Юманлăхра çапла пулнă :: 2-мĕш сыпăк
Василий Квасов лейтенант çак районта çĕнĕ çын-ха, вăл кунта ĕçлеме тытăннăранпа çулталăк та çитмен.
Милици шкулĕнчен вĕренсе тухнă хыççăнах вăл пĕр хушă министерство аппаратĕнче, паспорт уйрăмĕнче ĕçленĕ, унта унăн пурнăçĕ пур енчен те лайăх пулнă, анчах та ку ĕç уншăн ытлашши ансат та «лăпкă» пек туйăннă. Лейтенантăн çамрăк чунĕ, хĕрӳллĕ кăмăлĕ «вĕри ĕç» ыйтнă, вăл ăçта та пулин, хăй тĕллĕн ĕçлесси çинчен ĕмĕтленнĕ, унăн чи пăтравлă ĕçсене йĕрлесе вĕсен вĕçне тухасси, пысăк преступниксене тытасси килнĕ. Вăл хăйне оперативлă ĕçе яма ыйтса темиçе хутчен те рапортсем çырса панă, юлашкинчен вара ăна çак самаях инçетри районти аслă оперуполномоченнăй тунă.
Унтанпа ĕнтĕ çулталăка яхăн иртнĕ, анчах Василий Квасов аллине нимĕнле пысăк ĕç те лекмен-ха. Лăпкă пулнă ку тăрăхра, пурнăç пĕр пек тикĕс пынă. Хăш чухне ханша юхтарса сутакан инкесене кайса тытнă, праçниксем вăхăтĕнче хăшĕсем ĕçсе ӳсĕрĕлсе пĕр-пĕринпе çапăçса кайсан — вĕсене ответ тыттарнă, сайра хутра тата вĕт-шак вăрăсем леккеленĕ...
Пĕтĕм ĕçĕ те çав кăна. Ăçтан-ха унта хăвăн профессилле ăсталăхна, пултарулăхна кăтартатăн? Самаях кичем пулнă Квасова хăш чухне... Шупашкартан куçса килнĕшĕн те ӳкĕнкеленĕ вăл. Анчах паян ирхине акă Юманлăхри ялпо лавккине темле вăрăсем çаратса кайни, унта каçхи хуралçи те çухални çинчен пĕлтерчĕç. Квасов кĕçĕр шăпах милици уйрăмĕнче дежурнăйччĕ. Юманлăхри колхоз председателĕ ялта мĕн пулни çинчен телефонпа каласа пĕлтерсенех Квасов ăна çирĕп приказ пачĕ:
— Лавкка çывăхне никама та ан ярăр, шала та никама та ан кĕртĕр, пурте мĕнле пулнă — эпир пыриччен çаплипех пултăр, пĕр çӳпĕ те вырăнтан ан хускалтăр! Хурал тăратăр...
Кун пек чухне преступлени пулса иртнĕ çĕре районти милици начальникĕ, аслă оперуполномоченнăй, вĕсемпе пĕрле районти прокуратура следователĕ каймалла. Анчах хальхинче, юри тенĕ пекех, районта никамах та пулмарĕ. Начальника темле ĕçпе икĕ кун каялла министерствăна чĕнсе илнĕ, прокуратура следователĕ отпуск илсе канмалли çурта тухса кайнă.
Ĕçне пĕр минут та вăраха яма юраман, çавăнпа та Квасов лейтенант часрах участковăй милиционера Панькова чĕнсе илчĕ те: хатĕрлен, халех Юманлăха каятпăр терĕ, унтан хăйсен районĕнче магазин çаратни çинчен Шупашкара, министерствăна, шăнкăравласа пĕлтерчĕ, оперативлă работникпа йĕр йĕрлекен йытă ярса пама, май пулсан хăйĕн начальникне тупса пĕлтерме ыйтрĕ. Унтан хăй вырăнне юлакан дежурнăя çапла хушрĕ:
— Халех райпотребсоюз пуçлăхне шыраса тупса калăр: ревизи комиссин председателĕпе иккĕшĕ те Юманлăха пыччăр! — Вара преступлени пулса иртнĕ çĕрте тĕрĕсленĕ чух яланах кирлĕ пулма пултаракан «оперативлă чăматан» тенине илчĕ те Паньковпа пĕрле Юманлăха тухса вĕçтерчĕ.
Уйсем, çырма-çатрасем урлă ыткăнса пынă чухнех вăл вырăна çитсен мĕн-мĕн тумалла пуласси çинчен шухăшлама тытăнчĕ. Кун пек пысăк ĕç ăна пĕрремĕш хут лекнĕ вĕт-ха: никам пĕлмен çынсем кĕçĕр магазин çаратнă, ăна сыхлакан хуралçи те çухалнă! Тен, нимĕнле свидетель те ан юлтăр тесе ăна хăйне те вĕлернĕ? Вĕлернĕ те виллине таçта аякка илсе кайса никам тупмалла мар çĕре пăрахнă?
Анчах вырăна çитичченех Квасов хăй пĕртте кĕтмен япала пулса тухрĕ: Мăнкаспа Юманлăх хушшинче çырмара лавкка хуралçи тупăнчĕ! Ку питĕ аван-ха, анчах та вăл — старик хуралçă нимĕн те курман, никама та палласа юлайман, хăйне илсе пынă вăрăсен машини ăçталла кайнине те пĕлмест. Çул çинчи йĕрсем машина кĕпер урлă каçса Шупашкар еннелле кайнине палăртаççĕ, анчах халĕ Квасовăн çав йĕрсĕм тăрăх кайма май килмест, мĕншĕн тесен чăн малтан преступлени пулса иртнĕ çĕре çитсе курмалла, унта тĕрĕслемелле, çынсемпе калаçмалла...
Кĕпер патĕнчен тапранса кайсан тăват-пилĕк минутранах хĕрлĕ «пиçиххиллĕ» кăвак «газик» Юманлăхăн тури вĕçне тухса самаях пысăк çĕнĕ лавкка çурчĕ тĕлĕнче чарăнса тăчĕ. Кабина чӳречи витĕрех Квасов лейтенант лавкка патне халăх нумай пухăнса тăнине асăрхарĕ, — кĕçĕр ăна çаратни çинчен ялта пурте пĕлнĕ ĕнтĕ, ун пек усал хыпар пит час сарăлать.
Милици машинине ял çыннисем пур енчен те сырса илчĕç — арçынсем, хĕрарăмсем, ватти-вĕтти-мĕнĕпех.
Машинăран тухсанах Квасов аллине çĕклесе вĕсене пурне те кăмăллăн саламларĕ, çав самантрах ун патне ял Совечĕпе колхоз председателĕсем — Кумковпа Яраткин — пĕри çӳллĕ те самăртарах, сулахай алăсăр, çӳçĕ кăвакарма пуçланă çын, тепри лутра та типшĕм, чикан сăнлă, кăкри çине темиçе орден планкки çакнăскер, алă пырса пачĕç.
— Тахçанах кĕтетпĕр сире...
Квасов вĕсене иккĕшне те лайăх паллать. Вĕсенчен вăл тӳрех:
— Лавккин хуçи пур-и? Ăçта вăл, хăшĕ? — тесе ыйтрĕ.
— Хуçи çук-ха çав, ĕнер каçах арăмĕпе иккĕшĕ Ильинкăри тăванĕсем патне сăра ĕçме кайнă, — терĕ Кумков. — Анчах эпир ăна чĕнме ятăмăр ĕнтĕ, ывăлĕ паçăрах велосипедпа вĕçтерчĕ. Кĕçех çитет те пулĕ... Ытти енчен эсир мĕн хушнине пĕтĕмпех турăмăр: çынсене лавккана кĕртмен, çывăха та яман...
— Хуралçи те çук вĕт-ха, ниçта та тупаймастпăр, утă капанĕ çине ӳкнĕ йĕп пекех çухалчĕ, — калаçăва хутшăнчĕ Яраткин, — ун çинчен эп сана паçăр телефонпах каларăм...
— Хуралçи пирки ан хыпăнăр, — терĕ Квасов, — авă вăл, пирĕн машинăра ларать. Анчах та урисĕм сусăрланнă пулмалла-ха унăн.
Ку хыпар ялти пуçлăхсене те, çывăхарах тăракан ытти çынсене те питĕ тĕлĕнтерсе ячĕ, вĕсем пĕр-пĕрне пӳлсех ватă Улатимĕре ăçта, епле тупни çинчен ыйтма пикенчĕç, анчах Квасов вĕсене хирĕç аллипе сулчĕ кăна:
— Кайран, ун çинчен кайран калаçăпăр! Вилмен вĕт сирĕн мучи, хăех пит лайăх каласа пама пултарать... — Вăл хăйпе юнашар пырса тăнă Панькова пуçĕпе сулчĕ. — Старике çавăтса кăлар, малтан унтан ыйтса пĕлес пулать...
Паньковпа колхоз председателĕ Улатимĕр мучие машинăран тухма пулăшрĕç. Йĕри-таврах çынсем пухăнса тăнине курсан кĕçĕр тем те пĕр тӳснĕ старик пĕчĕк ачаллах хурланса макăрса ячĕ.
— Халăх... Тăвансем! Туршăн-хĕвелшĕн те айăплă мар эпĕ! Хуть те çакăнта çапса пăрахăр...
— Сана никам та айăпламасть, мучи, — терĕ Квасов. — Эсĕ пире ху ăçта ларнине кăтартса пар, тата вăррисем хăш енчен пычĕç сан патна?
— Ак çакăнта ларсаттăм эпĕ... — Старик лавкка крыльцин сылтăм енчи пĕчĕк сак çине кăтартрĕ. — Акă манăн туйи те кунтах выртать-ха, эпĕ ун çине тайăнсаттăм пулмалла...
— Хурала эсĕ миçе сехетре тухрăн?
— Лавкка хупăнсанах, пĕр сакăр-тăхăр сехетре пулĕ...
— Миçеччен лартăн вара?
— Автансем авăтиччен...
— Вăррисем сан патна хăш енчен пынине сиссе юлтăн-и?
— Ăна лайăхах астăватăп. Пĕри çак кĕтесрен тухса кĕске пăшалпа тĕллерĕ. Сас кăларсанах вĕлеретĕп терĕ. Теприсем хыçалтан пычĕç пулмалла — куçа хупларĕç, çăвара пăкăларĕç, пуçран çапрĕç. Урăх нимĕн те пĕлместĕп... Вăкăр варĕнчи кĕпер айĕнче тин тăна кĕнĕ...
— Унччен малтан нимĕнле сасăсем те илтмерĕн-и? Машина сасси е тата мĕн те пулин пулмарĕ-и?
— Ав çав енче машин кĕрлесе илни пулчĕ, анчах эпĕ хамăр шоферсенчен хăшĕ те пулин таçтан таврăнчĕ пуль терĕм.
— Сана хăш еннелле сĕтĕрсе кайрĕç вĕсем?
— Çырманалла антарнине сисрĕм.
— Машини хăш вырăнта тăнине пĕлместĕн-и?
— Ара, ман куçсене хупларĕç-çке!
Старик текех нимĕнле усăллă хыпар та каласа пама пултарас çуккине чухласа Квасов ăна хăй килне леçме хушрĕ.
— Выртса кантăр, унпа эпир кайран та тĕл пулăпăр-ха! Çакăн хыççăн вĕсем Паньковпа иккĕшĕ лавкка йĕри-тавра пăхса çӳреме тытăнчĕç, анчах куçа курăнма пултаракан нимĕнле йĕр таврашĕ те тупăнмарĕ. Унтан каялла лавкка алăкĕ патне пычĕç. Çăраççине лумпа хирсе çĕмĕрнĕ иккен, ăна уçма тăрăшса алăк хăмине те шăйăрса пĕтернĕ. Çав пур паллăсене те вĕсем фотоаппаратпа ӳкерсе илчĕç, алăк çинчи шăйрăксене пластилин çыпăçтарса слепок турĕç. Çăраççине вĕçертсе илсе хутпа чĕркесе чикрĕç.
Çынсем вĕсем ĕçлени çине питĕ тĕлĕнсе пăхса тăчĕç...
— Ну, халь ĕнтĕ шала кĕрсе курас пулать, — терĕ Квасов ял Совечĕпе колхоз председателĕсене. — Понятойсем пулатăр. Сирĕнсĕр пуçне тата колхозниксенчен кама та пулин илес пулать. Унсăр юрамасть.
— Тен, Зайкин хăй киличчен тăхтăпăр? — иккĕленнĕ пек пулчĕ колхоз председателĕ. — Хуçи вăл-çке-ха, ответне те чăн малтан унăн тытмалла...
Çак калаçăва илтнĕ пекех, çав вăхăтра халăх хушшинчен тахăшĕ хыттăн кăшкăрчĕ:
— Килет, хăй килет!..
— Пăхăр-ха, епле вĕçтерет! — терĕ тепри те.
Чăнах та, уй тӳпинчи армансем енчен тин çеç шăтнă сип-симĕс калча хушшипе авкаланакан сукмак тăрăх ял патнелле велосипедист ыткăнса килет иккен. Вăл çара пуçăн, пиншакне йӳле янă та, унăн аркисем çунатсем пек саркаланса пыраççĕ, сукмакĕ лупашкаллă та тумхахлă пирки çын пĕрмай сиккеленет, анчах çапах та хăй питĕ хăвăрт çывхарать. Тепĕр темиçе минутранах вăл халăх хушшине вăркăнса пырса кĕчĕ...
Лавкка заведующийĕ Прокопий Зайкин — кӳпшекрех пит-куçлă, йăваш, никампа нихçан харкашман, питĕ турĕ кăмăллă, алă çулсене çитнĕ çын, çавăнпа ăна ялта пурте хисеплеççĕ, ватти-вĕттипех Прокопи Васильч тесе чĕнеççĕ, çавăн пиркиех ялти лавккара вăл вун пилĕк çула яхăн пĕр улшăнмасăр ĕçлет те ĕнтĕ. Тирпейлĕ, ялан урă пуçпа ĕçленĕрен унăн пĕр ревизире те укçа-тавар çитменни пулман. Лавккаран мĕн те пулин çухални çинчен те нихçан та сăмах-юмах тухман. Анчах паян акă...
Велосипед çинчен сиксе ансанах ăна аяккалла пăрахса Зайкин тӳрех лавкка крыльци çине чупса хăпарчĕ те антăхса каяс пек, кĕç макăрса ярасла, çав тери ӳпкевлĕн калаçма тытăнчĕ:
— Кам шуйттанĕ, кам ывăлĕ килсе кĕнĕ-ши? Вун тăватă çул хушшинче пĕр шăрпăк та çухалманччĕ!.. Юриех турĕç ĕнтĕ, курайманнипех, хамăр ялсемех тĕллеттерчĕç пуль... А-ах, тытăттăм эп вăл эсреле!..
— Кĕрĕр, Зайкин, — терĕ Квасов.
Лавккана чăн малтан Квасовпа Паньков, вĕсем хыççăн Зайкин, унтан Кумковпа Яраткин тата тепĕр понятой кĕрсе тăчĕç. Чӳречесене шал енчен сĕтел пек сарлака хăмасемпе картланă пирки лавккара çĕрлехи пекех тĕттĕм. Зайкин кĕрсенех электричество çутса ячĕ, анчах Квасов ăна чӳречесем çинчи хăмасене вĕçертсе илме хушрĕ.
— Пире кун çути кирлĕ, — терĕ вăл. — Тата эсĕ урайĕнче ытлашши йĕр туса ан çӳре, малтан пирĕн пĕтĕмпех пăхса тухас пулать...
Виçĕ сарлака чӳречерен йăваш хĕвел çути шуса кĕрсен çынсен куçĕ умне питех те хăрушă картина тухса тăчĕ. Чăн малтан вĕсем урайĕнче унта та кунта «московски» эрех кӳлленсе тăнине курчĕç. Ку чăнах та шыв мар, эрех иккенĕ урайĕнче икĕ ванчăк кĕленче йăваланса выртнинчен паллă пулчĕ. Кунсăр пуçне, йĕпе урай талккишпех махорка сапаланса выртать. Зайкина та, понятойсене те ку питĕ тĕлĕнтерчĕ: мĕн мурĕшĕн кун пек хăтланнă-ха вĕсем? Ăнсăртран тăкăннă-ши çак эрехпе махорка е бандитсем куна юри ашкăнса, ятарласа мăшкăллас шутпа туса хăварнă?..
Анчах аслă оперуполномоченнăй Василий Квасов ку мĕне пĕлтернине тӳрех ăнланса илчĕ: куна вăрăсем йĕр йĕрлекен йытăсенчен сыхланса тунă. Преступлени пулса иртнĕ вырăна эрех, табак, пăрăç е дуст сапсан нимĕнле йытă та «йĕр илеймест»...
«Опытлă вăрăсем ĕçленĕ, — шухăшларĕ Квасов. — Кусене йăпăр-япăрах тытас çук, чылай тăрмашмалла пулать...»
Урайĕнчех эрехпе, махоркăпа хутăш йӳнĕ йышши пусма-тавар, çитсă тĕркисем, «бумажнăй» костюмсем урлă та пирлĕ йăваланса выртаççĕ. Паллах ĕнтĕ, вăрăсем хаклăрах япаласем шыранă, йӳнĕ япаласем кирлĕ пулман вĕсене!
— Лайăхрах тĕрĕсле ĕнтĕ халь, мĕн-мĕн илсе кайнă санăнне? — терĕ Квасов ăнран тухса кайнă пек тăракан лавкка заведующине. Хăй çав хушăрах урайĕнче сапаланса выртакан таварсене фотоаппаратпа ик-виçĕ хут ӳкерсе илчĕ, унтан лавкка урайĕнчи махоркăна пĕр чĕптĕм пухса илсе ăна хутпа тирпейлĕн чĕркерĕ те сумккине хучĕ, унтан ванчăк эрех кĕленчисенчен пĕрне илсе чикрĕ. Аслă сержант Паньков пур кĕтессене, прилавоксен хыçĕсене васкамасăр, кашни утăмрах чарăнса сăнаса çӳрерĕ.
— Сехетсем! — сасартăк кăшкăрса ячĕ Зайкин сулахайри витрина патĕнчен. — Пĕр сехет те хăварман!
— Миçе пулнă вĕсем санăн? — ыйтрĕ урайĕнчен тăнă Квасов.
— Кĕсьене чикмеллисем пиллĕкчĕ, алла çыхмаллисем — улттă, вĕсенчен виççĕшĕ ылтăн! Кĕмĕл кашăксем... çĕрĕсем çук! Сахалтан та пилĕк пинлĕх1 пулать вăл!
Квасов сехетсем выртнă витрина кантăкĕ çине шурă порошок сапса сăтăркаларĕ те унта пӳрне йĕрĕсем палăрса тухсан икĕ хутчен ӳкерчĕк туса илчĕ.
Зайкин лавкка тăрăх пĕр çĕртен тепĕр çĕре ыткăнма пуçларĕ. Вăл прилавоксем çумĕнчи ещĕксене турта-турта кăларчĕ, вĕсен айне кĕрсе пăхрĕ, тавар хунă çӳлĕксем çине хапарса кайрĕ. Лавккара халь пĕр унăн сасси çеç илтĕнчĕ:
— Фотоаппаратсене те илсе кайнă! Виççĕ пулнăччĕ вĕсем... Ак кунта манăн пуçламан пурçăн тĕркисем иккĕччĕ, кунта крепдешин, штапель... Драп та çук, кăвак драп, пальто валли... О-о, пĕтерчĕç, пуçа çирĕç манăнне!
— Тата мĕн çухалнă, лайăхрах, тимлĕрех тĕрĕсле, протокол çине пурне те кĕртес пулать, — терĕ Квасов.
— Пурне те тӳрех ăçтан аса илем-ха эпĕ? Тем те пулнă вĕт ман лавккара, ахальтен мар тавар çаврăнăш пилĕк çул хушши пĕтĕм районĕпе пĕрремĕш вырăнта тăнă! Халь ĕнтĕ çавăншăн тĕрмене кайса ларатăп...
Вăл прилавок çинчен сиксе анчĕ те урайĕнче йăваланса выртакан хулăн пустав тĕрки çине лак! ларса пуçне икĕ аллипе пăчăртаса тытрĕ.
— Турăçăм, мĕн пулать ĕнтĕ халь мана? Пĕтрĕм вĕт! Пĕтрĕм! Пуç кайрĕ!..
Çав вăхăтра тепĕр енчи прилавок хыçĕнчен аслă сержант Паньков сăмса тутри çине хунă çутă япала йăтса тухрĕ те Квасов патне пычĕ.
— Кур-ха, лейтенант, мĕн тупрăм эпĕ... — терĕ вăл шăппăн.
— Мĕн?
— Акă — хуçмалли çĕçĕ. Унăн-ши вăл? — пуçĕпе Зайкин еннелле сулса илчĕ Паньков.
Квасов хăйĕн помощникĕн аллинчи çĕççе тутăр çинчен илмесĕрех çавăркаласа пăхма тытăнчĕ. Ăна кивĕ çаваран тунă пулмалла, аври çутă алюминирен, унăн пĕр енне темле шĕвĕр япалапа тире-тире виçĕ сас палли çырнă: «И.И.И.». Вĕсем тавра чечек евĕрлĕ эрешсем туса хунă.
— Хитре япала... Хăш тĕлте тупрăн? — ыйтрĕ Квасов.
— Ав çавăнта, пир-авăр выртнă тĕлте, урайĕнче. Ак ку та çавăнтах выртать. «Прибой» пирусăн мундштукĕ. Туртса та пĕтермен...
Квасов урайĕнче ларакан Зайкин еннелле çаврăнчĕ.
— Итле-ха, хуçи, эсĕ чĕлĕм туртатăн-и?
— Ĕмĕрне те çăвара шăршлантарман, — терĕ заведующи.
— Тата... ак çак çĕçĕ санăн хăвăн-и?
— Мĕнле çĕçĕ? Ман лавккара çĕçĕсем тем тĕрли те пур, — ăнланаймасăр пăхрĕ ун çине заведующи.
— Çук, лавккарисем мар, ак çакă, килте тунăскер...
Вăл çутă авăрлă çĕççе Зайкина илсе пырса кăтартрĕ. Лешĕ ун çине пĕрре пăхсанах куçĕсене мăч-мăч тутарса илчĕ, унтан темле шухăша кайнă пек пулчĕ. Пĕр çур минут хушши пек вăл нимĕн те чĕнмерĕ, унтан Квасов çинелле тĕлĕнерех пăхрĕ те хуллен кăна:
— Çĕççи ман мар ку, анчах та эп ăна таçта курнă пек туйăнать, — терĕ.
— Ăçта курнă, аса ил-ха.
— Чим, чим... — Зайкин çĕçĕ аври çинчи сас паллисене вуларĕ. — «И.И.И.».
— Кам пулма пултарать вăл «И.И.И.»? Шухăшласа пăх-ха лайăхрах, — терĕ Паньков.
— Тăхта, тăхта, — куçĕсемпе каллех çĕçĕ çине тăрăнчĕ Зайкин. — Ан васкăр, тăнран кăларса ан ярăр мана...
Квасовпа Паньков чĕнмесер тăчĕç. Пĕр минут иртрĕ, иккĕ...
— Эпĕ ку çĕççе... темиçе кун каялла çакăнтах, хамăн лавккарах курнă! — терĕ унтан Зайкин сасартăк. — Курнă çеç те мар, хам алăпах тытса пăхнă. Питĕ лайăх астăватăп!
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...