Пулас кинсем :: Иккĕмĕш пайĕ
Тĕл пулмассерен çĕннине илтеттĕм Микитран. Тем те шутласа кăларма ăстаччĕ вăл. Чăн-чăн фантазер. Вĕçтерет сăмахне, те суять, те тĕрĕсне калать. Тупсăмне тупма йĕркелесе тухмалла.
Хăйĕн пурнăçĕ çинчен каланине тĕлĕнсе итлен.
Ӳсет пĕчĕк Микит ача çуртĕнче. Нумай-и, сахал-и вăхăт иртет, вăл ĕнтĕ виç-тăватă çул тултарнах, йывăç-курăк чечеке ларнă чух ача çуртне пĕр мăшăр пырса кĕрет. Вĕсем ывăл ача усрава илесшĕн. Арçынпа хĕрарăм ларакан пӳлĕме Микит чупса кĕрет.
— Атте, анне! — кăшкăрса ярать вăл тӳрех. — Ма час килмерĕр эсир? Кĕтсе ывăнтăм.
Çамрăк мăшăр ĕç çăмăллăнах майлашăнса пынăшăн савăнать. Вара ачана çавăтса килне илсе каять. Евĕклĕ ача лекнĕшĕн вĕсен чунĕсем ирĕлсе тăраççĕ...
Çӳретпĕр урамра. Калаçмастпăр. Сăмах енчĕкĕ пушаннă.
Уйăхлă каçчĕ ун чух. Çуркунне. Урамра — кӳлленчĕксем. Вĕсем урлă сике-сике каçатпăр. «Çĕркаç милицие тытса кайрĕç мана. Ай-ай аврĕç алсене. Чăтăм çитмен енне кăшкăрса ятăм», — терĕ Микит.
«Суян!» — тавлашмаллаччĕ ман. Анчах чĕлхене такам çыхса лартрĕ. Куç умне хăрушă ӳкерчĕк тухса тăчĕ. Юпа çумне илемлĕ качча пăркăчланă пек. Ура вĕçне кăвайт чĕртнĕ. Авкаланать каччă ăман евĕр. Макăрать. Каçару ыйтать. Ăçта ун мăнаçлăхĕ? Мĕншĕн пуçне каçăртмасть? Йĕрĕнес килет унран. Сасартăк çав каччă вырăнĕнче — Микит!
Çук, текех юнашар утма сатурлăх çитереймерĕм, палт çаврăнтăм та килелле тĕк пек вĕçрĕм. Микит чарăнма ӳкĕтлет. Ăçта унта!
Пачах чун писрĕ каччăран. Çулталăк ытла çӳрени тăпăрах саланчĕ. Темиçе хут та калаçма пикенчĕ Микит. Текех юнашар утма, хирĕç пăхса тăма мехел çитмерĕ. Техникума пыма пăрахрĕ çын.
Эрне иртрĕ. Эпир вĕренсе тухмалли экзаменсене хатĕрленме тытăнтăмăр. Астăватăп-ха, сĕтел хушшинче хĕрсе вуласа ларнă чух мана алăк умĕнче такам кĕтсе тăни çинчен пĕлтерчĕç. Пӳлĕмрен тухрăм. Чӳрече умĕнче кĕрнеклĕ яш тăрать.
— Кам кирлĕччĕ? — ыйтрăм, чĕнтернине пĕлмĕше хывса.
— Эсир пулатăр-и Валя?
— Эпĕ, — тетĕп.
— Паллашар. Эпĕ — Антип, Микит амăшĕн шăллĕ пулатăп.
Вăл тӳрех Микитпа иксĕмĕрĕн хушăри çыхăну пирки калаçма пуçларĕ. Тĕпчет кăна. Вĕрентсе кăларасшăн аппăшĕн ачине.
— Ан та чăрманăр. Иртни каялла çаврăнмасть.
Çапла пулчĕ ман татăклă сăмах. Мĕн тетĕр çын çакăн хыççăн? Вăхăтсем пирĕн хĕсĕк. Антип учительсем хатĕрлекен институтра юлашки çул вĕренет. Унăн та экзамена хатĕрленмелле. Уйрăлтăмăр.
Халĕ те тĕлĕнетĕп; мĕншĕн-ха çапла ним кĕтмен çĕртен Микит патне кăмăлăм улшăнчĕ? Сăлтавне паян кун та пĕлместĕп. Техникум пĕтерчĕ. Юлашки кунсенче авланчĕ. Иккĕш тахăш районти шкула ĕçлеме пĕрле кайнă терĕç.
Антиппа тепĕр хут хамăр тăван шкулта тĕл пултăмăр. Ăна физика вĕрентме янă. Эпĕ техникум пĕтернĕ хыççăн хамăр яла пуçламăш шкул ачисене вĕрентме таврăнтăм.
Вилмелле саврăм Антипа. Вăл та мана саврĕ. Мĕншĕн? Калаймастăп. Пĕрлешесшĕнччĕ. Евчĕ ячĕ. Çураçрĕ. Ĕлкĕреймерĕ авланма. Темиçе уйăхлăха тесе салтака илсе кайрĕç. Унтан вăрçă сиксе тухрĕ. Киле ямарĕç ăна. Пĕтĕм пурнăç арпашрĕ айăн-çийĕн. Паян, ав, кăвак хуппи уçăлнăн, килчĕ тăчĕ ман ума Антип. Ыталарĕ те вăл хама, пĕрре те çул çинчи пек, вăрçа кайнă чухнехи пек мар, ялта кӳлĕ хĕрринчи лăпсăркка йăмра айĕнче тăнăнах туйăнчĕ. Лăпкă çын Антип, Хирĕçтермест. Тиркесе чуна кăшламасть. Халĕ те паян каланă сăмахĕсем хăлхара янăраççĕ: «Ман çураçнă хĕрĕм, Валя, ĕлĕкхи пекех юрататăн-и? Эпĕ сана асăнмасăр пĕр кун та ирттерместĕп. Хăçан туй пулĕ пирĕн, савниçĕм? Хăçан тăшмана çапса хуçатпăр, çавăн чухне. Вара ниçта уйрăлми çӳрĕттĕмĕр». Çитĕ-ши çавнашкал самант, Талюна?
— Паллах, çитет. Кĕтсе илĕпĕр-ха, — текелетĕп. — Вырт çывăрма, Валюха.
— Эсĕ?
— Эпĕ кăмакана астăваканни пулăп.
Пирĕн пуйăс чарăнмасăр малалла чупать. Хăçан çитĕпĕр-ши? Ăçта? Çитмелли вырăн, тен, çук та. Вăл пирĕнтен тарнăçем тарать-тĕр. Ĕмĕр тăршшĕпех çапла каймалла пулĕ.
Варук вăранчĕ. Ыйхă тĕлĕшпе анасла-анасла ыйтать:
— Талюна, ма пĕчченех ларатăн?
— Кил эппин, иксĕмĕр ларар.
— Э-э, апла мар ĕнтĕ, эсĕ вырт.
Çунакан тимĕр кăмакана хураллама Ляпипе юлать. Эпĕ Вальăпа Елис хушшине кĕрсе выртатăп. Пуçа хунă-хуманах мана ыйхă хăй ытамне илет.
8
Пуйăс кустăрмисем, тăрар-и, чупар-и тенĕ пек, юлхавлăн чĕриклетеççĕ. Унччен те пулмарĕ, тăрс! перĕнсе туртăнчĕ пирĕн вакун. Кун хыççăн туххăмрах чарăнтăмăр. Нумайлăха-ши? Хăпăл-хапăл пальто тăхăнса алăка уçрăм. Эпир пурăнакан «пӳрт» ăшчиккине сивĕ хăйĕн вăрăм чĕлхине тăсрĕ. Çӳçентерет çанçурăма. Вакун хĕррине Вальăпа Елис та пырса тăчĕç.
Таврана кăшт шурăмпуç çути çапнă. Умра — касса уçăлми сĕм вăрман. Вăл çӳллĕ хура хӳме евĕр курăнать.
Çĕр катанпир сарнă пек шап-шурă.
— Ах, апăршасем, ăçта çитсе чарăнтăмăр-ши? — ахлатать Варук.
— Мĕнле ăçта, фронта çитрĕмĕр. Тăр хăвăртрах, Варук, — йĕкĕлтет Елис.
— Ан сӳпĕлтет пустуя, ачу-пăчу, — ятлаçса илет Варук.
— Ĕненмесен, тăрса пăх, ав, мĕн чул çар тăрать, — сăмахран юлмасть Елис.
— Фронтра тупăсем кĕрлеççĕ, ачамкка, — чарăнаймасть Варук. — Ун сассине илтсен, чĕрӳ хăпĕ. Каллех тупика тăратаççĕ. Кирлĕ япаласем турттаракан пуйăссене çул памалла. Акă сана — фронт.
— Ан йăсла-ха, тупата, Варук. Пыл пек тутлă ыйха вĕçтерен, — мăкăртатать Уртемова. — Лăплан. Тепĕр кана çывăрар.
Анчах хĕрсен урăх çывăрасси пулмарĕ. Команда пачĕç: вакунсенчен пурин те япаласемпех тухмалла.
— Варук, тревога! — хăратрĕ Елис. — Тăрăр! Ним тăхтамасăр вакуна пăрахса тармалла. Фашист самолечĕсем бомба пăрахма килеççĕ.
— Ан лĕпĕртет, — вăрçать Варук.
Эпир хыпаланса пуçтарăннине асăрхасан, Варук тăрса ларчĕ. Уртемова та пуçне çĕклерĕ.
— Талюна, чăнах мар пулĕ те? — ыйтрĕ вăл.
— Тăмалла, хĕрсем. Япаласемпех тухма хушрĕç.
Эпĕ каланине итлеççĕ вĕсем. Варук тĕркĕшет кăна. Алли-ури çыхланать хăйĕн. Çăматти урине кĕмест. Кутамккине тем чикет, тем кăларать.
Елис, пуринчен те малтан пуçтарăннăскер, пăхса кулса тăрать юлташĕсем çине. Чĕнмесĕр тӳсеймерĕ:
— Варук, кăмака умĕнче вут пуленкисем выртса юлаççĕ. Ил.
Лешĕ хирĕç ним те шарламарĕ, анчах чĕлнĕ хăйăсене хуçкаласа кутамккине чикрĕ. Тĕплĕ хĕр. Каланă пек, пурăнан пурнăçра хăййи те кирлĕ пулĕ, ӳлĕм тем кĕтет-ха пире.
Пуйăс чарăннă-чарăнман тухса кайнă Ляпипе командир килчĕ. Приказ терĕс: пурин те тухмалла.
Кутамккасене çурăм хыçне çакса, вакунтан сике-сике антăмăр. Çынсем, ав, пĕр тĕле пухăнма та ĕлкĕрнĕ. Эпир те кĕшĕлтетсе çитрĕмĕр.
Ляпипе аслисене хамăр вакунти хĕрсем тĕрĕс-тĕкелли çинчен пĕлтерчĕ. Нумай та вăхăт иртмерĕ, пире икшерĕн тăрса тухма хушрĕç. Елис манран шит юлмасть. Юнашар тăчĕ. Умра — Варукпа Уртемова. Хыçалта — Валя. Ун çумĕнче — тутар хĕрĕ.
Варук кутемĕн тавралăха тимлĕн сăнанă курăнать. Çар çыннисем çук, аякран вĕçсе килекен самолет сасси илтĕнмест. Çавăнпа та вăл пире хăй шухăшне пĕлтерме васкарĕ:
— Хĕрсем, пире фронта мар, окоп чавма илсе килчĕç.
Никам та хирĕçлемерĕ Варука. Калаçăва хутшăнма вăхăт та пулмарĕ. Шăпланма хушрĕç.
Тахăш енчен пирĕн ума шинеллĕ çын пырса тăчĕ. Вăл вăрăм ярăмран пĕрер шăрçа турта-турта кăларнăн тытăнчĕ хĕрсене чĕне-чĕне кăларма. Елис, Валя, Уртемова, Варук, ретрен тухса, ун çумне пырса тăчĕç. Ман ят тухмарĕ. Вăл пачах урăх хушаматсем асăнать. Умри çĕр лаштăрр! çурăлнăнах туйăнчĕ. Леш енче — хамăр ял хĕрĕсем. Пĕтрĕ пуç. Çук, çĕр мар, ку вăл ман чĕре çурмаран çурăлчĕ. Таçти пĕлмен-курман вăрманта уйăраççĕ пире. Ах, чăнах, татăлса юлас килмест. Çумри ял хĕрĕ вăл — тăван кил-йыш. Куçăм тарăн кӳлле путрĕ, çырантан халь-халь шыв тапса тухать, питçăмарти тăрăх юхса анать. «Тек те курайăпăр? Сывă пулăр!» — тетĕп ăшăмра хĕрсене.
— Талюна! Талюна!
Ыйхăран вăраннăн чăлт-чалт пăхкалатăп. Елис чĕнет иккен.
— Мĕн тăратăн? Яту тухрĕ-иç! Кил ман çума!
Ĕненместĕп. Шинеллĕ çын тепĕр хут ман хушамата асăнчĕ. Елис аллине тăсрĕ ман енне. Чĕкеç чунлă çав вăл. Эпĕ куçа курăнман çĕр шăтăкĕ урлă сиксе каçатăп. Чăнах, ял хĕрĕн алли вăл — анне алли. Аранах çăмăллăн сывласа яратăп.
Шинеллĕ çын пире вăрмана ертсе кĕрсе кайрĕ. Тул çутăлчĕ ерипен, Тавралăх чиперех курăнать. Çулăн икĕ айккипе çурта пек яштака ӳснĕ йывăçсем лара-лара юлаççĕ. Хырлăх кунта. Юрать-ха, каш-кашласа хăратмаççĕ чуна. Çил çук. Çавăнпа лăпкă вăрман. Паянхи пек сивĕ кун, çил ачисем килтен тухма шутламаççĕ-тĕр. Вĕсемсĕр пуçне, кам чупса выляса çӳретĕр пĕлĕтелле кармашнă хыр тăррисем тăрăх.
Çĕр çумĕнчен ытлашши çӳле хăпайман йывăçсен турачĕсем пас тытнипе юр пĕрчиллĕ чечексем çурнă. Ав, тин çеç хăпаракан хĕвелĕн шевлисем юр пĕрчиллĕ чечексем çине çăлтăр тĕпренчĕкĕсем сапрĕç, вĕсен ылтăн хĕлхемĕсем йăл-йăл çутала-çутала илеççĕ.
Хĕл мучи ӳркенмест, ман куç хăрпăкне те эрешлет, ун çине вĕтĕ-вĕтĕ шурă алкасем çакать. Куçа уçса хупнă мăй алкисем питçăмартине перĕнсе ванаççĕ, ирĕлеççĕ.
Утатпăр.
— Талюна, мĕн ку? — пăшăлтатрĕ Елис çын илтесрен шикленнĕ сасăпа.
— Ăçта?
— Сулахайра.
Пăхатăп. Мĕн курни чуна çӳçентерчĕ. Танксем. Пирĕннисем мар, фашистсен. Хӳрешкеллĕ хĕрес паллисемпе. Вĕсем пылчăха путнăн тутăхса сарăхнă, çийĕсем юрпа витĕннĕ, лапчăннă.
— Ку вырăнта вăйлă çапăçусем пулнă. Çапла-и, Талюна? — тĕлĕнет Елис.
— Ăнсăртран килсе выртман ĕнтĕ.
— Мĕн чухлĕ çын пĕтнĕ-тĕр, — хашш сывлать Елис.
Хĕрсене ертсе каякан шинеллĕ çын сылтăмалла пăрăнчĕ. Ăçта илсе çитерет-ши ку сукмак? Нихăшĕ те ыйтма хăяймасть, юраманнине те туяççĕ. Утатпăр ун хыççăн хур-кайăк пек карталанса. Шалалла кĕнĕçемĕн çĕмрĕк танксем ытларах тĕл пулатпăр. Совет çарĕ хытах лапчăтнă пулас кунта тăшмана. Тĕсĕ сана. Мĕн чухлĕ çын пуçне хунă-ши? Унсăрăн çĕнтерӳ килмест. Мана Ким аса килет. Çак таврара çапăçман-ши вăл та? Тен, вăл... Мĕн эпĕ, айван. Пулма пултараймасть. Анчах çыру çырмарĕ-çке, çулталăк иртрĕ. Пĕртен-пĕр çыру çеç илсе вуларăм.
— Талюна, мĕн пирки пит ассăн сывласа шухăшлатăн? — ыйтать Елис. — Кам аса килчĕ?
— Ким.
— Ким? Кам, ара, вăл?
— Ман упăшкам.
— Упăшка? Эсĕ качча кайман-иç!
— Кайман та...
— Ним те ăнланмастăп.
— Кайран... — лăплантаратăп Елиса. — Халĕ çынсем илтеççĕ.
Кăнтăрла та иртрĕ пулас. Ывăнтăмăр. Хырăм та выçрĕ. Шинеллĕ çын пирĕн кăмăлсене сиснĕнех канма вăхăт çитнине пĕлтерет. Эпир васкасах кăвайт чĕртетпĕр. Варук кутамккине чикнĕ хăйăсем шăпах пулăшрĕç. Чей вĕретсе ĕçрĕмĕр, ун-кун хыпкаларăмăр. Вăй та кĕчĕ.
Каçкӳлĕм уя тухрăмăр. Çил çĕкленнĕ, касса татмаллах вĕрет. Акă, тарăн вар. Таçталлах тăсăлса каять. Çырма хĕррипе пыратпăр. Тĕпĕнче брезентпа витнĕ тем япаласем. Сăрт çыранĕсене чавса çĕрпӳртсем тунă. Камсем пурăнаççĕ вĕсенче? Пĕлтерчĕç: çĕр каçма çав пӳртсене юлатпăр имĕш. Пирĕн йыш нумай мар, мĕнпурĕ те вуникĕ хĕр. Чăнах та, виçĕ пӳрте вырнаçрăмăр та.
Вальăпа Елиса тата мана пĕрремĕш пӳртех хăварчĕç. Хуçисем — çар хĕрĕсем. Иккĕн вĕсем. Койкисем темшĕн темиçе те. Паллашрăмăр. Тĕлĕнтермĕш! Иккĕшĕ те — чăваш хĕрĕсем. Савăнтăмăр. Пĕри — Санюк Арланова. Вăл çӳллĕ сарă хĕр. Тепри — Шура Маркиянова, тулли питлĕскер. Тарават çынсем. Часах вĕри апат илсе килчĕç.
Юлташăмсем ывăннă, ĕшеннĕскерсем, выртнă-выртманах çывăрса кайрĕç. Ман ыйхă çук. Çар хĕрĕсем пуçтарăнма тытăнчĕç. Поста тухма вăхăт имĕш.
— Мĕн тăватăр эсир кунта? — ыйтатăп эпĕ.
— Ытах пĕлессӳ килсен, тух алкум вĕçне, йăлтах курăн.
Кам килĕшмесĕр тăтăр?
Арлановăпа Маркиянова тухса кайрĕç, вĕсем хыççăн эпĕ те.
Çĕр çине каç чаршавĕ анать. Çапах та аякри аванах курăнать-ха. Хĕрсем тӳрех айлăмалла, темскерсем брезентпа витĕнсе тăракан çĕрелле, чупрĕç. Брезентсене сирчĕç. Мĕн тухса тăчĕ куç умне? Тавçăрса илейместĕп. Темĕнле, вунă ытама та кĕми хăмпăсем.
Машинăсем ĕçлеме тытăнчĕç. Çыхса лартнă вырăнтан вĕçертрĕç пулас, халь-халь вĕçсе каясла хăпартланаççĕ хăмпăсем. Тинкеререх пăхатăп та ăнланса илетĕп: нимле хăмпăсем те мар, аэростатсем иккен, Вĕсем майĕпен сывлăша çĕкленме тытăнчĕç. Кашни аэростатне вĕренпе кăкарнă-мĕн. Эппин, тĕнче уçлăхне вĕçсе каяймаççĕ. Мĕн çӳллĕшне хăпарасси çар хĕрĕсенчен килет, вĕсем — аэростат хуçисем.
Вăхăт шăвать. Ĕнтĕ тавралăх тĕттĕмленчĕ. Хăмпăсем те хăйсен сывлăшри йăвисене тупрĕç пулас: хур ами çăмарта тума ларнăн тăраççĕ тĕлĕрсе пĕр вырăнта мăнаçлăн та хаяррăн. Тен, куçа курăнман асамлă урисене тăркăч сырса сывлăшри çутă пăр çийĕн, сисĕнчĕксĕр каллĕ-маллĕ шуса тăраççĕ? Пуçа тем чул каçăртсан та, куçăм уйăраймасть. Ытлашши çӳлте-çке! Мĕн вăхăт вĕсен çапла таврана хăратса тăмалла-ши?..
Шăп. Ниçта та пĕр сас-чĕв çук, пĕр çил ачисем çеç çырма тăрăх ула-ула кĕрт купалаççĕ, таçтан-таçтан юр шăлса пухаççĕ.
Сасартăк çил ачисем ӳленĕ сасă çумне сирена хутшăнчĕ. «Тревога!» — шутласа илтĕм эпĕ. Фашист самолечĕсем вĕçсе килеççĕ эппин. Мĕн пуласса кĕтсе тăратăп. Çĕрпӳртсене никам та кĕмест, унтан та никам та тухмасть. Çар хĕрĕсем пурте çырма тĕпĕнче. Сисетĕп: вĕсем чупкалаççĕ, шавлаççĕ. Тен, пачах урăхла, мана çеç çапла туйăнать-и.
Астăватăп-ха: пĕррехинче хулара тревога пулчĕ. Таçтан муртан аташса килнĕ фашистсен летчикĕ Шупашкар çине бомба пăрахрĕ. Мĕн тери кĕрĕслетрĕ! Çĕр чĕтрерĕ тейĕн. Кантăксем чăнкăр-чанкăр ванчĕç, çутă сӳнчĕ. Ниçта кайса кĕме пĕлместпĕр. Çынсем сехĕрленнĕ. Халиччен курман кунашкал хăрушă инкеке. Ман кӳршĕ арăмĕпе ачи шăп çав самантра мунчара ларнă. «Алăран шайкка тухса ӳкрĕ», — тет. Тăхăннă-тăхăнман вĕçтерсе çитнĕ киле. Юрать, çу кунĕ пулнă. Хăйсем пăштик-пăштик сывлаççĕ. Бомба халăх сучĕн çуртне çеç тивнĕ. Тек пире хăратман сирена сасси.
Тăратăп çĕрпӳрт умĕнче. Пĕлĕтелле пăхатăп. Нумаях та вăхăт иртмерĕ, самолет кĕрлевĕ хăлхана пырса та çапрĕ. Вăл çывхарнăçемĕн çывхарать. Туятăп: самолет ман пуç тăрринчех вĕçет. Унччен те пулмарĕ, çиçĕм çиçсе аçа çапнăн, тем шăтăр-шатăр шат! турĕ. Тĕпсĕр тӳпере, тепĕр хĕвел çуралнăн, ялл! çуталса илчĕ. Хăватлă çулăм хыпнă самолет ярлаттарчĕ пĕлĕтпе çĕр пĕрлешнĕ çĕрелле. Урра! кăшкăрса ячĕç çырма тĕпĕнчисем. Тинех ăнлантăм тӳпере мĕн пулса иртнине: фашист самолечĕ хĕрсем хăпартнă аэростатпа çапăннă-мĕн.
Каллех самолет сасси. Татах тепĕр çăханĕ вĕçсе килет. Юлташĕ вилĕм тупнине те чухламасть эсрел.
Уçă хапхаран ансатах кĕме ĕмĕтленсе, самолет юлташĕ çулĕпе мар, айккинченрех иртсе кайма шутлать пулас. Хĕр-салтаксем летчик шухăшне мотор сассинченех уйăрса илчĕç ĕнтĕ. Вĕсем тӳпен кашни тăваткал аршăн лаптăкне аван пĕлсе тăраççĕ-çке.
Сылтăм енчи постра тăракан хĕр-салтак хăйĕн аэростатне кăкарнă çĕртен вăр-вар вĕçертрĕ. Ăнланатăп, тăшман самолечĕ умне кăларса тăратасшăн вăл ăна. Çил çакна çеç кĕтнĕ тейĕн, тытăнчĕ аэростатпа выляма. Ăна мечĕк евĕр енчен енне ывăтать, çĕр çумне лартасшăн аялалла çапать, унтан çӳлелле вĕрсе хăпартать. Вĕрен вĕçĕнче — хĕр-салтак. Нимĕн чухлĕ те шеллемест ăна çил, çырма тăрăх сĕтĕрет, йывăç тĕмсем çумне çапать, пуçпех тытса илесшĕн унран аэростата.
Акă çĕрпӳртсем умĕн чупса иртет хĕр. Палларăм. Ку вăл — Санюк Арланова.
— Талюна, пулăш! — кăшкăрчĕ вăл мана, алăк ӳмĕнче тăраканскере.
Ваштах хăваласа çитрĕм ăна.
— Ярса тыт вĕренрен! — тесе кăшкăрать Санюк. Эпĕ ун аллинчен кăшт çӳлерех çатăрласа тытрăм пăява.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...