Ĕмĕр сакки сарлака. 2-мĕш кĕнеке :: Пĕрремĕш пайĕ


— Эпĕ йăтса каятăп!

Пурте çав сасă еннелле çаврăнса пăхрĕç. Вĕсен умĕнче вăрăм сăхманлă, пуçне çĕлĕк тăхăннă, урине шурă пир тăлапа çăпата сырнă çын тăра парать.

— Каллех Василь Ваныч! Мĕнле пурăнатăн? — терĕ пĕри, пуринчен малтан кулăш пуçараканни.

Тепĕр чухне пулсан крючниксем татах елпĕрсе кулĕччĕç. Халь юлташне инкек çапса ӳкерни тата подрядчик хур кӳрсе калани кăмăлĕсене пăснипе кулакан пулмарĕ. Çтаппан çине тĕлĕнсе пăхрĕç.

Çтаппан хăй шухăшне тата çинерех тăрса каларĕ:

— Аллă тенкĕ парсан, ку ещĕке халех пăрахут çине леçетĕп!

Палламан çын сăмахĕ Богдановшăн та айванла туйăнчĕ. Тепĕр чухне пулсан вăл ахăрсах кулĕччĕ. Халь тавлашса çĕр тенкĕ çухатасси кăмăлне пăснипе аллине çеç сулчĕ.

— Атя, ху çулупа ут! Кунта камит кăтартмаççĕ. Хура мăйăхли сӳрĕккĕн калаçни Çтаппана пăшăрхантарчĕ. Вăл пурпĕрех каялла чакма шутламарĕ. Çак ещĕкре хăйĕн телейĕ выртнăн туйăнчĕ ăна.

— Пӳлĕхçĕм çырлахтăр, кунта камит çуккине хам та куратăп. Çавăнпа тепĕр хут калатăп, аллă тенкĕ тӳлесен, ку ещĕке çак самантрах пăрахут çине леçсе паратăп!

Çтаппан хăйне хурланине те пăхмарĕ, укçа тупса килти хуçалăха юсас ĕмĕт-шухăшĕ ун мăнаçлăхне пусарчĕ.

— Юрĕ, аллă тенкӳне шеллетĕн пулсан, хĕрĕх тенкĕпе те килĕшетĕп, — терĕ вара.

Палламан çын çине тăрсах ыйтни Богданова юлашкинчен тепĕр майлă шухăшлаттарчĕ: «Хăйне кăшт та пулин шанмасан, мĕн-ма куçкĕретех пĕтесшĕн вара ку çын? Е чăн та ещĕке йăтса кайсан? Вара эпĕ çĕр тенкĕ выляса илетĕп. Йăтса каяймасан, вăл та Ахмет пекех ещĕк айне пулсан? Унта ман айăп çук. Инкеке хăй йăлăнса илет. Хăйне хăй ӳпкелетĕр!» Богданов сассине кăштах çемçетрĕ:

— Акă, мĕн, этем.,. Эсĕ ху мĕн калаçнине ăнланатăн-н? Тата ку ещĕк миçе пăт тайнине пĕлетĕн-и?

— Хам мĕн калаçнине ăнланатăп. Ещĕк миçе пăт тайнине пĕлме те кирлĕ мар, — хуравларĕ Çтаппан.

— Эпĕ хăвна хисеплесе асрăхаттарасшăн! Пурнăç йăлăхтарчĕ тесен, ещĕк айне кĕмесĕр те вилме май тупăн. Çакăн е мăйна чул çыхса авăра сик!

— Ырă çыннăм, эпĕ вилесрен ытлашши ан хăра. Ман пурнăç çав териех хаклă мар. Вилĕм çитсен ниçта та пытанса юлаймăн.

— Апла тесен хăвна ху пĕл! — килĕшрĕ Богданов. Инкек-синкек тухсан, айăпне малтанах хăй çинчен сиресшĕн пек:—Чунна турă ирĕкне пама тивсен, мана ан ӳпкеле. Ещĕке пăрахут çине йăтса çитерсен, аллă тенкипех тӳлĕп. Хам сăмаха улăштармастăп, — терĕ.

Çтаппан тем таранах кулăшла курăнсан та, крючниксен кăмăлне хăй майлă çавăрчĕ.

— Акă мĕн, Василь Ваныч, — сăмах пуçарчĕ леш крючникех, анчах халь Василь Ваныч тени ырă суннăн илтĕнчĕ, — чĕрĕ те сывă чухне ху çулупах уттар-ха!

— Çемйӳне тăлăха ан хăвар! — хутне кĕрсе сăмах хушрĕç ыттисем те. Анчах Çтаппанăн хура мăйăхлă этем сăмахĕсемпе янăраса тăракан хăлхи крючниксем каланине итлесшĕн те пулмарĕ.

Лешсем татах ӳкĕтлесшĕнччĕ, ещĕке йăтасах тесен, ăна пулашу сĕнесшĕнччĕ. Сăмах калама ĕлкĕреймерĕç. Çтаппан васкаса пычĕ те ещĕке çăмăллăнах тыткаласа тăратса лартрĕ. Унтан ăна кăкăрĕ çумне чăмăртаса йăтрĕ те хăвăрттăн утса кайрĕ.

Крючниксен хушшинче тĕлĕннĕ сасăсем илтĕнчĕç:

— Акă пăхăр та курăр!

— Василь Ваныч мĕн тăвать, э?!

Çтаппан крючниксем калаçнине илтмерĕ. Йăтса пыракан ещĕк ăна çĕр айĕнчен алтса кăларнă мул пекех туйăнчĕ. Куçĕ те пăрахут çинелле илсе каякан пусмана çеç курчĕ.

Хула хушшинче çӳреме килĕшӳсĕр вăрăм сăхман тăхăннă çын темле пысăк ещĕк йăтни, ун хыççăн крючниксем кĕпĕрленсе пыни пристань çинчи пассажирсене те куç хывтарчĕ.

— Паттăр вăл! Вăтăр пăтлă ещĕк йăтнă! — утнă çĕртех хуравларĕ Богданов.

Çтаппан паçăрхи пекех ним илтмесĕр-курмасăр утса пристане хăпарчĕ. Трап тăрăх пăрахут çине кĕрсен:

— Эй, ещĕке ăçта хумалла?! — тесе эхлетрĕ. Кĕпĕрленсе тăракан пассажирсен хушшинчен капитан помощникĕ васкаса тухрĕ:

— Ав, унталла пыр! — машинăсем енне сулса кăтартрĕ вăл. — Çул парăр! Çул парăр!

Пассажирсем икĕ еннелле сирĕлсе тăчĕç. Капитан помощникĕ машинăсен пайĕнчен инçе мар пушă вырăна кăтартрĕ.

— Çакăнта хурăр!

— Паттăрсем, пулăшăр! — крючниксене хушрĕ Богданов. Пуринчен малтан кулăш пуçаракан крючник чупса пычĕ те Çтаппана пулăшасшăн пулчĕ.

— Кирлĕ мар... Эпĕ хамах!..

Çтаппан упранарах ещĕке палуба çине вырттарчĕ. Унтан тӳрленсе тăрса çĕлĕкне хыврĕ те, ывăннипе мар, ытла та хумханнăран çамки çине тапса тухнă тарне шăлса илчĕ. «Ман телей те çухалман иккен. Укçине хăвăртрах илес те киле таврăнас. Аллă тенкĕпе лаша, вăрлăх тата çĕнĕ тырăччен пурăнмалăх çăнăх илме те пулать. Ку хыпара пĕлсен кин мĕн тери савăнĕ ĕнтĕ!»

Богданов Çтаппана алă пырса пачĕ.

— Эсĕ, туршăн та, паттăр! — терĕ те çавăнтах ыйтса пĕлме васкарĕ. — Мĕн ятлă пулатăн?

— Çтаппан.

— Эпĕ Илюш ятлă! Атя манпа пĕрле!

Çтаппан пĕр сăмахсăрах ун хыççăн утрĕ. Богданов буфет умне ертсе пычĕ те: — Икĕ стопка эрех тултар-ха! Çырткалама кĕрепенкĕ кăлпасси тата пĕр булка каскаласа парăр! — хушрĕ буфетчика. Лешĕ мĕн ыйтнине хатĕрлесе парсан каларĕ: — Степа, эсĕ чăн та паттăр. Сана хăналама та юрать. Тыт-ха, сан сывлăхушăн ĕçер!

Вĕсем черккисене шаккаса ĕçрĕç. Çтаппан кăлпассипе булка татăкĕсене çиме тытăнчĕ. Богданов тата тепрер черкке эрех тултарттарчĕ. Куна ĕçсен: «Эккей, çын мана хăна турĕ, эпĕ сĕмсĕрленсе тăратăп. Кунашкал юрамасть», — тавçăрса илчĕ Çтаппан.

— Илюш, эпĕ санне ĕçрĕм... Ĕнтĕ ман шут çинчен пĕрер черкке тултарттар-ха. — Çтаппан çимеллисем те илтересшĕнччĕ, хăй выççине палăртасран шарламарĕ.

— Çук, Степа! Сан шут çинчен тепĕр чухне ĕçĕпĕр! Паян эпĕ хăналатăп! Буфетчик, тата тепрер стопка тултарăр-ха!

Виççĕмĕш черккине ĕçсен, Богданов аллă тенкĕ кăларса Çтаппана тыттарчĕ те тăруках аса илчĕ: «Мĕн турăм-ха эпĕ?.. Çĕр тенкĕ вырăнне çĕр аллă тенкĕ тавлашса пĕтеретĕп-çке? Ещĕке хамăн крючник мар, такам, айккинчи çын йăтнине юлташĕсенчен мĕнле пытарăп? Куна пĕлсен, манран çĕр тенкĕ шăйăрса илеççех. Тавлашнă укçана алăран вĕçертес мар тесен, ку паттăра хам пата илмелле...»

— Степа, ман патăмра ĕçлеме юлас шухăш çук-и санăн?

— Ĕçлеме юл тетĕн?

— Ия, Степа! Хăвах куртăн, ман патăмра санашкал паттăрсем укçа ĕçлесе тупма пултараççĕ!

Çтаппан шухăша кайрĕ. Вăл кунта нумай вăхăта ĕçлеме килмен те, анчах мĕншĕн эрнипех ĕçлес мар? Мĕншĕн ĕне илмелĕх те ĕçлесе тупас мар? Паян-ыранах суха патне тухас çук. Лаша-ĕне туянсан, каллех ĕлĕкхи пек çителĕклĕ пурăнăп.

Çтаппан сăмах чĕнмесĕр тăни Богданова канăçсăрлантара пуçларĕ.

— Степа, ма ним те шарламастăн? Е укçа ĕçлесе тупас килмест-и?

— Пӳлĕхçĕм çырлахтăр... Укçа кама тĕрткелет-ши? — ыйхăран вăраннă пек пулса хуравларĕ Çтаппан.

— Апла тесен килĕшетĕн-и?

— Килĕшетĕп те... Анчах...

— Тата мĕн?..

— Çынсем суха патне тухиччен çеç.

Ку Богданова çырлахтармарĕ. Кĕске вăхăтлăха çеç ĕçлеме шутлакан çын кирлĕ мар ăна. Çапах та хаваслансах килĕшрĕ. Çтаппан ун артелĕнче чухне тавлашнă укçине илсе пултăр. Кайран мĕнле унта.

— Юрĕ, Степа, малалла куç курĕ! Ман шутпа, кăштах ĕçлесе тути-масине сиссен, хăваласан та каймăн. Халь общежитине атя!

Часах хăйсене кĕтекен крючниксем патне çитрĕç. «Паттăрсем, Степа пирĕн артеле ĕçлеме юлать!»—теме ĕлкĕрейчĕ çеç Богданов — крючниксем Çтаппана ярса тытрĕç те ура! кăшкăрса çӳлелле ывăта пуçларĕç. Çтаппанăн хăйне хăй те ĕненес килмерĕ. Кунта мĕн пулса пыни пĕтĕмпех тĕлĕкри пек туйăнса кайрĕ. Ĕнер çеç елпĕрсе кулакан вырăссем халь чăваша хисеп тăваççĕ.

— Тăвансем, тавтапуç! — чун-чĕринчен хавасланса каларĕ Çтаппан. Лешсем ним чĕнмесĕр тăчĕç. Çтаппан вара кунашкал чухне сăмахпа çеç тав туса ирттерме юраманнине, ĕçмелĕх укçа памаллине тавçăрса илчĕ. Анчах мĕн чухлĕ парас? Пĕр тенкĕ... Е иккĕ-и? Ку укçапа мĕнех илĕç? Пĕр четвĕрт эрех илĕç. Вĕсем ытла та йышлăн. Пурне те тивтĕр тесен, пӳрнескепе пайламалла пулĕ. Черете черккепех çавăрччăр тесен, сахалтан та витре кирлĕ. Ан тив, чăвашсене хыт кукар тесе ан калаччăр. Укçана татах ĕçлесе тупма пулĕ. Çтаппан кĕсйинчен вунă тенкĕлĕх кăларчĕ те йăлтах çемĕçнĕ сассипе:

— Тăвансем, тавтапуç! Ура çĕкленĕшĕн вунă тенкĕ паратăп! — терĕ.

— Ку бурлакла! Пирĕнни пекех!

Вĕсем пристань çинчен тухса кайрĕç. Пурте Çтаппанпа юнашар утма, унпала тус-йышлă калаçма тăрăшрĕç.

Çтаппан, ырă кăмăллăскер, кашнинпех çемçен калаçса пычĕ.

Çула май хупахран пилĕк четвĕрт эрех илчĕç. Каç çенĕк хӳтлĕхĕнче çĕр каçнă çурта кĕрсен, Çтаппан малти стена çумĕнче тăршшĕпех урлă сак пуррине, ун çинче минтерсем, аçамсем, пиншаксем тата килте тĕртсе тунă темиçе утиял выртнине курчĕ. Общежити варринче хăмаран çапса тунă вăрăм сĕтелсем ларасçĕ, ансăр саксем.

Крючниксене вăтăр çулсенчи çамрăк вырăс хĕрарăмĕ кĕтсе илчĕ. Ытти хĕрарăмсенчен вăл нимпех те уйрăлса тăмасть-и тен. Апла пулин те арçынсем хушшинче пĕр хĕрарăм ытла та илемлĕн те евĕкĕн курăнать. Куçĕ айĕнчи пĕркеленчĕксемпе шуралнă çӳç пĕрчисем çеç ку хĕрарăм пысăк инкек тӳссе ирттернине, çав инкекĕн юлашкисем халь те чĕринчен тасалса пĕтменнине палăртаççĕ. Тĕрĕссипе, Матĕрнен упăшки çак артелĕн подрядчикĕ пулнă. Икĕ çул каярах йывăр пичкене трюмран кăларнă вăхăтра, ăнсăртран алăран вĕçерĕнсе, аялтан пăхса тăракан Матĕрне упăшки çине персе аннă. Упăшкишĕн юхтаракан куççулĕ типме ĕлкĕричченех ăна тепĕр инкек çапса хуснă. Ун пĕртен-пĕр хĕрĕ ӳпке шыççипе çĕре кĕнĕ. Çав хĕле Матĕрне кăвар çинчи пек çунса ирттерчĕ. Çуркунне çитсен, упăшки артелĕнче ĕçленĕ арçынсем ĕçе кайма пуçласан, вăл Богдановран хăйне кухарка вырăнне те пулин ĕçлеме йышăнма ыйтрĕ. Лешĕ килĕшрĕ. Матĕрне килне-çуртне, пахчине, выльăх-чĕрлĕхне аппăшне парса хăварчĕ те Хусана тухса килчĕ. Унтанпа иккĕмĕш çул ĕнтĕ кухаркăра ĕçлет. Çав хушăра унăн кăмăлĕ чылаях улшăнчĕ. Крючниксен шавлă ушкăнĕнче пурăнса йывăр çухатусене те маннă пек пулчĕ.

— Матрена Игнатьевна, каçхи апат çитер пире, — общежитине кĕрсенех хушрĕ ăна Богданов.

— Ку мĕн ятне тата? — крючниксем илсе килнĕ эрех çине кăтартса ыйтрĕ Матĕрне.

— Куна пире, Матрена Игнатьевна, Степа илсе пачĕ!— хаваслăн ăнлантарчĕ Богданов. — Паллаш, ку ман çĕнĕ крючник. Паттăртан та паттăр.

Вăрăм сăхманлă çынна хытă мухтани Матĕрнешĕн кулăшла туйăнчĕ. Анчах вăл ӳсĕррине сисрĕ те кулас вырăнне пăшăрханчĕ: «Ахăртнех, Илья Никонорович ĕçтерсе ӳсĕртсе эрех илтерчĕ пулĕ. Вăл яланах çынран тăрăхласа кулма юратать». Матĕрне укçа хакне аван чухланипе подрядчикĕн кулăш танатине çакланнă Çтаппана чунтан шеллерĕ. Кун çинчен уççăнах калама хăймасан та, систермесĕр иртеймерĕ:

— Ку çын ытла пуян пурăнать. Эрех илме укçине шеллемен!

Богданов малтанхи пекех хаваслăн хуравларĕ:

— Çапла, Матрена Игнатьевна! Вăл паттăр та, пуян та. Куçа хупса илнĕ çĕре аллă тенкĕ ĕçлесе илчĕ. Вăтăр пăтлă ещĕке ак çакнашкал, — аллисемпе туса кăтартрĕ, — тытрĕ те пăрахут çине вăшт кăна йăтса кĕчĕ.

— Ан калаç?! — тĕлĕнсе кайрĕ Матĕрне.

— Илюш тĕрĕсех каларĕ, Матрена Игнатьевна!

— Степа чăн та паттăр! — Богданов сăмахне çирĕплетрĕç ыттисем те.

Сасартăк Матĕрне куçĕ умĕнче Çтаппан малтанхи пек мĕскĕн мар, маттур та хăюллă арçын пулса тăчĕ. Çтаппан пит-куçĕнче вăй-хăват вылянине сиссен, ун чĕрине упăшки вилнĕренпе пулман ырă туйăм пĕçертсе кайрĕ. Шухăша путнă Çтаппан, Богдановпа крючниксем ырланине итлемен пекех, Матĕрне ăмсанса пăхнине те асăрхамарĕ. Хăнăхман вăл унашкал ĕçе.

— Çапла, Матрена Игнатьевна, ырантан пуçласа Степа валли те апат хатĕрле! Ăна Ахмет вырăнне ларт, — хушрĕ Богданов.

— Вăл ăçта? — ыйтрĕ Матĕрне, Ахмет çуккине халь çеç асăрхаса.

— Ăна тухтăр патне илсе кайрĕç, — шăппăн ăнлантарчĕ Богданов.

— Мĕнле инкек сиксе тухрĕ тата?

— Инкекĕ-мĕнĕ... Ăнсăртран ӳксе урине ыраттарчĕ, — суйрĕ Богданов. Матĕрне ĕненменнине кура йăпатма васкарĕ: — Ытлашши пăшăрханма кирлĕ мар, Матрена Игнатьевна. Вăл кĕçех каялла таврăнĕ. Халлĕхе ун вырăнне Степана ларт.

Матĕрне кунта ĕçлеме пуçланăран вара кăштах ыраттарнă крючника больницăна леçсен вăл артеле пуçĕпех таврăнманнине нумай курнă. Çапах та, крючниксен йышне хăйĕн пысăк çемйи пек шутласа, кашнишĕн чун-чĕререн хурланать. Халь те вăл куççульне чараймарĕ...

Кухарка хуйха ӳкни крючниксене те пăшăрхантарчĕ. Вĕсем кăнтăрлахи апатра кăна хăйсемпе юнашар Ахмет ларнине аса илчĕç. Унтанпа вăхăт нумай та иртмерĕ — вăл çук пулчĕ. Анчах умра хăйсене те хăрушăлăх кĕтни юлташĕн ăраскалĕшĕн хускалнă хуйхине часах сирсе ячĕ. Харпăр хăй чĕрĕ те сывă чухне çитмен инкекшĕн кăмăла хуçиччен савăкланни аванрах.

Матĕрне крючниксем мĕн шухăшланине аван ăнланчĕ. Куççульне тутăр вĕçĕпе шăлса типĕтрĕ,

— Сана аçу ячĕпе мĕнле чĕнмеллине пĕлеймерĕм-çке, —терĕ вăл Çтаппана.

— Степан Иванович теççĕ.

— Степан Иванович, тархасшăн, çакăнта лар! — пушă вырăна кăтартрĕ Матĕрне.

Ытти крючниксем те сĕтел хушшине вырнаçрĕç.

— Костя, тултар! — хушрĕ Богданов.

Умра кукăль татăкĕ выртнине курсан, Çтаппан хырăм выççине туйрĕ те ку таранччен мĕн курни-илтнисене йăлтах манчĕ. Ыттисене кĕтмесĕрех кукăль татăкне ярса илсе çиме тытăнчĕ.

— Степа, сан сывлăхшăн! — стакансене шаклаттарса хаваслăн шавларĕç крючниксем. Хĕрнĕçемĕн шавлăрах калаçма тытăнчĕç. Хăшпĕрисем халиччен каласа панинех тепĕр хут ăнлантарма тăрăшрĕç. Кăкăрне чыша-чыша вăйĕпе мухтанакансем те тупăнчĕç. Çтаппана çеç асăрхамарĕç. Тепĕр чухне пулсан, ĕçме вунă тенкĕ панă çынсем хăйне хисеплеменшĕн кӳренĕччĕ те вăл. Халь, нихçанхинчен ӳсĕрскер, ун çинчен пуçĕпех манса, вырăссен аслă юхан-шывĕ евĕр пăлханса кайнă паттăрсене курса ларчĕ. Крючниксем мĕн калаçнине питех ăнланаймасан та, вĕсем пĕр-пĕринпе туслă пулни килĕшрĕ ăна.

Матĕрне Çтаппан патне ик-виçĕ хутчен те пырса пăхрĕ. Умĕнчи аш яшки çав-çавах тирĕк тулли ларнине курсан, урăх калаçмарĕ, общежитинчен тухса кайрĕ.

Матĕрне пӳртре чухне ун çине çаврăнса та пăхман Çтаппан вăл çуккине часах асăрхарĕ. Матĕрне хăйне сăйлама тăрăшнине, уншăн ăна тав тума та маннине аса илсе аванмарланчĕ, вырăс хĕрарăмĕ хăй патне тепĕр хут пырасса кĕтрĕ. Анчах Матĕрне таврăнмарĕ.

Костя хулăн та уçă сассипе юрă пуçарчĕ:

 

Из-за острова на стержень,

На простор речной волны...

 

Ытти аллă крючникĕ, вăйлă та хăватлă сассисемпĕ Костя хыççăн юрласа ярса, пӳрт стенисене чĕтретрĕç.

 

Выплывают расписные

Стеньки Разнна челны...

 

Çтаппан чĕри хăвăрттăн тапма тытăнчĕ. Ку юрă ăна Микула ĕçрен киле таврăнсан пуянсене хирĕç кĕрешекен паттăрсем çинчен каласа панисене аса илтерчĕ. Вăл та пĕрле юрласшăн хăтланкаларĕ, пултарайманнине туйса шăпланчĕ. Тус-йышсем юрланине итлесе ларчĕ.

Богданов сасартăках юрлама чарăнчĕ. Куçĕнче усал чеелĕхпе чăрсăрлăх хĕлхемĕсем выляма тытăнчĕç. Вăл, сĕтел хушшинчен тухса, тайкалана-тайкалана Çтаппан патне пычĕ те аллисене ун хулпуççийĕ çине хучĕ.

— Степа, — хуллентерех чĕнчĕ вăл, — сан татах укçа ĕçлесе илес килет-и?

Подрядчик сăмахĕсем Çтаппана айванла туйăнса кайрĕç. Вăл уççăнах кулса ячĕ:

■ Страницăсем: 1 2 3 4 5 6 7 8 ... 25