса парăр та ырă пуç чухне ман çумран сирĕлĕр!

Мошков, пĕрре пăхсах чăваш хресченĕсен сехрине хăпартма хăнăхнăскер, хăй камне каланă хыççăн ку çынсем каçару ыйтасса, хĕçпăшалне хăварса тарасса кĕтрĕ.

Хăйсен умĕнче городовой пулсан, крючниксем чăн та хăраса кайĕччĕç. Стражншс тенине илтсен, вăл ял хушшинче ĕçлекен полици иккенне пĕлсе, кăмăлĕсене хытарчĕç. Вĕсем çакна та пĕлеççĕ: инçетрен килнĕ стражник чӳречерен пăхать пулсан, кама та пулин йĕрлет. Иккĕленмелли çук, Çтаппан кинне йĕрлесе килнĕ ку. Крючниксем ирĕксĕрех çуйланчĕç. Тус-йышне хăрушлăхран хăтарас кăмăл-шухăшсем çуралчĕç. Тĕплĕрех вăлтса камне пĕлме шут тытрĕç.

— Ăçтан килнĕ эсĕ? — ыйтрĕ Костя.

Ку этемсем пăрахса каяс вырăнне татах тĕпчеме хăтланни Мошкова килĕшмерĕ. Вăл юнаса хуравларĕ:

— Эпĕ ăçтан килнипе сирĕн нимле ĕç те çук. Хăвăртрах револьвера тавăрса парăр та ярăр мана!

Крючниксем стражник каланине илтмен пекех пулчĕç.

— Эпир эс ăçтан килни, мĕншĕн çын чӳречинчен пăхса çӳрени çинчен ыйтатпăр. Каламасан хăвна ху ӳпкеле. Халех пыршуна кума пуçлатпăр, — юнарĕ Костя.

— Мана тивме саккун çук. Астăвăр, уретнике каласа паратăп! Станувуй патне çырса пĕлтеретĕп!—кăшкăрса ячĕ Мошков. Ана çавăнтах аякĕнчен тăрăслаттарса шăплантарчĕç.

— Кала, ăçтан килнĕ эсĕ? — çинерех тăрса тĕпчерĕ Костя.

Ик-виçĕ хут та аякран тăрăслаттарни ку çынсем хăпса каяс шутлă маррине ĕнентерчĕ. Крючниксем юнани хăрушлăрах курăна пуçларĕ. Пуринчен ытла револьвера илсе каясси çуйлантарчĕ Мошкова. Вара Çĕпертен хăтăлас çук. Стражникĕн хресчен сехрисем хăпнине курса савăнма хăнăхнă хура чунĕ пуçламăш хут вилесле хăраса ӳкрĕ.

— Эпĕ Атăлкасси вулăсĕнчен...

Крючниксем каллех пĕр-пĕрин çине тĕлĕнсе пăхрĕç.Çтаппан çав вулăсраннине вĕсем питĕ аван пĕлеççĕ.

— Илтрĕн-и? — систерчĕ Костя.

— Илтрĕм, — хуравларĕ Емелька.

Мошков мĕнне ăнланмарĕ. Тĕрĕссине пĕлтерсе хăтăлма май пур тесе малалла каларĕ:

— Эпĕ кунта тахçанах суд умне тăма тивĕç çынна йĕрлесе тупрăм. Эсир чăрмантарнипе вăл тарса хăтăлĕ. Вара пĕтĕм инкекĕ сирĕн пуçăр çине ӳкĕ!

— Айăплă çынни кам вара? — çемçен ыйтрĕ Костя.

— Энĕшкассисем, Николай Степанов ятлă. Эп чӳречерен пăхнă пӳлĕмре унăн ашшĕпе арăмĕ те пур. Хăвăрах ăнланмалла ĕнтĕ: ман çине тапăннипе мĕн таран айăпа кĕтĕр эсир? Револьвера парăр та ман çумран сирĕлĕр. Вара эпĕ каçарма та хатĕр.

Крючниксем хăйсен аллине тус-йышĕн тăшманĕ çакланнине йăлтах пĕлсе çитрĕç. Усала тавăрас çиллисем вĕресе хăпарчĕç.

— Шапаç! — терĕ сасартăк Костя.

— Шапаç! — çирĕплетрĕ Емелька.

Мошков тата мĕн те пулин калама е кăшкăрма ĕлкĕриччен—çăварне хăй карттуснех тĕркелесе чикрĕç. Пиçиххине салтса илсе, аллисене каялла çыхрĕç. Мĕн тумалли çинчен малтанах калаçса татăлнă пек, ăна икĕ енчен тытса малалла танкăлтаттарчĕç. Револьверне кĕсйинех чикрĕç те хăйне уборнăй шăтăкне чикелентерчĕç.

Самай кайсан, Емелька сăмах чĕнчĕ.

— Степана систерес пулать. Упранччăр.

— Ман шутпа, систерме кирлĕ мар, — килĕшмерĕ Костя. — Пăлханма пултараççĕ, ыранхи кунĕ те пăсăлĕ. Халь ку стражникрен ним хăрамалли те çук. Ан пăшăрхан, вăл текех Степăсем хыççăн сĕтĕрĕнсе çӳреймĕ.

 

III

Çтаппан урама тухса астукаларĕ те, ют çын çуккине ĕненсе, пӳлĕме таврăнчĕ.

— Ĕнтĕ кайма та вăхăт.

— Ăçталла? — хăвăртрах пĕлес килнипе ыйтрĕ Ваçли.

— Кум, ăçталла каяссине пĕлмесен те пырĕ. Сана водолив тепĕр ирччен янă-и? Янă. Ытти, эсĕ ăçта пулса мĕн тăвасси, пĕтĕмпех ман ĕç. Ăнлантăн-и? — кулкаласа хуравларĕ Çтаппан.

— Ăнлантăм, — килĕшрĕ Ваçли.

— Апла акă, тыт! — Çтаппан сăра пичкине Ваçлие илсе пачĕ. Хăй карçинккапа чĕресе йăтса пӳлĕмрен тухрĕ.

Урам хушшинче çынсем курăнсах каймарĕç, ним сас-чĕвех те илтĕнмерĕ. Каç шăплăхне парăнса, пурте чĕмсĕрленсе утрĕç. Анук хуняшшĕ хăйсене Микула хваттерне илсе каясса ĕненсе пырать. Анчах урам вĕçне çитсе Атăл хĕрринелле пăрăнсан, шухăша кайрĕ: «Ăçталла ертсе каять вăл пире?»

Çтаппан вĕсене çыран хĕррине ертсе пычĕ.

— Вăт, çитрĕмĕр те!

Ĕнтĕ Ваçли те тĕлĕнчĕ: «Ăçта килтĕмĕр эпир? Кунта пĕр кимĕрен урăх нимĕн те çук-çке?» Ăçта кайса мĕн тăвассине Çтаппан хăй çине илнине астуса ыйтмарĕ.

Çтаппан карçинккапа чĕресе кимĕ çине лартрĕ.

■ Страницăсем: 1 2 3 4 5 6 7