Шурă акăш çулĕ :: Улăп ывăлĕ


Вăрттăна кайнисем çийĕнчех эмир патне таврăнчĕç, пулса-иртни çинчен пĕлтерчĕç, кăвайт чĕртме хатĕр чавашсене тата шырамалла-и тесе ыйтрĕç.

— Кирлĕ мар, — терĕ эмир. — Ку тӳпере кăвайт тивертнĕ тĕк унăн тĕтĕмĕ Аспă Таяпаран лайăхах курăнмаллаччĕ. Эппин тӳлемпе ял хушшинче эпир пынине систерекенсем урăх пулас çук. Эсир халĕ Аслă Таяпа патне кайăр, унти ĕлĕкхи тĕркеçе пиртен хутĕленмешкĕн еплерех хатĕрленине тĕпчесе пĕлĕр. Эпĕ хамăн çарпа сирĕн хыçранах тухăп.

Вăрттана янă юпан утçăсем хыççăн чĕрĕк сехетрен эмир Çарăмсан ялĕн тепĕр енчи вăрманта тăракан пĕтĕм çарне çула хускатрĕ.

Унччен те пулмарĕ, пĕлĕтре таçтан килсе çитнĕ пысăк шурă акăш курăнчĕ. Вăл тутар çарĕн тăсăмĕ çийĕн çил шăхăрттарса вĕçсе иртни самай паттăр нукерсене те нумайăшне сехрине хăпартрĕ. "Ырра мар ку, ами. Хăватлă Аллахăмăр, хăтар пире инкекрен", — вăрттăн кĕлтуса илчĕç хăшĕсем. Шурă акăш вара икĕ чăваш çарăçĕ пуç хунă тӳпем тĕлне вĕçсе çитрĕ те пĕррех! чăмрĕ аялалла, тивертме хатĕрленĕ кăвайт патнелле. Ăна çапăнасси кăшт çеç юлсан вăрт! пăрăнчĕ каллех тӳпенелле, çавна май çунаттипе хыттăн кăна сулса ячĕ. Хайхи кăвайта самантрах вут пал-л! хыпса илчĕ, хыр лăсси çулăмĕ пĕлĕтелле йăп-ял туса хăпарчĕ, йăсăрланакан ăвăс тĕтĕмне те хăйĕнпе пĕрле çĕклерĕ. Самантарах Аслă Таялапа Пӳле çырми хушшинчи кашни тăватă-пилĕк çухрăмра çавнашкалах вăйлă кăвайтсем çунма тытăнчĕç. Хусан эмирĕ çывхарса килни çинчен пĕлнĕ Чакăр чăваш çарне пĕр çĕре пуçтарăнса тăшманпа çапăçма хатĕр тăма хушрĕ. Калас пулать, тем пек тăрăшсан та çĕнĕ хӳтлĕхе чăвашсем кирлĕ пек хатĕрлесе çитереймерĕç. Ара, çĕнĕрен чăн-чăн çĕнĕ тĕркеç тăвасси çăмăл ĕç мар. Çапах кунта халĕ нимĕнле çар та так ахаль килсе кĕреймĕ. Çинех чăвашсен тата темиçе сехет пур-ха, ма тесессĕн...

Ма тесессĕн Чакăр Хусан çарне Аслă Таяпа чылайлăха тытса чарасса шанчĕ. Унта вăл Эпеç енчен пĕрле ертсе килнĕ хăй шанакан çур çĕрпĕве тата Патăрьел тăрăхĕнчи хастар йĕкĕтсен тепĕр çур çĕрпĕвне янăччĕ. Вĕсене Пичура турхан хăй ертсе пыма килĕшрĕ. Вăл кунти тăрăха кашни пĕчĕк çырма, кашни йывăç тĕмĕ таран пĕлет. Çакă каярах чăваш çарăçĕсене Аспă Таяпа патĕнче тутарсенчен ăнăçлăн хăпса тĕп вырăна чакса каймашкăн пулăшĕ.

Çак хушăра вăрттăна янă нукерсем эмир патне çаврăнса таврăнчĕç. Вĕсем Аспă Таяпа патĕнчи тĕркеç ишĕлчĕкĕсене чăвашсем пит юсасах та ĕлкĕрейменни, хӳтĕленекенĕсем те йышлах марри, пулсан пулĕ виçĕ çĕрпӳ, тен, сахалрах та, çинчен пĕлтерчĕç. "Мĕнех, питĕ аван, — шухăшларĕ эмир, анчах халиччен вырăссемпе тытăçса курнăскер тĕркеçе çĕнсе илес ĕçе çапах та çар ăслăлăхĕ вĕрентнĕ пек йĕркелеме шут тытрĕ. Паллах, ĕлĕкхи тĕркеç хальхи карманран начартарах, çинех чăваш хресченĕсем те вырăс çарăçĕсем мар, çапах кам пĕлет, мур этеммисем тен каллех темĕнле чеелĕх ăсласа кăларнă. Кун пек чухне сыхă тытни пăсмасть, ма тесессĕн хутĕленĕкенсем вĕсем начар тĕркеçре пулин те хӳтлĕхре, çавăнпа пĕр çын та икĕ-виçĕ тапăнакана хирĕç тăма пултарать. Виçĕ çĕрпӳ темех мар пек те, çинех чăвашсем чăн-чăн çарăçсем чухлех çапăçаяс çук, çапах вĕсем патне тӳртен пырса кĕме юрамасть, чеелĕхе хирĕç чеелĕх вырăнлă.

Çапла вара эмир пирвай Аслă Таяпа тĕркеçне пин çарăçпа йĕри-тавра çавăрса илме хушрĕ. Çаплах турĕç те. Яла тата ун çумĕнченех пуçланакан вăрмана çеç таччăн хуплаймарĕç. Кам пĕлет, тен, унта вăрттан ушкăнсем пур. Капкăна çакланăн тата... Çавăнпа эмир вăрман хĕррипе сыхлăх хуралĕсем вырнаçтарса тухнипех çырлахрĕ. Вĕсем чăвашсем тĕркеçрен вăрмана тарма тытăнине вăхăтрах асăрхĕç, юлан утлă нукерсем вара таракансен çулне пӳлмешкĕн чиперех çитсе ĕлкĕрĕç. Аслă Таяпа теркеçĕ çапах та Чулхула е Мурăм карманĕсемпе танлашаймасть, ун тавра лашапа çаврăнса тухасси самантлăх ĕç кăна.

Кахал апачĕ тĕлнелле тĕркеçе тапăнма хатĕрленсе çитрĕç. Эмир тĕркеç хӳнĕн чи ишăлчĕк вырăнне суйласа илчĕ те çав тĕлтен шала сахалтан виçĕ çĕр çын кĕртсе яма шутларĕ. Чăвашсем пĕр тĕле пуçтарăнса пĕрле хирĕç тăма ан пултарччăр тесе ытти вырăна та тапăнан пекки тума хушрĕ. Пурте хатĕрленсе çитсен эмир, хăйне пурте курччăр тесе шурă урхамаха утланнăскер, малалла кайма хушса алă сулчĕ çеç, çĕршер çын хăратмалла хаяррăн кăшкăрашса малалла ыткăнчĕ. Анчах тĕркеç хӳнĕ патне çитсен тапăну кĕтмен çĕртен чăлханса ларчĕ. Хӳнь ишĕлчĕкĕсем лутра пулнăран вĕсен урлă пусмапа хăпарса каçма та, ахаль сикме те меллĕ пулмарĕ. Нукерсем пĕри пусма тăратса аппаланса, теприсем ахалех каçасшăн пулса пĕр-пĕрне кансĕрлерĕç кăна. Çак самантра вара унччен курăнсах кайман чăвашсем вĕсене сасартăк ухă çĕмренĕсемпе ăшала пуçларĕç. Пуçа кăшткăларса переççĕ те пытанаççĕ, унтан каллех переççĕ те пытанаççĕ. Хӳн ишĕлчĕкĕ çине хăпаракансене вăрăм сăнăпа тиреççĕ. Нукерĕсен вара такампа çапăçмалла, хирĕç тăраканĕсем хăйсене кăтартиччен тапăнакансене амантма е вĕлерме те ĕлкĕреççĕ. Çапла тутарсен çарĕ темиçе теçетке çын çухатма та ĕлкĕрчĕ ĕнтĕ, анчах малалла мĕн тумаллине никам та тавçăрса илеймерă-ха. Эмир ирĕксĕрех пурне те вахăтлăха чакма хушрĕ, çар пуçĕсене канашлăва пухрĕ. Лешсем чăвашсем нумаййăн маррине асăрхама ĕлкĕрнĕ, икĕ çĕрпӳ те çук вĕсен теççĕ, çавăнпа йĕри-тавра салаланса мар, пĕр çĕртенех тапăнса кĕмелле имĕш. Тапăну анлăшне çеç пĕр-икĕ хут сармалла. Вара хутĕленекенсен çăтăлăхĕ йăшĕ тесе ĕнентереççĕ. Хăй урăх нимĕнле шухăш патне çитейменскер эмир вĕсемпе килĕшрĕ.

Иккĕмĕш хутĕнче Хусан çарĕ пусмасемпе-мĕнсемпе аппаланса тăмарĕ, вĕсен вырăнне тĕркеç патне ухă çĕмренĕсенчен хутĕлеймешкĕн çын çӳллĕш тăваткăл хулкансем çăтă тытса кайрĕç. Йыш йышах, ку хутĕнче нукерсем чăвашсене хытах хĕсме тытăнчĕç. Лешсем çапах парăнмаççĕ, чакса пыраççĕ пулин те тапăнакансене самай сисĕмлĕ сиен кӳреççĕ. Хăйсем вара чăнах та йышлах мар, иккĕ тен-ха, пĕр çĕрпӳрен ытла мар. Тепĕр тесен, чăвашсем унăн çарне мĕншĕн сахаллăн хирĕç танă пирки эмир пуç ватмарĕ. Ахăртне кунти çапăçăва çывăхри ял çыннисем çеç хутшăнаççĕ. Эмир пĕлнĕ тăрăх, чăвашсен халĕ пурне те пĕр чăмăра пĕрлештерме пултаракан çын çук, Çĕрпӳре куруятай суйланă хана вĕсем шута хумаççĕ. Эппин çак çарăç пеккисене тĕп тумалла та таврари ялсенче йĕрке кĕртме тытăнмалла. Вара хан хушнă ĕçе пурнăçланă теме те юрать.

Вăхăт вара иртет те иртет. Çуллахи кун вăрăм та-ха, çапах çын ĕмĕлки тăватă-пилĕк хăлаçах тăсăлакан пулчĕ ĕнтĕ.

— Мĕн мăранланатăр эсир унта? Çав çĕр ăманĕсене кăларса ывăтаймастăр! — тарăхса васкатрĕ эмир хăйĕн çарăçĕсене.

Акă тинех чăвашсен вăйĕ хавшаса пыра пуçларĕ курăнать. Вĕсем хăвăртрах та хăвăртрах чака пуçларĕç, тепĕр сехетсерен çывăхри вăрмана кĕре-кĕре пытанма тытăнчĕç. Чăваш çарăçĕсем вилĕмрен хăтăлайнăшăн хăйсен туррисене тав туса çав вăрманта сапаланса пĕтессе, çĕрлеччен унта пытанкаласа каярах ăçта пултарнă унта тарса çухаласса шаннăччĕ эмир. Ун вырăнне вăл сасартĕк хăйĕн вăрман енчи нукерĕсем кăшкăрнине илтрĕ:

— Эмир, чăвашсем вăрмантан тухса тарчĕç! Пурте юланутпа!

Ах, шуйттансем! Апла-и-ха эсир? Çу-ук, халь тин хăтăлаймăр!

— Юланутçăсем, халех чăвашсене хăвалама тытăнăр! Пĕрне те ан тартăр! — хаяррăн кăшкăрса хушрĕ эмир.

Çавăнтах виçĕ çĕр юланутçă чăвашсем хыççăн ыткăнчĕ. Анса пытаннăпа пĕрех хĕвелрен анăçра икĕ енне хĕрлĕ йăрăм тăсăлать. Çав йăрăм çутинче юлан утçăсем хуп-хуран курăнаççă. Çынсем мар, темĕнле усал чĕр чунсем тейĕн. Юланутçăсем хыççăнах çуран нукерсем те васкарĕç. Çул хĕсĕкрен вĕсем пĕрне-пĕри чышкаласа-такăнтарса чупаççĕ. Атă тăхăннă çĕршер ура тапăртатнăран, хĕçсемпе хулкансем çапăнса чанклатнăран, иртенпех апат çимен çарăçсем ятлаçнăран пĕтем тавра асар-писер кĕрлесе тăрать. Пысăк çар хăвалать çĕр чăваша, хăваласа çитсен, тупата, кашнинех çапса антарса çĕрпе танлаштарса пĕтерĕç. Чăвашĕсем вара тараççĕ те тараççĕ, ăçта çитме ăнтăлаççĕ-ши? Акă Кĕçĕн Таяпа та хыçра юлчĕ, Таяпа Энтринчен те иртсе кайрĕç... Ялĕсем пуян пек курăнаççĕ, анчах вĕсене каярах та тустарса тухма пулĕ-ха, халĕ вара таракан чăваш çарăçĕсене тытмалла. Унсăрăн вĕсем каярахпа нукерсене ăçта та пулин татах тапăнма хăтланĕç. Çитет путсĕрсене иртĕхтерсе! Хан Чăваш улусĕнче çирĕп йĕрке яланлăхах туса хума хушнă.

Чăвашсем вара çав-çавах çаврăнса пăхмасăр тараççĕ. Епле хăравçăскерсем! Эмирăн пĕтĕм çарĕ çитиччен юлан утлă нукерсене те пулин хирĕç тăрса пăхасчĕ. Çук, ун пирки шутламаççĕ те сехри хăпнă куянсем. Акă ĕнтĕ Энтепе патнелле те çывхарчĕç... Анчах мĕн ку?! Чăвашсем сасартăк пĕр çырмана кĕрсе кайрĕç те каç сĕмĕнче куçран пăч! çухалчĕç. Çук, апла пулма пултараймасть!

Çĕр юлан утçă вăл çĕр йĕп мар, куç умĕнчех çапла сасартăк çук пулса тăраймĕç.

— Çавăнтах вĕсем, çырмарах! Тухса тарайман! Тараяс тăк эпир курмаллах! — кăшкăрчĕ эмир. — Çавăрса илĕр çырмана пур енчен! Çуран нукерсем çитиччен унтан шăши тухса ан кайтăр! Кайран пурне те тĕп тăватпăр!

Тепĕртакран юлан утлă нукерсем пысăках мар çырмана чăнах та пĕтĕмпех çавăрса илчĕç темелле. Вара мĕн? Чăвашсем хăйсем те, вĕсен учĕсем те ниçта курăнмарĕç. Вăт тамаша тăк тамаша-а! Анчах нукерсем тĕлĕнсе пĕтерме те ĕлкĕреймерĕç, вĕсем çине сасартăк пур енчен те чăвашсем сиксе ӳкрĕç. Леш тараканнисем мар кусем, нукерсене кĕтсе вăй пухса ларнăскерсем пулас. Халĕ ĕнтĕ эмир нукерĕсем хăйсем ункăра тăрса юлчĕç. Чăвашсем вĕсене çĕмренсемпе те сенĕксемпе витереççĕ, çавапа та хĕçпе çапа-çапа антараççĕ. Нукерсем вуншарăн виле-виле выртаççĕ. Чĕрĕ юлнисем хайхи хăйсем çырмана анса тарчĕç. Чăваш тĕкĕрĕçĕсем вĕсене унта та вутлă çĕмренсемпе шаритлеме тытăнчĕç.

Эмир хăйсем еплерех инкеке лекнине тавçăрса илчĕ ĕнтĕ. Анчах мĕн тăвăн? Килсе çитнĕ çуран çарне вăл васкасах юлан утлă нукерсене çăлма хăваларĕ. Анчах кун каçа апат çимесĕр çапăçса та утса ывăннă çарăçсем чылай йышлăрах пулин те чăвашсене хирĕç тăраймарĕç. Çапăçу хаярланса-хаярлансах пычĕ. Çĕршер çын мар, пĕтĕм тавра ахлатать тейĕн. Çырма çывăхĕнчи пĕтĕм тӳпем кисренсе тăнăн туйăнать. Тăшман нукерĕсем куç умĕнчех кĕлте пек тӳнеççĕ.

Ир енне çеç вĕçленчĕ хăрушă çапăçу. Тул çутăлсан чăвашсем хăйсен вилнĕ юлташĕсене пуçтарса хӳтлĕх вырнаçнă тӳпем çине пĕрерĕн-пĕрерĕн йăтса хăпартрĕç. Çĕр çирĕм ытла маттур пуç хунă çак çапăçура. Çакăн пек пысăк çухату ку тăрăхра ĕмĕрне те пулман. Паттăрла вилĕмпе пуç хунисене пурне те пĕр çĕре пытарма шутларĕç, сĕтел-пукан ăстисене кăнтăрлаччен кашнин валли вĕр çĕнĕ тупăк хатĕрлеме хушрĕç. Вилнисен амăшĕ-арăмĕсене чĕнес мар, вăрçăра çапăçса пуç хунă арçынсене вил тăпри çинче хĕрарăмсем хӳхлени килĕшмĕ терĕç.

Тапăнса килнĕ нукерсене вара пурне те çырмарах тăпрапа витсе хăварчĕç. Хайхи çырма текех çук пулса тăчĕ.

Кăнтăрла иртсен чăваш паттăрĕсене пытарчĕç. Леш тĕнчене каякансене ăсатмашкăн таврари чи чаплă мăчавăра чĕнсе килчĕç.

— Эй, пĕсмĕлле! Аша, каçар. Эй, пирĕн хаклă юлташăмăрсем! Эсир пирĕншĕн çапăçса пуç хутăр, каçарăр. Эпир сире паян асăнатпăр, кашнин ятне ĕмĕр-ĕмĕр асра тытма сăмах паратпăр. Пурнăç юрлă, пурнăç çуклă. Тем те пулать пурăнан пурнăçра. Эпир сире хăшне те пулин çиллентернĕ пулсан каçарăр.

Сирĕн ятăрпа паян вир пăтти, пĕлĕм пĕçертĕмĕр. Кашнин умĕнче пулччăр вĕсем, тутлăхра пурăнăр, выçă ан çӳрĕр. Эпир сире паракан пĕр кашăк пăтă пĕр хуран пултăр, эпир сире паракан пĕр пĕлĕм çĕр пĕлĕм пултăр.

Эй, хаклăран та хаклă тусăмăрсем! Леш тĕнчере сире пурне те çăтмаха лекмелле пултăр. Халăхшăн пуç хунă çынсене турăсем урăх çĕре ямĕç тесе ĕненетпĕр. Çапла пултăрах!

— Çапла пултăр! Çапла пултăр! Çапла пултăр! — хăватлăн янăрарĕ таврара çĕршер арçын харăссăн пиллени.

Халăхра тухнă сăмах тăрăх, çак çĕртен пуçласа кунти тӳпемре, çапăçу вырăнĕнче ĕнтĕ, тĕлĕнмелле ĕçсем пулса иртеççĕ. Шăп çур çĕр тĕлĕнче тӳпем çийĕ яри çуталса каять имĕш. Вара таврара сасартăк хаяр çапăçу шавĕ кĕрлеме тытăнать. Хĕçсем хулкансене çапăнса чанклатаççĕ, аманнисем пулăшу ыйтса йывăррăн кăшкăраççĕ, юн шăршипе анранă лашасем хăраса хартлатаççĕ-тулхăраççĕ. Çапла ирпе пирвайхи автансем авăтичченех пырать тет ĕрлешӳ, пĕрремĕш автан сасă парсанах вара çутă сӳнет тет те шăп пулса тăрать тет. Те пĕр-пĕринпе пурнăçпа вилĕмле çапăçнă çынсем юнашарах выртнăран ĕнте çакă, те халь пурăнакансене тем çинчен систерекен паллă - пĕлсе пĕтер çĕр вăрттăнлăхĕсене. Тата ваттисем çапла та калаççĕ: çав шав кашни çын хăлхинех кĕмест, ăна тăван халăхшăн, унăн малашлăх ырлăхĕшĕн чун парса тăрăшма хатĕр çынсем çеç илтеççĕ имĕш. Те чăнах çапла, те ахаль сăмах çеç çакă — кăна ĕнтĕ кашни çын хăй майлă ăнанать.

■ Страницăсем: 1 2 3 4