Кушкă ачи :: Хурт пахчинче
Матви Иванĕ халапа хăйле ăнланать: чухăн çынна чее пулмасăр юрамасть, пуянсене çапла кирлĕ.
Эрешмен вут çине чĕрĕ шĕшкĕ туратне пăрахрĕ. Кăшт выртнă хыççăн хĕрӳпе типсе çитнĕ çулçисем ялкăшса çунса кайрĕç те, лĕпĕшсем евĕрлĕ çĕкленсе, сывлăшра ирĕлчĕç.
Иван курăк çинче, çăкăрпа чăкăт шăрши кĕрекен кушел çине пуçне хурса, месерле выртать, тӳпери хура пĕлĕтсен мĕлкисене сăнать. Çав пĕлĕт кумккисем чĕрĕ япаласем пекех туйăнаççĕ. Авă Шакмак Энтрин кăтра хура сухалĕ. Ун хыçĕнче çĕтĕк шăлаварлă Тиек лĕпĕстетсе пырать. Çăмĕ тăкăннипе çуталнă улпут калпакне тăхăннă (ухмах, шăрăх тăрсан та калпак тăхăннă!), шĕвĕр сухалĕ кăвакарнă. Шеллерĕ Иван чухăна. Çак çынна улпута улталаттарĕччĕ вăл, калăпăр, темиçе çухрăма тăсăлакан çĕрлĕ-вăрманлă Киштек улпутне. Хытă улпут. Хресченĕсене хăй вăрманĕнчен турат хуçăкне памасть. Мĕн вăл ялшăн Киштек утруски! Милĕкпе шăпăр валли çеç!
Тиеке ялта наян тесе тăрăхлаççĕ, аякки хăпариччен çывăрма юратать, теççĕ. Тĕрĕссипе каласан, утелни хирĕнче вăл ыттисенчен юлмасть, хăй хуçалăхĕнче çеç ĕçне ăнтараймасть: ят сахал. Чĕмпĕре çӳрет-çӳрет, пĕр улпута та улталаймасть. Пысăк миххе кĕрсе ларасчĕ те кăшкăрасчĕ: «Вуламастăп, çырмастăп, сехетре çирĕм пилĕк тенкĕ илетĕп!» Кăсăкланнă улпут тупăннă пулĕччĕ...
«Çук, çук, çĕр çинче тĕрĕс пурăнмалла, — шухăшлать Иван. — Пурнăç вăл халап мар. Эх, часрах ӳссе çитĕнесчĕ. Ун чухне вăл пурне çапла калĕччĕ: «Пурсăр та тĕрĕс пурăнăр, пĕр-пĕрне усал ан тăвăр, пĕр-пĕрне пулăшса пурăнăр!» Ун чухне вăл çав утелнине шыраса тупĕччĕ те çапла калĕччĕ: «Пирĕн халăха ан тив, пурăнма май пар ăна, ан асаплантар, ăна ахаль те йывăр! Мĕншĕн эсĕ утелни хирĕ текеннине хăв акмастăн, вырмастăн, çапмастăн, ун çинче хăв пурăнмастăн, çапах хуçа вырăнĕнче шутланатăн? Тырра кам акса ӳстерет, çав çимелле ăна».
Вут сӳнес патне çитнĕ. Эрешмен пыллă тирĕкне лаçне илсе кайрĕ те таврăнмарĕ: çывăрма выртрĕ пулмалла. Матви Иванĕ салхуланнă, чĕнмесĕр ларать: чи çывăх тусне ыран Пăрăнтăка утелни шкулне ăсатмалла, пĕчченех юлать. Иванăн та тусĕнчен уйрăласси килмест, анчах нимĕн тума çук. Чăтас пулать. Вулакан-çыракан пулсанах тусне вĕрентме тытăнĕ.
Матви Иванĕ Ивантан сакăр çул аслă, анчах пĕр ятлă икĕ çамрăкăн, çулĕсем пĕр пек мар пулин те, шухăш-кăмăлĕсем пĕрешкел. Икĕ чаплă юмахçă пĕрле выляççĕ, ĕмĕт-шухăшĕсем пĕр евĕрлĕ вĕсен, ваттисем калаçнине, çамрăксем вăйă каланине итлесе киленеççĕ.
Пĕр енĕпе уйрăмлăх пур çамрăксен хушшинче. Матви Иванĕ нимĕнтен хăрамасть: хĕртсуртсенчен те, киреметрен те, шуйттансенчен те, тата усал-тĕселсенчен те, хăй вĕсене ĕненет пулсан та. Иван хăрать. Асламăшне ĕненет. Хĕллехи каçсенче, асламăшĕ явăлсен ĕçĕсем çинчен каласа пама тытăнсан, Иванăн çӳçĕ вирелле тăрать. Çав усалсене лартма май пур иккен, ăслă çеç пул. Авă, Иван ашшĕн икĕ ят: Якур, Энтри. Пĕр ятне Шӳккевре шыва кĕртнĕ чух пуп панă, тепĕрне — ялта: вилĕмрен пытарнă. Шыраса туптăр-ха! Аслашшин те икĕ ят: Кавриле, Кĕркури. Усал-тĕселсене ларта пĕлмесен е кăмăлĕсене тупа пĕлмесен, пĕтетĕнех.
Икĕ Иван хурамасем çине хăйсен йăвине улăхса выртрĕç. Çулçăсем хушшинчен çĕрлехи сенкер тӳпе курăнать. Каçхи пĕлĕтсем тĕнче хĕррине кайса пытаннă. Унта аслатиллĕ çумăр çăвать пулас: шевле вылять. Çăлтăрсем шăваççĕ. Тӳрех пăхсан, паллă мар вăл, пĕр-пĕр йывăç тăррипе танлаштарса сăнасан çеç ăна сисетĕн. Акă, хĕрле сĕмле çăлтăр пăçăр Çăкалвартă ларакан йывăçран сулахай енчеччĕ, халĕ — сылтăм енче. Шурăмпуç çăлтăрĕ питĕ хăвăрт шăвать вара. Мĕнле вăйсем шутараççĕ çăлтăрсене? Тĕнче çилĕ-ши? Тиек Чĕмпĕрте çакăн пек халап илтнĕ. Çĕр çаврака чăмăр, тет, çаврăнса тăрать, тет, çăлтăрсем шунă пек çеç туйăнаççĕ, пулать. Иван, шкулта вĕренме тытăнсан, ун çинчен те пĕлĕ-ха. Кĕнекесем çине çырнă-тăр. Тĕнчере кĕнекесем питĕ нумай, çăлтăрсенчен те йышлă, теççĕ. Кĕнекесене ăслă çынсем çырнă, анчах аслашшĕ сăмахĕпе, ăслă çынсем те тĕрлисем пур: пĕрисем хăйсемшĕн ăслă, теприсем — пуриншĕн т.е.
Нумайччен шавламасăр выртрĕç туссем. Иван калаçма ытла юратмасть, юлташĕ чăтаймарĕ, выртрĕ-выртрĕ те çапла каларĕ:
— Сан пек пулманнипе пăшăрханатăп. Шкула вĕренме каятăн. Çырăва пĕлекен урăх çулпа утать. Каялла таврăнас çук эсĕ. Тĕнче курăн! Эх, хама утелнирен хăтарсан, çĕр тăрăх çуран утнă пулăттăм, чăмăр-ши вăл чăнах, çавна тĕрĕслĕттĕм, ĕмĕр кирлĕ пулсан, ĕмĕр парăттăм çавна пĕлессишĕн!
— Тинĕссем тĕл пулсан?
— Сулăпа каçнă пулăттăм!
— Акă кĕнеке вулама вĕренем-ха, — тăрса ларчĕ Иван. — Ун чухне сана та вĕрентĕп, кĕнекесем пĕрле вулăпăр. Мĕн тума çĕр тăрăх утмалла, кĕнекесем хăйсемех каласа парĕç. Эпĕ сана çеç мар, Çĕмйун шăллуна, Наçтаçа, Салтай Ваçлине те, тата ыттисене те, нумайăшне вĕрентĕп! Пурне те вĕрентес килет!
— Айван эсĕ, Иван, — шеллесе каларĕ Матви Иванĕ. — Яла таврăн-ха. Сана çавăнтах: «Иван, çурла тыт та утелни хирне вырма кай!» е «Иван, утелни хирне сухалама кай, асту, шăйăрăк ан хăвар, хулăпа çаптарĕç!» — тесе хушĕç. Эсĕ вĕренсе тухсан утелнирен аяккарах тар, хулана пурăнма кай. «Нуша кулач çиме вĕрентнĕ», — теççĕ ваттисем. Эх, утелни сăсăллă çăкăрне çийиччен нушара кулач çиесчĕ. Ирĕке тухас килет, Иван! Ирĕке тухас килет. Пăчă мана кунта! Сывлăш çитмест!
Матви Иванĕ ваш çаврăнса выртрĕ, туратран тытса силленчĕ. Уçă сывлăшпа сывласси килет унăн. Тĕнчере çак хурамасем çинчи йăвари пекех пăчă. Тусĕ ялтан тухса кайсан, çак йăва малалла кирлĕ пулĕ-ши? Мĕн тума? Матви Иванĕ тата хытăрах силленчĕ. Йывăç турачĕсем çатăртатрĕç те туссем йăваран тухса ӳкрсç, ахăлтатса ячĕç.
Çывăрассисем килмеççĕ. Вут хунă çĕре пырса, сивĕнмен кĕл ăшне паранкă хыврĕç те типнĕ çатăрка пăрахрĕç. Çап-çутă вут ялкăшса кайрĕ. Икĕ тусăн кăмăлĕсем уçăлчĕç: вут вăл çынна чĕртсе ярать. Сивĕ çанталăкра выртмара кивĕ сăхман ăшăтмасть, шыв витнĕ урасем шăнса кӳтеççĕ, кĕскелнĕ çанăсем кăвакарчăн урисем пек кăвакарнă алă тунисене хуплаймаççĕ, шăлсем шаккаççĕ, сăмсаран юхать, шăлса типĕтме ĕлкĕрейместĕн. Вут хураççĕ, йĕри-тавра тăраççĕ, малтан аллисене ăшăтаççĕ, унтан чĕркуççисемпе хырăма ăшă тивет, ваттисем пĕр вăтанмасăр кĕпи айне аллисене чиксе хыçкаланма тытăнаççĕ, унтан çурăмĕсемпе çаврăнса тăрса киленеççĕ. Çынсен кăмăлĕ уçăлать, кулу, шавлу пуçланать. Ăçта кайса кĕрет нушаланни?! Выртаççĕ вара вут йĕри-тавра, халапсем, юмахсем пуçланаççĕ...
Çутăлать. Сыв пул, хуртсен пахчи. Урăх çакăнта килме тивĕ-ши Ивана? Матви Иванĕ те яланах ачасен шутĕнче тăрас çук: пысăк çынла ĕçлеме вăхăт çитнĕ уншăн. Вунпиллĕкре. Утелни хирĕнче пур ĕçе те туса пымалла унăн. Çапла çав, питĕ ир тытăнать чăваш ачи çитĕннисемпе пĕр тан ĕçлеме. Пурăнăç шăпи çапла...
Туссем хывнă паранка кĕл ăшĕнчен кăларса çиме ларчĕç, старике вăратмасăрах яла кайма шут тытрĕç. Ан тив, çывăртăр.
Старик çывăрма выртман та пулĕ: вăл ав улпут вăрманĕнчен пушăтпа таврăнчĕ, вут кутне ларса çăпатине салтрĕ, шыв юхса тăракан чăлхисене кашта çине çакрĕ, хăй Иван çине куçне илмесĕр тинкерсе пăхать.
— Вилнĕ аннӳ тĕслĕ эсĕ, ачам, — терĕ вăл ăна çупăрласа. — Телейлĕ пул. Чăвашсенчен никам та утман çула тухатăн эсĕ. Тен, ыттисене те çул кăтартăн.
— Сывă пул!
Иванăн куççульсем шăпăртатрĕç, макăрасси килсе кайрĕ: старике шеллерĕ, вилес умĕн пилленĕ пекех туйăнса кайрĕ.
— Сыв пул! — терĕ те Иван чĕтрекен сассипе, сукмакпа чупрĕ.
— Иван, тăхта-ха! — илтет тусĕ сассине. — Асатте сан валли пĕр тирĕк пыл каснă, халех илетĕп те хуса çитетĕп!
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...