Ĕмĕр сакки сарлака. 5-мĕш кĕнеке :: Виççĕмĕш пайĕ


— Хуса çитер ăна! — терĕ вара кучера.

Хыçран килекен лава çул парасшăн Микуласем пăранса тăчĕç. Анчах лешсем вĕсемпе шайлашсанах чарăнчĕç.

— Николай Степанович, эпир сирĕн патаччĕ! — терĕ капитан.

Микула тимлесе пăхрĕ. Халиччен курман çын.

— Паллаймарăм-çке сире. Ăçтисем эсир?

— Эпĕ буксир пăрахучĕн капитанĕ. Сирĕнпе калаçмалли пурччĕ.

— Тархасшăн!

Капитан тӳрех Ванюк килтипе килте маррине ыйтса пĕлесшĕнччĕ, халăх пухăнса тăнипе тепĕр майлă шухăшларĕ: хĕрне качча пама илсе килнĕ тейĕç тата.

— Урамра мар, хăвăр патăрта меллĕрехчĕ.

Зина, ларкăч çине куçса, Ванюк ашшĕне вырăн туса пачĕ.

Çамрăк хĕр хисеплени Микула чĕрине ăшшăн пырса тиврĕ. Хăй те евĕклĕн тав турĕ.

— Килĕрех, килĕрех... — тараватлăн кĕтсе илчĕ вĕсене Уляна.

Капитанпа хĕрĕ ал тытса тенкел çине вырнаçсан, Микула сăмах хушрĕ:

— Ятăрах пĕлмерĕм те-ха... Çапах эсир шанăçлă çĕрте. Нимшĕн те ан иккĕленĕр.

Капитан хăй ятне каларĕ те:

— Ман хăвăра çывăх çынсенчен пытармалли çук. Урамра калаçма килĕшӳсĕртен кăна кĕрес терĕм. Сăмах ачамăрсен ăраскалĕ çинчен...

— Ачамăрсен ăраскалĕ?..

Анахвис чĕри кăртах тур: «Мĕне пĕлтерет ку?» Çавăнтах палламан хĕр çине тинкерчĕ. Сăпайлăн кăна ларать пулин те, вăл темле инкек илсе килнĕн туйăнчĕ.

— Эсир ман ывăла паллатăр-им? — ыйтрĕ Микула.

— Паллатпăр çеç мар, Николай Степăнович, вăл ман патра матросра ĕçлетчĕ...

— Халь ăçта?..

— Сирĕнтен те çавнах ыйтасшăнччĕ... Эпир ăна киле таврăнчĕ пуль тесеччĕ.

Кĕçех ывăлĕпе курнăçасса шаннипе Микула кăмăлĕ çĕкленме пуçланăччĕ. Кăлăхах иккен. Ун пурнăçĕнче темле пăтармах сиксе тухни палăрать.

— Хисеплĕ Петр Николаевич... — пусăрăннă сасăпа чĕнчĕ Микула, — Ванюк киле таврăнман. Ăçта-ши вара вăл? Ун çинчен мĕн пĕлнине каласа парăр, тархасшăн.

Пĕр шухăшласан, Ванюк çукки капитана çырлахтарать. Мĕн ĕçпе килнине пытарма та темех мар. Анчах пысăк асап тӳснĕ çынна суйма хăю çитереймерĕ. Вара Ванюкпа тĕл пулнинчен пуçласа хĕрĕпе иккĕш паллашни таран каларĕ те сăмахне çапла вĕçлерĕ:

— Ашшĕ-амăшĕн хĕр чысне упрас килет. Ванюка суя хут туса Саратова ăсатрăм. Хамăр тапранса кайрăмăр. Хĕрё сан ывăлран уйăртăм тесе шутланăччĕ. Вĕсем венчете тăрсах мăшăрланнă иккен. Ванюк киле таврăнасса шантăмăр. Илсе каяс кăмăлпа килтĕмĕр.

Анахвис чĕринче тем татăлнăн туйăнчĕ. Ыратнине тӳсеймесĕр кăшкăрса ярасран пӳртрен тухса ыткăнчĕ.

— Ах, анчах... — терĕ те Уляна ура çинче тăма вăй юлманнипе сак çине ларчĕ.

Анахвис хуйха ӳкнине Микула та асăрхарĕ. Тата тепĕр инкек, тепĕр хуйхă. Клавьерен татăклах уйрăлнине пĕлсен, Анахвиспе мăшăрлантарасса шаннăччĕ. Кăлăхах, эппин. Паттăр пулин те, çăмăлттай иккен ун ывалĕ. Çамрăкла авланма мĕне кирлĕччĕ-ши? Ăнсăртран пек Зина çине тинкерчĕ те илемлĕ хĕр тыткăнĕнчен çăлăнма май çуккине ăнланчĕ. Пĕрех хутчен ашшĕн ма уйăрмаллаччĕ-ши вĕсене?

— Петр Николаевич... — сӳрĕккĕн чĕнчĕ Микула, — хĕрупраç чысне упрасси ашшĕ-амăшĕн ĕмĕрхи йăли. Эсир Ванюка уншăн çеç кăларса яманни, кĕрӳ тума тивĕçсĕр шутлани палăрать.

Микула ӳпкелени капитаншăн тӳрĕ калакан тăванне юрайман тенĕ пек пулчĕ. Хирĕç тавăрас шухăшĕ те пурччĕ — Зина сăмаха хутшăнни пӳлчĕ.

— Николай Степанович... Эпир чăннипех венчете тăрса мăшăрланнă. Иксĕмĕр пĕр-пĕрне пăрахмастпăр тесе, хĕрессене улăштарса тупа тунă. Пире укçа та, пуянлăх та кирлĕ мар. Эпир пĕр-пĕрне юратнипе такамран та телейлĕ. Вăл мана никампа та улăштарас çуккине ĕненетĕп. Хам та çаплах пулма тăрăшăп. Ванюк яланах сирĕн çинчен шухăшлатчĕ. Эсир халăх иркĕлĕхĕшĕн керешнипе мăнкăмăлланатчĕ. Сиртен ирĕк, ыйтмасăр мăшăрланнине каçарасса та шанатăп...

Микула сасартăк аванмарланчĕ. Ун умĕнче кинĕ тăрать. Вăл пур, ятне пĕлме те тăрăшмасть.

— Мĕн ятлă-ха эсир?

— Зина...

— Акă мĕн, Зина хĕрĕм... Эсир ман умра нимле айăпа та кĕмен. Юратăва сутăн илме те, сирме те çук. Хăй кунта марри кăна пăшăрхантарать.

— Ытлашши ан хуйхăрăр, вăл кĕçех таврăнĕ. Сăн-ӳкерчĕкне кăтартам-ха сире. Венчете тăрас умĕн ӳкерттерсеттĕмĕр, — сумкинчен сăнӳкерчĕк кăларса пачĕ Зина.

Микула куçĕ умĕнче — ялти шутпа капăр тумланнă, шĕвĕрккерех сăмсаллă, таса та уçăм куçлă патвар йĕкĕт. Зинăпа алăран алла тытса тăраççĕ. Ӳкесрен шанăç шыранăн, хĕр ун çумне тайăннă. Иккĕшĕ те тулли кăмăллă. Савăнăçпа хуйхă пĕрлешнипе хăй те сисмерĕ, Микулан куçĕ шывланчĕ.

Куçне сăнӳкерчĕк çинчен илсе, Микула Зина çине тинкерчĕ. Ун умĕнче кăмăллă та чĕкеç чĕлхиллĕ кинĕ тăрать. Микула хăй ăçтине мансах Зинăна кăкăр çумне тытса чăмăртарĕ.

— Хам хĕр пекех юратса пăрахрăм сана. Эсир телейлĕ пуласса шанатăп, — терĕ те кинне питçăмартинчен чуптурĕ.

Зинăн та куçĕ шывланчĕ. Упăшкин ашшĕ ăна хăй çемйине йышăнчĕ. Ах, мĕншĕн Ванюк пĕрле мар-ши?

Хĕрĕ Микулана килĕштерсе пăрахни капитана кĕвĕçтерме хăтланчĕ. Çав вăхăтрах, каймаллине аса илсе, вăл ура çине тăчĕ:

— Вăт, паллашрăмăр... Сирĕн кăмăлăрсене ытараймасан та, пирĕн кайма вăхăт. Тара кĕрĕшсе ĕçлекен çын хуçа ирĕкĕнче. Хĕре халлĕхе пĕрлех илсе каятăп. Ванюк таврăнсанах хыпарлăр! — терĕ капитан, адресне пĕлтерчĕ.

Зина чĕри тухса ӳкес пек тапма тытăнчĕ. Савнă упăшкин тăванĕсенчен уйрăлас килмерĕ. Пурпĕр ашшĕ сăмахĕпе килĕшсе хушса хучĕ:

— Николай Степанович, Ванюк таврăнсан телеграмма çаптарăр. Самантрах вĕçтерсе çитĕп.

Уйрăлас самант Микула кăмăлне те йывăрлатрĕ. Кин тупăнни тĕлĕкри пек çеç пулса иртрĕ-им? Юлма йыхăрас шухăшĕ те пур, Ванюк хăçан таврăнасси паллă маррипе аптрарĕ.

— Юрать, хĕрĕм... — сăмах пачĕ ним калайман енне.

— Ах анчах... — тăна кĕнĕн чĕнчĕ Уляна. — Аякри хăнасене сĕтел хушшине лартмасăрах кăларса яратпăр-и ĕнте?!

— Нимĕн те кирлĕ мар, эпир тутă. Сирĕнпе тĕл пулса паллашни темрен те паха. Ванюк таврăнтăр-ха, пĕрле сĕтел хушшине ларса савăнăпăр. Пурне те йăла хушнă пек туса ирттерĕпĕр. Халь васкамалла.

Зина тăкăрлăка кĕрсе çухаличченех тутăрĕпе сулса пычĕ.

Микула кил хушшине кĕчĕ те кĕлет умне ларчĕ. Зина парса хăварнă сăнӳкерчĕкне кăларчĕ. Ванюк ун çине ăшшăн те тимлесе пăхнăн туйăнать. Ывăлĕ çине тинкерсе ларнă май вăл Натюш пынине те сисмерĕ.

— Николай Степанович, камсем кусем? — ыйтрĕ Натюш. — А-а, пĕри Ванюк-çке, тепри...

Микула кĕскен каласа пачĕ те сăмахне çапла вĕçлерĕ:

— Хăвах куртăн ĕнтĕ... Анать пурнăç! Ывăл çук, арăмĕ килсе кайрĕ. Кин пулассине хурласа каламастăп. Кам пĕлет, пултаракан хĕрачах-и тен... Ванюкпа Анахвис ăраскалĕсене тĕвĕлесшĕнччĕ. Паян пулни-иртни Анахвис чĕрине амантрĕ пулĕ. Ĕнтĕ ун умне курăнма та аван мар.

Натюш та Ванюка çилленчĕ. Хăй çук пулсан та, ятласшăнччĕ. Тухтăрсем Микулана ытлашши хумхăнма юраманни çинчен астутарнипе кăмăлне улăштарчĕ.

— Николай Степанович, — çепĕççĕн пырса ыталарĕ ăна Натюш. — Ванюк мăшăр тупнишĕн тарăхма кирлĕ мар. Çамрăксем авланĕç те, качча та тухĕç. Тивĕç хĕрех тупăннă-и тен? Анахвис пирки те пăшарханмăпăр. Ванюк ăна тăван йăмăкĕ пек юратнă. Çакна Авахвис хăй те ĕненет. Çӳпçипе хупăлчи тенĕн, каччă тупĕ-ха. Хĕрне хурлас çук. Халь çакăншăн та савăнар — Ванюкăн хыпар пур. Кĕçех хăй те çитĕ.

— Тĕрĕс, Натюш... Эс Анахвиспе калаçса пăх-ха. Мĕн тесен те, иккĕш ачаранах пĕрле ӳснĕ, çавна ан мантăр. Ванюк та ăна тăван вырăннех шутлĕ.

 

XIX

Михха хăрушă тĕлĕк курса вăранчĕ. Кĕту çулĕ çывăхĕнчи хырлăха пырса тухрĕ пек. Ĕлĕк пĕр çăхан йăви çеçчĕ кунта. Халь çĕр те ытла-и тен. Кашни хыр тăрринчех янăравлă сасă. Чим, çăхансем мар, ăмăрткайăксем иккен. Пĕри, ав, Михха çинелле ярăнса анать. Хуçа тарма хăтланчĕ — хăтăлаймарĕ. Амăрткайăк ăна чĕрнипе çаклатрĕ те çӳлелле хăпартса кайрĕ. Михха кăшкăрасшăн — сасси тухмасть.

Елюк упăшки тем кăштăртатнипе вăранчĕ те:

— Паян мĕн кун-ха пирĕн? — терĕ ăшшăн.

— Тунтикун пулма кирлĕ.

— Çак тунтикуна ĕмĕрлĕхе асрă тыт... Ман çире пур.

— Чăнах-и?.. Ма халиччен каламан эсĕ?

— Шансах çитменччĕ. Текех иккĕленмелли çук. Михха пуçĕнчи мĕнпур канăçсăр шухăшсем сирĕлчĕç.

Унăн ăрăвĕ çухалмасть апла. Ывăл кăна çуралтăрччĕ. Вара унран телейли никам та пулмĕччĕ. Елюка кăнттаммăн ыталаса илчĕ.

— Ой, Михаил Петрович... Чуна хăварсам!

— Ыйт, мĕн кирлĕ? Ним те шеллемĕп! Елюк пит-куçне кӳреннĕ пек турĕ.

— Эсĕ мана тарçă вырăнне шутласса кĕтменччĕ.

— Ан çиллен, тархасшăн, савăнăç пысăккипе кирлĕ сăмах тупăнмарĕ. Ман мĕн пурри — веçех санăн.

— Çав ятпа катерпа ярăнма каяр мар-и эппин? Вăрмăн, улăх-çаран курса çӳрер, — ачалла хĕпĕртесе калаçрĕ Елюк.

— Хамăр утрав тĕлĕнчи бакенщикăн яланах çтерлĕк пулаканччĕ. Пулă шӳрпи пĕçерсе çиесчĕ.

— Калаçса татăлнă тейĕпĕр! — Елюк упăшкине вырăн çинчен тăма пулăшрĕ.

Михха тарçисем мĕнле ĕçленине тĕрĕслемесĕр иртсе каякан марччĕ. Паян çаврăнса та пăхмарĕ. Тӳрех катер тăракан çĕре васкарĕ. Командăна саламласанах:

— Бакенщик патнелле çул тытăр! — терĕ хуçа.

Самаях хăпарнă хĕвел ăшă хĕлхемне çĕр çине пархатарлăн сапалать. Пусара çанталăк пăчă пулма кирлĕ. Атăл сулхăнĕнче çаплипех уçă-ха. Шыв çийĕн сарăлнă йывăç-курăк шăрши çăтса тăранмалла мар ырă.

— Куратăн-и? — терĕ чунĕ савăннă Михха, вăрман еннелле ал сулса. — Йăлтах иксĕмĕрĕн ку!

Атăл леш енче бурлаксем юрлани илтĕнет.

Рейд инçе те мар ĕнтĕ, бурлаксем ĕçлени ывăç тупанĕ çинчи пек курăнать. Виç-тăватă çухрăм тăршшипех халăх хĕвĕшет. Вĕсем бердасем туса йывăç тиеççĕ. Вăйпитти арçынсем çукпа пĕрех пулин те, ĕç ăнса пырать.

Катер çывхарнине курсан, бакенщик çĕрпӳртрен кăштăртатса тухрĕ. Михха кунта час-часах çтерлĕк шӳрпи пĕçерттеркеленĕ. Халь те çав сăлтавпа килнине тавçăрса, лешĕ катер çинчен ансанах:

— Сирĕн телейшĕнех, Михаил Петрович, паян тăхăр вершкалли çакланнă! — терĕ.

— Чаплă! — ырларĕ Михха. — Хуран çак, Энтри мучи, пĕçеретпĕр!

Елюк улăх-çаран илемĕпе киленесшĕн сăрта чупса хăларчĕ те тĕлĕнсех кайрĕ. Инçе те мар шучĕ çук лав тăрать. Çавăнтах çыннисем хĕвĕшеççĕ. Çава сассисем янлаççĕ.

— Михха! — хыпăнса укнĕн чĕнчĕ Елюк. — Кил-ха, кил! Михха пĕрре пăхсах хăрушă инкек сиксе тухнине тавçăрчĕ. Куçне кăра юн тулчĕ. Вара ун-кун шухăшласа тăмарĕ — ураписем тăракан çĕрелле чупрĕ. Çитнĕ-çитмен хаяррăн кăшкăрса пăрахрĕ:

— Ман çарана таптама мĕнле хăятăр?! Тасалăр кун-тан! Унсăрăн!.. — çак сăмах çинче шухăшĕ татăлчĕ.

Ку хĕрринерех энĕшкассисен лавĕсем иккен. Хуçа юнанине илтсен, чи малтан Натали сăмах хушрĕ:

— Эппин... Сан çаран-и-ха ку?!.

Çак сасă Миххана тăна кĕртрĕ. Вăл каллех инкеке сирме вăй-хăвачĕ пур пек кăшкăрчĕ:

— Манăн! Эп ăна сутăн илнĕ! Тасалăр!

— Атьсемĕр! — пĕтĕм сассипе йыхăрчĕ Натали. — Тата нумайччен хамăртан култарар-и çак путсĕрсене? Аяк шăмми шутлама вахăт мар-и?!

Михха халăх çывăхне пырса йăнăшнине сисрĕ. Пурпĕр ним каламасăр пăрăнма намăс-çке.

— Астăвăр, паянхи куна куççульпе аса илĕр!..

Тăвăлса çитнĕ хĕрарăм ушкăнĕ Сехмет патнелле куçа пуçларĕ. Лешĕ Атăл хĕрринелле тапса сикрĕ. Анчах çамрăксем ăна инçете ямарĕç — хуса çитсе çулса илчĕç. Кам тапрĕ, кам чăмăрĕпе патлаттарчĕ, кам çуçрен туртрĕ.

Михха тӳсеймерĕ — пулăшу ыйтса çуйхашрĕ.

Елюка упăшки куянла тарни кулăшла пек туйăнчĕ. Ăна тăсса пăрахсан, сехĕрленчĕ. Пулăшу ыйтса кăшкăрнине илтсен, çилли чашкăрса хăпарчĕ. Хĕрарăмсен ушкăнне вирхĕнсе çитрĕ те Елюк иккĕш-виççĕшне тыта-тыта сирпĕтрĕ.

— Сехмет йытти те кунта иккен?! — тереç те хăшпĕрисем, Елюка тытма хăтланчĕç. Лешĕ чурăс кайăк пек чăрсăрланчĕ, пĕрне чышрĕ, теприне тапрĕ. Çав самантра тахăшĕ ăна çӳçрен çулса илчĕ. Ыратнине тӳсейменниле Елюк каялла çаврăнса ӳкрĕ. Пурпĕр парăнасшăн мар хăй. Пусма вырттарнă сысналла çухăрашрĕ, тăпкалашрĕ.

— Мĕн хăтланатăр эсир?! Чарăнăр! — хăтăрса кăшкăрчĕç çак вăхăтра катер çинчен тухса килнисем.

Елюк упăшкинчен малтан сиксе тăчĕ те:

— Мĕн пăхса тăратăр?! Ма çапса ӳкерместĕр кĕлмĕçсене?! — тесе çухăрашрĕ.

Хăраса тарас вырăнне хĕрарăмсем кулса ячĕç.

— Пăхăр-ха, çыран хĕррине шыври тухнă!

— Шыври мар вăл, арçури!

Елюку тăна кĕнĕ пек пулса, хăй çине пăхрĕ те, кăкăрĕсене аллипе хупласа, лăпчăнчĕ. Çийĕнчи кĕпинчен татăк-кĕсĕк кăна юлнă иккен.

Хĕрарăмсем сирĕлсенех Михха та сиксе тăчĕ, арăмĕ пуррипе çуккине мансах Атăл еннелле вĕçтерчĕ.

Пĕчченех ларса юлсан, Елюк çакна аса илчĕ: çаппа-çарамас тăратса хăварни темех мар, хĕрарăмсем каялла таврăнса тепĕр хут çулса илесрен хăрушă. Улăшкине хăваласа кайнă пек чухне тарса хăтăлмалла. Вăл хăвачĕ çитнĕ таран анаталла чупрĕ...

— Шупашкаралла çул тытăр! — терĕ те Михха каютăна кĕрсе çухалчĕ.

Елюк маларах ĕлкĕрнĕ иккен. Ури-аллипех диван çинче ларать.

— А-яй, паянхи куна лайăх паллă турăмăр! — кулас килмесĕрех ахăлтатрĕ Елюк. Сатур та чăркăш кăмăлĕ епле тӳсейтĕр-ши!..

Михха хăрушлăх курман теме çук. Пин те тăхăрçĕр пиллĕкмĕш çулĕнче пăрахут çине ларса тарман пулсан, çуртне-йĕрне çунтарнипех çырлахмĕччĕç. Хăйне те вута ывăтĕччĕç. Халь ухмахла çакланчĕ те, кам мĕнпе пĕлет, çавăнпа ислетрĕç. Кĕпĕрленсе çапкаланипе ытлашшиех тивертеймерĕç пулин те, машкăлĕ чĕрене ыраттарать. Капла пĕтĕм çĕре те туртса илĕç. Микула юнани кăлăхах пулмăрĕ-шим? Арăмĕ ахăрни пушшех тарăхтарса ячĕ ăна.

— Эс мĕн, картран тухрăн-и?

Елюк шăпăртах пулчĕ. Упăшки çине чăр! пăхрĕ. Ун умĕнче пуян арçын мар, çапса хаярлатнă йытă тăрать тейĕн. Елюк, шăртланса, хыттăн тавăрса хучĕ:

— Картран тухсан та — сан пирки! Çав мĕскĕнсене выртсах хĕнеттертĕн! Хам арçын пулсан, хырăмĕсене тапса шăтараттăм, шăлĕсене çапса хуçаттăм!

— Вĕсене çапса аллăма та вараламастăп. Уншăн çĕр хут та тавăрăп!

Елюк хăй тивĕçсĕр айкашнине ăнланчĕ. Хăвăрт шкапран эрех кăларчĕ те упăшкине тултарса пачĕ.

Тем вăхăтран вĕсем Шупашкара çитрĕç.

Михха пырса кĕрсен, уес комиссарĕпе пĕр çуртра ĕçлекенсем хăраса ӳкрĕç. Лаврский кабинечĕ патĕнче тахăшĕ ун çулне пӳлме хăтланчĕ.

— Сирĕл, сăрнай! — сиввĕн кăшкăрса пăрахрĕ ăна Михха.

Шăв-шава илтсе, коридора тухрĕ те Лаврский пăхма хăрушă çын çывхарнипе хытса тăчĕ.

— Михаил Петрович, эсир-им?.. Мĕн пулчĕ? — палласа илчĕ вăл Миххана.

— Кăна сирĕнтен ыйтмалла, хисеплĕ комиссар. Ман пурнăçа упрама сăмах параканĕ камччĕ çав? Ăçта сирĕн влаç?! Ăçта салтаксем?!

Лаврский аптраса ӳкрĕ. Темле инкек сиксе тухни паллах. Ытти ĕçлекенсем умĕнче калаçма аван маррипе:

— Михаил Петрович, кабинета атьăр-ха... Унта сӳтсе явăпăр! — терĕ.

Кĕрсенех Михха пукан çине персе анчĕ.

— Ĕнел халăхĕ утрава çулма аннă. Чарма хăтлантăм та, мĕн туни куç умĕнче. Хама çеç мар, мăшăрăма та хĕнесе пĕтерчĕç. Паян утрава туртса илĕç. Ыран вăрмана, çĕре.. Ăçта влаç? Мĕншĕн пуля шеллетĕр?! Пĕр каторжника çĕнтерейместĕр. Ман ăçта кайса кĕмелле ĕнтё, кама шанмалла?

Лаврский Михха хуйхине ăнланчĕ. Улпутсен, мăнастирсен çĕрне туртса илесси Атăлкассинче çеç мар. Пурпĕр ăна йăпатма тивĕç. Тата ун валли ырă хыпар та пур.

— Каторжникне вилмеллех тивертейменшĕн хам та кулянатăп. Анчах ĕç унта çеç мар. Вăл вилес пек выртнă вăхăтра та тарçусем парăнтарчĕç сана. Тата чирку умĕнче çамрăксем мĕн айкашнине мантăр-и? Пĕтĕм инкек — большевиксем халăх шанăçне кĕрсе пынинче. Сирĕн пурнăç тăнăçлăхĕшĕн çавсене тĕпрен кăкламалла! — пĕр ăнлантарса, пĕр лăплантарса калаçрĕ Лаврский.

■ Страницăсем: 1... 9 10 11 12 13 14 15