Ĕмĕр сакки сарлака. 2-мĕш кĕнеке :: Пĕрремĕш пайĕ


Богданов сăмахĕсем куракансене тĕлĕнтерчĕç, вĕсен шухăшĕсене те иккĕлле уйăрчĕç, икĕ майлă шав çĕкленчĕ:

— Хура маска хăравçă!

— Оглы маттур!

— Çапла кирлĕ вĕсене! Хисеплĕ çынсенчен ан кулăр! Хура маска майлисем хушшинче пуринчен хытăрах ырхан хĕрарăм кăшкăрчĕ:

— Çĕтĕк-çурханахсем! Эсир хисеплĕ çынсен хушшинче пулма тивĕçсĕр!

Шав кăштах лăплансан, Богданов малалла каларĕ:

— Хисеплĕ сударьсем! Хисеплĕ сударынясем! Тӳсĕмлĕх тата тӳсĕмлĕх пултăр! Эпир халех хура маска хăравçипе хăравçă маррине пĕлĕпĕр. Эпĕ хам тусшăн, мухтавлă паттăршăн, пилĕкçĕр тенкĕ хуратăп. Ан тив, хура маска хăравçă, циркач ултавçă пулмасан, иккĕшĕнчен пĕри пилĕкçĕр тенкĕ хуччăр. Циркачсем сăмах тунă çĕр тенки те çĕнтерекене пулĕ.—Богданов çав самантрах çĕршер тенкĕлĕх пилĕк хут укçа кăларса сулкаларĕ.

— Ман укçа акă! Циркач е хура маска пилĕкçĕр тенкĕ илсе килччĕр те, вара кĕрешме килĕшĕпĕр.

Халĕ Çтаппан майлисем те, ăна хирĕçлисем те малалла мĕн сиксе тухасса курасшăн çунса ларчĕç.

— Укçа хурăр! Вĕсем нихçан та çĕнтереймеççĕ! Вĕсене ырă çынсем хушшинче мĕнле пулма кирлине вĕрентĕр? — янăраса кайрĕ ырхан хĕрарăм сасси.

Богданов ырхан хĕрарăм çуйхашнине илтсен тилĕрсе кайрĕ.

— О, сударыня, сире эпĕ витĕр куратăп! Эсир икĕ питлĕ хĕрарăм иккен!

Ырхан хĕрарăм вут çине тытса пăрахнă пек хыпăнса ӳкрĕ. Урăх ним калама аптраса кăшкăрчĕ:

— Мĕнле хăятăр эсир?!

— О, сударыня, эсйр çынсене укçа хума вĕслететĕр.

Хăвăр хура маска çĕнтерессе чĕрне хури чухлĕ те шанмастăр!

— Эпĕ хура маска çĕнтерессе шанмастăп-и?! — çилли тăвăлса килнипе сывлăшне аран çавăрса кăшкăрчĕ ырхан хĕрарăм. — Хура маска çĕнтерĕ, сирĕн çĕтĕк-çурăкăн чунне силлесе кăларĕ!

— Сударыня, пушă халапа ĕненекен ухмаха юлма пултарать. Сăмах тени ĕçпе хуплаштарсан çеç витĕмлĕ. Эпĕ сире те укçа хума сĕнетĕп!

— Укçа хурса тавлашма?! — терĕ те хĕрарăм тăруках чарăнчĕ. Тем пулсан та куна кĕтменччĕ вăл.

Çĕршер куç, вуншар бинокль ĕнтĕ ырхан хĕрарăм çине тинкерчĕç. Кашниех вăл мĕн каласса кĕтрĕç.

Ырхан хĕрарăм та сисрĕ çакна. Укçа хурса тавлашас мар, пĕтĕм хула умĕнче намăса кĕрĕн. Ним иккĕленмелли те çук, çак тери нумай халăх çинче паллакансем тупăнаççех. Пуринчен ытла кĕрешекенсем паллаççĕ. Ав, халь те вĕсем ун çине пăхаççĕ. Çук, тем пулсан та парăнма юрамасть. Анчах мĕнле майпа? Тавлашу хакне ӳстерсе. Вĕсен, тен, пилĕкçĕр тенкĕрен урăх пĕр пус та çук. Ак вара хăйсемех намăса кĕрĕç.

Богданов ырхан хĕрарăм килĕшменнине ĕненчĕ. Вĕçне çитичченех намăса кĕртме шутларĕ:

— Çапла ĕнтĕ, хисеплĕ сударыня, эпир сĕннине йышăнмасăр хăвăр пушă кĕсъеллине тата икĕ питлине те аванах кăтартрăр!

— Çук, йăнăшатăр! — татса хучĕ хĕрарăм. — Эсир сĕннипе килĕшетĕп. Анчах пилĕкçĕр тенкĕ мар, пин тенкĕ хуратăп!

Куракансем тăвăллăн алă çупса ячĕç. Богданов чĕри пуçламăш хут кăртлатрĕ. «Степа çĕнтерессе мĕншĕн çав териех шанатăп эпĕ? Хура маска ăна çĕнтерсен, çынсен укçине пĕтеретĕп-çке. Богданов тем пулсан та ку вăйă çапла хакла ларасса шутламанччĕ. Каялла чакма та аптрарĕ. Ав, куракансем ырхан хĕрарăма ырласа алă çупаççĕ! Атя, мĕн пулать те мĕн килет ĕнтĕ!

— Пин тенкĕ йышăнатăп!

Куракансем тата хытăрах алă çупса ячĕç. Богданов кĕсйинчен тата пилĕкçĕр тенкĕ кăларса барьер çине хучĕ:

— Ман укçа акă! Сударыня, сире тă кăларса хума ыйтатăп!

Ырхан хĕрарăм арена çине талкăшса тухрĕ.

— Эпĕ суту-илӳ тума тухман. Çавăнпа ун чухлĕ укçа та пĕрле илсе килмен. Анчах ман çумри хитре чулсемпе илемлетнĕ ылтăнсем пин тенкĕлĕх ытла. Хура маска çĕнтерессе шаннипе хамăн хаклă япаласене хуратăп! — Вăл, пӳрнисенчен виçĕ çĕрĕ, хăлхисенчен икĕ хăлха унки, аллисенчен икĕ сулă кăларса, Богданов укçисемпе юнашар хурса хăварчĕ.

Богданов ырхан хĕрарăм хунă япаласем чăннипе миçе тенкĕ тăрасса хакласа пĕлесшĕнччĕ, хăйне сĕмсĕркке вырăнне шутласран хăрарĕ.

Çав вăхăтра мăн хырăмлă хуçа, арена çинче цирк çыннисемех айкашнине халь те ĕненме пăрахмасăр, кула-кула арăмне каларĕ:

— Кама мухтаса алă çупатăн эсĕ!

— Мĕнле кама? — тĕлĕнчĕ арăмĕ. —Курмастăн-и, мĕн тери ырă хĕрарăм! Хаклă япалисене те шеллемерĕ!

— Эсĕ ĕнентĕн-и?

— Ăнланмастăп, мĕн каласшăн эсĕ?

— Чунăм, ним ăнланмалли марри те çук унта. Ав, вăрăм сăхманлипе хура мăйăхли-и, е сан кăмăла кайнă хĕрарăм-и, вĕсем пурте циркри артистсем. Ан хăра, иккĕшин укçи те пĕр кĕсьеренех тухать. Ылтăнпа хаклă япала текеннисем — пĕтĕмпех суя япаласем...

— Çук, тус-йышăм, йăнăшатăн...—килĕшмерĕ тепĕр хуçи. Акă, пăхса çеç тăр, сан куç умĕнче цирк трюкне тăрă шыв çине кăларăп та пин тенкĕ укçа выляса илĕп! Курса тăрăр.

Ун шучĕпе цирк хуçи хура маскăна çĕнтерсе питне уçса кăтартма ниепле те килĕшес çук. Çавăнпа вăл, хура маскăшăн укçа хурсан ним иккĕленмесĕр выляса илессе шанса, арена çине тухрĕ те:

— Господа, хура маскăшăн эпĕ те пин тенкĕ хуратăп. Оглы чăн та паттăр пулсан, ан тив, тата пин тенкĕ кăларса хутăр!

Богданов ырхан хĕрарăм пин тенкĕ кăларттарнипе те минренĕччĕ. Мăн хырăмлă хуçа сĕннине илтсен, чунĕ ура тупаннелле ана пуçларĕ. «Икĕ пин те пилĕкçĕр тенкĕ... Выляса ярсан пĕтрĕ пуç...» Ку инкеке сирес тесен, хальччен кăларса хунă укçасене пуçтармалла та арена çинчен каймалла. Анчах мăн хырăмлă хуçана ырласа алă çупни тата тем пулсан та парăнас килменни чарса тăчĕç. Вăл куракансен хушшинче ларакан паттăрсене куçĕпе шыраса тупрĕ те, лешсем кирек хăш самантра та хута кĕме хатĕррине сиссе, çăмăлраххăн сывласа ячĕ. Çавăнтах: «Çĕнейĕ-и Степа е çĕнеймĕ-и, укçа пурпĕр вĕсен аллине лекес çук>, — тесе шут турĕ.

Мăн хырăмлă хуçа Богданова тăрăхлама пăхрĕ:

— Сударь, эсир çынсене хăравçă тесе курентернĕччĕ. Халь хăвăр хăраса ӳкрĕр мар-и?

— Çук! — хăйне хăй алла илсе хуравларĕ Богданов.— Эпĕ сире шелленипе ним калама аптраса тăтăм. Ытах пин тенкĕ кĕсъере выртни аван мар тесен, мĕнех вара, хавас-пах килĕшетĕп! — Богданов тата пин тенкĕ кăларса хучĕ. — Ман укçа акă! — Мăн хырăмлă хуçа та укçине хурсан: Ĕнтĕ хура маска сăмахне илтмелли çеç юлчĕ, — терĕ.

Циркра кулăшла ĕçсем сиксе тухнăшăн хуçи савăнчĕ. Ку ĕçсене куракансем цирк трюкĕ пек йышăнни те пăшăрхантармарĕ ăна. Анчах хура мăйăхлă çынпа темле Оглы ăна кăштах шиклентерчĕç. Çĕнме нимле шанăç çук çĕртен çакăн чухлĕ укçа кăларса хума е тăм-ухмах, е чăн та çĕрме пуян пулмалла. Çакăнпа пĕрлех хуçа каялла чакма май çуккине те аван ăнланчĕ. Ав, куракансем, ăссăрсене сума суса, мĕнле тăвăллăн ал çупаççĕ!

Циркра çав тери шав çĕкленни пуринчен ытла хура маскăна савăнтарчĕ. Вăл, вăрăм сăхманлă этеме çĕнсе, укçа выляса илессе ним иккĕленмесĕр шанать. Вырăнти хаçат çине ăна мухтаса çырĕç. Унăн чапĕ калама çук çĕкленĕ. Хура маска цирк хуçине чĕнсе илчĕ те, иккĕшĕ тем çинчен калаçнă хыççăн:

— Господа! Хура маска килĕшет! — пĕлтерчĕ хуçа. Мăн хырăмлă хуçапа ырхан хĕрарăм еннелле пуç тайса: — Хăйне шаннăшăн хура маска сире чĕререн тав тăвать. Ан иккĕленĕр, ку Оглы сывлăшне çавăрма ĕлкĕриччен çăпатине çӳлелле тăратса выртĕ! — терĕ.

Мĕнпур ĕмĕт-шухăшĕ хура маскăна çĕнтерсе çĕр тенкĕ выляса илесси пулнипе Çтаппан хăй тавра хĕрӳллĕ калаçусем пынине, куракансем хута кĕрсе е хирĕçлесе тăвăллăн алă çупнине те йĕркеллĕ ăнланаймарĕ. Юлашкинчен кĕрешӳ условийĕсене ăнлантарав шутпа чĕннĕ сасă ун шухăшне татрĕ. Малтанах ăна сăхманĕпе кĕпине хывма тата тăли-çăлатисене салтса пăрахма хушрĕç. Çтаппан сăхманĕпе çĕлĕкне çеç хывма килĕшрĕ. Ку хура маскăн кăмăлне пушшех хавхалантарчĕ: «Çăпатине çӳлелле туса пуçхĕрлĕ тăратсан, куракансем тата хытăрах кулĕç».

— Сударьсем, тăхтăр-ха! Эпĕ кунта циркачсем укçа хунине курмарăм? — терĕ Богданов кĕрешӳ тапранас умĕн.

— Укçа хуманшăн ним те ан пăшăрханăр. Вăл пурпĕр сирĕн пулас çук. Çавăнпа укçа патне кайса вăхăта ирттерме те кирлĕ мар! — хуравларĕ цирк хуçи.

— Тĕрĕс, сударь! Тавлашуллă укçа, чăн та, сирĕн алла лекес çук. Çавăнпа кăларса хума сĕнетĕп! — тăчĕ Богданов. Цирк хуçи ирĕксĕртен ултçĕр тенкĕ илсе хурсан:—Ĕнте эпир кĕрешме хатĕр!—терĕ.

Хура мăйăхлă этем ытла та çĕнтересле калаçни хура маскăн кăмăлне пăсрĕ. Вăл, малтанхи савăнăçлă шухăшсене сирсе, ку ӳсĕр сĕмсĕрккесене чăн та тăн пама шут тытса, кĕрешме вăхăт çитсенех сылтăм аллине Çтаппан еннелле тăсрĕ. Лешĕ, кĕрешме пуçлачченхи йăла пек сунса, аллине пачĕ. Хура маска çав самантрах ăна вăйпа чăмăртаса илчĕ те, вăр-вар лапчăнса çаврăнса, Çтаппан аллине хăйĕн хулпуççийĕ çине хучĕ. Ĕнтĕ яланхи майпа хулпуççи урлă ывăтмалли çеç. Вара çурăм çине ӳкĕ те, çĕнни çавă пулĕ, Çтаппан хура маска чеелĕхне сиссе илчĕ, тăруках мĕнпур йывăрăшĕпе, вăйĕпе çакăнчĕ. Хура маска ывăтса яраймарĕ. Çтаппан тепĕр самантран никам кĕтмен çăмăллăхпа та хăвăртлăхпа ирĕк аллине хура маска пĕç хушшине чикрĕ. Икĕ аллипе тимĕр хĕскĕч пек хĕстерсе илчĕ, пĕчĕк ачана тыткаланă пек çĕклерĕ. Хура маска хăй çирĕп алла лекнине туйрĕ. Пĕтĕм халăх умĕнче намăса кĕресрен çак самантрах вĕçерĕнсен çеç хăтăлма май пуласса ăнланнипе Çтаппан аллине ячĕ те, икĕ урипе ун хырăмĕнчен тапса, малалла ыткăнчĕ. Анчах тапни тем чул хытă тата кĕтмен çĕртен пулсан та, Çтаппан тытса чарчĕ. Хура маска капкăна çакланнă мулкач пек тапаланма тытăнчĕ.

— Эккей, э... Ман алăран пурĕпĕр вĕçерĕнес çук. Луччĕ ху ирĕкпех парăн та кĕрешӳ вĕçлентĕр! — куларах каларĕ Çтаппан.

Куракансем цирка куçарасла шавлăн ал çупса ячĕç. Арена çинче тăракан мăн хырăмлă хуçа, вăрăм сăхманлă çын çĕнтерсен пин тенкĕ выляса яма пултарасса мансах ахăрчĕ.

Хура маска куракансем кулнине те, тăвăллă ал çупнă шава та илтмерĕ. Ун умне ку вăрăм сăхманлă этем, чăн та, çĕнме пултарас хăрушлăх сиксе тухрĕ. Çĕнтерсе маскине сӳсе илсенех, вăл циркри кĕрешекенсенчен пĕри иккенне куракансем çав самантрах палласа илĕç. Вара хăйне çеç мар, циркра ĕçлекенсене те намăса кĕртĕ. Пуринчен ытла цирк хуçине аван мар. «Çук, тем пулсан та ая пулма юрамасть. Тем пулсан та ун аллинчен вĕçерĕнмелле!» — шухăшласа илчĕ те, кушак пек хăвăрттăн çаврăнса, çамкипе Çтаппана сăмса кăкĕнчен тăрăслаттарчĕ. Çтаппан куçĕсем хуралса килчĕç, аллисем лĕнчĕрех усăнчĕç.

Хура маска Çтаппана тăна кĕме памасăр пилĕкĕнчен ыталаса тытрĕ те çĕр çинчен хăпартрĕ. Çтаппан хирĕç тытаймарĕ. Ĕнтĕ хура маска майлисем, халиччен ун ăраскалĕшĕн çунса ларакансем, ал çупма тапратрĕç. Ырхан хĕрарăм та чĕрĕленсе кăшкăрса ячĕ: — Браво! Браво!

Богданов Çтаппана сăмса кăкĕнчен çамкапа çапса анратнине асăрхаймарĕ. Хура маска ăна пилĕкĕнчен тытса йăтнине, вăл хирĕç тытманнине курсан темĕнле кĕтмен ĕç пулса иртнине ăнланса, çуйлăн эхлетрĕ:

— Степа, мĕн тăватăн эсĕ?! Ма тытмастăн?! Подрядчик астутарни Çтаппан хăлхине таçта янраса илнĕ саслăн çеç илтенчĕ, вăл тăна кĕреймерĕ... Хура маска, чул пек ӳксе, Çтаппана айккинелле çавăрса çапрĕ, тӳрех икĕ хул калакки çине вырттарасшăн пулчĕ. Анчах хура маска шутланă пек килсе тухмарĕ. Çтаппан çурăм çинчен ӳпне çаврăнса выртрĕ. Хытă тăрăслатса кисреннипе тăна кĕчĕ. Хура маска, тĕрĕс мар кĕрешсе, çамкинчен çапса анратнине аса илсен, ăна тавăрма шутларĕ. Вара вăл халь те тăна кĕмен пек кăтартасшăн ним хускалмасăр выртрĕ.

Çтаппан ӳпне çаврăнса ӳкни хура маска кăмăлне каймарĕ пулсан та, ĕнтĕ çĕнессе шаннипе, вăр-вар ун çурăмĕ çине хăпарса ларчĕ. Ĕнсине хирсе месерле çавăрса вырттарма сылтăм аллине Çтаппан хул хушшине чикрĕ. Çтаппан, çакна çеç кĕтнĕ пек, хура маска аллине хĕстерсе илчĕ те тепĕр аллине ярса тытрĕ.

Хура маска аллине вĕçертсе илме хăтланчĕ. Турткаланнăçемĕн Çтаппан тата хытăрах хĕстерчĕ.

Богданова аранах чун кĕчĕ. Çтаппан тăна кĕрсе каллех вăй илнине ăнланчĕ вăл.

— Степа, маххă ан пар! Пирĕннисене намăса ан кĕрт! Çтаппан хура маскăна çурăм хыçĕнчех çаксах ура çине сиксе тăчĕ. Çакă хура маскăна шанăç кӳчĕ. Çтаппан пуç урлă ывăтасшăн тесе шутларĕ вăл. Ун чухне аллинчен вĕçерĕнме май килĕ. Çтаппан, ирĕклĕ аллипе хура маскăна çурăмĕнчен тытса, умнелле туртса илчĕ. Ытла та пăлханнăран чĕтревлĕрех сассипе:

— Эккей, э... Эпир иксĕмĕр чыслăн кĕрешме калаçса татăлтăмăр-çке. Эсĕ мана сăмса кăкĕнчен çапса анратрăн. Ĕнтĕ хăвна ху ӳпкеле, — терĕ.

Çтаппан сăмахĕсене илтсе ларакансем, паçăр вăл мĕншĕн хирĕç тытмасăр тĕлĕнтернине ăнланса илсен, хура маскăна тустарса кăшкăрма тытăнчĕç:

— Намăс мар-и?

— Вăй çитмест те, çапăçма шутланă!

Çтаппан хура маскăна çӳле çĕклесе ывăтса ячĕ. Лешĕ юлташĕсем умне тăрăнса анчĕ. Хăнăхнă çăмăллăхĕпе çав самантрах ури çине сиксе тăчĕ. Тарса хăтăлма çеç ĕлкĕреймерĕ — Çтаппан, арăслан пек сиксе, ярса тытрĕ те каллех çӳле çĕклерĕ.

Цирк хуçи ирĕксĕрех шикленчĕ. Кĕрешĕве халех чармасан, хура маскăна çĕнтерсе, унпа пĕрле цирк трюкĕ те тăрă шыв çине тухасса аванах курчĕ. Вăл, кĕрешме чарăнма хушса, шăхличне шăхăртрĕ.

— Халех ярăр! Эсир кĕрешӳ йĕркисене пăсрăр! — терĕ Çтаппана.

Богданов цирк хуçи патне чупса пычĕ те:

— Сударь, эсир кĕрешĕве чарма пултараймастăр!..— хирĕç тавăрса хучĕ. — Степа, маттур! Лайăхрах пар ăна. Ан тив, пирĕннисене нихçан та ан мантăр!

Çтаппан унсăрăн та чарăнма шутламарĕ. Хура маска усал чеелĕхпе çапнине халь те манаймасăр:

— Эпĕ сана, каяннăя, çапăçма пăрахтарăп! — терĕ те каллех ывăтса ячĕ.

Хура маска ӳпне нăчлатса ӳкрĕ, урăх тăмарĕ те. Маскине сӳсе палласа илесрен хăранипе вăл вилише персе выртма шут тытрĕ.

— Степа, мĕн пăхса тăратăн! Ма çурăм çине çавăрса вырттармастăн, — хушрĕ Богданов.

Çтаппан, кĕрешӳ условисене тин аса илсе, хура маскăна месерле çавăрса пăрахрĕ, вара ытти кĕрешекенсене те хăйпе тытăçма чĕннĕ пек хирĕç пăхса тăчĕ. Чăннипе вăл çухалса кайнăран ним тума аптрарĕ. Цирк шăпланчĕ.

— Мĕн пăхса тăратăр! Тухтăр патне хăвăртрах илсе кайăр! — терĕ цирк хуçи.

Хура маскăна çав самантрах йăтса кайрĕç. Богданов уна-куна юплемесĕр:

— Хисеплĕ сударьсем, хăвăрах куртăр ĕнтĕ, эпир çĕнтертĕмĕр. Укçа пирĕн пулмалла! — терĕ те, барьер патне пырса, укçапа хаклă япаласене сăтăрса илчĕ.

Ырхан хĕрарăм тăрук кăшкăрса ячĕ:

— Вĕлерекенсем! Çаратакансем!

Çав вăхăтра цирк хуçи Богданов патне чупса пычĕ.

— Сударь, укçасене вырăнне хурăр!

— Мĕншĕн хумалла тет?

— Вăл кĕрешĕвĕн йĕркисене пăсса айкашрĕ. Çавăнпа кĕрешӳ пĕтмен тесе шутламалла!

— Эпĕ те çавнах калатăп! — пин тенкине çухатма пултарасса ăнланнипе мăн хырăмлă хуçа цирк хуçи патне кĕчĕ.

Ырхан хĕрарăм çуйхашса кăшкăрни хавшак хĕрарăмсен сехрине хăпартрĕ. Вĕсем те Богдановпа Çтаппана хур кӳрсе кăшкăрчĕç:

— Вăрă-хурахсем!

— Ытти керешекенсем мĕн пăхса тараççĕ?! Ма юлташĕн хутне кĕмеççĕ?!

Кĕрешекенсен куçĕнче хăрушă хĕлхемсем вылянине, аллисем чăмăртаннине Богданов курчĕ. Анчах хăраса ӳкмерĕ, пушшех хавасланчĕ. Тахçантанпах ĕмĕтленсе пурăнакан çапăçу çывхарса килни сисĕнчĕ. Вăл ку саманта татах васкатма тăрăшрĕ:

— Мĕн кăшкăратăр?! Е кĕрешӳ малалла пытăр тетĕр-и? Юрĕ, хура маскăна илсе килĕр кунта! Çакна çеç асра тытма ан манăр: халь нимĕр тунă хура маска çеç мар, циркри пĕтĕм кĕрешекен ман тус кача пӳрнине тăмаççĕ.

Ку ытлашши те пулчĕ. Хура маскăшăн тавăрас кăмăллă кĕрешекенсем пушшех çилленчĕç.

Çитменнине, куракансем çав-çавах вĕслетрĕç:

■ Страницăсем: 1 2 3 4 5 6 7 8 9 10 ... 25