Шурă акăш çулĕ :: Улăп ывăлĕ
Мĕн курнипе пусăрăннă нукерсем нимĕн шарламасăр тĕчĕç, çавăнпа пăртакран вĕсене пурне те çаплипех ялтан кăларса ячĕç.
— Тек ан çӳрер пирĕн пата!
— Тепрехинче шеллемĕпĕр! — кăшкăрчĕç вĕсене хыçран чăвашсем.
Çав çĕр Асанкасси çыннисем ирчченех çывармарĕç. Хусан нукерĕсене çĕнтернине кашни хăй майлă ăнланчĕ. Пĕрисем хăпартланса кайрĕç, чăвашсен вăйне туйса илчĕç. Теприсем кĕçех яла инкек çитĕ тесе асăрхаттарчĕç. Виççĕмĕшесем хан кĕрӳшне çаппа-çарамаса хăваричченех салтăнтарнине сивлерĕç, ахаль тесен инкек иртме те пултаратчĕ, халĕ вара хан хăйĕн кĕрӳшĕшĕн тавăратех терĕç. Анчах пурте пĕр шухăшпа килĕшрĕç: апла пулĕ-и, калла-и, анчах малашне вĕсен хăйсене кăна шанмалла. Çĕрпӳ текех кунти чăвашсене пулăшас çук, Шупашкартан унччен те нимĕнле пулăшу курман. Эппин арçынсен килсе тапăнакансене кирек хăш вăхăтра та хирĕç тăма хатĕр пулмалла. Хирĕç тăмашкăн вара çар ĕçне пĕлни кирлĕ. Çавăнпа халăх Чакăра ку ĕçе пуçарса яма ыйтрĕ. Чăваш паттăрĕн ывăлĕ хăйне нумай укĕтлеттермерĕ, кăмăл тăвакан çамрăксене çапăçма верентмешкĕн хаваспах килĕшрĕ.
3
Асанкасси, Эпеç, Ишек çыннисем хăйсене Хусан ханĕ Сафа-Гирей кĕç-вĕç тавăрасса кĕтсе пулас инкеке тивĕçпипе хирĕç тăма хатĕрленчĕç. Вĕсем вăрманта пытанса пурăнмалли çĕр пуртсем чаврĕç, пăсăлман апат чылайлăха çитмелĕх хатĕрлерĕç. Çавăнпа пĕрлех вăй питти ар çынсем çар ĕçне тăрăшсах вĕренчĕç, тимĕрçĕсем хĕç, сăнă вĕçĕ туптарĕç. Тата Хусан нукерĕсенчен те хĕç, сăнă, ухă сахал мар юлнăччĕ. Пайпулат ĕç нумаййипе çак эрнесенче талăкра виçшер-тăватшар сехет те канаймарĕ. Питтăпай ăна валли кăмрăк хатĕрлесе ĕлкĕрейменрен Йĕпреç леш енчи вăрмана темиçе лавпа кайса çунакан чул турттарса килчĕ. Ăна кура çунакан сланецпа таврари ытти тимĕрçĕсем те усă кура пуçларĕç. Çапла вара халăх килсе тапăнас тутарсене вăйлах хирĕç тăма хатĕрленчĕ. Анчах... эрне иртрĕ, икĕ эрне, уйăх — Асанкассине те, Эпеçе те, Ишеке те никам килсе тапăнмарĕ. Те хан кĕрӳшĕ Асанкассипе Эпеç чăвашĕсем хăйне намăс кăтартни çинчен хуняшшĕне каласа пама хăяйман, те çав мăрса чăннипе хан кĕрӳшĕ те пулман — халь тин çакна кам пĕлсе пĕтерĕ. Çапла сисмесĕрех кĕр те çитрĕ, хĕл ларчĕ, унтан каллех çурхи шывсем çĕнелнĕ чĕрĕлĕх хапхине шарлаттарсах уçса ячĕç. Пурнăç еккине кĕрсе кайнă чăвашсем вара майĕпен-ерипен лăпланса-лăпланса çитрĕç те Асанкассинче пулса иртнĕ пăтăрмаха аса илме те пăрахрĕç.
Çав хушăрах чăвашсем пурăнакан тĕрлĕ вырăнтан усал хыпарсем ку тăрăха та çитсех тăчĕç. Хурамал пасарне çӳрекен кашни çын япала туяннипе пĕрлех тăван ялне çав хыпарсене те илсе çитерет. Атăл хĕрринчен килеççĕ-и хыпарĕсем е Çарăмсан енчен, Сăр тăрăхĕнчен-и е Сĕве таврашĕнчен — тĕшши вĕсен пурин те пĕрешкел: Хусан чăвашсемпе çармăссем пурăнакан вырăнсенче çине тăрсах хăйĕн йĕркине туса хума тăрăшать. Паскаксем ертсе çурекен нукер ушкăнĕсен йышĕ ӳссе-ӳссех пырать-мĕн, ма тесессĕн вĕсене выранти халăх чылай çĕрте хирĕç тăма пăхать. Çавăнпах-ши нукерсен ушкăнĕсем пур çĕре те çитсе ĕлкĕреймеççĕ, анчах пĕрре çитсен вара вырăнти халăха самаях тустараççĕ. Чăвашсем те, çармăссем те чăннипе ясакпа хырçă-марçăран пăрăнса юлассишĕн мар, ытларах ывăл ачисене Хусан çарне ярас марришĕн хирĕç тăраççĕ.
Çапла тата темиçе çул иртрĕ. Асанкассине те, Эпеçе те, çывăхри ытти ялсене те тек никам килсе тустармарĕ. Кĕтне тăрăх тутар çарĕсем вырăссем еннелле çӳрени вара çав-çавах пулкаларĕ. Мускавпа Хусан, тахçан туслах пурăннăскерсем, тĕппипех хирĕçсе кайнă пулмалла та пĕрне-пĕри тапăнсах тăраççĕ. Пĕррехинче вырăссем те Хусан енне çĕр кисретсе иртсе кайнăччĕ. Вĕсем те чăвашсене нимĕн вырăнне хуман пек туйăнчĕ. Выльăха, тырра, утсене, пирĕн çара кирлĕ теçе, никамран ыйтмасăр, хуçисене нимĕн тӳлемесĕр турта-турта илчĕç. Эх анчах та çав, çапах шăлна çырт та чăт, вăя хирĕç каяймастăн. Мĕн тумалла кун пек чухне чăвашăн? Чакăрпа Питтăпай йышши тăнлăрах çынсем мĕн чухлĕ кулянмарĕç-ши çавнашкал самантсенче чăвашсем хăйсем уйрăм пат-шалăхпа пурăнайманшăн. Ан тив, çав патшалăх ытла хăватлă та ан пултăр, çапах унта никам та так ахаль, уçăлса çуренĕ пек пырса кĕреймĕччĕ.
Çапла вара Чăваш улусĕнче пурнăç тулашран пăхма лăпкăн туйăнсан та чăннипе кашни яваллă çын чунĕнче темскер ырă маррине кĕтни иртмерĕ. Ах кансĕр-çке унашкал лару-тăрура пурăнма, ах кансĕр. Нимĕн патне алă пымасть, нимĕнле малашлăх пирки шухăшлас килмест.
Пĕр кĕçнерни кун Хурамалта пасар хыççăн Чакăра икĕ çын чарса тăратрĕç. Кăнтăр енчен килнĕскерсем иккен. Пĕри, Пичура ятли, Аслă Патăрьел турханĕ тет, тепри вара тата аяккарахран, Аслă Таяпаран килнĕ иккен, ăна Ильмухха тесе чĕнеççĕ. Иккĕшĕ те кĕрнеклĕ, вăтăрсенчен иртнĕ арçынсем. Хăйсене танлă тыткалаççĕ, тăнлă калаçаççĕ.
— Эсĕ Чакăр-и? — ыйтса пĕлчĕ пирвай Аслă Патăрьел турханĕ. Чакăр килĕшсе пуç сулсан хăйсен ячĕсене пĕлтерчĕ. Вара хушса хучĕ: — Эпир Ильмуххапа сан пата ятарласа килтĕмĕр. Пире çав тери эсĕ пулăшни кирлĕ.
— Ак тата, — нимĕн хуравлама аптрарĕ Чакăр. Чăнах, çыннисем ăна пуçласа кураççĕ, тӳрех пулăшма ыйтаççĕ, çитменнине пулăшăвĕ çав тери кирлĕ иккен.
— Пичура, эпир Чакăра калас сăмахăмăра çапла ăнсăртран, пасар варринче калаяс çук, атьăр хамăр лашасем тăракан çĕре кайса тĕплĕн пуплешер, — сĕнчĕ Ильмухха.
Чакăр хайхи пушшех аптрарĕ. Сăлтавĕ те пур çав. Палламан икĕ кĕрнеклĕ арçын сана пуплешмешкĕн пасар айккине чĕнсе кăлараççĕ-çке. Тем шухăшлă-ха вĕсем...
— Хăрама кирлĕ мар, — вăл иккĕленнине асăрхарĕ Пичура. — Усал шухăш çук пирĕн. Сăмахăмăр кĕски мар, çавăнпа ларсах калаçмалла.
Чакăр хăракан йышши мар-ха. "Çапах сыхă пулни пăсмĕ", — шухăшларĕ те вăл палламан çынсем хыççăн утрĕ.
Кăнтăр енчи чăвашсем иккĕшĕ те икшер кустăрмаллă çăмăл урапасемпе килнĕ-мĕн. Ураписем çинче çимелли-ĕçмелли те пур. Паллашнă ятпа пĕрер курка сăра ĕçрĕç, шăрттан татăккисене çырткаларĕç. Хайхи пуплешес кăмăл Чакăрăн та уçăлчĕ.
— Чакăр тусăм, пирĕн тăрăха пысăк инкек çывхарать, — терĕ Пичура кирлĕ сăмаха пуçарса. — Пирĕн пата Хусан ханĕ вăрçă вăрçма пысăк çар ярать.
— Пысăк çар? — ĕненсех каймарĕ Чакăр. — Тен, нукерсен пысăк ушкăнне тесшĕн эсĕ?
— Çук çав, чăн-чăн çар ярать. Сахалтан пин çарăç, — юлташĕн сăмахне çирĕплетрĕ Ильмухха.
— Пин çарăç? — тĕлĕнчĕ Чакăр. — Чим, кăна эсир ăçтан пĕлетĕр?
— Пĕлетпĕр. Хыпарĕ тĕрĕсех, — тенипех çырлахрĕ Ильмухха. — Тапăнасса вара мăсăльмансен ураса-пайрам текен уявĕ иртсен килсе тапăнмалла. Çавăнпа пирĕн хатĕрленмелĕх вăхăт пăртак пур.
— Эпир пирвай пулăшу ыйтмашкăн Çĕрпӳ ханĕ патне кайнăччĕ. Анчах вăл пире хăваласах кăларса ячĕ. "Хусана хирĕç тăрса ан аташнă пултăр! Сирĕн пирки Хусан ханĕ пире, ку енчи пĕтĕм чăваша килсе тĕп тăвĕ", — тесе хăртса пĕтерчĕ.
Чакăр Ильмуххапа Пичурана куçран черетпе пăхса илчĕ те:
— Астăвăр, Çĕрпӳре халĕ хан çук, — терĕ. — Шахман вăл суя хан кăна. Тата çынни те вăл… Ну, юрĕ, ун çинчен пуплешсе çăвар тутине сая ярар мар. Хусан ханĕ ма çаплах тарăхса çитнĕ сире?
Арçынсем ăна аван ăнланчĕç, вара Пичура тĕплĕнрех каласа кăтартрĕ:
— Эпир, сирĕн пекех, ăна пăхăнма пăрахрăмăр. Çамрăксене Хусан çарне ярас пирки халĕ сăмах та çук. Ясакпа хырçă-марçа йĕркеллех парса-тӳлесе пурăнаттăмăр. Анчах вĕсене кашни çул устернĕçемĕн устерсе пыраççĕ. Ара, шутлама пуçларăмăр эпир, Хусан ханлахĕнче тăнинчен пире мĕн усси? Мĕн кăна аса илмерĕмĕр, анчах патшалăх пирĕншĕн хăш енĕпе те пулин тăрăшнине курмарăмăр. Вара пысăк ялсенче пухусем ирттертĕмĕр, малашне Хусан пуянĕсене так ахаль тăрантарса пурăнас мар терĕмĕр. Эсир унчченрех кунтан нукерсен ушкăнне хӳтерсе янине те аса илтĕмĕр. Вăл хыпар пирĕн пата та çитнĕ. Эпир те тек хана пăхăнмастпăр тесе йышăнтăмăр. Хусанти пуçлăхсене çакă хытă тарăхтарнă курăнать. Унта та кунта уйрăмшар ялсем яшсене çара пама килĕшменнине вĕсем тӳскеленĕ пулас-ха, темиçе ял харăс вуçех хăйсене пăхăнма пăрахнине вара чăтма пултарайман, паллах. Тытăнчĕç пире хайхисем хĕсĕрлеме. Çине-çинех паскаксемпе нукерсем яраççĕ, мул-пурлăха вăйпа туртса илеççĕ, пирĕн яшсемпе çамрăк арçынсене те тыта-тыта каяççĕ. Вара тарăхса çитнĕ чăвашсем Хусан нукерĕсене ялсенче мар, çул çинче тапăнма, çамрăксене ирĕке кăларма, мул-пурлăха хуçисене тавăрса пама тытăнчĕç. Çапăçу-тытăçу вăл, ху пĕлен, аманмасăр-сусăрланмасăр вĕçленмест. Юлашки вăхăтра тытăçусем хаярлансах çитрĕç, икĕ енчен те вилекенсем сахал мар пулчĕç. Вара Хусан ханĕ пире лайăх кăна тăн кĕртсе ĕмĕрлĕхех пăхăнтарма шут тытнă иккен. Çакна пире Хусан ханлăхне пăхăнса пурăнакан чăвашсем систерчĕç. Чунĕпе-юнĕпе вĕсенчен нумайăшĕ пирĕн майлах иккен, тата аякри тăвансем те пур пирĕн вĕсем хушшинче. Тем тесен те эпир мăсăльмана тухнă чăвашсемпе çума-çумăнах пурăнатпăр-çке.
Хапĕ ĕнтĕ Чакăр Чăваш улусĕн кăнтăр-хĕвел тухăçĕнчи лару-тăрăва аванах ăнланса çитрĕ. — Сан çинчен эпир Çĕрпӳре илтрĕмĕр, — калаçăва хутшăнчĕ Ильмухха, — Унта сана халĕ те çав тери хисеплеççĕ, ырăпа çеç асăнаççĕ. Пире вара шăпах çар ĕçне лайăх пĕлекен, çапăçăва ăста йĕркелеме пултаракан çын кирлĕ.
— Каçарăр та, Хусан çарне хирĕç эсир мĕн чухлĕ çын кăларма пултаратăр? — чи кирлине ыйтрĕ Чакăр.
— Тӳррине тӳртен калар, пилĕк çĕрпӳрен ытла пуçтараймастпăр, — кулянса хуравларĕ Пичура. — Çапах, пирĕн шутла, çапăçăва пĕлсе йĕркелесен çав йышпа та тутарсене хирĕç ăнăçлах тăма пулать. Хӳтĕленесси тапăнасси мар, анчах çав ĕçе пĕлсе йĕркелени кирлĕ. Кăна эпир унчен пулнă тытăçусене шута хурса калатпăр.
Чакăр ăна лăплантарма тăрăшрĕ:
— Тĕрĕс калан. Çĕнтересси темле те, пилĕк çĕрпӳпе пĕр пин çарăçран хӳтĕленсе тăшмана палăрмаллах сиен куме пулать. Анчах сирĕн хӳтĕленӳ ĕçне маларахах хатĕрленме тивет.
— Сирĕн мар ĕнтĕ, пирĕн тейĕпĕр. Чакăр, эсĕ Али паттăр ывалĕ. Сан аçу чăвашсемшĕн тунă паттăрлăхĕсемпе пирĕн халăх асĕнче ĕмĕрлĕхе юлчĕ. Эсĕ те аçу йĕрĕпех пырасса эпир çав тери шанатпăр, — ӳкĕтленĕ пекех сăмахларĕ Ильмухха.
— Енчен эпĕ сирĕн шанăçăра турре кăлараймасан? — Çапла ыйтрĕ те-ха Чакăр, чăннипе вăл ку ыйтăва ытларах хăйне пачĕ темелле. — Çапах та эпĕ çар ĕçĕпе çыханманни чылай пулать. Пине çур пинпе хирĕç тăрасси вăл...
— Эпир сана шанатлăр, — çирĕппĕн каларĕ Пичура. — Ку тĕлĕшпе санран пултаруллăраххи чăвашра урăх çук. Тата пасарта çынсем пире каласа кăтартнă тăрăх эсĕ халĕ те кунти çамрăксене çар ĕçне вĕрентетĕн.
Виççĕшĕ те шăпланчĕç. Пичурапа Ильмухха калас тенине каларĕç ĕнтĕ, çар пуçĕ мĕн хуравласса кĕтрĕç, Чакăр вара вĕсене мĕн хуравлас пирки шухăшларĕ. Аякра пурăнаççĕ ку чăвашсем, пĕр шутласан, вĕсен нушишĕн пуç ватмасан та юрамалла пек. Çав вăхăтрах çывăхрах вĕсем, акă, юнашарах лараççĕ. Чăвашсем. Пĕр юн, пĕр чун çыннисем.
— Юрать, — килĕшрĕ вара Чакăр. — Эпĕ сирĕн пата виçминех çитме тăрашăп. Хампа пĕрле çур çĕрпӳ маттур йĕкĕтсем илсе пырăп.
Çапла килĕшсе алă çапрĕç те виçĕ арçын çав ятпа тата пĕрер курка сăра ĕçрĕç, вара вăхăта тăсмасăр кашни хăй çулĕпе вĕçтерчĕ.
...Тепĕр икĕ кунран вырăна çитсен Чакăр Пичурапа тата Ильмуххапа пĕрле Хусан ханĕн çарĕ килес çула икĕ вун çухрăм таранах пăхса тухрĕ. Ку тăрăх Эпеç-Асанкасси-Хурамал енчи пек мар, йĕри-тавра тӳрем, сăртлăрах вырăнсем тĕллĕн-тĕллĕн çеç курăнкалаççĕ. Çавăнпа хутĕлев ĕçне кунта пушшех çав тери пĕлсе йĕркелемелле. Çакна ăнланса илнĕскер, Чакăр пирвай чылай шухăшларĕ, унтан вара вăхăтлăха çарăçсем пулса тăнă чăваш хресченĕсене тĕрлĕ ĕç хуша-хуша тухрĕ. Пуринчен малтан вăл тăшман çывхарса килнине епле майпа хăвăртрах пĕлмеллине палăртрĕ. Ара, хан çарĕ шăп хăш кун килесси паллă мар-çке, пилĕк çĕрпĕве вара так ахаль темиçе кун уйра е вăрманта тытса тăраймăн. Апла тусан çарăçсемпе вĕсен учĕсене пăхакан вуншар çын, апат турттаракан вуншар лав кирлĕ. Вĕсен хĕвĕшĕвне тутарсен вăрттăна янă сăнавçисем ним мар асăрхама пултараççĕ. Çавăнпа Чакăр тăшмана хирĕç тăма хатĕр ушкăнсене çывăхри ялсенчех тытрĕ, вĕсене кирлĕ самантра çапăçма тухмалли çинчен çав тери хăвăрт пĕлтермелли майсем палăртрĕ. Çак тĕллевпе вăл тӳпемлĕрех вырăнсенче кăр! кăна чĕртме хатĕр кăвайтсем вырнаçтарса тухтарчĕ, вĕсем патĕнче таврана черетпе талăкĕпех сăнаса тăмашкăн икшер çын хăварчĕ. Унсăр пуçне пĕр мăкăртарах тӳпемне урсемпе тата вĕсене алтнă чухне тухакан çĕр куписемпе çавăрса тухтарас терĕ. Çапăçу вăл çапăçавах, унта ĕç-пуç темле те çаврăнса килме пултарать, çавăнпа сых енне чăвашсене хутĕленмелли шанчăклă вырăн та кирлĕ пулма пултарать. Пичурапа Ильмухха унашкал вырăна Аслă Таяпа патĕнче туса хатĕрлеме сĕнчĕç. Ялĕ ку таврара чи палли, çинех кунта Пăлхар патшалăхĕ вăхăтĕнчех хăпартса лартнă тĕркеç ишĕлчĕкĕсем пур, кăшт юсасан вĕсенчен халĕ те ăнăçлă хутлĕх йĕркелеме пулать. Анчах Чакăр вĕсене итлемерĕ, хӳтлĕх вырăнне Алманчăран çурçĕререх, Пӳле çырминчен çӳлерех тума палăртрĕ. Паллах, кунта пĕтĕм ĕçе çĕнĕрен пуçласа ямалла, çавăнпа нумайрах тертленме тивĕ, анчах тăшманшăн çакă пач кĕтмен япала пулса тухĕ. Çинех кунти сăрт çинчен пĕтĕм тавралăх уççăн курăнса выртать: Шăнкăртам леш енчи хырлăх та, Туçапа Кив Ахпӳрт ялĕсем те алă тупанĕ çинчи пекех. Тата Чакăрăн аякрине çывхартса кăтартакан труба та пур. Питтăпай панăскер. Ăна çав трубана ача чухне Мускава кайсан вырăс патши Виççĕмĕш Иван хăй парнеленĕ иккен.
Хайхи таврари пĕтĕм халăх ĕçе пикенчĕ. Çарăçсене ахаль çынсем те нумай пулăшрĕç, çавăнпа ĕç кал-кал пычĕ. Каçсерен вара Чакăр çĕрпӳсемпе пĕчĕкрех çар ушкăнĕсене ертсе пыракансене çапăçу хирĕнче вĕсен хăйсене еплерех тыткаламаллине, хăй паракан хăш паллă мĕне пĕлтерессе, çав хушусене еплерех пурнăçламаллине аса илтерсех тăчĕ. Унсăр пуçне Чакăр хăйпе ертсе килнĕ çур çĕрпӳ юлан утçăсене уйрăммăн вĕрентрĕ. Вĕсене мĕн тума хушнине вăл никама та пĕлтермерĕ.
Акă ĕнтĕ мăсăльмансен уявĕ те иртрĕ. Хусан ханĕ чăнах та чăвашсене пăхăнтарма хатĕрленĕ çарне çула кăларса ячĕ. Ăна ертсе пыма хăйĕн пиччĕшне эмира хушрĕ. Çав тери пысăк пĕлтерĕшлĕ тухăм, ăна ирттермешкĕн пули-пулми çынна шанаймăн. Çавна шута илсех нукерсене çула тухас умĕн Хусанти тĕп мечет имамĕ Кул Шариф сеид хăй ăнăçу пилĕ парса ăсатрĕ.
Эмир чăвашсен чеелĕхĕ çинчен чылай илтнĕ. Тепĕр тесен, вĕсен чееленмесĕр май та килмен. Ара, йышпа чăваш улусĕ пĕтĕм ханлăха хирĕç паллах тăраяс çук, çинех тата хирĕç тăраканĕсем те улусăн кăнтăр-хĕвел тухăç енчи ялсем çеç. Эппин, çав чеелĕх мĕн тĕлĕшпе пулма пултарать-ши? Шухăшласан-шухăшласан эмир чăвашсен чеелĕхĕ кирлĕ хыпара вăхăтра çитерес тĕлĕшпе пулĕ тесе шутларĕ. Вăрçăра тăшман тапăнса килнине малтанах пĕлсе тăни питĕ пысăк пĕлтерешлĕ. Çавăнпа эмир хăйĕн чи пултаруллă йĕкĕчĕсене пухрĕ те вĕсене мала вăрттăна кăларса ячĕ, пулас çул айккисене питĕ тĕплĕн пăхса тухма, енчен ăçта та пулин чăвашсен хыпарçисене асăрхасан вĕсене турех нимĕн шеллемесĕр тĕп тума хушрĕ.
Вăрттăна тухнисем Çарăмсан çумĕнчи пысăках мар тӳпемре чăнах та икĕ чăваша курчĕç. Вĕсем типĕ вутăран пысăк кăвайт купаласа хунă, ăна çиелтен хыр лăссисемпе тата ăвăс хуппипе витнĕ, юнашарах вара пĕчĕк кăвайт çунать. Ахăртне ку çынсем кирлĕ чухне çак пĕчĕк кăвайтран пысăккине тивертсе яма хатĕр. Хыр лăсси кăвайт çулăмне май килнĕ таран çӳлелле çĕклеме, ăвăс хуппи вара тĕтĕме вăйлăрах йăсăрлантарма кирлĕ. Пит ăслах мар çын та тавçăрса илмелле: ку çынсем чăваш çарăçĕсене систерме хатĕрленсе лараканскерсем. Çавĕнпа нукерсем шухăшласа тăмарĕç, чăвашсем патне йăпшăнса пычĕç, пытанма урăх май çук вырăна çитсен вĕсене сасартăк сиксе тухса тапăнчĕç. Чăвашсенчен пĕри чукмар тытса хирĕç тăчĕ, тепри вара ăна пулăшас вырăнне хăвăртрах пĕчĕккăвайтран çунакан пуленке туртса кăларчĕ те пысăк кăвайта чĕртсе яма хăтланчĕ. Çук, ĕлкĕреймерĕ вăл, ăна çурăмран нукер çĕмренĕ вирлĕн пырса тиврĕ. Çунакан пуленке кавайта кăшт çеç лекеймесĕр çĕре ӳкрĕ. Тутар нукерĕсем ăна самантрах таптаса сӳнтерчĕç.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...