Кушкă ачи :: Хурт пахчинче
Пахумсен пысăк хуйхă: Ивана, юратнă ачине, Пăрăнтăка утелни шкулне памалла. Çын пулса çитнĕ вăхăтра! Çăпата тума пĕлет, сухапуçĕпе сухалама вĕренсе çитсеччĕ, лаша çитерме выртмана çӳрекен пулчĕ, вак-тĕвеклĕх кĕтӳ кĕткелесе укçа тукалать хăйшĕн, халĕ — пăх-ха, çемьере ĕçлекен çын пулса тăнă вăхăтра çичĕ юта леçме каймалла!
Шкулта пысăккисем вăйсăррисенчен, кĕçĕнтереххисенчен мăшкăлласа кулаççĕ, тет, хĕнеççĕ, тет, вĕсене. Иван питĕ имшеркке, вăйĕ сахал, ытла чăрсăр тата, ăна кирек кам та çыпçăнма пултарать.
Ырă чĕреллĕ асламăшĕ куççуль тăкать, Наçтаç та пăшăрханать, аслашшĕ хăй тĕллĕн мăкăртатать, туйипе шакка-шакка такама ятлать. Паян вăл ирех Иван ашшĕне Пăрăнтăка шкул пуçлăхĕ Баратынский пуп патне мăнукне киле хăварма тархаслама янă: Севастополь геройне, клава пулса ĕçленĕ çынна, çавăтса çӳрекен кирлĕ. Ивана хăйне те çăмăл мар: килĕнчен тухса кайса, тăванĕсенчен уйрăлма йывăр, çав вăхăтрах ăна темĕскерле кăсăклăх, вăрттăнлăх илĕртет. Унăн çырăва вĕренесси, пуринчен те нумайтарах пĕлесси килет: ашшĕнчен те, аслашшĕнчен те. Çавăнпа вăл хăй ăшĕнче тăванĕсем вĕренме кайма ан чăрмантарччĕр тесе шухăшлать, çав вăхăтрах вĕренме каяймасран та шикленет.
Каçпалан ашшĕ Пăрăнтăкран салху таврăнчĕ.
— Ыран сана шкула леçетĕп! — терĕ вăл ывăлне. Иван савăнса кайрĕ, анчах, аслашшĕне кӳрентересшĕн мар пулса: «Каймастăп!» — терĕ.
— Ан ухмахлан, ачам! — ӳкĕтлеме тытăнчĕ ашшĕ. — Ыратман пуçа тимĕр тукмак ан пул. Сана шкула яма Глинка хушнă иккен.
— Каймастăп! — хăйĕннех перет Иван, хăй ăшĕнче хĕпĕртенипе халĕ ташласа ярĕччĕ.
— Баратынские Ивана пĕр çула та пулин хăварăр тесе йăлăнмаллаччĕ, вăл ытла çамрăк-ха, имшеркке, сывлăх тĕлĕшĕпе тĕреклĕ мар, темеллеччĕ. Ăна унта пысăккисем вĕте-вĕте чунне кăлараççех ĕнтĕ, мĕскĕн йывăрлăха чăтас çук, — макăрса ярас пек каларĕ ырă асламăшĕ.
Иван хăйне имшеркке вырăнне хунине кăмăлламарĕ, анчах шавламарĕ.
Пахумсен çемйинче хĕрӳллĕ калаçу пынă вăхăтра Матви Иванĕ персе çитрĕ: Ивана хăйсен хурт пахчине çывăрма чĕнме килнĕ.
Нумай пулмасть Кушкă çумĕнче сĕм вăрман пулнă. Çав вăрмана халăх шала кĕрсе çӳреме хăранă: таркăнсем пурăннă, тет, унта. Вĕсене шыракансем те пулман пулас: туп-ха çырмаллă-чăрмаллă чăтлăхсенче пытанса пурăнакансене!
Нумай çухрăма тăсăлнă Атăлпа Сĕве хушшинчи вăрмансем. Сăр вăрман та инçе мар. Кушкă çывăхĕнче, Киштек улпучĕн вăрманĕнчи Айрăклă çырминче, хурахсем пурăннă. Вăхăчĕ-вăхăчĕпе вĕсем ялсене тухса çӳресе çынсене çаратнине калаçаççĕ. Пĕрре çапла Симун Якурĕпе Михели Арман тăвĕ çинчен Кулине карчăкпа Челек хушшинчи тăкăрлăкпа кĕлтепе анаççĕ. Пăхаççĕ: Кулине килĕнчен виçĕ ют çын тухать, виççĕшĕ те хĕрĕнкĕ. Пĕри улăм ури патне пырать те вут тĕртсе ярать. Якурпа Михеле кĕлте лавĕсем çинчен сенĕкĕсене илеççĕ те хурахсене айĕсене яриччен тӳнккеççĕ.
Паттăр çынсем Симунсем: хурахсене хирĕç теветкеллĕ çынсем çеç тăма пултарнă. Асăннă Якурах ял хуралçи пулнă. Пĕрре çав Канна хĕрринчи каспа пынă пулнă. Кăтăрмаç картишĕнче çава янăраса каять. Пăхать Якур: кӳлнĕ лаша тăра парать, тĕрлĕ япала тиенĕ урапи йĕри-тавра пĕр çын мăшăлтатать. Якур, пĕр хăрамасăр, картишне кĕрет, вăрра çапса ӳкерет те Кăннана ывăтать. Пӳрте кĕрет. Унта анăш та тăвăш ĕçкĕ пырать.
— Мĕн тăватăр кунта? — ыйтать Якур.
— Хаклă хăнасем пирĕн! Çавсене сăйлатăп! — тет хуçи.
— «Хаклă хăнасем!» — мăшкăллать Якур, унтан хăнисене пĕрин хыççăн тепĕрне кăлара-кăлара ывăтать Кăннана.
Кашкăрсем те яланах аптăратнă кушкăсене. Ахаль мар ял çумĕнчи пĕр пысăк лапа Кашкăр лапĕ тенĕ.
Утелни ведомстви ял çумĕнчи вăрмана уçмалла тунă. Унăн хăйĕн тĕллевĕ пулнă: йывăç вуллисене таçта турттарнă. Хресченсем те хапăл тунă: ял çумĕнче сĕм вăрман пулмасть, çĕр ӳсет. Ĕçĕ темиçе çула тăсăлнă, çăмăл мар: йывăçсене касса ӳкермелле, турачĕсене тасатмалла, турттармалла, тункатисене чаваласа кăлармалла, çĕрне уçмалла.
Иван астăвасса Пыллăх лапĕсене уçрĕç. Пĕчĕккĕн вăрман икĕ-виçĕ çухрăма чакнă, тĕлĕ-тĕлĕпе — Киремет лапĕнче, Çăкалварта, çырма-чăрмасенче çеç талккăн-талккăн ларса юлнă.
Çăкалварпа Киштек утруски1 хушшинче Эрешменсен хурт пахчийĕ. Ăна, пĕр-пĕринпе турачĕсемпе ыталанса, ватă хурамасем хӳтĕлеççĕ. Икĕ Иван çакăнта час-часах çӳрекелеççĕ. Вĕсен хурама турачĕсенчен çыхса тунă йăва пур. Çав йăвара вара, сулхăнта, икĕ тус пĕр-пĕринпе шăкăлтатса калаçса выртма юратаççĕ, халапсем, юмахсем яраççĕ, пуçĕсенче хĕлхемлĕ ĕмĕтсем çуралаççĕ вĕсен унта.
Ивансем хурт пахчине çитнĕ тĕле каç пулчĕ, тĕттĕмленчĕ. Матви Иванĕн аслашшĕ, Ехрим, вут кутĕнче каска çинче ларать. Ял çинче ăна Эрешмен тесе чĕнеççĕ. Вут çунать. Хура йытă тĕслĕ чейник пăс кăларса кашта çинче çакăнса тăрать. Матрӳшки курăкĕ шăрши сарăлнă.
Старик ачасене пылпа чей ĕçме лартрĕ, кушелĕнчен типнĕ çăкăр кăларса чĕллĕн-чĕллĕн касса хучĕ. Калаçма юратман Ехримĕн чей ĕçнĕ вăхăтра чĕлхи уçăлкалать, çавна лайăх пĕлсе, мăнукĕ анăратма тытăнчĕ ăна.
— Асатте, халап ярса пар-ха пире! — куршанак пек çыпçăнать вăл. — Ивана ыран Пăрăнтăка леçеççĕ.
— Леçеççĕ, эппин...
— Асатте, халап ярса пар ĕнтĕ, Иваншăн та пулин!
— «Иваншăн та пулин?» — старик, вут çине пăхса, шухăша путрĕ: те халап суйлать, те мăнукĕ тархасланине вырăна хумарĕ, те илтнĕ хыпар чĕрине пырса тиврĕ.
Иван Эрешмен халапĕсене итлеме юратать. Ун кăсăклă халапĕсем пуянсемпе çуккисем, ăслисемпе ухмахсем, хурахсемпе таса çынсем çинчен калаççĕ, тĕрлĕ шухăшсем тапратаççĕ, пурнăç ыйтăвĕсене уçаççĕ.
— Асатте, халап ярса пар ĕнтĕ! — тархаслама пăрахмасть мăнукĕ.
Старик ĕçсе яман сивĕннĕ чейне куркинчен тăкрĕ, пыллă йывăç тирĕкне хупах çулçипе витрĕ те халапне пуçларĕ.
— Пĕр ялта айван хресчен пурăннă, тет...
— Хамăр Тиек мăр-и? — чăтаймарĕ мăнукĕ.
— Эс итле, ан чăрмантар!
— Итлетпĕр, итлетпĕр, асатте! — Матви Иванĕ тусне вăрттăн куç хĕсрĕ.
— То-то, — сухалне силлесе илчĕ Эрешмен. — Ак çапла, пĕр ялта айван хресчен пурăннă, тет. Чухăн çын пулнă вăл. Çав ялтах çичĕ çĕрме пуян пурăннă. Айванни пуянсенчен пулăшу ыйтма шухăш тытать: лаша туянса ярасшăн. Пĕртен-пĕр ĕнине пусать те çичĕ пуяна хăнана чĕнет. Лешсем кӳпĕниччен çиеççĕ те, пĕр пус укçа памасăр, ахăлтатса кулса тухса каяççĕ. Айванни ĕне тирне йăтать те пасара сутма каять.
— Пăвана-ши?
— Юрĕ, Пăвана тейĕпĕр. Хакла сутнă-и, йӳнĕ-и, укçине йĕм кĕсйине чикет те вăл, килне кайма тухать. Çул çинче кутсăр-пуçсăр тăман тухать. Каç пулать. Хайхи пирĕн айван аран-аран пĕр яла çитет. Унта пурте çывăрма выртнă, хĕрринчи килĕре çеç хăй çути мĕкĕлтетет. Шаккать: «Çывăрма ярăр-ха!» — «Юрамасть! — илтĕнет хĕрарăм сасси. — Ман арçын ытла кĕвĕç, час киле таврăнмалла, сана тĕл пулсан пĕтерсех пăрахать». — «Шăнса вилетĕп, ăшăнма çеç яр тархасшăн!» — йăлăнать айван чĕтресе. Хĕрарăм, шеллесе, алăкне уçса кĕртет айвана, чей лартса ĕçтерет. Кăшт ларсан, шăнса кӳтнĕ пупа та ăшăнма кĕртет хĕрарăм. Пуп пăлуштух эрех кăларать. Пӳртре ăшă, урамра шартлама сивĕ, çил улать. Чейпе эрех хыççăн хайхи пирĕн çынсем ăшăра тĕлĕрме тытăнаççĕ. Шак-шак тутараççĕ çав вăхăтра урамран. Хĕрарăм шартах сикет: упăшки çитнĕ! Хайхисем, ниçта пуçне чикеймесĕр, тĕпсакайне чăмаççĕ. Шăнса кӳтнĕ хуçи пӳрте кĕрет, пăс кăларса ларакан сăмаварпа эрехне курах каять. «Кам килнĕ пулнă сан патна?» — кăшкăрса пăрахать. «Никам та килмен!» — хуравлать чĕтрекен арăмĕ. «Сăмăварпа эрех кам-шăн?» — «Сана кĕтсе ларатăп, чунăм», — йăпатать арăмĕ. Упăшки лăпланать, эрех ĕçет, апат тăвать те çывăрма выртать. Çав вăхăтра тĕпсакайĕнче эрех пуçне кайнине айван йăшăлтатма тытăнать: килне кайма хатĕрленет. «Ан йăшăлтат, тархасшăн! — ӳкĕтлет пуп. — Ман пуçа та, хăвăн пуçна та ан çи. Ак сана тăлăп, тĕк çеç лар». Айван пуп тăлăпне илет те пĕр самант шавламасть. Ларсан-ларсан, чăтаймасăр çур сасăпа юрласа ярать. «Лашана паратăп! — пăшăлтатать пуп. — Çавăнта картишĕнче аслăк айне тăратсаттăм». Айван килĕшет, тĕлĕрсе илет, унтан сасартăк вăранса каять те юрласа ярать. «Эй, кам унта?» — кăшкăрать вăраннă хуçи, тĕпсакайне уçса. Айван сиксе тухать: «Эпĕ!» — «Мĕн тăватăн унта?» — «Шуйттансене тытатăп!» — «Ăçтан лекнĕ эсĕ тĕпсакайне?» — «Тĕнĕрен!»
Хуçи ĕненет, тĕлĕнсех каять: епле-ха çын тĕнĕрен кĕме пултарнă? Ахаль мар: юмăç пулмалла е тухатмăш. Унран усă курса юласчĕ: ача-пăча çук, пулмĕ-ши? «Сан килне усал çулăхнă, çавна хуса кăларсан, ача-пăча пулатех!» — тет айван. Хуçи пуян иккен, темĕн те пама хатĕр, усалне часрах хуса кăларма тархаслать. Айван аллине мелке тытать, мелкине кăмака хăрăмĕпе варлать, унтан тĕпсакайне анать. «Сывă юлас тетĕн пулсан, мăраланса ан тăр, тухса тар!» — пăшăлтатать пуп хăлхинчен, пичĕ-куçне хăрăмпа хуратса. Хуçине кăшкăрать. «Асту, часах тухать!»
Упăте пек пулса тăнă пуп сиксе тухать те алăкран вĕçе парать, хуçи сехри хăпнипе каять те ӳкет...
— Ой, ухмах пулнă! — чăтаймарĕ Матви Иванĕ.
— Хайхи пирĕн айван килне лашапа таврăнать, — малалла ярать халапне Эрешмен. — Тилĕ тăлăпĕ тăхăннă, кĕсйинче укçа нумай. Пуянсем тĕлĕнсех каяççĕ: «Ăçтан пуйса килнĕ?» — «Ĕне тирне виççĕр тенке сутрăм!» — тет айван.
Пуянсем çавăнтах килĕсене саланаççĕ те ĕнисене пусса тирĕсене сĕвеççĕ, тепĕр куннех пасара сутма каяççĕ. Паллă ĕнтĕ, ĕне тирĕ мĕн хак тăрать, чухăн хăйсене улталанине ăнланса илеççĕ те хайхине михĕ ăшне тытса чикеççĕ, вакка шыва ямă сĕтĕрсе каяççĕ. Унта пĕр чул катăкĕ тупаймаççĕ: çаплах пăрахсан чее çын сиксе тухасран хăраççĕ. Яла чул илме каяççĕ. Айван михĕре кăшкăрса ларать: «Çырмастăп та вуламастăп та, сехетне çирĕм пилĕкшер тенкĕ ӳкеретĕп!»
Илтет çакна çулпа иртекен улпут, чарăнать: сехетне çирĕм пилĕкшер тенкĕ ӳкерес килет-çке-ха унăн. Айвана михĕрен кăларать, ун вырăнне хăй кĕрсе ларать. Леш айван унччен те пулмасть улпут лашипе вĕçтере парать. Каçпа çеç килне таврăнать вăл. Пуянсем татах чупса пыраççĕ: мĕнле пуйса килнине пĕлесшĕн.
— Тав сире вакка янăшăн! — тет айванĕ. — Шыв тĕпĕнче чăтма çук лайăх урхамахсем çӳреççĕ. Пĕр лашине тытрăм та таврăнтăм. Тарăнтарах аннă пулсан, тата лайăхраххине илсе килнĕ пулăттăм: чул çăмăлтарах пулнă.
Пуянсем чулсемпе çыхăнаççĕ те шыва сикеççĕ. Хапсăнакана хапĕ пĕтерет çав.
Шухăшсем
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...
There are two stages to our service that...
If you're reading this, it means your co...