Ĕмĕр сакки сарлака. 5-мĕш кĕнеке :: Виççĕмĕш пайĕ
Киле кайма тухсан, капитанăн татăлнă шухăшĕ тепĕр хут сыпăнчĕ. Ванюкран хăтăлма темех мар: çитсенех вырăнтан кăлар та яр. Хуçа арăмĕ йăнăшнă пулсан вара? Çынна ним айăпсăр кӳрентерни пулĕ. Ванюк пек маттур матрос урăх шыраса тупаймăн. Иккĕшĕ пĕр-пĕрне чăнах та юратаççĕ пулсан, ку ĕç харкашусăр иртес çук. Çирем пăтлă якăра ал вĕççĕн йăтакан, виçĕ вăрă-хураха шаккаса пăрахнă йĕкĕт тем кăтартĕ. Капитан татăклăн ним шутласа тупаймасăрах çыран хĕррине çитрĕ. Матроссем кимĕпе пырса илсен, Ванюк çине пуçламăш хут курнăн тинкерчĕ те пĕр ырласа, пĕр тĕленсе шухăшларĕ: «Ку йĕкĕте кам хĕрĕ юратмĕ?» Хуçа арăмĕн çырăвне ытларах ĕненме хăтланнă чухне тăвăлланнăччĕ. Усал сăмах каласа Ванюка тавăрас килетчĕ. Анчах халь, кăмăлĕнче мĕн пуррине палăртасшăн мар пулса, капитан йăвашшăн шӳтлерĕ:
— Ну, мĕнле... Чиркĕве çитсе кĕлтурăр-и? Çылăхăрсем юлмарĕç-и?
Ванюк ун сăмахне хăй çине илчĕ. Зинăпа иккĕшĕ венчет тунине пĕлсе юптарнăн туйăнчĕ ăна. Чĕри çуйланса тапрĕ. Анчах кирлĕ сăмах тупса калама чĕлхи çыхланчĕ.
Юлташне инкекрен хăтарасшăн Федя сăмах хушрĕ:
— Пуççапсах кĕлтунипе çамкасем тепле шăтмарĕç, Петр Николаевич.
— Çылăха çырма пуçнелле хăваласа ятăмăр, Петр Николаевич, — шӳте малалла тăсрĕ Саша.
— Маншăн турă умĕнче тăрăшнăшăн тавтапуç! — терĕ капитан. Куçне Ванюк çинчен илмесĕр сăнанипе çакнă асăрхама ĕлкĕрчĕ: пурте хаваслă, Ванюк кăна шыв сыпнă пек пырать. Вăл та ыттисенчен юлакан марччĕ-çке...
Зина ашшĕне хаваслăн кĕтсе илчĕ:
— Ай, атте, апат та, чей те хатĕр, эс çаплипех çук. Хĕрĕ хăйне яланхи майлах тыткалани капитана лăплантарчĕ.
— Çӳрекелеме тиврĕ çав. Малтан баржа тиенине кайса пăхрăмăр. Хуçан шанчăклă çынни патĕнче хăнара пултăм. Çын патĕнче çини ăша та кĕмерĕ пулмалла.
— Халех антарса паратăп, атте!
Вĕсем каютăна кĕчĕç. Апат çинĕ хушăра тĕттĕмленчĕ.
Ан тив, хĕрĕ çепĕççĕн хăтланать те, хăйĕнчен уйрăлма тăрăшнине тӳрех сисрĕ капитан. Вара, вырăн çинчен тăрса, чӳрече умне пычĕ.
Матроссем трюмран тухрĕç. Купăсне тытнă Ванюк кĕнек çине вырнаçрĕ. Юнашарти кĕнекĕ çине Зина пырса ларчĕ. Чавсипе йĕкĕте тĕксе илчĕ. Иккĕшĕ пĕр-пĕрин çине пăхса йăл кулчĕç.
Çакна курса тăракан капитан тĕлĕнчĕ. Çак тери хăйса çитнĕскер, иккĕшĕ халь çеç пĕрле пулманни паллах.
Вăйă-кулă вĕçленчĕ. Пăрахут çинче ĕçлекенсем саланчĕç. Ванюкпа Зина та иккĕшĕн хушшинче ним пулман пекех уйрăлчĕç. Каччи трюма анса çухалчĕ. Хĕр хăйĕн каютнне кĕчĕ. Палуба çине Федя кăна юлчĕ. Ку вахтăра ĕнтĕ. Ванюкпа хĕрĕ çак самантрах уйрăласса кĕтменччĕ капитан. «Çамрăк чух кампа кам юнашар лармасть, кампа кам ташламасть пуль? Хĕрпе каччă вылякалани те усал ĕç туни мар». Капитан чунĕ пурпĕрех лăпланса çитеймерĕ. Вăл каллех чӳрече умне пырса тăчĕ. Куç умĕнче Федя явкаланса çӳрени йăлăхтарса çитерчĕ ĕнтĕ. Капитан кайса выртма та хатĕрччĕ. Ванюк трюмран тухни сисчĕвлентерчĕ. Федьăпа иккĕшĕ тем калаçрĕç те, Ванюк Зина каюти патнелле кайса çухалчĕ.
Капитан хăй мĕн вăхăт сыхласа тăнине чухлаймарĕ. Шурăмпуç çути палăрсан, Ванюк каялла тухрĕ. Федя трюма анчĕ.
Капитан хыпăнса ӳкрĕ. Ним иккĕленмелли те çук: Ванюк ун хĕрĕ патĕнче пулнă, Федя хурал тăнă. Капи-танăн çилли тăвăлса хăпарчĕ. Урăхла май çук: Ванюка пăрахут çинчен ăсатмаллах. Анчах мĕнле майпа? Самай хушă каллĕ-маллĕ шухăшларĕ капитан. Юлашкинчен тупсăмне тупре пулас — тем çырса конверта чикрĕ те лалуба çине тухрĕ.
— Вахтăра-им эсĕ? — тин асăрханă пек пулчĕ капитан. Ванюк шартах сикрĕ:
— Вахтăра, Петр Николаевич!
— Атя-ха, ман санпала калаçмалли пур!
Ванюк тепĕр хут пăлханса ӳкрĕ. Хĕрĕпе иккĕшĕн пирки пулмасан, мĕн сăлтавшăн çак вăхăтра хăй патне йыхăртăр? Тепĕр тесен, аван та. Никам çук чухне пĕтĕмпех хыпарлĕ. Ванюк капитан хыççăн каютăна хăюллăн кĕчĕ. Лешĕ пачах урăххи çинчен сăмах пуçарчĕ:
— Хуçа ĕçĕпе Саратова çын ямалла. Хамăн вăхăт çук. Урăх никама та шанас килмест. Каймăн-ши?
Ванюк савăнчĕ. Арăмĕн ашшĕ ăна килĕштерет çеç мар, пысăк ĕç тума та шанать. Зинăпа иккĕшĕ пуç тайсан, пиллеме те хирĕç пулмĕ. Апла тесен, ма итлес мар ăна?
— Хаваспах кайса килетĕп, Петр Николаевич! — терĕ Ванюк.
— Тумланса тух, эппин. Унта хисеплĕ çынсемпе тĕл пулма тивĕ. Хамах ăсатăп. Кĕçех туран пăрахут анмалла.
Ванюк пĕчĕк ачана тетте тыттарнăн çĕкленсе каютăран тухрĕ. Арăмне систерсе хăварсан аванччĕ те, ашшĕ ятласран шикленчĕ. Çывăртăрах терĕ.
Ванюкпа капитан кимĕ çине ларсан, туран пăрахут килни курăнчĕ. Пристанелле çывхарнă май капитан конверт кăларса тыттарчĕ.
— Саратова çитсен, çак адреспа кирлĕ çынна шыраса туп. Вăл «Кавказ и Меркурий» пристанĕнче ĕçлет. Хурав çырсанах каялла вĕçтер. Эс таврăнмасăр вырăнтан хускалмăпăр. Телей пултăр...
Вĕсем пристань çине кĕнĕ çĕре пăрахут та ĕлкĕрчĕ. Ванюка паспортне кăларса тыттарнă май:
— Ĕлĕкхи саманара унсăр та çӳрĕттĕн. Халь урăх шут, — терĕ капитан.
Пăрахут çине таврăнчĕ те капитан çăмаллăн сывласа ячĕ: ним хирĕçӳсĕр сирме май пуласса шухăшламанччĕ те вăл. Йĕркеллех тухса ăсанчĕ. Ан тив, Саратовра «Кавказ и Меркурий» пристанĕ çинчи агента шыратăр. Вăл тавçăриччен «Победа» Балаковăран инçе пулĕ. Анчах вĕсен туслăхĕ ытлашши шала кĕмен-ши? Çак самантрах хĕрĕнчен вăлтса пĕлес килчĕ. Ун патне кĕчĕ. Хĕрĕ ним туйми çывăрать. Акă, тутине кулнăн чалăштарчĕ те, пичĕ çинче икĕ путăк палăрчĕ. Чĕрине ним те хускатман çын çеç çакăн пек канлĕ çывăрĕ. Капитан хĕрĕн ыйхине татма хăю çитереймерĕ. Вăратасран сыхланса, каялла тухрĕ.
XV
Ыйхăран вăрансанах матроссем Ванюк çуккине асăрхарĕç те кула-кула сăмах хускатрĕç:
— Каччă ăçта пирĕн? Апăршук Юман Паттăрĕ... Ванюк палуба çинче те çуккине асăрхасан, Федя та канăçсăрланма пуçларĕ. «Нивушлĕ тепĕр хут кĕчĕ? Çывăрса кайрĕç пулĕ те хĕвел хăпарнине те туймăççĕ». Плита çине яшка лартса хăварчĕ те вăл Саша патне васкарĕ.
— Ванюк палуба çинче те çук... — терĕ Федя.
— Апла ăçта-ши?.. Килти тумĕ курăнмасть мар-и?
— Хăямат-и, тен... Арăмĕ патĕнче пулинех?
— Ашшĕне систересшĕн марччĕ-çке. Ĕнтĕ ниепле те пытараймĕç.
— Чăнах! Нивушлĕ арăмĕ патне юсанса кĕнĕ?
— Ĕненес килмест. Çав териех ăссăр марччĕ-çке вăл... Татăклă ним шухăшлама аптраса палуба çине хăпарчĕç. Капитанпа тĕл пулсан, Федя тӳсеймерĕ:
— Петр Николаевич, пирĕн Ванюк ниçта та курăнмастъ-çке? — терĕ.
— Юман Паттăр-и? — самантлăха чĕмсĕрленчĕ капитан. Урăх ĕçпе хулана ятăм темелле-и? Суйса-туса аппаланас мар. Луччĕ чăннине пĕлтерес те сăмахĕ пĕттĕр тесе тĕвтурĕ вăл, — Юман Паттăр паян ирех расчет илчĕ.
— Петр Николаевич, эпир чăнласа калаçатпăр. Эсир шӳтлесшĕн. Расчет илнĕ çын хуткупăсĕпе ĕç тумне мĕн тесе пăрахса хăварĕ? — ĕненесшĕн пулмарĕç Федьăпа Саша.
Ванюк Зина патне кĕрсен сыхласа тăнăшăн Федьăна çилленнĕччĕ капитан. Халь çине тăрсах тĕпчени пушшех вĕчĕрхентерчĕ. Ĕлĕкхи пек ăçта килчĕ çавăнта матрос тулма май пулсан, Сашăпа иккĕшне те çак самантрах хăваласа ярĕччĕ. Халь ирĕксĕртен çырлахма тивет. Вуникĕ матрос вырăнне улттăнах ĕçлеççĕ вĕсем. Кусенчен хăтăлсан, тăваттăнах юлĕç те якăра та кăлараймĕç. Пурпĕр кăмăлсăрланнине пытармарĕ, хыттăн татса хучĕ:
— Мĕншĕн пăрахса кайнине хăйĕнчен ыйтăр! Федьăпа Саша пĕр-пĕрин çине тĕлĕнсе пăхрĕç.
— Эс мĕн те пулин ăнлантăн-и? — терĕ Саша, капитан куçран çухалсан.
— Калама аптратăп, манран чиперех вахтăра юлчĕ.
— Федя... Ванюк каларăшле, шереметсем эпир... Капитан чӳречерен асăрхама пултарнă.
— Вăт, шуйттан илесшĕ, чăн та-çке!
— Ахăртнех, ĕçрен кăларса янă ăна...
Ванюк никама систермесĕр ĕçрен тухса кайнă хыпар пăрахут çинче ĕçлекенсем хушшине çиçĕмрен те хăвăрт сарăлчĕ. Ун пирки тĕрлĕ май сӳтсе яврĕç. Ăна хисеплекенсем пăшăрханчĕç: Ванюк пек хаваслă йĕкĕте урăх ăçта тупăн? Кĕвĕçекенсем ним хăрамасăр йĕлпĕрчĕç:
— Вăт сире маттур йĕкĕт! Унашкал çăмăлттайсем тĕнчере сахал мар!
Федьăпа Саша ним калама аптрарĕç.
XVI
Зина ыйхинчен вăранчĕ те куçне уçичченех йăл кулчĕ. Кĕçĕр вăл турăран пил илнĕ упăшкипе юнашар выртнă. Куншăн никам умĕнче те вăтанмалли çук. Никам та хур кӳме пултараймĕ. Кĕçех ашшĕ умне чĕркуçленĕç. Вăл каçармасран та хăрамалли çук. Ванюк каларăшле, вĕсем текех пĕчĕк ачасем мар. Кирек ăçта та ĕç тупĕç. Ярославль хулинчен каяс килмест те, Ванюкпа пĕрле тĕнче хĕррине çитме те килĕшĕ. Амăшне кăна шел...
Зина рехетленсе тутлăн карăнчĕ те Ванюка инçетрен те пулин курасшăн чӳрече каррине сирчĕ. Матроссем сăмсара кĕпĕрленсе тăраççĕ, тем çинчен хĕрӳллĕ калаçаççĕ. Ванюк кăна курăнмасть.
Зина тухнине курсан, Федя ун патне çывхарчĕ.
— Ырă ир пултăр!
— Сана та çавнах сунатăп! — хаваслăн хуравларĕ Зина. Çавăнтах шӳтлĕн хушса хучĕ: — Ман савнă мăшăрăм халь те çывăрать-шим?
— Хам та ун çинчен ыйтасшăнччĕ...
— Мĕн апла? — Федя канăçсăрланнине асăрхаса çуйланчĕ Зина.
— Ирхине, Ванюк вахтăра юлсан, кунта тем пулса иртнĕ... Ырă маррине хыпарлама йывăр, Зина. Çапах чăннине пытараймăн.
— Эс мана йăлтах хăратса пăрахрăн!
— Хăрасан та ним тума çук! Ванюк паян ирех ĕçрен тухса кайнă.
— Ан шӳтле!..
— Хамăн та ĕненес килмест. Пăрахут çинче çук вăл.
Çамрăк хĕрарăм борт хĕрринчи тимĕр карлăк çине тайăннипе кăна ӳкесрен хăтăлчĕ. Федьăпа иккĕшех пулсан, сасăпах макăрса ярĕччĕ. Епле тӳсĕн? Чи юратнă çынни çапла улталанине тĕнчере никам курман-тăр.
Федя ăна чĕререн шеллерĕ. Йăпатма хăтланчĕ:
— Хăвăра тăнăç тыткалама тăрăшăр. Çынсем сăнаççĕ.
— Турă çырлахтăр! Ма çав териех усал йĕкĕт аллине çаклантăм-ши? Ма çакăнтах чĕрем çурăлмасть-ши?..
— Зина, Ванюка ылханма ан васка-ха. Вăл айăплă мар-и тен. Хăвах шутла, хăй ирĕкепе каяс çын мĕн тесе хуткупăсне хăварĕ? Çакă та тĕлĕнтерет — çыран хĕррине кам ăсатнă-ши ăна? Такам тем калатăр та, Ванюк унашкал путсĕр пуласса ĕнĕнместĕп. Ванюкпа аçу хушшинче темле сас-хура пулнă курăнать. Паçăр ыйтса пĕлме хăтлантăмăр та, хаяррăн татса хучĕ. Вăл унашкал айкашнине астумастăп.
Енси çинчен пĕр чулĕ сирĕлнĕн туйăнчĕ Зинăна. Вăл юратакан çынни улталаманнине ĕненчĕ. Хуйхи-суйхи кăна ним чухлĕ те иксĕлмерĕ. Вара, хăй мĕн тăвасса та ăнланмасăр, ашшĕ патне вирхĕнсе кĕчĕ.
— Атте, тĕрĕсех-и ку?..
Капитан хĕрĕ минренине асăрхарĕ. Анчах ним пĕлмен пек хирĕç ыйтрĕ:
— Мĕн тĕрĕсне пĕлесшĕн эсĕ?
— Ванюк пăрахут çинчен чăн та кайнă-и?
Хĕрне йĕкĕтрен сивĕтме шăп вăхăтне ăнланчĕ капитан.
— Кайнă! — терĕ. Хĕрĕ тем каласшăнне сиссен, сассине хăпартса пӳлчĕ: — Ирпе тухнă-тухманах Паттăра куртăм. Тӳрех расчет пар тесе тапăнчĕ. Эпĕ ӳкĕте кĕртме хăтлантăм — итлемерĕ. Пурпĕр ĕçлеместĕп, юлташсем ыйхăран вăраниччен каятăп тесе çĕмĕрĕлчĕ, тем туса пăрахасла юнарĕ. Эпĕ сехĕрленсе ӳкрĕм. Кимĕпе те хамах ăсатрăм. Мĕн пирки васкаса кайнине пĕлеймесĕрех юлтăм. Вăл ку териех путсĕр йĕкĕтне тĕлĕкре те тĕлленмен... — Капитан сăмахне вĕçлерĕ те чĕмсĕрленчĕ. Хĕрĕ мĕн хăтланасса сăнарĕ.
Ашшĕне ĕненмесĕр тăма салтав çук. Чĕркуççи шăнăрĕсем шĕлтер пулчĕç те, Зина вырăн çине тĕшĕрелсе ӳкрĕ. Сасăпах макăрса ячĕ.
— Ма çав териех мăшкăлларăн-ши эсĕ мана?..
— Кам мăшкăлĕ пирки супĕлтететĕн эсĕ? — хыпăнса ӳкрĕ капитан.
Ашшĕн сассинче кăра çилĕ чашкăрнине сисмерĕ Зина. Мĕншĕн пытармалла ĕнтĕ... Пурпĕрех мар-и?
— Эп ăна хамран та ытларах юратнă. Хамран та ытларах шаннă. Вăл мана ухмаха тăратса хăварчĕ...
Хĕр чыслăхне çухатнă пирки иккĕленнисем йăлтах сирĕлчĕç. Арлă-арăмлă пек пурăнман хĕр ашшĕ умĕнче çапла калаçмĕ.
— Зина, эп саиа пачах ăнланаймастăп... — çемçен чĕнчĕ капитан. — Аçупа аннӳрен те хаклă çын саншăн кам вара вăл? Ăнсăртран тĕл пулнă каччăшăн хыпса çунакана урăх ниçта тупаймăн. Хĕр чухне хĕрĕх тус тенĕ.
Ыйхăран вăрансанах ашшĕ сисесрен хăранăччĕ Зина. Халь, пурпĕрех пурăнас çук тесе, хăравçалăхне сирчĕ.
— Ытти хĕрсем хăйсене мĕнле тыткалани кирлĕ мар мана... — терĕ вăл леш тĕнчене куçма хатĕрленнĕ çын сассипе. — Ванюк маншăн такамран та хаклă. Ĕнер çеç-ха иксĕмĕр пĕр-пĕрне юратнине венчете тăрса çирĕплетрĕмĕр. Пачăшкă турă умĕнче венчет çĕрри тăхăнтартрĕ. Чиркӳрен тухсан, пĕр-пĕрне нихăçан та пăрахмăпăр тесе тупа турăмăр, хĕрессене улăштарса çакрăмăр. Ку Ванюк хĕресĕ, — Зина кĕпе çухавине уçса кăтартрĕ. — Куна Ванюк çакрĕ. Йĕс çеç пулин те, вăл маншăн ахахран та хаклă.
Капитан тӳсеймерĕ — ура çине сиксе тăчĕ. Каллĕ-маллĕ талкăшрĕ. «Ак сана маттур йĕкĕт! Куç умĕнчи хĕре арăм тума ĕлкĕрнĕ!» Ниçта кайма аптранăн, Зина умĕнче чарăнчĕ. Хаяррăн кăшкăрса пăрахрĕ:
— Пуçна ăçта çухатрăн?! Савса ӳстернĕшĕн пĕтĕм хула умĕнче намăса кĕртес терĕн-и?..
Ашшĕ сăмахĕсем Зина чĕрине сăнă пек пырса тăрăнчĕç. Çапах вăл кăмăлне хытарма тăрăшрĕ:
— Сире аван мар турăм, айăплă. Анчах, темле асап тӳссен те, ăна юратма пăрахассăм çук. Эпир санран пиллĕх илесшĕнччĕ, хăяймарăмăр...
— Иçмасса, мĕнле çын ачипе пуçна çыхнине пĕлетĕн-и хуть? — терĕ капитан.
— Ма пĕлместĕп-ши?.. Вăл мана пĕтĕмпех каласа пачĕ! — чĕрĕленсе хуравларĕ Зина. — Унăн ашшĕпе амăшĕ — чăвашсем хушшинчи ирĕк шухăшлă çынсем. Çавăншăн иккĕшне те тĕрмене хупнă. Аслашшĕ улăп пек вăйлă пулнă, пĕрре чышса урхамаха ӳкерме пултарнă.
— Зина, мĕн пирки çав териех шанатăн эс ăна? Ашшĕ-амăшĕ тĕрмене çакланни ахаль пулас çук.
— Атте! — куçран чăр! пăхрĕ Зина. Кӳреннине пытармарĕ. — Хăв мĕн пакăлтатнине хăв та ĕненместĕн вĕт. Мана ĕнентерме те ан хăтлан. Вăл сакăр çула çитсенех тăлăха юлнă. Кукашшĕсем патĕнче ӳснĕ. Учителе вĕренме кайсан, ашшĕ-амăшĕ пирки ăна экзамена та тăратман. Тата мĕн... Анаталла аннă чухне вăл мана хăйсен ялне кăтартрĕ. Атăл хĕрринчен инçех мар. — Зина шухăшне вĕçлерĕ те чĕмсĕрленчĕ.
Çине те çине витернипе капитан хĕрĕн кăмăлĕпе килĕшсе пычĕ. Ун куçĕ умне, ахăртнех, Ванюк тухса тăчĕ. Вăл пур енчен те аван йĕкĕт. Çапах та мĕн пирки ăна хурласа хĕрне ятларĕ-ха капитан? Хуçа ачине юрасшăннипе, хĕрне çавна качча парасшăн çуннипе. Вĕсем çумне çулăхни ĕне çине йĕнер хуни майлах мар-и? Чăнласах, Ванюк — вĕсен хĕрне тивĕç йĕкĕт. Ăна суйса кăларса янине епле юсамалла ĕнтĕ? Кĕтсе илме май çук. Икĕ талăксăр таврăнаймĕ. Унччен çула тухмалла. Хуçан шанчăклă çынни васкатасси паллах. Тата, çырăва вуласан, Ванюк Зина енне çаврăнса пăхасси те иккĕллĕ. Çапла сӳтсе явнă май, пархатарлă шухăш пырса кĕчĕ. Пăрахут кунта çуккине пĕлсен, Ванюк килне кайĕ. Атăлкассинчя баржăсене кăкарма кĕрсен вĕсем патне çитсе килме темех мар. Юлашкинчен йăлтах тĕрĕске каласа пама шутларĕ те:
— Акă мĕн, хĕрĕм... — сас-хура пулман пек çемçен чĕнчĕ капитан. — Ванюк хăй расчет илмен. Ăна хам кăларса ятăм...
Зина тепĕр хут пăшăрханса ӳкрĕ. Тем каласшăнччĕ те — ашшĕ пӳлчĕ:
— Иксĕр пĕр-пĕрне килĕштернине унчченех тĕшмĕртеттĕм. Хуçан шанчăклă çынни патĕнчен таврăнсан, сăнакалама та хăю çитертĕм. Ванюк сан патра пулнине ĕнентĕм. Чун тăвăлнипе тӳсеймерĕм — ыттисем вăраниччен кăларса яма тăрăшрăм.
Ашшĕн каварлăхĕ пирки хурланнине тӳсеймесĕр, Зина икĕ аллипе питне хупларĕ. Хулпуççийĕсене чĕтретсе, ăшра макăрма тытăнчĕ.
— Кăлăхах куççуль юхтаратăн. Макăрни хăвна çын вырăнне хуманни кăна. Ытах тесен, Ванюкне тупăпăр. — Хĕрĕ ĕсĕклеме чарăннине асăрхасан, шухăшне малалла тăсрĕ: — Вăл таçтах каяс çук, килне таврăнĕ. Атăлкассинчи баржăсене кăкарма кĕрсен, кайса килме те юрать. Каснă йывăçа тепĕр хут сыпаймăн. Анчах пуçна çухатса урăх ним те ан айкаш. Çынсене култăрса, пире намăса ан кĕрт!
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...
Тĕрĕс-тĕк...