Юманлăхра çапла пулнă :: 2-мĕш сыпăк
Зайкин яшт! сиксе тăчĕ.
— Ăçта тупăнчĕ вăл? — Унăн сасси темле тăруках çирĕпленсе, хаярланса кайрĕ, куçĕсем те пĕртте малтанхи пек мар, хăюллăн çуталса илчĕç.
— Çакăнтах ара, лавккарах, — терĕ Паньков.
— Вăрă çĕççи вăл! — кăшкăрчĕ Зайкин.
— Мĕнле вăрă? Эсĕ çак çĕçĕн хуçине паллатăн-им?
— Хамăр ялсене епле палламастăн-ха? Акă кунта «И.И.И.» тесе çырнă, вăл Илья Ильич Ивуков тени пулать, ялта ăна Илюк теççĕ. Çамрăк кăна каччă. Нумай пулмасть тĕрмерен тухса килчĕ, тĕрминче вăл хулари шпанасемпе пĕрле магазин çаратнăшăн ларчĕ... Халь ĕнтĕ пĕтĕмпех паллă, милиционер юлташсем, ним шухăшласа тăмалли те çуккă, çак тискер ĕçе урăх никам та мар, çав эсрелĕ тутарнă! — Зайкин хĕрӳленсе пырса хытăран хытă калаçма пуçларĕ. — Итлĕр акă: темиçе кун каялла — ытлари кун-и, юн кун-и — вăл ман лавккана килсе кĕчĕ те пĕр çур сехет пуль шăршласа çӳрерĕ, анчах хăй ик çĕр грамм пĕремĕк виçтерчĕ те пĕр пачка «Прибой» кăна илчĕ, хальхи пекех астăватăп... Лавккара ун чух ик çын пурччĕ, таçтисем, вĕсене палламастăп, иртен-çӳренсем пулмалла, вĕсем пĕр чĕрĕк илчĕç те закускăлăх «кильки» консерв туянчĕç, нимпе уçма çуккипе манран çĕçĕ ыйтрĕç, эпĕ çĕçĕ çук терĕм, вара çав Илюк тени вĕсене хăйĕн çак çĕççине кăларса пачĕ. Çĕççи самаях хитре пек туйăнчĕ те, эп ăна кайран хам ыйтсах тытса пăхрăм. Ăçта туянтăн кун пек япала тесе ыйтсан, вăл мана: хам турăм терĕ. Эсир мана хуть тем калăр, анчах çав çĕççех вăл! Çаратнă чух васканипе кăларса ӳкернĕ ĕнтĕ, йытă...
— Илья Ильич Ивуков тетĕн-и? — сумкинчен блокнот кăларса çырма хатĕрленчĕ Квасов. — Çак ялсемех-и? Халь ăçта-ши вăл? Килтех-ши? Пĕлместĕн-и?
— Ăна пĕлме пултараймастăп, — пуçне пăркаласа илчĕ Зайкин. — Кам пĕлет, тен ытти вăрăсемпе пĕрле килтен тухса та вĕçнĕ-и? Пĕччен пулман ĕнтĕ вăл кунта. Пĕччен çын епле-ха çакăн чухлĕ тавар çаратса тухса кайма пултартăр?
— Пĕччен пулманни паллă-ха.
— Амăшĕ килтех пуль. Ачи çук пулсан унтан ыйтса пĕлĕр... Тупас пулать ăна епле пулсан та! Çавăнтан пуçлас пулать йĕр йĕрлеме. Тытса лайăхрах пăркăчлас пулать те, калатех вара хăй кампа пулнине, ман таварсене ăçта кайса чикнине...
Квасовпа Паньков лавкка заведующийĕ каланисене ним чĕнмесĕр итлесе тăчĕç. Вĕсене те ĕнтĕ паянхи çарату çав Илья Ильич Ивуковсăр пулман пек туйăнма пуçларĕ. Пур енчен илсен те çавăн пек пулса тухать: вăл нумай та пулмасть тĕрмерен таврăннă, тĕрмине ăна магазин çаратнăшăн лартнă, темиçе кун каялла лавккана хăй килсе пăхнă, лавккара тупăннă çĕçĕ те унăнах, çак лавккарах вăл «Прибой» пирус илнĕ...
— Чăн малтан çак йĕкĕте тупас пулать эппин! — шут тытрĕ Квасов.
Çав вăхăтра тулта машина моторĕ кĕрлени илтĕнчĕ. Квасов чӳрече витĕр пăхрĕ те алăк умне хĕрлĕ «пиçиххиллĕ» кăвак машина çитсе тăнине, ун ăшĕнчен пĕрин хыççăн тепри Шупашкарти милици офицерĕсем тухнине, вĕсем хушшинче хăйĕн начальникĕ Светлов майор пулнине курчĕ. Самантранах машина çумне мотоцикл çитсе тăчĕ, унăн «сăпкинче» кашкăр пек тĕреклĕ кăвак йытă ларать.
— Амура илсе килнĕ-çке, — палласа илчĕ ăна Квасов. — Ку питĕ аван вара! Амуртан пытанаймăн!
Йĕр йĕрлекен йытăсем хушшинче Амур — чăнах та чи пултарулли, чи ăсли...
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...