Ан авăн, шĕшкĕ


Хĕвел инçетри тусем хыçне пытанчĕ. Пин-пин çутăпа йăлкăшма пуçларĕ айлăмра ларакан Порт-Артур. Тинĕс çинчен нӳрĕ çил вĕрме тытăнчĕ. Пулăçсен шурă парăслă киммисем пĕрерĕн-пĕрерĕн çыран хĕррине пырса чарăнчĕç.

Илемлĕ-çке эсĕ, Маньчжури каçĕ!

Çакăн пек çуллахи ăшă каçсенче эпĕ илĕртӳллĕ кăнтăр çанталăкĕпе сахал мар килентĕм. Анчах кĕçĕр кунта, ют çĕршывра, мана нимĕн те илĕртмест. Пĕртен-пĕр ĕмĕтĕм — Тăван çĕршыва хăвăртрах çитесси. Çуралнă ялăмра тăватă çулталăк хушши пулаймарăм, çамрăксен уявĕсенче савăнса çӳреймерĕм. Мĕнле-ши халь унта? Çак ĕмĕтпе çĕкленсе, порт еннелле васкатăп, ту хушшинчи ансăр, кукăр-макăр сукмакпа тинĕс хĕрринелле анатăп, аллăмри чăматан йывăрăшне те, кутамкка çакки хулпуççие каснине те сисместĕп.

Тăван çĕршыва кайма тухнă салтаксем порт çывăхĕнчи пĕр пысăк сада пуçтарăннă та пăрахут килессе кĕтеççĕ. Унта та кунта вут çути ялкăшать: çалтаксем каçхи апат пĕçереççĕ. Йĕри-тăвра калаçса кулни, юрлани илтĕнет.

Эпĕ, ушкăнтан ушкăна çӳресе, хамăр енчисене шыратăп. Сасартăк çывăхрах чăваш юрри илтĕнсе кайрĕ, анчах сăмахĕсем..." «Она вон шишка, она вон...» шăрантараççĕ иккĕн, чăваш сăмахесене вырăсларах каласа. Эпĕ, ним шутласа тăмасăр юрлакансем патне, пĕр лапсăркка улмуççи айне, чупса пытăм.

— Чăвашсем пур-и? — ыйтатăп юрлакансенчен.

— Пур, пур! — теççĕ иккĕшĕ те харăсах.

Хăйсем, урисене тутарла хуçлатса, вут умне ларнă та чăваш юррине шăрантараççĕ кăна. Иккĕшĕ те сержант. Иккĕшин те кăкăр тулли медаль.

Эпĕ вĕсемпе хăвăртах паллашрăм.

Сарлака питлĕ, хĕсĕкрех куçлă казах йĕкĕчĕ Курмангалиев, питĕ хаваслăскер, шӳт тӳма юратать иккен: кашни сăмаха кулăшла çавăрса хурать. Унăн юлташĕ — сарă вăрăм çӳçлĕ, ăшă кăмăллă вырăс каччи — Виктор Ворончихин.

— Каçарăр, эсир шӳт тăвас терĕр пуль, ăçта-ха ман земляк? — ыйтатăп вĕсенчен.

— Ан пăлханăр, сержант, кунтах вăл, — терĕ Курмангалиев.

— Авă, — хушса хучĕ Ворончихин, пуçĕпе аяккалла сĕлтсе.

Чăнах та, пирĕнтен инçех те мар, чăнкă çыран хĕрринче, пĕр салтак каллĕ-маллĕ уткалать, пĕрре шыв хĕрринех пырса, тинĕс хумĕсем шурă чуллă çырана çапăннине сăнать, унтан вăрт çеç аяккалла пăрăнса уттарать. Унăн хусканăвĕнче темĕнле виçесĕр телей, ачалла чăрсăрлăх, ниçта чикме çук савăнăç пурри сисĕнет.

Эпĕ ун еннелле утма тăнăччĕ кана — Курмангалиев чарчĕ:

— Каçарăр, сержант... Пăлханать халĕ вăл, çавнашкал ăш вăркатмăш хыпар пур унăн... Чăрмантарас марччĕ ăна...

— Çыру илнĕренпе лара-тăра пĕлмест, ĕнертенпех çапла, çыран хĕрринче çӳресе, пăрахут килессе кĕтет, — хушса хучĕ Ворончихин.

Икĕ сержант хăйсен тусĕ çинчен çав тери ăшшăн калаçни мана кăштах тĕлĕнтерчĕ. Эпĕ вĕсемпе юнашарах хам чăматан çине лартăм.

Вут çине котелокпа пăтă пĕçерме çакнă — чумизă(* -Маньчжурире ӳсекен тырă, вир майлăрах.) пăтти сиксе вĕресе котелока чĕтрентерет, çунăк шăрши сăмсана кăтăклать.

— Юрлар мар-и пĕрех хут сирĕн юрра? — терĕ те Казахстан йĕкĕчĕ, эпĕ мĕн каласса кĕтмесĕрех янăраттарса та ячĕ:

 

Она вон, шишка, она вон...

 

— Пирĕн Курман шăпчăк пекех, юрламасăр пурнаймасть. Ахальтен мар акынсен йăхĕнчен тухнă, — шӳтлесе илчĕ Ворончихин, вара хăй те юрра ячĕ.

Вырăспа казах хамăр юрра шăрантарнине итленĕ май, пĕр самант тĕлĕнсе те савăнса лартăм, унтан хам та чатаймарăм, юрласа ятăм:

 

Ан авăн, шĕшкĕ, ан авăн...

 

— Кам кунта чăвашла çав тери ăста юрлать?! — илтĕнчĕ хыçăмра. Эпĕ, юрлама чарăнса, каялла çаврăнса пăхрăм.

Вут умне вăтам пӳллĕ, тĕреклĕ хул-çурăмлă каччă пырса тăчĕ. Гварди сержанчĕ. Кăкăрĕ çинче Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕ, «Отличный связист» значок тата пилĕк-ултă медаль йăлкăшать. Вут çутинче ун сăнне лайăхах куртăм: вичкĕн пăхакан куçсем, пилотка айĕнчен сулахай куç харши çинелле çӳç пайăркисем усăнса тăраççĕ — харсăр сăн; çапах та ку харсăрлăх чуна шиклентермест, темле ыра туйăмпа хăпартлантарать.

— Сан пата «хамыръял» килчĕ, паллашăр, — терĕç ăна икĕ гвардеец харăсах.

— Астров, — терĕ палламан сержант, ман алла хытă чăмăртаса.

Тепĕр сехетрен эпир пĕр-пĕрне мĕн ачаран пĕлнĕ пекех хăнăхса çитрĕмĕр (ара, салтакăн йăли çавăн пек мар-и!), калаçу та вара хĕрсех кайрĕ.

— Савни патне таврăнатăр пуль-ха? Çураçнă хĕр пулĕ? — ыйтрăм каччăран сăмах майăн.

Астров пĕр хушă каçхи тинĕс çинелле тунсăхлă куçпа пăхса ларчĕ, унтан ассăн сывласа илчĕ те йăлкăшса кулчĕ.

— Эх! Пĕлесчĕ эсир ман юрату çинчĕн!.. Сăмах майăн, каçарăр, эсир çыркалатăр пулас? Эпĕ сирĕн хушаматăра дивизи хаçатĕнче куркаланă. Çырасах тесен — çырса кăларма та пултаратăр. Маншăн пурпĕрех. Кăласа парасса... Эсир ыйтнăшăн мар... так ахаль, пулни-иртнине тепĕр хут йĕркипе аса илес килнĕрен çеç каласа паратăп. Чăнахах та çывăрас килмест пулсан, итлĕр эппин...

Вороычихинпа Курмангалиев пăтă çисенех пĕр шинельле витĕнсе выртрĕç те çывăрса кайрĕç, кăвайт та паçăрах сӳнчĕ, сăвă-юрă та шăпланчĕ — ман сержант çаплах хăйĕн юратăвĕ çинчен калать.

Ун кăлавне эпĕ пĕр чĕнмесĕр итлесе лартăм. Пĕрре хĕрӳленсе, тепре пусăрăнса, пĕрре хиçре тетте курнă пĕчĕк ачалла савăнса, тепре темĕнле пыçăк хуйхă тӳснĕ çын пек хурланса калăçрĕ вăл.

Астров çине пăхса, тĕлĕнсе кăна лартăм: мĕн тери юратма пулать иккен çамрăк чух, мĕн тери хăватлă вăл, малтанхи юрату!..

 

* * *

— Астров! Эсир çыхăну батальонне каятăр! — хушаççĕ мана дивизи штабĕнче.

— Итлетĕп!

Битальонтан килнĕ связнойпа каçа хирĕçех çула тухрăмăр.

Фронтра шăпах, хушăран çеç таçта пулемет такăртатни раштаври сивĕ каç шăплăхне четретет е ташман ракетин сивлек çути янкăр тӳпере ялкашса çухалать. Хĕвелтухăс Пруссие эпĕ паян çеç килсе çитрĕм. Нимĕç çĕрĕ кун çутинчех кичем пекчĕ, тĕттĕмре вал тискеррен туйăнчĕ.

Çыхăну баталъонĕ Пилькаллен хулинчен пĕр-икĕ çухрăмра, шурлăхлă пĕчĕк вăрман хĕрринче, вырнаçнă. Тарăн çырмара пытанса ларакан çĕрпӳртсен мăрйисенчен тĕтĕм мăкăрланать.

— Комбат çак блиндажра, — терĕ мана связной. Блиндаж алăкне шаккарăм. «Кĕрĕр!» — тени илтĕнчĕ шалтан.

Пӳлĕмре ăшă. Урай варринче тимĕр кăмака кĕрлесе çунать.

Алăк патĕнче, кĕтесре, пĕр çамрăк ефрейтор, ординарец пулас, автоматне чĕркуççи çине хунă та кукленсе ларнă çĕртех харлаттарса çывăрать. Малти кĕтесре, снаряд ещĕкĕнчен тунă сĕтел хушшинче, хĕрĕхсенчен иртнĕ хаяр сăнлă çын ларать. Вăл батальон командирĕ иккенне тӳрех тавçăрса илтĕм. Кунта килнĕ чухне, çул майăн, связной мана çак командир пирки темĕн те пĕр каласа пачĕ. Вăл каланă хыççăн эпĕ пулемет лентисем çакнă, аллине пиçтолет тытнă паттăра курма ĕмĕтленсеттĕм, анчах пачах урăхла çынна куртăм. Комбат аялти шурă кĕпе вĕççĕн кăна: вăл, сĕтел çине сарса хунă карттă çине тимлĕн пăхса лараканскер, чапа тухнă командир пек мар, пĕр-пĕр географи учителĕ пек туйăнса кайрĕ; кăмака умне типĕтме çакнă гимнастерка кăна вал кам иккенне аса илтерчĕ: гимнастерка çинче —майор пакунĕсем.

Эпĕ ăна хам çинчен пĕлтертĕм.

— Так, так, — терĕ вăл, хăмăр куçĕпе ман çине тăрăнса, —связист пулас тетĕр эппин? Пит аван. Хăш енчисем-ха?

— Чăваш республикинчен.

— Так, так. Миçе çулта, мĕн чухлĕ вĕреннĕ?

— Вунтăххăрта... Çичĕ çул вĕреннĕ, майор юлташ!

— Сахалтарах... Пире вĕрĕннĕ çынсем ытларах кирлĕ. Ну, юрĕ. Комсомолец-и?

— Çук-ха, — тетĕп именсе.

Майор ман çине шăтарасла пăхнă май аллинчи кăранташĕпе сĕтеле шакка пуçларĕ.

— Хăш фронтра çапăçнă халиччен?

— Пĕрремĕш хут, майор юлташ, — тетĕп, тата хытăрах именсе.

— Так, так... — терĕ те майор сасартăках куç харшисене пĕрчĕ... — Тар шăршласа курман эппин? Ку япăхрах вара... Пирĕн батальон пĕтĕм дивизийĕпе чаплă, Ленин орденлĕ батальон. Салтаксем кунта пурте маттурскерсем, старшина та — ылтăн; пурăнсан курăр-ха ак (майор чеен кулса илчĕ)... Япăх салтака хисеп çук пирĕн патра. Ну, телейлĕ служба сунатăп! Так, так... Кайма пултаратăр.

Тӳрех калас пулать, комбат мана савăнтармарĕ. Эпĕ фронтра пулманнишĕнех вăл манпа пĕчĕк ачапа калаçнă пек пуплени мăн кăмăллă чĕреме ыраттармаллипех ыраттарчĕ.

Çапла, батальона çитнĕ-çитменех кăмăлсăрлантăм. Çапах та ку çеçки кăна пулчĕ-ха, çырли вара кайран пиçе пуçларĕ.

«Ылтăн» старшина ман çине иккĕмĕш каçах кăшкăрса тăкрĕ. Çĕрле тревога пулчĕ. Эпĕ, ыйхă тĕлĕшĕпе, обмоткăна час чĕркеймесĕр, пуринчен кая юлтăм.

— Интеллигенци! — терĕ тарăхнă старшина, — марш çаруран.

Обмоткăсене кĕсъене персе чиксе тухса сирпĕнтĕм. Çав каçран вара вăл мана пĕрре те канăç памарĕ. Мĕнле те пулин кăлтăк тупатех: е ман тӳме татăлнă, е шинель хлястикĕ çук, е автомат таса мар, е тата темтепĕр... Ман çитменлĕхсене çеç асăрхать тейĕн.

Гончарук старшина — вăрçăчченех çарта пулнă ватă салтак, рядовойран старшинана çитнĕскер. Вĕренессе нумаях вĕренмен, тăватă çул кăна, çапах та ăслă хăй. Анчах темшĕн хăйĕнчен нумайрах вĕренне салтаксене пурне те «интеллигенци» тет. Эпĕ хам япаласене тирпейлесе çитерменни хытă тарăхтарать ăна. «Интеллигенци! — тет вара, сарă мăйăхне туртса. — Кăтартăп сире образовани, котелок тасатма та пĕлместĕр!» Темшĕн вара мана «интеллигенци» тесе чĕне пуçларĕ.

Эпĕ фронта хам тантăшăмсемпе пĕрле лекеймерĕм. Малтан тылри полксенче пулкаларăм, анчах та çар йĕркине хăнăхсах çитеймерĕм пулас. Çавăнпа халь, фронта лексен, питĕ йывăр килчĕ. Тăраниччен çисе те, çывăрса та кураймастăп, шалт аптрарăм. Вăл-ку хăяматнеччĕ-ха, анчах чи йывăрри маншăн связист ĕçĕ пулчĕ. Телефон аппарачĕпе хăвăртах паллашса çитрĕм ĕнтĕ, çĕрпӳртре вĕренсе ларнă чух — çынсенчен кая мар темелле, анчах уя тухсан вара, лини çинче ĕçлеме тытăнсан, ниепле те ĕç тухасшăн мар ман. Кунта, ачам, хăнăху çук пулсан, старшина калашле, аслă шкул пĕтерни ниме те пĕлтермест. Юрать, юлташăмсем аван.

Хамăр отделенири икĕ салтакпа питĕ çывăх туслашрăм. Иккĕшĕ те ман пекех рядовой, анчах тахçантанпах фронтра çапăçаççĕ. «Тăвансем» теççĕ вĕсене батальонта. Чăнах та ĕнтĕ, вĕсем çав тери туслă, ырă кăмăллă, хастар каччăсем.

■ Страницăсем: 1 2 3 4 5 6 7

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


Вол (2012-01-24 15:27:51):

Мĕн калăн ĕнтĕ 1946 çулта çырнă япала пирки?

 

Андрей Шур (2013-02-16 13:00:43):

Александр Артемьев пек илемлĕ çыракансем питĕ сахал... Шел...

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: