Ĕмĕр сакки сарлака. 2-мĕш кĕнеке :: Пĕрремĕш пайĕ


— Аплах тесен ним тума та... Тултарма та тивĕ.

— Тархасшăн, тархасшăн, Степан Иванович...

— Анчах малтан калаçса татăлни кирлĕ. Ĕçессине те пирĕн йăлапа ĕçетпĕр!

Матĕрне чăвашсен йăлине пĕлмесен те хаваспах килĕшрĕ:

— Тархасшăн, Степан Иванович... Сан кăмăлна килнĕ пек пултăр.

Çтаппан пĕр черккине эрех тултарчĕ.

— Тав сана! — Матĕрне ăнланса илейменнипе тĕлĕнсе пăхнине астуса кулса ячĕ: — Хирĕç ним калама аптрарăн-и? Чăвашсен йăлипе, ку тав курки тени пулать. Ана хирĕç «сав мана» тесе хуравлаççĕ.

— Сав мана, сав мана, Степан Иванович! — хаваслăн каларĕ Матĕрне.

— Вăт ку чăвашла! — кăмăллăн кулса илчĕ Çтаппан. Ашĕнче яланхи пекех кĕлтурĕ те, черкке çине виçĕ хутчен вĕрсен, теппипех ĕçсе ячĕ. Черккене татах тултарса, Матĕрнене тыттарчĕ.

Тепĕр чухне, хăнăхнă çынсем хушшинче пулсан, Матĕрне «Сывă пулăр» тесе-и е урăхла саламласа калĕччĕ, пĕр хут ăнланмасăр намăса кĕнипе ним шарламасăр черккене тытса тутине тивертрĕ те сĕтел çине лартрĕ.

Çтаппан çавăнтах хирĕçлерĕ.

— Çук, çук, Матрена Игнатьевна, пирĕн йăлапа кунашкал тумаççĕ. Эсĕ ман алăран тав куркине йышăнтăн пулсан, тĕппипех ĕçмелле. Тав куркине тĕппипе ĕçмен çын хăй ырă кăмăллă маррине, тав курки сĕнекене килĕштерменнине пĕлтерет, сĕнекене кӳрентерет...

«Тав курки...» пĕтĕм чунтан юратнă туйăмĕпе Çтаппан сăмахне ăшĕнче асăнчĕ Матĕрне. Куна малтанах пĕлнĕ пулсан, ĕçмесĕрех черккене лартмĕччĕ. Вăл черккене тепĕр хут тытрĕ те куçне хупса шалт ĕçсе ячĕ. Эрех унăн пырне çунтарса анса кайрĕ. Анчах, чун хаваслăхĕпе танлаштарсан, эрех пĕçертни мĕнех вăл?

— Сан тав курки тени ытла хаяр та йӳçĕ, Степан Иванович, — шӳтлерĕ Матĕрне.

— Хăнăхманран çавнашкал вăл, Матрена Игнатьевна. Тата пĕр-икĕ черкке ĕçсен хăнăхăн-ха...

Çакнашкал вĕсем каçхи апата тытăнчĕç. Çтаппан татах эрех тултарса Матĕрнене ĕçме сĕнчĕ, лешĕ урăх сыпса та пăхмарĕ. Ку Çтаппана пушшех килĕшрĕ. Малтанхи хут тултарнă тав куркине тĕппипе ĕçни урăх шут. Анчах пĕр ырă хĕрарăм та арçынпа шай эрех ĕçсе лармĕ. Матĕрне Çтаппана çиме сĕнчĕ.

Апатланнă хушăра Çтаппан ялта пулса иртнĕ ĕçсем çинчен каласа пачĕ. Пушар пулни тата Платуна тытнине те манса хăвармарĕ. Ĕнтĕ ун кил хушшинче лаша, ĕне, сурăхсем пуррине тата хуралт тутарни çинчен те пĕлтерчĕ. Кинĕпе мĕн пулса иртни тата хăй киле мĕншĕн кайни çинчен çеç пĕр сăмах та каламарĕ. Матĕрне те ун çинчен ыйтмарĕ. Унăн мĕнпур ырă кăмăлĕ Çтаппан çывăххипе, унăн савăнăçĕпе тулса пычĕ. Çтаппан кил хушшинче çӳрекен выльăх-чĕрлĕх Матĕрнен хăйĕн кил хушшинче çӳренĕ пекех туйăнчĕ.

Пурнăç салху чухне вăхăт, çынна пусарса ӳкерме тăрăшнă пекех, вăраххăн та тертлĕн шăвать. Савăк чухне вăл пурнăçпа рехетлентересшĕн мар тенĕн ытла та хăвăрт чупать. Матĕрне ăнсăртран сехет çине пăхрĕ те çурма çĕр çитнине курса канăçсăрланма тытăнчĕ. Çтаппан пĕркунхи пекех тухса каяссăн туйăнчĕ ăна, анчах пĕрре те унран уйрăлас килмерĕ.

— Акă мĕн, Степан Иванович, — юлашкинчен хăйса чĕнчĕ Матĕрне, — крючниксем эсĕ таврăннине пĕлмеççĕ. Паян общежитине ан кай. Ан тив, эсĕ таврăннине ыранччен нимĕн те ан пĕлччĕр.

Ку шухăш Çтаппан кăмăлне кайрĕ. «Вĕсем мана кĕтмеççĕ. Эпĕ вĕсем патне ăнсăртран пырса тухăп. Чу чăн та тĕлĕнмелле пулĕ».

— Кунашкал тусан пырĕ те... — килĕшрĕ Çтаппан, — анчах ăçта çĕр каçас-ха ман?

— Ман патăмра, Степан Иванович.

— Сан патăнта?.. — Матĕрне çине вăтанарах пăхрĕ Çтаппан.

Матĕрне те вут хыпса илнĕ пекех пулса кайрĕ. Хăй çапах шӳтлеме хăтланчĕ:

— Ан хăра, Степан Иванович, хваттер укçи хаклах илмĕп...

— Çынсем тем каламĕç-ши?

— Уншăн нимĕн те ан пăшăрхан. Пĕрле ĕçлекен тус-йыш патĕнче çĕр каçнăшăн кам мĕн калама пултарĕ? Калаçсан та темех мар. Эпир çын умĕнче хĕрелмелле усал ĕç тăвас çук.

— Ку тĕрĕсех...

— Килĕшетĕн пулсан пит аван, Степан Иванович... Ĕнтĕ канма та вăхăт, — терĕ те Матĕрне тӳшекпе минтерне хăпартса çемçетрĕ. — Ĕнтĕ вырт...

— Çук, Матрена Игнатьевна, унта выртмастăп. Мана урайне сарса пар.

— Ан тĕлĕнтер, Степан Иванович... Хăнана урайне вырттаракан кам пултăр? — «Савнă тусăм, ку вырăн эрнеренпе сана кĕтет ĕнтĕ» тесе каласшăнччĕ Матĕрне. Вăтанни ирĕк памарĕ. — Ху пулсан, хăнана çĕре вырттарса, тӳшек çинче çывăраттăн-и?

— Ман килте унашкал йăла çук.

— Ну, вăт, калаçса татăлтăмăр. —Матĕрне кравать умне пукан лартрĕ. — Степан Иванович, кил-ха, уруна хыв!

Эрех хăвачĕ тата Матĕрне çепĕççĕн чĕнни Çтаппан чĕрине парăнтарчĕç, «мĕн пулсан та пулать ĕнтĕ» тесе, пукан çине пырса ларчĕ, урине хыврĕ. Пуçне чалăштарса чăлт-шурă çивитти çине пăхрĕ те: «Хамах тавçăрмалла. Çак тери капăр вырăн çине таса мар урапа мĕнле выртăн-ши?» тесе, Матĕрне пырса лартнă таз çинче урине çурĕ.

— Ĕнтĕ вырт, Степан Иванович.

— Ху ăçта выртатăн?

— Маншăн ан пăшăрхан, Степан Иванович, — çепĕççĕн хуравларĕ Матĕрне: — Эпĕ хам пӳлĕмре.

— Хăвăн ирĕк... — йăлтах килĕшнĕ сассипе каларĕ те Çтаппан сăхсăхса вырăн çине выртрĕ.

Матĕрне ăна утиялпа витсе хăварчĕ, сĕтел çине пуçтарма тытăнчĕ.

Çтаппан куçне илмесĕр вырăс хĕрарăмĕ çине пăхса выртрĕ. Ку пӳлĕме килсе кĕрсе Матĕрне вырăнĕ çине выртни, вăл пăхма тăрăшни питех тĕлĕнмелле пек туйăнчĕ пулсан та, ăна килĕшрĕ. Вăл, чĕри тунсăхласа йăнкăртатнине, вырăс хĕрарăмне хăйпе юнашар вырттарас килнине туйрĕ.

Матĕрне лампине сӳнтерсе хывăнчĕ те Çтаппанпа юнашар утиял айне кĕрсе выртрĕ.

— Пӳлĕхçĕм çырлахтăр, венчет тумасăр çылăх пулмĕ-и? — пăшăлтатрĕ Çтаппан.

Матĕрне ăна ыталаса илчĕ:

— Чунăм, кайран... кайран венчет тăвăпăр...

 

XXVIII

Çтаппан ыйхăран вăраннă çĕре хĕвел чылай çӳле хăпарнă. Пуçра каç ĕçнин йĕрĕ те юлман. Анчах вăл çийĕнчех тăна илеймерĕ. Халиччен курман вырăн çинчи, пӳлĕмри япаласем ăна пурте тĕлĕнтерчĕç. «Ăçта эпĕ? Мĕнле килсе лекнĕ кунта?» Аса илсен, чĕре хускалчĕ: «Пӳлĕхçĕм çырлахтăр, мĕнле-ха венчет тумасăрах çылăха кĕме пултартăм? Ку вилнĕ арăм ятне хур кӳни пулмарĕ-и? Çамрăкланнă чĕри Çтаппана хӳтĕлеме тăрăшрĕ: «Вилнĕ çынна чĕртес çук. Эсĕ сывă та вăйпитти çын. Ĕмĕр тăршшĕпе тăлăххăн пурăнни мĕн усси? Таса чиркӳ иккĕмĕш хут та авланма чармасть. Татьяна сана тепĕр хут авланма пил парса хăварнă...» Çтаппан, юнтармăш ача пек, чĕрипе килĕшесшĕн пулмарĕ: «Ан тив, çапла пултăр тейĕпĕр. Ачасем пĕлсен мĕн калĕç? Вĕсен умĕнче намăс пулмĕ-и?» Чĕри тата витĕмлĕрех сăлтавсем тупрĕ. «Ытла та айван иккен эсĕ... Вĕсем текех ачасем мар, хăйсем те ача ăшшĕ-амăшĕ пулнă. Вĕсен хăйсен çемйи, хăйсене кирлĕ пек кăмăл-шухăш. Авлансан та вĕсене халичченхи пекех юратма пулать».

«Пӳлĕхçĕм çырлахтăр, кунтан тĕлĕнмелле япала пулас çук тĕнчере. Ĕнер çеç-ха авланасси пирки шухăшласах та кайманччĕ. Паян акă мĕн килсе тухрĕ. Тата кампа мăшăрланнă-ха? Вырăс хĕрарăмĕпе. Чăваш вырăс хĕрарăмне качча илни Энĕшкассинче мар, прихутра та пулман».

Пӳлĕме çĕнĕ кĕпе тăхăнса тирпейленнĕ те çамрăкланнă, савăнăçпа çуталса тăракан пит-куçлă Матĕрне вĕçтерсе кĕчĕ.

Вăл улшăннине крючниксем ирхи апат çинĕ чухнех ас-туса шӳтлекелесе илчĕç:

— Матрена Игнатьевна, çĕрле улăштарса кайман-и сана? Ĕнер çеç салхуччĕ, сывлăх начаррипе ĕçе пăрахса каясшăнччĕ. Паян венчете тăма хатĕрленнĕ хĕр пекех куранатăн?

Матĕрне, именсе куçне пытарчĕ пулсан та, шӳтлесе хуравларĕ:

— Мĕншĕн венчете тăрас хĕр пек пулас мар ман?

— Интереслĕ, сана çак тери улăштарнă каччи кам вара? — кула-кула тĕпчерĕç крючниксем.

— Пурăна киле курăр ак...

Крючниксем ĕçе тухса кайсанах, вăл юратнă çынни патне вĕçтерсе килчĕ те ăна ыталаса илчĕ:

— Чунăм... Мĕншĕн васкаса вăрантăн?

Хĕрарăм савни Çтаппана килĕшрĕ пулсан та, халь, кăнтăр çутинче тата йăлтах урăлса çитнĕ чухне, ăна тем иментерчĕ. Ку хĕрарăма кӳрентернĕ пек шутласа, вăл хăйне ун умĕнче айăплă шутларĕ.

— Кĕçĕр эпир иксĕмĕр аван мар турăмăр... Матĕрне шартах сикрĕ. Çтаппан унпала çыхланнăшăн укĕннĕ пек туйăнчĕ ăна.

— Пӳлĕхçĕм çырлахтăр, Матрена Игнатьевна, венчетсĕрех пурăнма пуçланă вĕт...

— Христос тиркештертĕр сана, Степан Иванович... Шалтах хăратса пăрахрăн мана! Ара, эсĕ манпа туслашнăшăн ӳкĕнетĕн пулĕ терĕм-çке.

— Матрена Игнатьевна... Пӳлĕхçĕ пĕлет, эпĕ ку тарана çитсе никама та улталаса курман. Сана улталас кăмăлăм пушшех çук. — Малалла Çтаппан сасси ачашшăн илтĕнчĕ. — Эсĕ ман чĕрене ăнсăртран пырса кĕтĕн те вăтăр çула яхăн юратса пурăннă арăм вырăнне йышăнтăн...

Çтаппан чĕри туйăмĕ çинчен пуçламăш хут каласа панине Матĕрне ним иккĕленмесĕрех ĕненчĕ, пуçне ун кăкăрĕ çине хучĕ.

— Пĕртен-пĕр тăванăм... Пĕртен-пĕр чунăм савăнăçĕ... Ман пурнăç пĕтĕмпех сан ирĕкре. Кăмăл тусан, паянах венчете тăма пултаратпăр...

— Паянах-и? — Çтаппан шухăша кайрĕ. Кĕçĕр çылăха кĕнине ырламарĕ пулсан та, ĕçе çав тери хăвăрт татма унăн кăмăлĕ çитеймерĕ. Ывăлĕпе калаçса пăхма кирлине аса илчĕ.

Çтаппан шарламасăр ларни Матĕрнене тĕлĕнтерчĕ.

— Эс мĕн, Степан Иванович, хăраса ӳкмерĕн-и тата?

— Çук-çке, Матрена Игнатьевна. Ĕç кунта хăрассипе хăрас марри çинче мар... Пирĕн çемье пур.

— Куна тĕрĕс каларăн, Степан Иванович, — ăнланса килĕшрĕ Матĕрне. — Апла тесен хăçан венчет тăвăпăр?

— Июнĕн çирĕм пĕрремĕш кунĕнче.

— Ку мĕн сăлтавпа тата?

— Çав кун турă амăшĕн икконне кĕтсе илме ман кинпе мăнук Хусана килмелле.

— Чăнах-и?

— Чăнах, Матрена Игнатьевна. Ку тĕлелле, тен, Микула та тупăнĕ. Пурте пĕрле пулсан аванччĕ...

— Калама çук телейччĕ, Степан Иванович... Эпир ман килте, çук, ман мар ĕнтĕ... иксĕмĕрĕн килте пĕчĕк ĕçкĕ пекки туса ирттерме те пултарăттăмăр.

Матĕрне сĕнни Çтаппана çырлахтарчĕ.

— Юрĕ, эсĕ калашле тусан та аван, — килĕшрĕ вăл, çавăнтах хушса хучĕ: — Унччен иксĕмĕр хушăра ним пулман пекех пурăнăпăр.

— Ку мĕншĕн тата, Степан Иванович?

— Крючниксем сан çинчен усал ан шухăшлаччăр...

— Çук, çук, Степан Иванович... Пирĕн хушăра ниепле усал ĕç те пулман. Эпĕ ахаль те нумай терт тӳснĕ. Ĕнтĕ сансăр пурăнма пултараймастăп. Кĕçех венчете тăрăпăр. Луччă паянах пĕлччĕр. Эпир иксĕмĕр арлă-арăмлине пурне те каласа пар.

Çапла калаçкаласа выртнă хыççăн Çтаппан вырăн çинчен тăчĕ. Матĕрне васкаса туфлипе нуски илсе килсе пачĕ. Çăвăнма пулăшрĕ. Ирхи апат çитерчĕ.

— Ĕнтĕ ĕçе кайма та пултаратăн.

Вĕсем иккĕшĕ пĕрле крючниксем пурăнакан общежитие кĕчĕç. Унта Çтаппан подушкине çакрĕ, Матĕрне ăна çенĕкренех ăсатса ячĕ.

Крючниксен чи хĕрӳ ĕç тапхăрĕ пулнипе, вĕсем яланхи пекех таврари çынсене юплемерĕç. Çтаппан çак хушăра çывăхах пырса тăчĕ. Яланхи пекех, Костьăпа Емелька йывăр япаласене тиесе тăраççĕ. Ыттисем черетпе пыра-пыра йăтаççĕ, пăрахут çинчен тухса каяççĕ. Çтаппан самай вăхăт тус-йышĕсен вăй-хăвачĕпе маттурлăхне курса тăнă хыççăн сасă пачĕ:

— Паттăрсем! Пӳлĕхçĕ вăй патăр сире!

Крючниксем çаврăнса пăхрĕç те, Çтаппана пуринчен малтан Костя палласа сăмах чĕнчĕ:

— Паттăрсем, пăхăр-ха! Çухалнă çын тупăнчĕ!

— Ăçтан эсĕ? Леш тĕнчерен тухса килнĕ-и? — шӳтлĕ сасăсем илтĕнчĕç.

— Ун çинчен кайран каласа парăп. Халь çакна ыйтса пĕлесшĕн: хăвăрпа ĕçлеме йышăнатăр-и мана?

— Калаçса тăрса вăхăта ан ирттер. Сан черет! — терĕç крючниксем.

Çтаппан черете пырса тăчĕ. Костьăпа Емелька ун подушки çине михĕ тиерĕç.

■ Страницăсем: 1... 20 21 22 23 24 25