Пулас кинсем :: Виççĕмĕш пайĕ
— Мĕн тери шел... — ахлатаççĕ. Уйрăмах хĕрсем.
— Мĕн тăвăн, çĕнтерӳ çухатусăр килмест. Çак калама çук хакла ларнă мире пирĕн, туссем, упрамалла. Тек вăрçă-харçă ан тухтăр тесен, пирĕн кашниех лайăх, тăрăшса ĕçлемелле.
— Вăрçă тухмасси тăрăшса ĕçленинчен килнĕ пекех каларăр эсир, Итемри юлташ, — терĕ леш чикан ачи пек хура сăнлă йĕкĕт.
— Тĕрĕс.
— Ха, ĕлĕк ĕçлемен-и вара? Мĕнле ăшшă ĕçленĕ! Вăрçă пурпĕрех пулчĕ, ав.
— Килĕшетĕп санпа. Хĕрĕх пĕрремĕш çулччен совет халăхĕ хăйĕн ĕçĕпе тĕнче умĕнче чапа тухнă. Аса илер кĕскен: халăхсен çулпуçĕ Владимир Ильич Ленин ертсе пынипе революци тунă, халăх влаçа хăй аллине илнĕ. Çĕнĕ фабрик-заводсем ĕçе кĕнĕ. Станоксем, машинăсем, тĕрлĕрен таварсем туса кăларнă, ялсенче колхозсем йĕркеленĕ, çамрăксем вĕреннĕ. Çапла, халăх вăйлă ĕçленĕ. Унсăрăн çав хаяр тăшмана çĕнтерме пулатчĕ-и вара? Паллах — çук.
Пухура çамрăксем шухăша путрĕç. Тĕрĕссине хирĕç мĕн калайăн, ара?
— Мĕн, эсир чĕлхĕрсене çăтрăр? — тетĕп. — Ĕçлĕпĕр-и вăй хурса? Мирлĕ саманара та çын паттăра тухать.
Хăмач кĕпелли (паçăр ăна тухъяллă хĕр «Мишша» терĕ) пуриншĕн те тенĕ пек хыттăнах каларĕ:
— Кунта, колхозра, тислĕкпе çăрăнакан çамрăк нумаях малалла каяймĕ.
— Хушамату мĕнле-ха сан? — ыйтрăм унтан.
— Михаил Чичканов, — пĕлтерчĕ хайхискер.
— Миша, сăнатăп та сана, эсĕ Герой ятне илтессĕн туйăнать.
— Эпĕ-и? Мĕнле майпа? — тĕлĕннипе куçне чарсах пăрахрĕ.
— Мишша герой!
— Сывă пултăр Чичканов герой! — кулма тытăнчĕç ыттисем.
— Ахалех ĕненместĕр, — сăмах хушатăп, вĕсене шăпланма ыйтса. — Михаил Чичканов колхозра ĕçлесе палăрасса шанатăп. Хастар ĕçлекенсене пирĕн Тăван çĕршыв пысăка хурса хаклать. Чухлатăр ĕнтĕ, малта пире ĕç, ĕç кĕтет. Сăмахран, акă, сирĕн колхоз çулсерен гектартан улт-çич центнер кăна тырă туса илет. Калама çук сахал ку. Сирĕн çакăнпа тем тусан та çырлахма юрамасть. Тыр-пул тухăçне çитес çулсенче ик-виç хут ӳстермелле. Малашне Герой ятне вăйлă тырпул туса илекенсене параççĕ. Курăр акă.
— Ай-яй! — ăмсанчĕ пĕри.
— Сире колхозра ĕçлеме комсомолецсемпе çамрăксен бригадине йĕркелеме сĕнетĕп, — терĕм. — Ĕçлетĕрччĕ вăл кăтартуллă. Пĕтĕм колхозниксем тĕслĕх илсе тăччăр.
— Бригадир, сирĕн шутпа, кам пулмалла? — ыйтрĕ Мишша.
— Комсомолец, паллах.
— Çавăн пек бригада йĕркелесе, бригадирĕ хам пулас шухăш çуралчĕ ман. Анчах эпĕ комсомолец мар.
— Эсĕ миçе çулта вара?
— Вунултта кайрăм.
— Кая юлман. Эсĕ чăн-чăн çын пулсан, сана ыранах комсомола илĕç.
— Тивĕçлĕ вăл комсомола кĕме, — темиçе çамрăк харăс каларĕç.
— Юлташусем сивлемеççĕ сана. Часах райкомолта сана, саламласа, билет парăпăр. Çамрăксен бригадине йĕркелеме тытăн, — хушатăп Мишшана. Вăл «юрать»! тесе сиксе тăмарĕ. Шухăшлăн кăна йăл кулчĕ. Ку мана килĕшрĕ. Эппин, вăл çăмăлттайскер мар.
Кун хыççăн эпĕ МТС çумĕнче хĕр трактористсен курсĕ уçăлас пирки тĕплĕнрех чарăнса тăтăм. Хĕрупраçсене вĕренме пыма чĕнтĕм.
— Эпĕ пыратăп. Мана илĕç-ши? — ура çине сиксе тăчĕ лешĕ, Елюк ятли, тухъя тăхăнни. — Вĕренсе тухсан, трактор шанса парсан, Мишша, санăн бригада çĕрне чи малтан сухаласа паратăп.
— Тĕрĕсне калатна?
— Ма суяс?
— Апла пулсан, паянах бригада йĕркелетĕп те колхоз председателĕ патне каятăп!— кăшкăрсах каларĕ савăннă Мишша.
— Эпĕ те, Елюк пекех, тракторист пуласшăн, — сас пачĕ татах тепĕр хĕр. Тинкеререх пăхрăм та ăна палласа илтĕм. Вăл — Юльттине иккен. Хăй шупка симĕс тутăр çыхнă та тата чипер курăнать.
— Сана Антун ниçта та ямасть! — çăхан евĕр кранклатрĕ кăмака çумĕнче ларакан каркканни пек курпун сăмсаллă йĕкĕт.
— Антунăн манпа мĕн ĕç пур? — çиллессĕн тавăрчĕ ăна Юльттине.
— Сана виççĕмĕш хут вăрлать вăл! — унччен те пулмарĕ, хăй мăн сассипе ахăрса ячĕ.
— Ахалех савăнан, Керле. Тек сире Антун эрех ĕçтермест! — касса татрĕ ăна Юльттине.
Эпĕ самант тавçăртăм, эрехле хĕр вăрлаççĕ пулас ку ялта.
— Эсĕ-и-ха вăл хĕр вăрлакан? — ыйтрăм ахăлтатса лараканскертен.
— У-у-уй! Ман вăрланă арăм мар, ахалли те çук. Эпĕ пачах авланман,— терĕ хайхискер, ним именмесĕр.
— Вăл хăй валли мар! — хăюллăн кăшкăрчĕ тахăшĕ. Эпĕ куçăмпа шыраса тупрăм ăна. Лешĕ ман пата райкомола кĕрсе хĕр вăрлакансене пырса пăсăрлантарма чĕннĕ йĕкĕт иккен. — Вăл хĕрсене хăй валли мар, çынсем валли вăрлать!
— Эрех ĕçтерсен, Артикка, сана та пăхман хĕре вăрласа парăпăр.
— Миçе четвĕртле сутан хăвăн чысна? — сиввĕн пăхса илтĕм çав сĕмсĕр этеме. Вăл хирĕç чĕнмерĕ. Эпĕ ыттисем енне çаврăнтăм. — Пур-и сирĕн ялта татах çавнашкал этем?
Çамрăксем шавласа кайрĕç.
Тăваттăн иккен эрех ĕçсе паттăрланса çӳрекенсем. Вĕсемех катăк ăслăрах Антуна илĕртнĕ, эрехле хĕр вăрласа панă.
Курпун сăмсаллă йĕкĕте, шутсăр тарăхнăран, каламасăр чăтаймарăм:
— Сирĕн ирсĕр ĕçĕре, юлташ, суд пăхса тухĕ.
— Мĕншĕн? — шикленсе ӳкрĕ пулас хайхискер. — Эпĕ хам валли вăрламан. Антуна айăплаччăр.
— Антун, тен, сирĕн чухлех айăплă та мар пулĕ? Сирĕн вара явапне тытмаллах, — терĕм.
— Мĕншĕн? Ним те ăнланмастăп!
— Хĕр чысне пăсма пикеннĕшĕн. Ыранах сирĕн пирки прокурора хут çырса паратăп.
— У-у-уй! Тĕрĕс мар хăтланатăр.
Пăх-ха эсĕ ăна, тавлашма хăять. Ăна çийĕнчех пĕри те тепри хăтăрса тăкрĕ. Апла пулсан, вăл çакнашкал пуçсăрланни никамах та килĕшмест. Чăнах, кирек епле йĕкĕтĕн те юратнă хĕр пур. Тискер ĕç тăвакансене чармасан, ыррине ан кĕт, чип-чипер пикене мăшкăлласа намăслантарĕç!
Чылайччен пуплерĕç пухури çамрăксем. Нихăшĕ те хĕр вăрлас шухăшлă мар. «Сивлес çав усал йăлана»,— терĕ пĕри те тепри.
— Трактористсен курсне кама ярасшăн? — ыйтрăм тепĕр ĕç пирки сăмах тапратиччен.
— Юльттинепе Елюк кăмăл тăваççĕ. Вĕренччĕр, чару çук. Иккĕшĕ те ĕçчен хĕрсем, — терĕ комсомолецсенчен пĕри.
Трактористсен курсне вĕренме Юльттинепе Елюка яма йышăнчĕç. Унтан пухурах тырпул туса илес тĕлĕшпе ĕçлекен çамрăксен бригадине йĕркелеме килĕшрĕç. Анчах комсомолецсенчен бригадир пулмалли хĕрӳ чĕрелли тупăнмарĕ.
— Мишшах пултăр, — сĕнӳ пачĕç темиçен.
Мишша хăюлăхĕпе, калаçăвĕпе мана килĕшрĕ. Ăна çамрăксем итленине, хисепленине туйрăм.
— Мĕнех, эпĕ хирĕç мар. Пултăр Мишша бригадир!— çирĕплетрĕм çамрăксен сĕнĕвне.
Кун йĕркинчи тĕп ыйту патне çитрĕмĕр. Комсомол организацийĕн юлашки вăхăтри ĕçне сӳтсе явмалла.
Юлашки вăхăт... Ку вăхăт икĕ эрне, виçĕ уйăх, çулталăк каялли мар. Ку вăхăт — тискер вăрçă çулĕсем.
Пулнă комсомол организацийĕнче чăн-чăн паттăр çамрăксем. Вăрçă пуçлансан, вĕсем пĕрин хыççăн тепри фронта Тăван çĕршыва хӳтĕлеме тухса кайнă, яла хĕрсем çеç тăрса юлнă. Кам калама хăйтăр комсомол организацийĕ ĕçлемен тесе? Вĕсем чи йывăр ĕçре тăрăшнă: тырпул пухса кĕртнĕ, çумăр е юр çунине уямасăр, патшалăха пама тырă турттарнă. Ун чухне тунă ĕç çинчен виçĕ кун каласан та каласа пĕтереймĕн. Анчах тӳррине тӳрех евитлемелле: иртнĕ çултанпа ку организацин ĕç хавшанă. Секретарь пулма кама суйламалла ĕнтĕ тата? Вĕсем хушшинче организацие ертсе пыма пултаракаяни халлĕхе çук. Эппин, ку ыйтăва уççăнах хăварас. Тепĕртак Августина Федоровнах кĕрештĕр, çĕнеттĕр организацие. Ара, ялта комсомола кĕмелли йыш сахал мар. Вĕсен хушшинче тăрăшаканни, çамрăксене тĕрĕс çулпа ертсе пыраканни тупăнатех. Тен, вăлах — Михаил Чичкановах? Мĕнех, килĕшетĕп.
12
Мĕнле шухăш-ĕмĕтпе пурăнать вăрçă вăхăтĕнче ӳснĕ яш-кĕрĕм? Çак ыйту мана канăç памасть. Апла пулсан, кашни яла çитсе куçа-куçăн тăрса калаçмалла, унсăрăн ним те ăнланаймăн. Çамрăксем мĕнле сывлăшпа сывланине пĕлмесен, эпĕ вĕсене ăçтан ертсе пыма пултарăп-ха?
Темиçе ялта пулма ĕлкĕртĕм. Ниçта та ĕçсем чаплах мар. Хăшпĕр çĕрте комсомол организацийĕ саланни те пур. Ун пек çĕрте çĕнĕрен йĕркелеме тиврĕ. Тата акă мĕн асăрхарăм: хаçат çырăнса илекенсем çукпа пĕрех. Кĕнеке вуламаççĕ. Вуласчĕ те — кĕнеки çителĕксĕр. Ялсенче радио кĕртмен-ха, приемник тесен, ун тĕсне те курман çынсем. Ăçтан ĕнтĕ çакнашкал лару-тăрура çамрăксен пурнăçĕ кирлĕ пек аталанса, хавхалануллă юхтăр? Вĕсене пирĕн, комсомолăн, районти пуçлăхсен пулăшмалла, чуна çĕклентерекен ĕç пуçарса памалла. Çав ĕç халăха та усă патăр, хăйне те чыса кăлартăр.
Халĕ эпĕ Кимиркассине каятăп. «Социализм» колхоз председателĕпе Иван Капитоновичпа (вăл вăрçăран сусăрланса таврăннăскер) тĕл пулса калаçнă эпĕ. Унти çамрăксен питĕ кирлĕ ĕçе тытăнма май пур. Ку ялта комсомол организацийĕ чиперех тытăнса тăрать. Член укçи те тӳлеççĕ. Анчах куçа курăнакан ĕç сахал. Сăлтавĕ çакăнта ĕнтĕ: секретарĕ — Ринарх Стахеев (вăл пултаруллă, ăслă йĕкĕт имĕш) иртнĕ çул стройтехникума вĕренме кĕнĕ. «Ринарх çулла ялтах, хĕллехи каникулта та, нумай чух канмалли кунсенче те килтех, — ăнлантарать мана Иван Капитонович. — Çавăнпа çамрăксем çĕнĕ секретарь суйласшăнах мар».
Эпир яла ирхи кӳлĕм çитрĕмĕр. Ĕç-хĕл ман кирек ăçта та колхоз правленинчен пуçланать. Кунта та çаплах. Председатель вырăнтах. Вăл хыпалансах Ринарха чĕнтерме ячĕ.
Вăхăт нумай та иртмерĕ, эпĕ ăна кантăкран куртăм. Яштакаскер. Çирĕппĕн утать. Çамки — сарлака. Çӳçĕ — кĕске. Паллашрăмăр, пер-пĕрне алă тытсах сывлăх сунтăмăр. Вара виçсĕмĕр ман плана, колхозра çамрăксен строй-бригади тăвас пирки, сӳтсе явма пуçларăмăр. Председатель хаваспах килĕшет ман шухăшпа, Ринархăн сăн-питĕнче савăнни те, сĕнĕве сивлени те палăрмарĕ. Шапăлкка çын мар пулас ку, сăмаха виçсе вĕçертет. Типпĕнрех çеç: «Сĕнсе пăхăпăр комсомолецсене», — терĕ.
Йĕкĕтсем те, хĕрсем те ушкăн-ушкăнпа пыра-пыра кĕчĕç шкулти пысăк класа — комсомолецсен уçă пухăвне.
— Ялти пĕр çамрăк та килмесĕр юлман, — хăлхаран пăшăлтатрĕ Ринарх.
Президиум суйласа кун йĕрки çирĕплетсен, мана сăмах пачĕç. Эпĕ тӳрех комсомол райкомĕн сĕнĕвĕ пирки калаçма тытăнтăм.
— Сире колхозра ĕçлеме çамрăк строительсен бригади йĕркелеттересшĕн, — кашнине тенĕ пекех тинкерсе тухрăм. Пурин те кăсăкланнă сăн-пит. — Колхоз сирĕн выльăх-чĕрлĕх ытларах ĕрчетесшĕн. Витесем кивĕ, пĕренисем çĕрĕк, шăтăк-çурăклă. Апла пулсассăн, çĕнĕ витесем тумалла. Бригадăн тĕп тĕллевĕ пулмалла ку.
— Витесене мĕнрен тумалла? — ыйту пачĕ тахăшĕ.
— Кирпĕчрен.
— Ăçтан тупмалла тет ăна?
— Ял хыçĕнчи çырмара сирĕн хĕрлĕ тăм туллиех. Пахалăхĕ те пысăк, теççĕ. Строительсен бригади çаптăр кирпĕч. Хăвăр мĕн шухăшлатăр тата?
— Эпĕ хирĕç мар. Бригада йĕркелесен аван пулмалла. Анчах пирĕн хушăра кирпĕч çапас ăсталăха пĕлекен çук,— йĕри-тавра ыйтуллăн пăхкаласа илчĕ чӳрече янаххи çумĕнче тăракан çамрăк. — Вĕрентекен кирлĕ.
— Эпĕ те сивлеместĕп. Пĕрле ĕçлеме хаваслă. Эниç каларăшле, ăçтан тупăпăр кирпĕч çапма пĕлекен çын? — Ку каллех чечеклĕ тутăр çыхнă хĕр пулчĕ.
— Ульпи, ан кулян, — хура куçне çиçтерчĕ унпа юнашар ларакан хĕр, — ун пек çын пур пирĕн ялта.
— Пур? Кам вăл? Кала эппин, Варккуç! — шавласа кайрĕç пурте.
— Вăл-и? Вăл — пирĕн кӳршĕри Кĕçтенкки папай,— каçăрларах тăчĕ Варккуç, хура куçне тата хăюллăрах ялтăртаттарса. — Вăл ĕлĕк кирпĕч заводĕнче ĕçленĕ, тет. Ялти çынсене те кăмака тума сахал мар кирпĕч хĕртсе панă. Ат.
— Çынни ытла ватă-çке.
— Пĕр ватă тăватă çынна тăрать, теççĕ, — хăйĕн шухăшне ĕнентересшĕн Варккуç.
— Çапла пулĕ те, анчах вăл килĕшес çуках, — хирĕçлерĕ Ульпи.
— Эпир ăна ĕçлеттерместпĕр. Кăтартса çеç лартăр, — тет Варккуç.
— Атьăр кайса килер ун патне, — чĕнтĕм çамрăксене.— Ринарх, эсĕ мĕн шутлан?
— Мĕнех, — килĕшрĕ вăл.
Ăнлансах пĕтерейместĕп-ха эпĕ ăна: калаçăва та хутшăнсах каймарĕ, те çынни чĕмсерскер, те çамрăксене хăйсене ытларах калаçтарма хăнăхнă?
Пире вăтам çулсенелле çитнĕ хĕрарăм уçса кĕртрĕ.
Ăна хамăр мĕн сăлтавпа килинне ăнлантартăмăр. Вăл пуçне сĕлтсе илчĕ те пăлтăра кĕрсе кайрĕ.
Эхлеткелени, кравать чĕриклеткелени илтĕнчĕ. Вара кăн-кăвак кĕреçе сухаллă старик тухрĕ. Пуç тӳпинче — çĕлĕк. Жилетпа. Ун айĕнчен шурă пир кĕпе арки курăнать. Типшĕмрехскер. Çурăмĕ самаях авăнчăк. Уринче — тĕплетнĕ çăмат.
— Папай,—хыпалансах сăмах пуçларĕ Ринарх.—Эпир, çамрăксем, ăс ыйтма килтĕмĕр.
— Ак тамаша, амалет, — пĕççине шарт! çапрĕ вăл, — мĕнле ăс парайăп, пуç мими тахçанах сухари пек типнĕ-çке, ачамсем.
— Апла мар ĕнтĕ, Кĕçтентин папай, — ăшшăн тавăрчĕ Ринарх. — Эпир, ял çамрăкĕсем, кирпĕч çапасшăн. Вара колхоз валли пăру вити купаласшăн. Вĕрентĕр пире.
— Тархаслатпăр, — пуçа тайрăм эпĕ те.
— Ха, амалет, кам хĕрĕ вара эсĕ, çепĕçскер? — ыйтрĕ манран ватă çын.
Ман пирки çамрăксем самант шĕкĕлчесе пачĕç.
— Амалет, — пуçне пăркаларĕ, сухалне шăлкаларĕ старик. — Хăрăк тимĕре тутăх çисе ярать, ватă çын ĕмĕрне сĕлевĕсленни кĕскетет. Килĕшетĕп.
«Урра!» кăшкăрса ятăмăр.
— Хăçан тытăнасшăн ĕçлеме? — тĕпчерĕ папай.
— Ыранах, — явапларĕ Ринарх.
— Эппин, шăл хĕвел тухнă чух, ыран, ял хыçĕнчи мăн çырма пуçне пырăр.
Тав туса сывпуллашрăмăр Кĕçтенкки папайпа, пухăва малалла тăсма шкула таврăнтăмăр.
Стройбригадăна кунта кам пурри пурте çырăнчĕç. Бригадира Ринарх Стахеева суйларĕç. Ку ĕç ăна валли, ара, вăл стройтехникумра вĕренет-çке.
13
Мана парти райкомĕн секретарĕ Нил Лукич хăй патне кĕрсе тухма хушнă. Аслă юлташсем чĕнтерсен, темшĕн-çке яланах канăç çухатан.
Иртнĕ хутĕнче эпĕ ăна Симхапхари ĕç-хĕл çинчен каласа патăм. Вăрланă хĕре мĕнле хăтарни каçса кайсах култарчĕ Нил Лукича. Çамрăксем уй-хир бригади йĕркеленĕшĕн мухтарĕ.
— Ытларах çамрăксен хушшинче пулма тăрăшăр, — хушрĕ вăл.
Халĕ те юмахламалли пур, пуçа усса, куçа тартса лармăп ун умĕнче. Пурпĕрех вăтанарах кĕрсе тăтăм секретарь кабинетне.
— А-а, комсомол! Иртĕр, иртĕр, — сĕтел хушшинчен тухсах алă пачĕ. Çавăтса пырсах хăй умĕнчи пукан çине лартрĕ. — Пурнăç тени мĕнле çулпа утать?
— Çулĕ такăррипе пĕртте илĕртмест, ытла тумхахлă.
— Яка çул шуçтарса ӳкерет. Ну-с, комсомол мĕн çĕмĕрттерет? Итлеме сире ялан хавас эпĕ.
— Комсомол ватă çынсемсĕр пурăнаймасть, — вара ăна Кĕçтенкки асатте пирки каласа патăм.
— Питех те кăмăллă, лайăх, лайăх, — унтан темшĕн шăпах чарăнчĕ. Шухăша кайса, урай хăмин турат куçне тĕллерĕ. Тĕмсĕлсе пăхать. Ăна тек калаçма тем чăрмантарнине туятăп.
Тĕрĕсех сиснĕ ман чунăм.
— Пĕлетĕн-и? Эпир халăх пурнăçне ăнтарасшăн вăй хуратпăр. Анчах та пирĕн ĕçе пылчăкпа сĕрекенсем те тупăнаççĕ. Ку хутĕнче сан пирки анонимкăсем килчĕç.
— Ман пирки? — чĕреме мăка кусарпа хăшканăнах туйрăм.
Секретарь, сĕтел сунтăхне уçса, икĕ çыру туртса кăларчĕ.
— Пĕри сире комсомол райкомĕн секретарьне суйласанах килчĕ, тепри эсĕ Симхапхара пулнă хыççăн çитрĕ, — конвертсене мана тыттарчĕ. — Ытлашши хыпăнса ан ӳкĕр. Вăрттăн çыртакансене çул памăпăр. Анчах пĕлсе тăма вуласа тухăр.
Пĕрремĕш анонимка.
«...Пысăк йăнăш тунă комсомолецсем хăйсен пуçлăхне çавнашкал йĕксĕк хĕре суйласа. Эсир, райкомрисем, çывăрса ан ларăр, кăларса сирпĕтĕр ăна часрах.
Эпир ĕненместпĕр вăл çарта Герой ятне илнине. Ун çуралнă метрики çинче хушамачĕ Итемри мар — Татьяна Степанова. Тата вăл çарта хĕр чысне упраман, качча каймасăрах хырăмпа таврăннă. Куркаланă эпир фронтра ун йышши якăлкка хĕрсене. Вĕсем командирсен мăйĕнчен хăйсемех çакăнатчĕç. Кунта вăл таса кăмăллă çамрăксене пăсать. Астăвăр, кайран чавса çывăх та — çыртаймăр.
Шухăшсем
Your website, chuvash...
Your website, chuvash...
Пĕтĕм пурнăç çак сăвăра теме пулать...
Питĕ килĕшрĕ...
What if your website chuvash...
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...