Пулас кинсем :: Виççĕмĕш пайĕ


— Карма çăварсенчен хăратăп. Качча каймасăрах арçынпа пĕрле пурăнать тейĕç.

— Демьян килĕшет-и?

— Халех ман сăмаха итлемест пулсан, эпĕ ăна мăшăр тăвассăм та çук.

Шухăша кайса тăнине сисрĕ те сăмах хушрĕ:

— Аннӳрен ирĕк ыйт та. Унччен Тимук патне тухам, кĕтсе ывăнчĕ пулĕ.

Анне выртма ĕлкĕрнĕ-мĕн. Вăл хăй валли тĕпелти урлă сак çине вырăн сарнă. Ун патне кушак пек шăппăн çывхартăм. Ерипен хăрлаттарса çывăрать иккен. Вăратма хăяймастăп. Тăратăп вăл мăшт-мăшт сывланине итлесе. «Юрĕ-çке, выртса тăрин, ара, Варук каччи Илайпа,— шухăшларăм.— Вите тăрри аслă, ая сарма типĕ утă çителĕклĕ». Пĕр-ик утăм каялла чакрăм çеç, анне вăранчĕ те. Кайăк ыйхи ун, чăнах.

— Талюна, — чĕнчĕ вăл мана. — Эсĕ мĕншĕн халĕ те выртман? Эх, ик-чак...

— Санпа юмахламалли пурччĕ те, — унăн вырăн хĕррине пырса лартăм.

— Инкек-мĕн пулман пулĕ те? — сехĕрленерех ыйтрĕ вăл.

Паçăр эпĕ ăна Натти инке пирки каласа панăччĕ. Путех ырă мар хыпар тесе шуйланчĕ-тĕр. Вара эпĕ ăна Варук хăшкăлĕ пирки каласа патăм.

— Ах, ик-чак... Ыр этеме ут таптамасть, ыр çын çынна кăшламасть. Путсĕрсен халапне чĕрене хывмалла мар. Варукăн каччă-тĕрĕшĕ пирĕн патăрта çĕр выртса тăнăшăн пӳрт-çурт йăтăнса анмĕ.

Варук килне пĕчченех кайрĕ, Демьян аслăк тăрне çывăрма выртрĕ. Илай вара савăнăçне ниçта хураймасть. Вăл Демьяна: «Пичче, пичче!» — тесе çеç тăрать. Лешĕ те ача чунне хăпартлантарма ăста-мĕн. Тен, вĕсем каçсерен çывăрман та пулĕ, самолетпа мĕнле вĕçмелли çинчен сăмах вакланă. Унсăрăн темиçе кунтанах Илай çапла пĕлтермен пулĕччĕ:

— Эпĕ, çитĕнсен, никам та мар, летчика тухатăп. Варук тепĕр кунне пирĕн пата илĕм-тилĕмпех пычĕ.

Вăл та, ахăртнех, çĕр каçа та куç хупман пуль.

— Краçук аппа, эпĕ туй çĕмĕрттересшĕн. Пĕтĕм ял кĕрлесе тăтăр. Хĕр йĕрсе качча каятăп. Ташлаттаратăп ватти-вĕттине, пурне те, — хастарланать хăй.

— Ах, ик-чак... Питĕ тĕрĕс тăван, Варук. Туйсăр качча тухсан, çĕнĕ çын телейĕ шывпа шăнкăртатса юхса каять, тет. Ман хĕрĕм, ав, туйсăр-мĕнсĕрех пурнăçăн çатан урапи çине ларнă.

— Э-э, Краçук аппа, ун пек ан кала, — пуçне суллакаларĕ Варук.— Талюна туйсăр качча тухман. Ун туйĕ пек чаплă туй пирĕн ĕмĕрте никамăн та пулман. Вăрçă тени хĕр ĕмĕрне çурмаран шăтăрт! хуçма пултарнă. Талюна чăннипех телейлĕ. Вăл тăшман йăви çийĕн вĕçнĕ. Ăна генералсемпе полковниксем пил панă. Пĕтĕм тĕнчери хĕрсем ăмсанмалла ăна, ăмсанаççĕ те. Сирĕн, амăшĕн, мăнаçланмалла кăна çакăншăн. Малашне ыр курасси çеç юлнă.

Эпĕ, вĕсен калаçăвне хутшăнмасăр, тутана чăп тытса тăтăм.

— Ман шухăшпа, туй тăвасси пирки, килĕшетĕн-и, Краçук аппа?

— Эх, ик-чак, ма хирĕç пулас, ара?

— Эппин, пулăшма тивет.

Мĕн-мĕн кирлине Варук хут çинех çырса тултарнă. Тем тесен те, пин ĕçе çитет-тĕр.

— Виçмине хĕрĕх витре кĕрекен пичкере сăра кăпăкланмалла, — пат татса каларĕ Варук.

Тĕлĕнтермĕш, мĕнле ĕлкĕрес тет-ха вăл? Чирлĕрех амăшĕн пурлăх тени çукрах. Салатлăх урпа шӳтерсе кĕççелентерме, ăна кăмакара типĕтме, армана илсе кайса авăртма эрне ытла кирлĕ. Варук пур виçĕ кунтан туй пуçласшăн.

Анне ахальтен Варук сиккине сикмен иккен. Унăн ырçа тулли салат, тĕпсакайĕнче икĕ четвĕрт çĕпре упранать-мĕн.

Апла ĕç каять. Анне тутлă сăра тума пултарнине пĕтĕм ял пĕлет.

Çак самантран пуçласа Варук пире турта хушшине тăратсах кӳлчĕ темеле. Демьянпа Илая та алă усса ларма памарĕ. Тытăнтăмăр ĕçе: пĕри улăм ваклать, тепри лаççа шыв йăтать. Унта икĕ пысăк чан. Çавсене тултармалла та.

Варукăн çынсене хăй тавра карталантарас туртăм вăйлă иккен. Тахăш вăхăтра вăл кӳршĕ хĕрĕсене йыхăрса тухнă. Тупата, вун-вуник хĕр пурах. Пĕрисем туй валли апат-çимĕç пĕçереççĕ, теприсен пӳрни хушшинче пурçăн çип тирнĕ йĕп. Хӳхленĕ чух пуç тăрăх усăнтармалли пĕркенчĕк эрешлеççĕ, виççĕмĕшĕсем çĕнĕ кĕрĕве тăхăнтарма парнелĕх кĕпе çĕлеççĕ. Çав кĕпене ахаль çуха килĕшмест. Мĕнех, çыпăçуллă алăсем тĕрлĕ тĕслĕ çипсемпе чечек тĕрлеççĕ. Ушкăн хĕр пӳртрен картишне сĕтел илсе тухрĕ. Пускилсенчен тата виççĕ илсе килчĕç. Вĕçĕ-вĕçĕн çыпăçтарсан, çырма урлă хывнă кĕпер пекех пулса тăчĕ. Йĕри-тавра вăрăм саксем вырнаçтарчĕç. Ларма та, ташлама та вырăн çителĕклĕ.

Варук каччине хăйсем патне пырса çӳреме чарать. Каçхине вара вăйăра унран уйрăлмасть. Юнашар ларать, пĕрле ташлать. Киле те ăсаттарса ярать. Хапха умĕнче тăрса хăшкăлаççĕ. Автансем сас парсан вара пирĕн пата хăваласа ярать.

Çапла, Демьян кĕтмен çĕртен пирĕн аннен усрав ывăлĕ пулса тăчĕ. Ăна пирĕн авлантармалла. Вăл хĕрне пирĕн пата илсе кĕрет.

Пурне те Варук шухăшласа кăларнă. Унăн Тимукĕ те, эпир те хирĕçлеместпĕр ăна. Пулин, ара. Капла пурнăç кăсăклăрах.

Демьян тăлăхскер, ача çуртĕнче çитĕннĕ. Тăван-пĕлĕш çук ун. Пире пĕр япала минретет: хĕр илме кампа каймалла-ха? Тата пуса каччилĕх çамрăксене ăçтан тупмалла? Пуса каччи пулмаллисем çартан киле килсе çитеймерĕç. Нумайăшне ялйыш тек нихăçан та кураймĕ. Шкул ачисене —Илайпа унăн юлташĕсене — туя хутшăнтармалла-и? Путех çапла пулать те, ахăр. Тата хăйматлăх ашшĕ кирлĕ. Анне ним шухăшласа тăмасăр Макаç мучине тапăнчĕ.

 

5

Салтак хĕр Варук качча каять тенĕ хыпар — таврари кашни çын чĕлхи вĕçĕнче. Çук, çук, пĕри те ăна хурламасть. Мĕн, начар хĕр-и? Ма тиркемелле тет? Ун пек хĕрсене, тупата, алă çинче çĕклесе çӳремелле, ара, вăл хăрушă самантра юратнă Тăван çĕршывăмăра хаяр тăшманран хӳтĕленĕ. Ку çеç-и? Вăрçăччен колхозра еплерех ĕçленĕ! Чаплă тракторист пулнă. Вăл сухаласа кăпăшлатнă уй-хир тăпри халĕ те хытса ларман. Ахальтен мар-тăр çĕр-аннемĕр асаплă çулсенче те ĕçчен колхозниксене савăнтармасăр тăман, фронтри хастар салтаксене тăрантма тухăçлă тырпул парнеленĕ. Варука ывăл пур кашни ашшĕ-амăшĕ кăмăлласа сăнанине нихăшĕ те пуçран кăларса пăрахман, кин тума ĕмĕтленнĕ-çке-ха ăна. Пурнăç пылакĕпе киленме тивĕçлĕ хĕр вăл — Варук.

Каччи, каччи тата еплескер! Пĕтĕм хĕр ăмсанмаллискер. Илемлĕ, яштака. Летчик. Пурте Варук туйне чаплă уява кĕтнĕ пек кĕтеççĕ.

— Варук, çĕр чĕтресе тăмалла туй тăвăпăр, ĕççи умĕн пĕтĕм халăх кантăр, — тет колхоз председателĕ — фронтран иккĕмĕш хут аманса (пĕрремĕш хут империализм вăрçинче) таврăннă Тимухха Иванĕ.

Правлени салтак хĕре колхозран тулă та, аш-пăш, сĕт-çу та парса пулăшрĕ. Малашне Варук тракторпа ĕçлесе колхоза сахал мар ырă кăтартĕ-ха. Çакна пурте пĕлеççĕ.

Председатель туй халăхне çӳреме икĕ лаша уйăрса пачĕ. Пĕр утне хĕрсем тăрантас кӳлчĕç. Вăл халь картинка пек илемлĕ. Эрне каялла хăраса тармаллаччĕ унран, ун çине никам та ларма килĕшес çукчĕ. Кустăрми шăлĕсем хавшаса шĕлтĕртетсе тăратчĕç, çатан хуллисем унтан та кунтан татăлса пĕтнĕччĕ.

Макаç мучи сăн кĕртрĕ тăрантаса: юсарĕ йăлтах, тĕрлĕрен сăрăсемпе чăпарлатса илемлетрĕ. Кустăрмисене, тикĕт сĕрсе, тĕнĕле тăхăнтартрĕ.

Туй кӳмине кӳлме тур лаша уйăрнă. Вăл ыттисенчен йăлттамрах. Ăна ятарласа унта-кунта кайма упраççĕ, йывăр ĕçе яман. Акă халь çав лашана хĕрсем витерен çавăтса тухрĕç. Çук, тӳрех турта хушшине тăратма васкамарĕç-ха, капăрлатмалла малтан. Ĕненме хĕн. Тăватă çула тăсăлнă вăрçă нуши кил-çуртран, арча-çӳпçерен ним хăвармиччен шăлса тухнă пек туйăннăччĕ. Анчах чăн-чăн савăнăç çитсен, тем те тупăнать-мĕн хĕрсен: вĕрçĕнĕ тутăр та, лента-хăю та, пурçăн та, шăрçа-тенкĕ те....

 

6

Акă ĕнтĕ капăрлатнă туй кӳми — алкум вĕçĕнче. Варук пукане пекех. Хитре тумланнă. Çийĕнче — икĕ аркăллă кĕрен пурçăн кĕпе, сарă саппун, кăкăр умĕнче — касите, уринче — хура пушмак.

Картиш тулли çамрăк. Кусем, вăрçă вăхăтĕнче пĕве кайнăскерсем, туй таврашне курман. Çавăнпа та малалла мĕн пуласса тӳсейми кĕтеççĕ.

Варук пĕркенчĕкне авăсса такмаклама тытăнчĕ. Ăна амăшĕ ирĕксĕрлесе ватă урçана качча памасть. Пулас упăшкине — чи чиперрине, чи яшшине, чи маттуррине, чи паттăррине хăй суйласа илнĕ. Çавăнпа та вăл хурланмастъ. Ав мĕнле сăмахсем каласа хӳхлет:

 

Чечек çыххи турăм эп,

Çĕр пĕр чечек суйласа.

Савнă каччă тупрăм эп,

Çĕр пĕр йекĕт суйласа.

 

Хӳхлекен хĕрпе хĕрçумĕсем тиеннĕ ут хапхаран тухрĕ. Ял тăрăх каятъ. Чĕнсе кĕртекенсем нумай. Вĕсем пысăк хапхисене яриех уçса янă та хăйсем патне кĕрсе тухасса кĕтеççĕ.

Ытла хӳхĕм-çке Варук. Шел, Тимукĕ курса савăнаймасть. Юрамасть. Йăли çапла имĕш. Ларать пирĕн килте. Макаç мучипе анне ăна хĕр кăларма кайсан хăйне мĕнле тыткаламаллине вĕрентеççĕ.

Арçын туйĕ те хĕрçумсем пекех ял тăрăх çӳреме пултаратчĕ ĕнтĕ. Пирĕн тăван-пĕлĕшсем кăшт пур. Анчах Демьян тем тусан та килĕшмерĕ: «Эпĕ ку ялта ӳссе çитĕнмен, çынсене чăрмантармастăп», — терĕ.

Кирек мĕнле пулсан та, хĕр илме пĕччен каяс çук. Ратнесенчен суйлакаларăмăр. Вара йыхăрнисем пурте тенĕ пекех пуçтарăнчĕç. Хушпу тăхăнса туй матки пулакансем çителĕклех. Пуса каччисемлĕх яш-кĕрĕм вара питĕ сахал. Илай тата унăн икĕ юлташĕ. Вĕсем те-ха ӳссе çитĕнеймен— ачалласкерсем çеç. Юрлама та сассисем качака путеккилле тухаççĕ. Мĕн тумалла?

Канашлама эпĕ пускилти арăмсемпе хĕрупраçа пухрăм. Çатăлтататпăр, çапах та ним шухăшласа тупаймастпăр.

— Хĕртен каччă тăваймăн, — тет анне.

Çак вăхăтра пирĕнтен аякрах та мар ларакан Макаç мучи лĕх-лĕх-лĕх кулса ячĕ.

— Эсир те çав пустуй чĕрӳсене шуйлантаратăр, — тет хайхискер, кулма чарăнаймасăр. — Акă мĕн: пикесем арçынла тумланччĕр. Вăрăм çивĕчĕсене карттус айне чикчĕр. Акă сире хĕр кăларма каякан пуса каччисем. Никам паллаймĕ.

— Камитле-и?

— Мĕншĕн апла? Демьян хăй ялĕнчи çамрăксене пухса килнĕ тейĕç, — ăнлантарать Макаç мучи.

Мĕнех, пире унăн сĕнĕвĕ килĕшрĕ. Туй-тăк туй пултăр. Акă ĕнтĕ вăхăт çитрĕ. Эпĕ те сурпан сырăнса хушпу тăхăнтăм.

— Ай-яй эсĕ, Талюна, хитре матка пултăн, — мухтаççĕ мана. Тĕкĕр витĕр пăхатăп. Пырать те пек. Сасартăк Ким аса килчĕ. Эх, халь вăл мана çак тумпа куринччĕ! Чăнах, пӳрменни мĕншĕн паха-ши çав?!

Тăрантас çине Демьянпа Макаç мучи вырнаçрĕç. Ларкăч çинче — Илай. Вăл тилхепе тытаканĕ.

Пирĕн ют яла каймалла мар, Варук тепĕр касрах пурăнать. Апла пулсан, мĕн-ма лав çине тиенес?

Тухрăмăр çула. Малта тăрантас, хыçалта— эпир, туй маткисем, пуса каччисем, утатпăр кĕпĕрленсе. Пирĕн купăс та пур, ăна Илай юлташĕ калать. Юрлатпăр, çавăнтах ташласа илетпĕр. Тапăртатнипе темле çĕр çурăлмасть.

Хĕр килĕнче пире лайăх кĕтсе илчĕç, картишĕнчех йышăнчĕç. Варук шăп пирĕн умĕн хĕр йĕрсе таврăннă. Эпир Демьяна унпа юнашар пырса тăратрăмăр. Тур çырлах, тахçан курманла пĕр-пĕрне ыталаса илчĕç. Ăмсанмалла чăнах. Сĕтел хушшинче те пĕрлех ларчĕç. Тем калаçаççĕ хăйсем. Паллах, пĕр-пĕринчен ăшă сăмахсем илтеççĕ пулĕ, унсăрăн куçран куçа пăхса йăл-йăл кулмĕччĕç.

Çĕнĕ çынсене, юрла-юрла, вăйăç умне чĕнеççĕ.

 

Кĕслипеле хуткупăсне

Калаçтарса пулмĕ-ши?

Варукпала Тимукне

Ташлаттарса пулмĕ-ши?

 

— Чĕнеççĕ пулсан, мĕншĕн хирĕçлес, тусăм, — тет Демьян пулас арăмне. Вăл унăн пуçĕнчи пĕркенчĕке сирет. Хĕр тухъя вĕççĕн юлать. Пулас упăшкин куçĕсем ялтăртатаççĕ кăна. Юратсан çеç çапла каччă куçĕ хунар çутать çав.

Мăшăр ташша тухрĕ. Пĕтĕм туй халăхĕ шартлаттарса алă çупать.

Ĕнтĕ ял Советне çырăнма каймалла. Çырăннă хыççăн тек хĕр килне таврăнмалла мар. Демьян Варука тӳрех пирĕн пата илсе каять.

Мана хĕр туприне (Варук арчине мĕн тултарнă-ши?) кĕлетрен илсе тухнă самант килĕшрĕ. Пуса каччисен ушкăнĕ пĕр енче, хĕрçумсен — тепĕр енче ĕретленсе тăчĕç те такмакласа ячĕç: хĕрçумсем «йыснана» хурлаççĕ, пусакаччисем «инкĕшне» питлеççĕ.

Арчана илсе тухрĕç. Унччен те пулмарĕ, хĕрçумсем темиçен йăпăр-япăр хăпарчĕç те ларчĕç арча çине. Ыттисем сике-сике юрлаççĕ:

 

Йысна, йысна, итлесем,

Ылтăн укçа памасан,

Тыттармастпăр арчана.

Кĕмĕл укçа памасан,

Кăтартмастпăр туприне.

Пăхăр укçа памасан,

Парса ямастпăр аппана.

 

Демьянăн кĕсйинчен вак укçа кăларса çĕр çине пăрçа пек сапасси çеç юлчĕ. Хĕрçумсем тĕпĕр-тĕпĕр арча çинчен сиксе анчĕç те тытăнчĕç укçа пуçтарма. Арча тыткăнран хăтăлчĕ. Ăна самант тăрантас çине хăпартса хучĕç. Унтан Варукпа Демьяна юнашар лартрăмăр.

Çырăнса тухсан, хĕре пирĕн пата илсе кайрăмăр. Анне алкум картлашки çине пир тĕрки сарчĕ. Мăшăрсен ун тăрăх юнашар утмалла. Темиçе ярса пуссан, Демьян пулас арăмне çĕклерĕ те пӳрте илсе кечĕ.

Пăлтăрта пулас кине пуç сырчĕç, хушпу тăхăнтартрĕç. Çапла арăм пулса тăчĕ Варук.

 

7

Мана, пăлтăрта çывраканскере, такам вăратрĕ, чиперех сисрĕм кăлт! тĕкнине. Ун-кун пăхкаларăм, анчах никам та курăнмарĕ. Пĕчĕк кантăк витĕр хĕвел пайăрки кармашма ĕлкĕрнĕ-мĕн. Автанĕ çине-çинех киккириклетет. Ахăртнех, çывăхрах хăлаçланать пулас, сасси ытла та уçă.

Самант сиксе тăтăм вырăн çинчен. Пӳрте кĕтĕм. Пĕри те çук. Вучахри хуранта тем лăкăртатсах вĕрет. Çăвăнас шутпа пӳрт умне тухрăм. Пăхатăп — кăмканра тумлам шыв юлман. Пушă витре илсе, алкумĕнчен тухрăм. Пусси пирĕн картишĕнчен карта тытса уйăрнă пахчарах, вун-вунпилĕк утăмра çеç.

Умăмра — сад пахчи! Мĕн тĕрлĕ йывăç çук-ши кунта! Пĕри тепринчен хӳхĕм, пĕлĕт каштине çитесле яш! ӳснĕ. Улмуççисем çеç лутра-ха. Пире ача чух çырла, панулми тутантарнă йывăçсем сивĕпе хăрнă. Çĕнĕрен пахча чĕртетĕп тесе çырнăччĕ ман пата, фронта, анне хăйĕн пĕр çырăвĕнче. Ĕçчен алăсем пурнăç панă çамрăк улмуççисен сарлака симĕс çулçийĕсемпе халĕ çил ачисем вăйă выляççĕ. Пусă çумĕнчех ӳсекен çăра туратлă китайкăна вара хаяр сивĕ тивеймен. Вăл çав-çавах хӳхĕм. Астăватăп-ха вăрçăччен пире хĕп-хĕрлĕ питлĕ вĕтĕ панулмийĕсене витри-витрипе парнеленине. Çимĕçне вăл тураттисем çинче хура кĕркуннечченех упратчĕ вара. Çĕре тăкăннисем шăп канфетахчĕ: кĕрпеклĕ, пылак, çăварта сахăр евĕр ирĕлетчĕç. Кăçал та ăнтарнă-ха маттурскер, турачĕсем, ав, çĕрелле авăнма та пикеннĕ.

Шалта, мăнаккасен пахчи çумĕнчех ларакан йăрăс пӳллĕ чăрăш çав-çавах ĕлккен. Пилеш, вĕрене, çĕмĕрт, çăка урам енчи карта çумĕпе ретленнĕ. Халĕ шăпах çăка чечек çурнă вăхăт. Сывлăш калама çук техĕмлĕ.

Тараса патне пытăм. Ай-яй, тарăн иккен вăл. Тĕпĕнче шывĕ çаврака тĕкĕр евĕр çап-çутă йăлтăртатса выртать. Хам сăна та куратăп унта, ав, çӳçĕм кĕскерен-ши, сăнăм ачанни пек.

Шыв ăсма хăйне уйрăм витре пур, сăнчăр вĕçне йăлмакланăскер. Урапине тĕкрĕм çеç, пушă витре аялалла чăмрĕ, хăй юррине юрласа: чăнк-чанк! чăнк-чанк! Унтан пат! пырса тăрăнчĕ шыв питне. Çӳрет ярăнса хайхискер, кимĕ евĕр. Сăнчăрне туртса çĕклемелле ĕнтĕ темиçе хут. Тинех енчен енне тайăлкаларĕ те шывпа тулчĕ. Урапине çавăратăп. Витре çĕкленет. Юрри халĕ ун пачах урăхла: шăкăрр! шăкăрр!

Тăп-тăрă шыв, сыпса илме хăй хистет. Витре хĕрринченех ĕçетĕп: лăнкăрт-лăнкăрт çăтатăп, шывĕ пăр пек сивĕ, чуна уçăлтарсах ячĕ.

■ Страницăсем: 1 2 3 4 5 6 7 8 ... 23